Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Ӳнер: Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 09.03.2016 12:42 | 1993 хут пӑхнӑ
Ӳнер Валерий Краснов хӑйӗн ӗҫӗпе паллаштарать. Виктор Баймяшкин тунӑ сӑн
Валерий Краснов хӑйӗн ӗҫӗпе паллаштарать. Виктор Баймяшкин тунӑ сӑн

Пушӑн 5-мӗшӗнче Хусанта В. Красновӑн куравӗ иртнӗ. Унта пулса курнӑ Елена Баймяшкина каласа панӑ тӑрӑх вӑл ҫӳллӗ шайра пулнӑ.

Пултарулӑх каҫне чӑваш фольклор ансамблӗ «Салам» (ӳнер ертӳҫи Светлана Садыкова) тата «Мирас» ансамбль (ӳнер ертӳҫи Рустем Рахматуллин) уҫнӑ. Курава уҫнине ертсе пынӑ: «Дуслык – Дружба» галерейӑн курав ӗҫӗ-хӗлӗн пай заведующийӗ Магдеев Р.Р тата Раҫҫӗйпе Тутарстанри ӳкерӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ аспиранчӗ Баймяшкина Е.Ю.

Халӑх нумай пулман, ытларах пайӗпе VIP-сем. Вӗсен шутӗнче Чӑваш Республикин культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Яковлев К.Г., Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Угаслов Н.Ф., ТХТҪ (Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ) директорӗ Шарипов И.И. пулнӑ. Тухса каланӑ сӑмахӗсем кӗске пулчӗҫ пулин те вырӑнлӑччӗ. Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗнчи курав хыҫҫӑн ӑна Наци музейӗнче те кӑтартсан аван пулӗччӗ тесе сӗннӗ, автор кунта килӗшнӗ. Юлашки сӑмаха В. Краснов илнӗ — пурне те тав каланӑ хыҫҫӑн чӑваш халӑх юррине юрласа панӑ.

Курава уҫнӑ хыҫҫӑн хӑнасем «Чӑваш пики» конкурса ҫул тытнӑ.

Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварас пулать: ыран, пушӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче Валерий Красновӑн Хусанта иртнӗ парсоналлӑ куравне пӗтӗмлетсе ҫавра сӗтел пулӗ. Пуҫламӑшӗ 13:00 сехетре.

#кӳршӗре, #культура, #куравсем, #Хусан, #ӳнер, #Чӑваш пики

 

Сӑнсем (30)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем