Ӳнер
![]() Артистсем куравпа паллашаҫҫӗ «Театр валли ҫуралнӑскер». Ҫак ятпа К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче хальхи вӑхӑтра курав ӗҫлет. Вӑл ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче хупӑнмалла. Курава театр Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин халӑх артисткине Нина Яковлевана халалланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, унӑн юбилейне. Кӑҫалхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Нина Яковлева ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Вӑл 1940 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ӗҫтешӗн пултарулӑхне халалланӑ куравпа пӗр кунхине театрӑн директорӗ Юрий Владимиров, театрӑн ӳнер ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев (вӑл Нина Михайловнӑн мӑшӑрӗ пулнине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Любовь Федорова, Геннадий Большаков, Владимир Семенов, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Геннадий Медведев, Вячеслав Александров, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Валерий Карпов, Елизавета Хрисанфова, Петр Садовников тата ыттисем паллашнӑ. Халӑхра ят-сум ҫӗнсе илнисемпе пӗрлех ҫамрӑксем те хисепе тивӗҫлӗ ӗҫтешӗн пултарулӑхне уҫса паракан куравпа кӑмӑлтан кӑсӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Сергей Кадикин тунӑ «Нарспи тата Сетнер» кӳлепе композицине Ӳнер музейне парнелӗҫ. Вӑл ӑна хӑйӗн юлашки ҫулӗнче хатӑрленӗ. Ҫак кунсенче Ӳнер музейӗнче шӑпах чӑваш ӳнерҫин куравӗ иртет. Сергей Кадикин скульпурӑпа, ӳнер керамикипе ӗҫлеме кӑмӑлланӑ. Вӑл сӗрме купӑс та каланӑ, анчах скульптор ҫулне суйланӑ. Сергей Кадикин йывӑҫпа та нумай ӗҫленӗ. Темиҫе ҫулта вӑл Тӗлӗнтермӗш Николайӑн 6 турӑшне касса кӑларнӑ. Ӳнерҫӗн хӗрӗ Галина Вернер каланӑ тӑрӑх, ашшӗ Николай Можайские юратнӑ. Сергей Кадикин куравӗнче «Нарспи» поэма тӑрӑх хатӗрленӗ скульптурӑсем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӑл ку темӑпа 25 ҫул каялла ӗҫлеме тытӑннӑ. Консантин Иванов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ чухне Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялӗнчи ҫӑлкуҫпа парк валли монумент хатӗрленӗ. Хӑйӗн юлашки ҫулӗнче вӑл «Нарспи тата Сетнер» композици касса кӑларнӑ. Сергей Кадикинӑн мӑшӑрӗн Людмила Кадикинӑн шухӑшӗпе ку унӑн чи лайӑх хайлавӗ. Хальлӗхе ку ӗҫ — ҫемьен. Анчах Сергей Кадикинӑн ҫывӑх ҫыннисем ӑна республикӑна парнелеме шутланӑ. Людмила Кадикина курав вӗҫленсен ҫак скульптурӑна Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне парнелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Хальхи тӗнчери этнос культури. Ҫак ятпа ӗнер Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри куҫӑн тата куҫӑнсӑр ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Конференцие «Раҫҫей культури» федерацин тӗллевлӗ программипе илме май килнӗ тӗллевлӗ укҫапа ирттернӗ. Конференцин пленарлӑ пайне тӳре-шарасенчен республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов хутшӑннӑ. «Халӑх йӑли-йӗрки тата культура глобализацийӗ» темӑпа Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, искусствоведени докторӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ Михаил Кондратьев профессор доклад тунӑ. Тӗрлӗ темӑпа тухса калаҫакансем тата пулнӑ-ха. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Воронова чӑваш наци тумтирӗпе паллаштарнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Республика кунӗ тӗлӗнче Шупашкарта Чӑваш тӗррин музейне уҫассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, тӑван халӑхӑмӑр тӗррин управҫи Шупашкарти халӑх управҫин ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев, республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов, информаци политикин министрӗ Александр Иванов, ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн пуҫлӑхӗ Петр Краснов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата ыттисем пулнӑ. Тӳре-шарасӑр пуҫне халӑх ӑстисем те пухӑннӑ. Вадим Ефимов министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш тӗррин управҫине уҫассипе пӗрремӗш тапхӑра пурнӑҫа кӗртнӗ. Унта XIX ӗмӗрчченхи тӗрӗ пуянлӑхӗпе паллаштаракан экспозицисемпе тата тӗрӗ аталанӑвӗн каярахри тапхӑрӗпе те кунта паллашма май килӗ. Искусствоведени докторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Алексей Трофимов профессор республика ертӳҫине Европа шайӗнчи музей уҫма май туса панӑшӑн тав тунӑ. Сӑнсем (21) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ыран, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, Элли Юрьев ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча художество шкулӗн 30 ҫулхине халалласа Шупашкарти ӳнер музейӗнче 16 сехетре курав уҫӑлать. Унта ачасен тата вӗсене вӗрентекенсен ӗҫӗсем вырӑн тупӗҫ. Ӗҫсене тӗрлӗ техникӑпа пурнӑҫланӑ: станок тата декораци композицийӗ, керамика, пусмана ӳкерсе капӑрлатни, тӗрӗ, пуканесем, кантӑка капӑрлатни. Элли Юрьев ячӗллӗ художество шкулне 1985 ҫулта уҫнӑ. 2001 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин халӑх художникӗн, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Шупашкарпа Чӑваш Енӗн хальхи элемӗсен — гербпа ялавӗн — авторӗн ятне панӑ. Элли Юрьев 1936 ҫулта ҫуралнӑ, 2011 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Шкулта художника халалланӑ мемориал экспозицийӗ уҫнӑ. Вӗренӳ программине Э. Юрьев пултарулӑхӗпе паллаштаракан лекцисем кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Венсан Люка флейтҫӑ Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин вӗрсе каламалли инструментсен уйрӑмӗн студентне Федор Волкова тӗнчери паллӑ та пултаруллӑ флейтҫӑ Венсан Люка ӑсталӑха хӑнӑхтарӗ. Венсан Люка — Париж оркестрӗн флейтҫи, Венсан Люкан Парижри Аслӑ Наци консерваторийӗн профессорӗ. Ӑсталӑх класӗсене вӑл Европӑра кӑна мар, Японире, Корейӑра, Китайра, Тайваньре, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче ирттерет. Ӑсталӑха профессор ҫӗртме уйӑхӗн 25–26-мӗшӗсенче Питӗрти Музыка ҫуртӗнче хӑнӑхтарӗ. Ҫак чыса Питӗрти, Екатеринбургри, Шупашкарти тата Чуллӑ Ҫырти пилӗк ҫамрӑк музыкант тивӗҫнӗ. Вӗсене ятарласа суйласа илнӗ. Ҫамрӑксем тӗнче шайӗнчи чаплӑ конкурссене хатӗрленеҫҫӗ. Ӑсталӑх класне Раҫҫейри ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн вӗрентме пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Андрей Растворцев ҫыравҫӑ Шупашкар хулинчи Андрей Растворцев ҫыравҫӑ Мускаври «Камертон» сеть журналӗ ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине халалланӑ конкурса тӗрлӗ ҫӗршыври 200 ытла ҫын хутшӑннӑ иккен. Шупашкар ҫыравҫи хӑйӗн «Встреча» калавне ярса панӑ. Ку хайлава, сӑмах май, «Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑракан «Лик» журналта маларах пичетленӗ. Конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Андрей Растворцева укҫан премипе хавхалантарнӑ. Ҫыравҫӑпа кӗскен паллаштарас тӑк, унӑн «Хранители очага» ачасем валли ҫырнӑ кӗнеки республикӑра ҫулсерен ирттерекен «Ҫулталӑкри чи нумай вулакан кӗнеке» конкурса та хутшӑннӑ. Ҫыравҫӑ ачасемпе вулавӑшсем йӗркелекен тӗлпулусене тухса ҫӳрет, вӗсене вӑл хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Прокурор ҫумӗ Альберт Петров, Владимир Купцовпа Игорь Ильин актерсем, Владимир Синяев режиссер. Чӑваш Енӗн прокуратури илемлӗ фильмра ӳкерӗнет. Анчах телейсӗр юратупа ҫыхӑннӑ, темиҫешер сериллӗскерте мар, наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешессипе ҫыхӑннинче. Фильмра наркотик сутаҫҫӗ кӑна мар, ҫынсене те вӗлереҫҫӗ. «Ветки» тесе хальлӗхе ят панӑ художество фильмне Шупашкарти Владимир Синяев режиссер ӳкерет. Хальхинче кадрсене прокуратура ҫуртӗнче ӳкернӗ. Пӗтӗмпе икӗ сюжет. Пӗрремӗшӗнче йышпа йӗркеленсе преступлени тӑвакан ушкӑн пирки пуҫиле ӗҫе шанса панӑ тӗпчевҫӗ ыйтса пӗлнине ӳкернӗ, иккӗмӗшӗнче — прокурор ӗҫе малтан тӗпченӗ ҫынна вӗлернӗ хыҫҫӑн шанса панӑ ҫӗнӗ ҫынпа ӗҫлӗ канашлу ирттернине. Кино ӳкерме Чӑваш Енӗн прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫи Альберт Петров хутшӑннӑ. Фильма республикӑри киноэкрансем ҫине ҫитес ҫул кӑларма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() «Кот в сапогах» спектакльти сыпӑк Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Кот в сапогах» спектакльпе Саров хулине театр ӳнерне ачасене халалланӑ фестивале тухса каять. Фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен тытӑнса 5-мӗшӗччен пырӗ. Професси театрӗсене йыхравланӑ фестивальте Ҫамрӑксен театрӗ кӗтнӗ хӑна тесе пӗлтернӗ ҫак мероприяти пирки театр сайтӗнче хыпарланинче. Кӑҫал пирӗннисене фестивале уҫма шаннӑ. Ун валли театр «Кот в сапогах» мюзикла суйланӑ. Фестивале Мӑкшӑ Республикинчи, Жуковский, Заречный, Тамбов хулисенчи коллективсем пулмалла. Кунсӑр пуҫне Санкт-Петербургри «КВАМ» чӑматан-дуэт хутшӑнмалла. Ку спектакле театр ӳнерӗн «Ылтӑн чаршав» республикӑри конкурсӗнче чи лайӑх ача-пӑча спектаклӗ тесе кӑҫал йышӑннӑччӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Иосиф Дмитриев лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Ӳкекен ҫӑлтӑр» курав уҫӑлнӑ. Хӑнасем Сергей Кадикин ӳнерҫӗ ҫемйинчи тата музей фондӗнчи графика ӗҫӗсене, керамикӑна, алӗҫӗсене курма май пулнӑ. Кунсӑр пуҫне музейре «Нарспи» скульптура композицине вырнаҫтарӗҫ. Ӑна Константин Иванова халаллӗҫ, вӑл 20-мӗш ӗмӗрӗн пӗрремӗш тапхӑрне ҫутатӗ. Сергей Кадикин 1950–2011 ҫулсенче пурӑннӑ. Вӑл пултаруллӑ скульптор пек палӑрнӑ, ӳнер керамикипе ҫыхӑннӑ. Сергей Кадикинӑн ӗҫӗсем Третьяков галерейинче те пур. Ҫавӑн пекех вӗсем Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе ӳнер музейӗн комплексӗнче, Раҫҫейри музейсенче, Балтика тӑрӑхӗнче, Чӑваш Республикинчи районсен галерейинче, Германири, Болгарири, Раҫҫейри харпӑр коллекцисенче вырӑн тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |