Республикӑра
![]() ӗтӗм Раҫҫейри азербайджансен конгресӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Азиз Бадиров Ыран 14 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн наци культурисен залӗнче Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа «Тӑван сӑмах кӗвӗ евӗр янӑрать» информаци сехечӗ ирттереҫҫӗ. Унта Пӗтӗм Раҫҫейри азербайджансен конгресӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Азиз Маггерам оглы Бадиров хутшӑнӗ. Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ. Ун тӗллевӗ — чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварасси. Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртни Бангладеш тӗп хулинче, Даккере, 1952 ҫулта тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, хӑйсен чӗлхине ҫӗршывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ студентсене полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Раҫҫейри Danone» компани пуҫлӑхӗ Бернар Дюкро «Газета.Ru» хаҫата панӑ интервьюра Томскри тата Шупашкарти савутсене сутма хатӗрри пирки пӗлтернӗ. Аса илтерер: асӑннӑ компанин Шупашкарти тата Томскри савучӗсене пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче кризиса пула хупнӑ. Ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, унта туса кӑларнӑ сӗт-турӑха туянакан сахалланнӑ тата хатӗр-хӗтӗр кивелнӗ. Халӗ Франци компанийӗ Шупашкарти савута сутма кӑларнине пӗлтернӗ. Дюкро палӑртнӑ тӑрӑх, компани Томски тата Шупашкарти савутсене инвестици хывма май пулман. Вӗсене Danone стандарчӗсемпе тумашкӑн 800 миллион тенкӗ ытла хывнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри Гидрометцентр ҫитес 24 сехетре Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Ксин циклон пулассине пӗлтерет. Ҫавна май юр нумай ҫӑвать, ҫил ҫеккунтра 19–24 метр вӗрет. Ҫил хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Ҫавӑнпа ҫирӗп мар ларакан конструкцисенчен пӑрӑнма ыйтаҫҫӗ. Реклама щичӗсене те ҫил йӑтса антарма пултарать. Йывӑҫсем ӳкес хӑрушлӑх та пур. Ҫитес талӑкра Чӑваш Енре 7–10 мм юр ҫумалла. Ытларах ҫӗрле, ирхи 6 сехетчен ҫӑвӗ. Росгидромет юрпа вӑйлӑ ҫиле кура Чӑваш Енри хӑрушлӑха хӗрлӗ сарӑ тӗспе палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Ача ҫурални — пысӑк телей. Йӗкӗреш ҫут тӗнчене сайра хутра килет. Виҫӗреш вара республикӑра ҫулталӑкне темиҫе ҫемьере ҫеҫ ҫуралать. Ҫак кунсенче Вӑрнар районӗнчи пӗр ҫемьере виҫӗреш кун ҫути курнӑ. Районта кунашкалли 10 ҫул пулман-мӗн. Ҫапла ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ хыпарлать. Владимирпа Ксенийӑн ҫемйинче харӑсах икӗ ывӑл тата хӗр ҫут тӗнчене килнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӗсене ача ҫуралнине ӗнентерекен хута савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Владимирпа Ксения ачасене Елизавета, Тимофей тата Илья ят хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла хӑнасем ҫитнӗ. Аякран килнӗ вӗсем. Крым тата Севастополь ҫыннисем Шуршӑлти Андриян Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗнче пулса курнӑ. Хӑнана Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, экономика министрӗн ҫумӗ М.Балаханов, Крымри федераци университечӗн проректорӗ Е.Г.Бубнов тата «Крым – Чӑваш Ен» ҫамрӑксен канашлӑвне хутшӑнакансем килнӗ. ЧР Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнасем Шуршӑлта Андриян Николаев пирки роликсем курнӑ, ҫӗнӗ куравпа паллашнӑ. Вӗсем ятарлӑ кӗнеке ҫине ырӑ сӑмахсем ҫырса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн Ҫуркунне ҫывхарнӑ май ейӳ пирки калаҫма тытӑннӑ. Чӑваш Енре ятарлӑ комисси ларӑвӗ иртнӗ. Ларӑва ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Павлов ертсе пынӑ. Специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 56 яла ейӳ илме пултарать. Ларура унран хӳтӗленмелли майсем пирки калаҫнӑ. ЧР МЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ейӳ 16 районти 56 ялта сарӑлма пултарать. Унта — 903 ҫурт, 2270 ҫын пурӑнать. Ҫавна май унран сыхланмалли мероприятисен планне хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш хастарӗсен «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗ ҫак кунсенче ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ — хальхинче Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерствине ҫырнӑ. Информаци политикин министерствинчен чӑваш хастарӗсем Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн анлӑшне сарма ыйтаҫҫӗ, хальхи вӑхӑтра чӑваш телекуравне сахал ҫын курма пултарни пирки асӑнаҫҫӗ. Ку ӗҫе тума информаци политикин министерствинче укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварма ыйтаҫҫӗ. Хӑйсен ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» наци телерадиокомпанине спутник урлӑ пӑхма майсем тума пулӑшма та ыйтнӑ. Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра чӑвашла кӑларӑмсемпе виҫӗ телекомпани тивӗҫтерет: «Чӑваш Ен» ПТРК, Чӑваш наци телекуравӗ тата «ЮТВ» телеканал. Шупашкарта ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра «21+» канал ӗҫлет, анчах унӑн программинче чӑвашлисем ҫук. |
Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи Катек ялӗнче урнӑ кушак хуҫине икӗ хут тапӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Николай Григорьев кушакне тӗп сакайне ярас тесе тытнӑ. Анчах лешӗ ӑна сылтӑм аллинчен ҫыртнӑ. Каярахпа хуҫи кушака каллех тӗп сакайне яма тӑнӑ. Хальхинче те мӑрмӑр ӑна ҫыртнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын ӑна миххе чиксе чӑлана тухса хунӑ. Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тӗрӗслев хыҫҫӑн кушак урнӑ чирпе аптӑрани паллӑ пулнӑ. Ҫав кунах вӑл вӑйран кайса ӳкнӗ. Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче унӑн виллине республикӑри ветлабораторие тӗрӗслеме янӑ. Вӑл унччен таҫта ҫухалса ҫӳрени паллӑ. Катекри пур выльӑха та вакцинациленӗ. Ҫавна май вӑл ялта карантин пулнине пӗлтернӗ. Николай Григорьев тата кушака тытнӑ тепӗр ҫын сиплев курсӗ витӗр тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем Бельги преподавателӗпе тӗл пулнӑ. Жан-Франсуа Тири Шупашкара Василий Паскье архимандритпа тӗл пулма килнӗ. Хӑнана итлеме вара студентсемпе филологсем те пухӑннӑ. Жан-Франсуа Тири Раҫҫее 25 ҫул каялла куҫса килнӗ. Студент чухне пирӗн ҫӗршыв пирки вӑл нимӗн те пӗлмен. Вӗреннӗ хыҫҫӑн вӑл Раҫҫейре ӗҫлеме ирӗк илнӗ. Жан-Франсуа Тири вырӑс, акӑлчан, хрантсус, итальян, фламанд чӗлхисене пӗлет. Унӑн шӑпипе Мускаври режиссер кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл Раҫҫее куҫса килнӗ ҫынсем пирки документлӑ фильм ӳкерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Чӑваш Ен КиВиНӗ» фестиваль иртет. Унта хутшӑнмашкӑн регистраци пуҫланнӑ ӗнтӗ. Сочири фестиваль хыҫра ӗнтӗ. Халӗ республика шайӗнчине хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл «Ҫеҫпӗл» хальхи пултарулӑх академийӗ ҫумӗнче иртӗ. Унта хутшӑнас тесен регистрациленме юрать ӗнтӗ. Шупашкарти, Патӑрьелти, Куславккари 23 команда ку ӗҫе тунӑ ӗнтӗ. Йошкар-Ола, Ешӗл Вар (Зеленодольск) хулисем те регистрациленнӗ. Регистраци нарӑсӑн 17-мӗшӗнче кӑнтӑрла вӗҫленӗ. Гала-концерт нарӑсӑн 28-мӗшӗнче пулӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра иртӗ. Унта пурте килме пултараҫҫӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |