Ӳнер
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче арҫынсене тӳлевсӗр кӗртессине пӗлтерет. Ку акци унтисемшӗн йӑлана кӗнӗскер-ха. Театра тӳлевсӗр кӗрес тесен арҫынсен ачисене е мӑнукӗсене ертсе пымалла. Ачашӑн билет туянма тивӗ, анчах хӑйсенчен кӗмӗл ыйтмӗҫ. Кӑҫалхи акци вӑхӑтӗнче «Золотой цыпленок» (чӑв. Сарӑ чӑх чӗппи) вырӑсла спектакль кӑтартӗҫ. Пьеса авторӗ — Владимир Орлов ача-пӑча поэчӗ тата драматургӗ. Театр ку спектакльпе тӗрлӗ конкурса хутшӑнса палӑрма пултарнӑ. Ачасем валли лартнӑ спектакльсен «Сказочный мир» (чӑв. Юмах тӗнчи) Мускаври иккӗмӗш фестивальте ӑна дипломпа палӑртнӑ. Унта вылянӑ Чӑваш Енӗн халӑх артисткине Ольга Почалкинӑна (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗшӗн парнепе чысланӑ. Спектакль умӗн ачасем валли тӗрлӗ конкурс, вӑйӑ ирттерӗҫ, парнесемпе хавхалантарӗҫ. Театрта нарӑсӑн 23-мӗшӗнче 12 сехетре кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Гуманитари институтӗнче цифрӑллӑ кино пӑхаҫҫӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче кино пӑхни пирки унта ӗҫлекенсем иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче кӑна пӗлтерчӗҫ-ха. Шӑп та лӑп пӗр уйӑх каялла пулса иртнине паян кӑна аса илнишӗн вулакансем хытах тӗлӗнмеҫҫӗ пулӗ тетпӗр. Пӗрремӗшӗнчен, хыпарне каярах юлса илтрӗмӗр. Иккӗмӗшӗнчен, ӑслӑлӑх институтӗнче вӑхӑт сутмалла кино пӑхса ларман-ҫке. Вӗсем архиври фильмсене аса илнӗ. Ҫитменнине, ӗлӗкхилле пленка ҫинче мар халӗ вӗсем. Вӗсене Чӑваш Енӗн электронлӑ тата кинодокументаци патшалӑх архивӗ цифрӑлати пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах хыпарланӑччӗ. Аса илтерер, хальхи аппаратурӑпа пӑхма май тунӑскерӗсемпе гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ халӑха паллаштарма та ӗлкӗрнӗ. Чи малтанах институт каналӗнче «Иван Яковлевич Яковлев» кинолента вырнаҫтарнӑ. 1928 ҫулта ӳкернӗ «Иван Яковлевич Яковлев» фильм вӑрӑмах мар, икӗ ҫеккунт та тӑсӑлмасть. Ҫавах та ҫак кӗске вӑхӑт хушшинче куракан Иван Яковлевича тата XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Кӑнна Кушки ялӗн сӑнне курма пултарать. Ҫывӑх вӑхӑтра институт каналӗнче ытти фильмсене те вырнаҫтарма палӑртнине, пурин те пахалӑхӗ чаплах маррине пула хӑш-пӗрине ҫеҫ куракан патне ҫитерессине те эпир унччен асӑнса хӑварнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Чӑваш Енре пурӑнакан Владимир Коновалов ӳнерҫӗ Питӗрти Музыка камичӗн театрӗн артисчӗсем валли хӑйне евӗр парне хатӗрленӗ. Вӑл вӗсене поп-арт стильпе хатӗрленӗ картинӑсем парнелесшӗн. Владимир уйӑх вӗҫӗнче Питӗре «Джекилл и Хайд» мюзикл курма каясшӑн. Шӑп ҫавӑн чухне вӑл артистсене хӑйӗн ӗҫӗсене парнелесшӗн. Владимир тӗнчери мюзиклсемпе тахҫантанпах интересленет. Картинӑсене те вӑл темиҫе ҫул ӳкерет ӗнтӗ. Артистсемпе малтанах ҫыхӑннӑ вӑл, картина парнелесси пирки пӗлтернӗ. Лешсем хаваспах тӗл пулма килӗшнӗ, автограф пама та шантарнӑ. Владимир картинӑсене кӗске вӑхӑтрах хатӗрлесе пӗтернӗ. Рамкӑсене тӑвас ӗҫ ҫеҫ кӑштах тӑсӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
«Шупашкарти савни» спектакле аслӑрах ҫулхисем кӑна мар, 35–40-рисем те, мӗн тесен те, астӑваҫҫех пулӗ. Вӑл сцена ҫинчен кайни ҫирӗм ҫул ҫитрӗ. Халӗ вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ӑна тавӑрма шутланӑ. Анчах унчченхи пайсенчен пӗрне кӑтартмӗҫ. Хальхинче куракансем унӑн улттӑмӗш серипе киленӗҫ. «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камите курма театр нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче йыхравланине эпир пӗлтернӗччӗ. Камите 25-мӗшӗнче кӑна мар, 27-мӗшӗнче те кӑтартӗҫ. 1991 ҫулта пуҫласа кӑтартнӑ ҫак камит авторӗ — Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Сидоров. Режиссерӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Вячеслав Оринов, художникӗ — Лариса Комиссарова, композиторӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Кудаков, ташшисене лартаканӗ — Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Юрий Свинцов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Ҫамрӑксен театрне ҫитес уйӑхра кайма сахалтан та виҫӗ сӑлтав пур. Кун пирки Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ май: «Калама ҫук ҫук илемлӗ те кӗтмен пулӑмсем кӗтеҫҫӗ хаклӑ кураканӑмӑрсене!» — тесе ӗнентереҫҫӗ. Театра ҫитес уйӑхра каймалли сӑлтавсен шутӗнче хушшинче ҫаксене асӑнса кайнӑ: 1. Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш халӑх артистки Лидия Красовӑн юбилей каҫӗнче «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» спектакль кӑтартӗҫ, кун пирки эпир пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. 2. Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче — ачасем валли «Ылтӑн чӗпӗ» юмах. Ашшӗсемпе аслашшӗсем тӳлевсӗр кӗме пултараҫҫӗ. 3. Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче — премьера. «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камите курма чӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Чӑваш халӑхӗн чи малтанхи киноактриси Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Пӗрҫырлан шкулӗнче вӗреннӗ Тани Юн — Татьяна Степановна Кошкинская. Шӑпах ҫавӑнпа Пӗрҫырланти шкулта Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинчи Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалласа уяв ирттерчӗҫ. Район Кино ҫулталӑкне халалласа «Цветик–семицветик» ятлӑ программа хатӗрленӗ, унта «Путешествие в кино» (чӑв. Кинона ҫулҫӳреве) конкурс пур. Шкулти пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ, шкулти аслӑ вожатӑй Ирина Вячеславовна Григорьева шкул пурнӑҫне халалласа видео хатӗрленӗ. Пухӑннисем малтанах унпа паллашрӗҫ. Пӗрремӗш класс ачисем Джанни Родари ҫырнӑ «Чем пахнут ремёсла» сӑвӑсем шӑрантарчӗҫ, 3-мӗш класс вӗренекенӗ Ираида Ворноцова «Рабочие руки» сӑвӑ каларӗ, «Дружба» (чӑв. Туслӑх) ача пахчинчи шӑпӑрлансем те уявра хастар пулчӗҫ. Уява хатӗрленсе шкул ачисен ӳкерчӗкӗсен тата кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унта 3-мӗш класра вӗренекен Анна Синичкина республикӑри «ЮНИТЭКС» ирттернӗ «Новогодние каникулы–2016» фотоконкурса тӑратнӑ ӗҫсемпе паллашма май пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Роза Иванова вӗрентекенпе Анна Рябинина Кӳкеҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем ӳкерӳ ӳнерӗн тата прикладной ӑсталӑх енӗпе ирттернӗ «Хӗллехи фантази» конкурса хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫула тата Сурхурине халалласа йӗркеленӗскере шкулсенче, ача-пӑча пултарулӑх студийӗсенче, ача-пӑча ӳнер шкулӗсенче, ялсенчи клубсенче тата вулавӑшсенче ӑсталӑха туптакан арҫын ачасемпе хӗрачасем — пурӗ 800-е яхӑн — хутшӑннӑ. Кӳкеҫри маттур ачасем те унта хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслесе пӑхас тенӗ. Чӑн та, республика шайӗнчи конкурса хутшӑнни вӗсен сая кайман. Ҫӗнтернинчен ытла хутшӑнни паха теҫҫӗ те, ӳкерӳ ӳнерӗ енӗпе конкурса хутшӑннӑ Кӳкеҫ ачисем апла кӑна лӑпланман. Роза Иванова преподаватель пӗлтернӗ тӑрӑх, Карина Максимова тата Анна Рябинина ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекнӗ, дипломсене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ премьерӑна сцена ҫине кӑларма хатӗрленни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ пьеси тӑрӑх «Куккук куҫҫулӗ» спектакль лартасси пирки каланӑччӗ. Ӗнер театр лартма тата тепӗр авторӑн ӗҫне йышӑннӑ. Вӑл — Александр Пӑрттан «Ир сỹннӗ ҫӑлтӑр» пьеси. Ӑна театрӑн ӳнер ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев редакциленӗ. Александр Пӑртта драматург евӗр Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗшӗн те, хӑй артист пулса ӗҫлекен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗшӗн те ҫӗнӗ ят мар. Чӑваш академи драма театрӗнче унӑн тӑватӑ спектакльне лартнӑ. Иккӗшӗ: «Укҫа чул кастарать» тата «Килех килчӗ Тур ҫырни» халӗ те сцена ҫинче пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Ӗнер Чӑваш Енри артистсем йӑлана кӗнӗ капустника пуҫтарӑннӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗ йӗркеленӗ. Актер капустникӗсен Сурхури каҫӗ — ҫулсерен йӗркелекен савӑнӑҫлӑ мероприяти. Ун вӑхӑтӗнче артистсем пӗр-пӗринпе пухӑнса савӑнаҫҫӗ. Ӗнерхи хаваслӑ тӗлпулура вӗсене Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Геннадий Медведев саламланӑ. Артистсене культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев малашне те пултаруллӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ. Тата вӑл вӗсене чуна парса пурнӑҫлакан ӗҫшӗн тав тунӑ. Уява халь ӗҫлекен артистсемсӗр пуҫне сцена ветеранӗсене те йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Мускаври РФ Ӳнер академийӗн Атӑлҫи уйрӑмӗн залӗнче чӑваш ӳнерҫисен куравӗ уҫӑлнӑ. Унта «Ӳнерҫӗсен пултарулӑх пӗрлӗхӗ» общество организацийӗн пайташӗсен ӗҫӗсене курма пулать. Курав уҫнӑ ҫӗре РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ элчи Леонид Волков хутшӑннӑ. Вӑл курав Мускав ҫыннисене чӑваш культурипе паллашма май панине палӑртнӑ. Кунашкал мероприяти Раҫҫей халӑхӗсене ҫывӑхрах пулма, туслӑха ҫирӗплетме пулӑшнине каланӑ. Курав уҫнӑ ҫӗре «Ӳнерҫӗсен пултарулӑх пӗрлӗхӗ» общество организацийӗн пайташӗсем Геннадий тата Федор Дубровинсем, Петр Пупин, Владислав Зотиков, Вагиз Камалетдинов, Илемпи Бородкина тата ыттисем хутшӑннӑ. Курав паян, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, хупӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |