Ӳнер
![]() Чӳк уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче республикӑн тӗп хулинче сайра тата хӑй тӗллӗн пурӑнакан этнос ушкӑнӗсен форумӗ иртет. Унта хутшӑнакансем авалхи музыка инструменчӗсемпе калӗҫ. Форума Екатреинбургри, Мускаври, Питӗрти, Пушкӑртстан Республикинчи, Чӑваш Республикинчи, Молдави Республикинчи пултарулӑх ҫыннисем пухӑнӗҫ. Тӗрлӗ музыка жанрне калакан ушкӑнсемпе уйрӑм ҫынсем Шупашкарта пурӑнакансемпе тӗп хула хӑнисене хӑйсен пултарулӑхне виҫӗ вырӑнта паллаштарӗҫ: "Асамат" куравпа культура центрӗнче, Чӑваш патшалӑх кульутрӑпа ӳнер институтӗнче тата Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗнче. Артистсем дудельзак, раушпфайф, бомбарда, зурна, иккӗлле флейта, фрестел, цитоль, эрменсен дудукӗ, ирланди ҫыннисен арфипе, вырӑссен кӗслипе тата ытти инструментпа каласа тӗлӗнтерӗҫ. Форум май ӑсталӑх сехечӗсем, пресс-конференци, ҫавра сӗтел ирттерме палӑртнӑ. Халӑх пултарулӑхне тата хальхи ӳнере пӗрлештерекен ӳнер ҫынсене халӑх инструменчӗсен малашлӑхӗ пуррине ҫирӗплетсе парасса шанаҫҫӗ. Мероприятие кӑмӑл пуррисене пурне те тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Иосиф Трер режиссер, ӳнер ӗҫченӗ улаха чӗнет. Мероприяти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче пулӗ. «Ӳнер улахне» театрпа хальхи эстрада ӳнерҫисене, сӑрӑ-ӳкерӳ-дизайн ӑстисене, сӑвӑҫсемпе журналистсене, алӑстисене йыхравлаҫҫӗ. «Чӑваш хӑвачӗ тӗнче ӳнерлӗхӗнче мӗн шайра тӑни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑпӑр», — тет улаха тытса пыракан Иосиф Трер. Ӳнер улахне пухӑнма килӗшнисем хушшинче Георгий Фомиряков ӳнерҫӗ, Олег Улангин айхиҫӗ, Татьяна Ильина ҫыруҫӑ, Марина Карягина сӑвӑҫӑ, Микулай Балтаев дизайнҫӑ, Владимир Яндуш сӑвӑ-юрӑҫ (гитара), Хай-Лав сӑвӑ-юрӑҫӑ (гитара), «Ҫиларман» сӑвӑ-юрӑҫӑ ушкӑнӗ, Ҫеҫпӗл Мишши музей пуҫлӑхӗ Антонина Андреева, Павел Попов дизайннер тата перфоманс, Франци ҫӗрӗнчи Ульпи чӑваш, Атнер Хусанкай айхиҫӗ, Александр Блинов («Хавал» ушкӑн) ятне асӑннӑ. Улаха Праски Витти ӳнерҫӗне тата чӑваш купӑсне-шӑхличне ӑсталакан Николай Фомирякова чӗннине пӗлтереҫҫӗ. Улахрисем Эстонире пурӑнакан Александр Айдаров юррисене итлӗҫ. Ҫӗрӗпех тата «Пур-пӗрле, ҫук-ҫурмалла» акци ӗҫлессине, унӑн пӗлтерӗшне улаха пыракана ҫеҫ пӗлтерессине систереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ҫак ятпа Хӗрлӗ Чутай районӗнче драма ушкӑнӗсемпе халӑх театрӗсен фестивалӗ пуҫланнӑ. Ӑна ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсене — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсене, пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ Ирина Садовниковӑпа Николай Булаткина — халаллани пирки Андрей Михайлов журналист пӗлтерет. Фестивале районти кашни ял тӑрӑхӗ хутшӑнать. Унӑн условийӗпе килӗшӳллӗн ял артисчӗсем чӑваш драматургӗсен пьесисем тӑрӑх спектакль лартса памалла. Ҫак кунсенче Штанаш культура ҫуртӗнчи драма кружокне ҫӳрекенсем сцена ҫине пӗрремӗш ӗҫ кӑларнӑ. Ял ҫыннисем Николай Угаринӑн хайлавӗпе хатӗрленӗ «Савнӑ кин» спектакль курса савӑннӑ. Надежда Егорова, Владимир Париков, Николай Майоров, Ираида Семенова, Елена Майорова, Надежда Шипеева тата Евгений Майоров рольсене аван вылянине палӑртнӑ. Вӗсем хыҫҫӑнах хӑйсен ӗҫӗпе халӑха Хусанушкӑнь артисчӗсем паллаштарнӑ. Чӑваш халӑх артисчӗн Ефим Никитинӑн «Хуняма» пьесине халӑх умне кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ «Ӳнер каҫӗ» ирттерет. Кӑҫал ӑна «Ӳнер пӗрлештерет!» сӑмахсемпе ирттерӗҫ. Мероприятие ӳнерҫӗсем те, фотографсем те, мусӑкҫӑсем те, поэтсем те, сыввисем те, сусӑрсем те, ватӑсемпе ҫамрӑксем те хутшӑнаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, кам ӳнере юратать — ҫавӑ пухӑнать. Акцие хутшӑнакансем «Классика» капеллӑн артисчӗсемпе пӗрле фотосесси ирттерме, Виктор Рязанцевпа тӗл пулма, унӑн живопиҫ, графика куравӗпе паллашма пултараҫҫӗ. Кӑмӑл пур тӑк — йывӑҫран касма та вӗрентӗҫ. Валентина Маслова арт-терапи ирттерӗ. Ачасене те кичем пулмӗ. Вӗсем валли «Ача-пӑча лапамӗ» ӗҫлӗ. «Ӳнер каҫӗ» Шупашкарти академи капелли концерт лартӗ, Валентина Иванова модельер мода театрӗ кӑтартӗ. Акцие ЧР Наци вулавӑшӗ те хутшӑнӗ. Вӑл «Кино пӑхатпӑр — кӗнеке вулатпӑр» киносейшн хатӗрленӗ. Унта килекенсем хамӑр ҫӗршывра хатӗрленӗ фильмсене курма пултарӗҫ. «Ӳнер каҫӗ» Сентӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнчи А.Г.Николаев космонавтӑн асӑну комплексӗнче те иртӗ. Унта космоспа ҫыхӑннӑ журналсем вулӗҫ, лекцисем, викторинӑсем ирттерӗҫ. Акци ҫӑлтӑрсене телескоппа пӑхнипе вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗ Раҫҫейри чи лайӑх 50 ӳнер шкулӗсен йышне кӗме пултарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫак кунсенче Мускаври Пысӑк театрта иртнӗ конференцире чысланӑ. Ҫак ӳнер шкулӗ Акциновсен ячӗпе хисепленет. Чыслава уҫнӑ май РФ культура министрӗн пӗрремӗш ҫуме Владимир Аристархов кӑҫал «Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» тата «Раҫҫейри чи лайӑх 50 ача-пӑча ӳнер шкулӗ» конкурссене ҫӗршыври 85 регион хутшӑннине палӑртнӑ. Ҫав кунах Раҫҫей академи ӑслӑлӑхӗсен ӑсчахсен ҫуртӗнче пултаруллӑ ачасемпе Пӗтӗм Раҫҫейри канашлу иртнӗ. Унта Тӗп канаш Акциновсем ячӗллӗ ӳнер шкулӗн директорне Владимир Аксёнова пултаруллӑ ачасемпе нумай ҫул ӗҫленӗшӗн «Волонтерская доблесть» орденпа чысланӑ. Владимир Аксёнов Мускавра иртекен «Раҫҫейри пултаруллӑ ачасем» Пӗтӗм тӗнчери канашлун тулли праваллӑ элчинче 5 ҫул ӗҫлет. Вӑл тӑрӑшнипе пирӗн республикӑра «Чӑваш Енри пултаруллӑ ачасем» канашлу йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() ЧР халӑх ӑстисен маҫтӑрӗн, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, чӑваш халӑх тӗрри ҫинчен нумай ҫырнӑ ӗҫсен авторӗ Евгения Жачевӑн 75 ҫул тултарнине халалласа иртнӗ эрнере «Ерешсен тӗрлӗ тӗслӗ тӗнчи» курав ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл Чӑваш наци музейӗнче уҫӑлнӑ. Курава музей ертӳҫи Ирина Меньшикова уҫнӑ. ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова Евгения Николаевнӑна хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑшӑн, чӑваш тӗррине никамран вӑйлӑрах юратнӑшӑн ӑшшӑн тав тунӑ тесе пӗлтерет Елена Атаманова журналист. Паллӑ тӗрӗҫӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче ҫуралнӑ. Ал ӗҫне амӑшӗнчен вӗреннӗ. Музыка ӑсти пулма ӗмӗтленнӗ. Шкул хыҫҫӑн ятарласа педагогика институтне ҫул тытнӑ, вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн музыка учителӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Анчах та сывлӑхӗ хавшасах пынине кура пиччӗшӗ патне Туркменистана, ӑшӑрах ҫӗре, тухса кайма тӗв тӑвать. Унта та ахаль лармасть, музыка урокӗсем ертсе пырать вӑл. Хӑйне йӗркеллӗрех туйма тытӑнсан тӑван тӑрӑха таврӑнать. Ача садне ӗҫе вырнаҫать, шӑпӑрлансене юрра-ташша вӗрентме тытӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ҫӗнӗ ӗҫсенчен пӗри. Тимӗр Акташ тунӑ сӑн Шупашкарти Литература музейӗнче Валентина Масловӑн ӗҫӗсен куравӗ усӑлнӑ. Кун пирки пире Тимӗр Акташ пӗлтерет. Маларах кӑтартнӑ ӗҫсемсӗр пуҫне ҫӗнӗ куравра хальтерех тунӑ ӗҫсем те пур. Уйрӑмах «4 времени жизни» (чӑв. «Пурнӑҫри 4 вӑхӑт») портретсен ярӑмӗ кӑсӑклӑ. Унта «Ҫур», «Ҫу», «Кӗр» тата «Хӗл» кӗреҫҫӗ. Тата уйрӑммӑн тунӑ «Кӗр» автопортрет, «Хӗллехи хӗвел анни» пейзаж пур. Вӗсене сӑнасан автор хӑйӗн ҫамрӑклӑхне, чи лайӑх ҫулӗсене аса илни, пурнӑҫ тупсӑмне тӗшмӗртни палӑрать. «Взляд Всевышнего» (чӑв. «Турӑ куҫӗ») тата «Аркаим. Поющие чаши» (чӑв. «Аркаим. Юрлакан чашӑксем») картинӑсенче философиллӗ шухӑшлав курӑнать. Иккӗмӗшне автор Челепи тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ авалхи хулаш вырӑнне ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн тунӑ. Валентина Маслова психологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Аслӑ вӗренӳ учрежденинче студентсене вӗрентнӗ май хӑйӗнче художник ӑсталӑхне уҫнӑ. Малтан педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ, халь Чӑваш патшалӑх университечӗн дизайн кафедринче пӗлӗвне ӳстерет. Унӑн темиҫе персоналлӑ куравӗ ӗҫленӗ. 2012 ҫулта, сӑмахран, вӑл ӳкернӗ ӗҫсене «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра курма май пулнӑ. |
Ӳнер
![]() Раштав уйӑхӗнче Шупашкарти кинотеатрсен экранӗсем ҫине Шупашкар режиссерӗн фильмӗ тухӗ. Ӑна наркотикпе кӗрешес тӗллевпе ӳкернӗ. «Ветки» ят панӑ ӑна. Владимир Синяевӑн илемлӗ фильмне ӳкермешкӗн республикӑри ШӖМ, наркотӗрӗслев служби, айӑплава пурнӑҫлакан управлени хутшӑннӑ. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, фильм сценарине республикӑри нарколару-тӑрӑвне шута илсе хатӗрленӗ. Унта наркомани ыйтӑвӗсене ҫутатнӑ. Картина кинотеатрсен экранӗсем ҫине раштав уйӑхӗнче тухмалла. Хальлӗхе монтаж тӑвас ӗҫ пырать. Ҫавӑн пекех кирлӗ документацисене хатӗрлеҫҫӗ. Ҫакӑ паллӑ: фильм пӗр сехет ҫурӑна тӑсӑлӗ. Хальлӗхе тӗнче тетелӗнче унӑн трейлерӗ тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ, 98-мӗш сезона, ӗнер уҫрӗ кӑна-ха. Ун пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Сезон уҫӑлнӑ-уҫӑлман куракансем валли халӑх юратнӑ театр премьерӑпа савӑнтарасшӑн. Николай Терентьевӑн «Ыйӑх ҫухатнисем» пьеси тӑрӑх спектакле академи драма театрӗн артисчех лартнӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ Валерий Карпов. Художникӗ — Людмила Сидорова. Премьерана авӑнӑн 30-мӗшӗнче кӗтеҫҫӗ. Пьесӑри кашни мӑшӑр хӑй телейне тӗрлӗ майпа тупать. Геннадипе Любӑшӑн вӑл — мул кӑларнӑ вырӑнта, Петӗрпе Ольгӑшӑн — трактор, тыр-пул пулса ҫитнӗ хир. Ҫамрӑксем вара телее мӗнре кураҫҫӗ-ха? Тепӗр тесен, спектакле кайса курмалла та йӑлтах уҫӑмланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльти сыпӑк Ӗнер К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ сезон уҫӑлнӑ. Чӑвашри самай ҫулланнӑ культура учрежденийӗ хӑйӗн чаршавне ӗнер 98-мӗш хут уҫса ӳнерӗн ҫак енне кӑмӑллакансене хӑй тавра чӑмӑртанӑ. Чӑваш академи драма театрӗ юлашки ҫулсенче сезона ҫума та, хупма та Федор Павловӑн «Ялта» пьеси тӑрӑх ҫав ятпах лартнӑ спектакльпе уҫаканччӗ. Пытармасӑр каласан, хӑш-пӗр куракан ку вӑл ывӑнтарса та ҫитернӗччӗ. Театрта вара «Ялтана» суйланине унта мӗнпур артист вылянипе сӑлтавлатчӗҫ. 98-мӗш сезон И. Максимов-Кошкинскийӗн «Константин Иванов» пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльпе уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ спектакль (ӑна иртнӗ сезон хупӑнас умӗн кӑна куракан патне пуҫласа ҫитернӗччӗ те вӑл кивелменнине кура ҫапла каларӑмӑр) умӗн республикӑри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлекен Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Геннадий Медведев саламланӑ. Ытти шайри тӳре-шара ҫӗнӗ сезон ячӗпе саламлама пырса ҫитеймен. Сӑнсем (16) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |