Ӳнер
![]() И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнер факультечӗ юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл кӑҫал 55 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май хальхи ӳнер центрӗнче университетран вӗренсе тухнӑ студентсен пултарулӑх ӗҫӗсемпе, дипломӗсемпе усӑ курса курав йӗркеленӗ. Экспозицире — 200 ытла диплом проекчӗпе курс ӗҫӗ. Студентсем чӑваш эрешне тӗрленӗ, матрӳшкесене хитрелетнӗ, ҫӑматӑсене илемлетнӗ, картинӑсем ӳкернӗ. Студент диплом проекчӗ мӗнле пулассине хӑй суйлать, тӗрлӗ техникӑпа усӑ курать. Кураври ӗҫсем тӗрлӗ темӑпа ҫыхӑннӑ. Ҫак факультетра вӗренекенсем тӗрлӗ конкурссене хутшӑнса призерсем пулса тӑраҫҫӗ. Кураври ӗҫсемпе пӗр уйӑх паллашма май пур. 55 ҫулта факультетран 4200 ытла студент вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Николай Шмагин кинорежиссер Улатӑр пирки Николай Шмагин кинорежиссер документлӑ фильм ӳкересшӗн. Николай Шмагин 1947 ҫулта улатӗрта ҫуралнӑ. Раҫҫейӗн хисеплӗ кинематографисчӗ шутланать. Евразири 5-мӗш телефорумра дипломант ятне «Алатырь - бел-горюч камень российский» документлӑ фильмшӑн, Евразин 12-мӗш телефорумӗнче «Старинные российские города» ярӑмпа ӳкернӗ фильмшӑн лауреат ятне тивӗҫнӗ. 1988 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри кинематографин патшалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл Мускавра юлса ҫӗршывӑн тӗп хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ. Нумай ҫул Николай шмагин «Мосфильм» киностудире художник-декоратор, каярах кинорежиссер пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл ӳкерме хутшӑннӑ хӑш-пӗр фильм, сӑмахран, «Горячий снег», «Они сражались за Родину», совет киновӗн ылтӑн фондне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Йӑлӑмра вырнаҫнӑ «Чувашия» санатори ҫывӑхӗнче ӗнер финн киноактерӗ Вилли Хаапасало ертсе пыракан пултарулӑх ушкӑнӗ чӳклеме туни ҫинчен документлӑ фильм сыпӑкӗсене ӳкернӗ. Ку ӗҫ-nyҫa йӗркелекенни ЧНК Ваттисен Канашӗн пуҫлӑхӗн ҫyмӗ Федор Мадуров скульптор пулни пирки ЧНКн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева пӗлтерет. Авалхи йӑла-йӗркене Федор Мадуров чылай ҫул ертсе пырать. Хальхинче те кунта унӑн ывӑлӗ — Дмитрий Мадуров ӳнер тӗпчевҫи, Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Николай Фомиряков таврапӗлӳҫӗ, Юрий Спиридонов кинопродюсер тата ыттисем те хутшӑннӑ. Чӳклеме ирттернӗ ҫӗре ЧНК ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев тата ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева хутшӑннӑ. Вилли Хаапасало ертсе пыракан киноушкӑн малалла Йӗпреҫ тӑрӑхне чӑваш сӑрине епле вӗретнине ӳкерме ҫул тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ӗмӗрлӗх илем юрӑҫи. Ҫакӑн пек ятпа Патӑрьелти тӗп вулавӑшра кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Ӑна чӑвашсен профессилле сӑнар ӳнерӗн никӗслевҫине, живопиҫ ӑстине, графика, педагога, чӑваш тӗррин тӗпчевҫине тата общество деятельне Моисей Спиридонова халалланӑ. Моисей Спиридонов ҫуралнӑранпа ӗнер 125 ҫул ҫитрӗ. Ҫак куна патӑрьелсем асра тытаҫҫӗ. Ентеш мар пулин те. Моисей Спиридонов Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1890 ҫулта ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи пушӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ. М. Спиридонов ячӗ Чӑваш Енӗн литературӑпа искусствинчи хисеплӗ ятсен хушшинче сумлӑ вырӑн йышӑнать. Живопиҫ ӑсти тата график аваллӑхпа хальхи пурнӑҫа миҫе хайлавра сӑнаман-ши?! Патӑрьелти куравра унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнекесем кӑна мар, унӑн ӗҫӗсем те вырӑн тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Патӑрьелти музей ҫак стиле суйласа илнӗ «Хӑйне хисеплекен пӗр фирма та паян фирма стилӗсӗр пурӑнмасть», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Патӑрьел район администрацийӗнче. Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑкӑр» (унӑн ячӗ вырӑсла — Хлеб) историпе этнографи музейӗ те хӑйӗн стильне шыраса тупнӑ. Аваллӑх управҫисем ун валли специалистранах пулӑшу ыйтнӑ. Андрей Поляков ятлӑ дизайнер музейҫӑсен кӑмӑлне тивӗҫтернӗ — стиль шухӑшласа кӑларнӑ. Музей стилӗн авторӗ 2005 ҫулта Патӑрьелти ӳнер шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетне вӗренме кӗнӗ. Ҫамрӑк дизайнер — Раҫҫейӗн дизайнерсен пӗрлешӗвӗн, Дизайнерсен «Icsid и icograda» пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн пайташӗ. Регионсем хушшинчи, Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссене пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ. «ОК дизайн» пӗтӗм тӗнчери конкурсра вӑл ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Халӗ вӑл А.А. Кокель планшетне хатӗрлессипе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ыран Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Моисей Спиридоновӑн куравӗ уҫӑлмалла. Мероприятие 16 сехете палӑртнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Моисей Спиридонович 1890 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче хальхи Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. Ял ачи Хусанти ӳнер шкулне вӗренсе пӗтерме пултарнӑ, каярах вӑл Питӗрти император ҫумӗнчи Ӳнер академийӗнче ӑсталӑха туптанӑ. Моисей Спиридонова Чӑваш Енре профессилле ӳкерӳ ӑсталӑхне пуҫарса яраканӗ тата аталантараканӗ тесе хаклаҫҫӗ. Хӑй вӑл такам пулса та ӗҫленӗ, ҫав шутра Чӑваш АСССР Верховнӑй Совечӗн депутатне ӑна икӗ хутчен суйланӑ. Пултаруллӑ ҫак ҫын Шупашкарти ӳнер училищинче ӗҫленӗ май та хӑйӗн вӗренекенӗсем хушшинче ырӑ йӗр хӑварнӑ. Куравра художникӑн портречӗсемпе пейзажӗсем, тематикӑлла ӳкерчӗкӗсем вырӑн тупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ҫӗрпӳ хулине шӑратса тунӑ кӳлепесем илем кӳреҫҫӗ. Вӗсем хулари парка тата ача пахчинче вырӑн тупнӑ. Хулари ҫул ҫавринчен инҫех мар вырӑнта тимӗртен ӑсталанӑ урам шӑлакан тӑрать. Вӑл, аллине шӑпӑр тытнӑскер, иртен-ҫӳрене тирпейлӗ пулма ыйтать. Кун пирки тимӗртен шӑратса ҫырса хунӑ. Хулара Эдуард Успенский ача-пӑча ҫыравҫин хайлавӗнчи Печкин сӑнарӗ те вырӑн тупнӑ. Тимӗр скульптурӑсене юсанмалли 9-мӗш колонире айӑплава ирттерекен тимӗрҫӗсем хатӗрленӗ. Кӑҫалхи Ҫӗрпӳ ярмӑркки вӑхӑтӗнче Печкин патне Матроскин кушак аҫипе Шарик йытӑ хушӑннӑ. Колонире айӑплава ирттерекенсем халӗ II Екатерина статуйине ӑсталассипе тимлеҫҫӗ. Ӑна хулари Александровски паркра вырнаҫтарӗҫ. Патша майри валли карета та тӑвӗҫ. Аса илтерер: II Екатерина вӑхӑтӗнче чӑвашсене вӑйпа тӗне кӗртес ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫланӑ. Шӑп та лӑп ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ чӑвашсем тӗне кӗрес мар тесе инҫетри ҫӗрсене туха-туха кайнӑ. Катемпи сӑмах этимологийӗ те ҫак патша майрипех ҫыхӑннӑ — чӑвашсем ӑна питӗ курайман. Сӑнсем (3) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Етӗрне район гербӗ Етӗрне районӗн малашне хӑйӗн гимнӗ кӑна мар, ялавӗпе гербӗ те пулӗ. «Паянхи кун историре ҫырӑнса юлӗ», — тесе хыпарлаҫҫӗ асӑннӑ район администрацийӗнче Депутатсен районти пухӑвӗнче районӑн тепӗр икӗ элемне йышӑнни пирки. Ун пек лару утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ. Элеме илсен районта унччен гимн пулнӑ-ха. Ӑна 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ. Гимнӑн сӑмахне ҫыраканӗ тата кӗввине хываканӗ пӗр ҫынах — Николай Александров композитор. Района гербпа ялав та кирли пирки Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ Елена Шлепнева сӑмах пуҫарнӑ. Унӑн шухӑшне райадминистарци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин тата район пуҫлӑхӗ — Депутатсен районти пухӑвӗн ертӳҫи Александр Краснов ырласа йышӑннӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче гербпа ялав проектне палӑртма конкурс ирттерме йышӑнӑн. Ҫӗнтерӳҫӗне 10 пин тенкӗ премипе хавхалантарма пулнӑ. Чи ӑнӑҫлӑ ӗҫ тесе Анатолий Данилов ӳнерҫӗ-художникӑн, педагогӑн тата ӑсчахӑн проектне йышӑннӑ. А. Данилов унччен Элӗк район гербӗпе ялавне, Хӗрлӗ Чутай район ялавне, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ялавне хатӗрленӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ҫеҫпӗл Мишшине тӗрлесе тунӑ портрет Шупашкарта вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши музейне вут-ҫулӑм чӗреллӗ поэт тесе хаклакан ҫак поэтӑн портретне парнеленӗ. Ытти ҫапла ӗҫсенчен вӑл чӑннипех те уйрӑлса тӑрать. Ӑна тӗрлесе тунӑ. Портрет авторӗ — Юрий Григорьев. Юрий Владимирович парнелӗх япаласене компьютерпа хатӗрлессипе тата пӗр-пӗр темӑпа пӗчӗк парнесем тӑвассипе ӗҫлет. Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Григорьев вӗҫӗмех шыравра. Поэтӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн ӳркенмен ҫав ҫын поэтӑн портретне тӗрлес шухӑш тытнӑ. Ӗҫе вӑл хура ҫиппе пурнӑҫланӑ. Автор ҫакна поэт поэзи тӗнчинче ҫӗнӗ пусӑ сухаланипе, чӑваш поэзийӗн аталанӑвне йӗр хӑварнипе ӑнлантарнӑ. Ҫеҫпӗлӗн тӗрленӗ портретне музейҫӑсем 1969-мӗш тата 1999-мӗш ҫулсенче пичетленнӗ «Ҫӗн кун аки» кӗнекесемпе юнашар вырнаҫтарнине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Курава уҫнӑ самант // Тимӗр Акташ тунӑ сӑн Утӑ уйӑхӗн 9-мешӗнче Чӑваш Ен ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ 80 ҫул тултарнине палӑртнӑ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче иртни пирки пире Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Хӑнасем хушшинче Чӑваш Республикин культура министрӗ Вадим Ефимов, Раҫҫей ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн секретарӗ Валерий Полотнов, Мари Эл ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн председателӗ Евгений Яранов, Чӑваш Ен ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн председателӗн пуканне маларах йышӑннӑ Ревель Фёдоров пунӑ. Вернисажа уҫнӑ май унер музейӗн директорӗ Геннадий Козлов мероприятие пухӑнас умӗн ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ылмашӑнни пирки пӗлтернӗ — малашне председатель вырӑнне Андрей Анохин йышӑнӗ. Ӑна маларах иртнӗ отчетпа суйлав пухӑвӗнче лартнӑ пулать. Пӗрлӗх ҫавра ҫул тултарнӑ май ӳнер музейӗнче ятарлӑ курав уҫӑлнӑ, унта чылай ӳнерҫӗ ӗҫӗпе паллашма пулать. Тӗслӗхрен, Иван Дмитриевӑн «Чӑваш туйӗ» ӳкерчӗкӗ, Юрий Зайцевӑн «Хӑмла» ӳкерчӗкӗ, Владислав Николаевӑн сӑвар хӗрӗн кӳлепи. Куравра ҫамрӑ ӳнерҫӗсен ӗҫӗсем те вырнаҫнӑ, сӑмахран, Анна Бубновӑн ӳкерчӗкӗсене курма пулать. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |