Ӳнер
![]() Ольга Матвеева художник ӗҫӗ Мускавра Ольга Матвеева художникӑн пӗрремӗш куравӗ ӗҫленӗ. Вӑл ҫак эрнери юнкун хупӑннӑ. «Арт-наив» галерейӑра йӗркеленӗ курава уҫма Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ пайташӗ Леонид Волков хутшӑннӑ. Ольга Матвеева Улатӑрта ҫуралнӑ. Унтах ӳнер шкулӗнче вӗреннӗ. Аслӑ пӗлӗве вӑл Шупашкарти Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ. Анчах ӳнер енӗпе мар, филологи факультетӗнче. Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗнче, телевиденире журналистра тата радиостанцире ҫӗнӗ хыпарсен ертӳҫинче ӗҫленӗ. Шкул пӗтернӗренпе пачах та ӳкерменскер живопиҫпе аппаланма вӑл 2010 ҫулта пуҫланӑ. Ун чух вӑл художник пирки роман ҫырнӑ. Унӑн ӳкерчӗкӗсене хӑйӗн куҫ умне кӑларнӑ тата вӗсен ячӗсене шухӑшласа ларнӑ май хӑйӗн ӳкересси килсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ӗнер Тӑвай районӗнчи хушма пӗлӳ паракан педагогсемпе ӳкерме вӗрентекен учительсем Шупашкарта хӑйсен ентешӗпе, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗпе Геннадий Козловпа, тӗл пулнӑ. Вӑл чӑн пурнӑҫри пейзажсене ӳкерме кӑмӑллать. Ҫутҫанталӑк ӑна хӑват парать. Курнӑҫу Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче иртнӗ. Геннадий Васильевич шӑпах унта пуҫлӑхра ӗҫлет те. Курав залӗсем тӑрӑх Геннадий Козлов хӑй ертсе ҫӳренӗ. Художник ӑсталӑх лаҫҫине те кӗртсе кӑтартнӑ. Тӗлпулӑва кайнӑ тӑвайсем хӑйсен ентешӗ пултаруллӑ художник, лайӑх йӗркелӳҫӗ кӑна мар, уҫӑ чунлӑ та кӑмӑллӑ ҫын тесе пӗтӗмлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Елчӗкри историпе тӑван тавралӑх халӑх музейӗнче асӑннӑ районти Аслӑ Пӑла Тимешре ҫуралса ỹснӗ, Шупашкарта пурӑнакан Валентина Васильева тӗрӗ ӑстин куравӗ уҫӑлнӑ. Ҫирӗм-вӑтӑр ҫул каялла та ялта ӳссе ҫитӗнекен хӗр-упраҫа амӑшӗ шкул парти хушшине ларсанах ал ӗҫне вӗрентнӗ. Ӗлӗкрен пыракан чӑваш йӑли-йӗркипе хӗр ҫап-ҫамрӑклах качча кайма арча тулли тупра хатӗрленӗ. Турӑш ум, чӳрече карри, минтер пичӗ, простынь, алшӑлли тата ытти ӗрленӗ. Ытларах чух хӗреслӗ майпа тӗрленине пӗлтерет «Елчӗк ен» хаҫат. Мӗн ачаран тӗрлеме юратнӑ Валентина Васильева хӑй аллипе сахал мар япала ӑсталанӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗ май вӗсем «модӑран» тухнӑ та кил-ҫуртра усӑ курма пӑрахнӑ. Ҫапах Валентина уншӑн ӳпкелешмест, вӑхӑтӗнче тӗрлеме вӗреннӗшӗн хӗпӗртет-мӗн. Валентина ача чухнехи юратнӑ ӗҫе тепӗр хут пуҫӑнни виҫҫӗмӗш ҫул ҫеҫ иккен-ха. Малтанах пӗчӗк ỹкерчӗксем тӗрленӗ, унтан хавхаланса — пысӑккисене. Хӗрарӑма мӗн пӗчӗкрен илемлӗх тӗнчи илӗртет, ҫавна май вӑл чечексене канва ҫине «куҫарнӑ». Валентина Витальевна тӑван тавралӑх илемне те ытараймасть теҫҫӗ: мӑшӑрлӑ чарлансем, ҫерҫисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Вӑрмар районӗнчи Николай Ильин ӑста «Икӗ пуртӑ, ҫӗҫӗ, алӑ пӑчки тата... ӗмӗт! Чиркӳ хатӗр те», — шӳтлерех пӗтӗмлетет иккен Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫӗнче пурӑнакан Николай Ильин. Вӑл ятарлӑ станоксӑр, алӑ туйӑм-сисӗм вӑйне кӑна шанса арман, чиркӳ, карап макечӗсене ӑсталать. Николай Иванович шалти ӗҫсен тытӑмӗнче чылай ҫул вӑй хунӑ, эксперт-криминалист пулнӑ. 2003 ҫулта амӑшӗ вилсен пӗччен тӑрса юлнӑ. Ним ӗҫ ҫукран тенӗ пек ҫав япаласене ӑсталама пикеннӗ. Районти чиркӳсенчен макет ӑсталаманни иккӗшӗ кӑна юлнӑ иккен. Мӑнҫырмари чиркӗвӗн куполне пӗлтӗр ҫеҫ лартнӑран тӑхтаса тӑнӑ. Унпа тата Пӑртасрипе кӑҫал ӗҫлеме пуҫласшӑн-мӗн вӑл. Чиркӳ макечӗсене ӑста килӗнче тусанланса лармаҫҫӗ, кӳршӗ-аршӑ, пӗлӗшӗсем вӗсене ҫывӑх ҫыннисене, хурӑнташ-тӑванне парне пама илсе кайсах тӑраҫҫӗ иккен. Хӑйсен ялӗнчи Грецие качча тухнӑ пӗр хӗрарӑм хӑйсен ял чиркӗвӗн макетне инҫетри ҫав ҫӗршывах илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ял халӑхӗ уява пухӑннӑ. Унта ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, каярахпа тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ҫынсем те килнӗ. Уяв савӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ял кунӗн уявӗпе килӗшӳллӗн Кӑшаркасси ялӗнчи культура ҫуртӗнче ЧР Ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗн Николай Николаевич Николаев ӳнерҫӗн куравӗ уҫӑлнӑ. Экспозицире 50 яхӑн ӳкерчӗк пулнӑ. Вӗсем — натюрмортсем, пейзажсем. Николай Николаевич 1950 ҫулта ҫуралнӑ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ӗнер «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗн Валентин Наездниковӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Унта ӳнерҫӗн акварель тата пастель техникипе тунӑ 70 ӳкерчӗкӗпе паллашма пулать. Вӗсем — юлашки ҫулсенчи ӗҫсем. Вӗсен йышӗнче — натюрмортсем, пейзажсем, портретсем. Валентин Николевичӑн арӑмӗн, мӑнукӗн юлташӗсен сӑнӗсем уйрӑмах паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Валентин Николаевич 1937 ҫулта Иваново облаҫӗнче ҫуралнӑ. Шупашкара 1960 ҫулта килнӗ. Ун чухне вӑл ӳнерҫӗ тата педагог пулнӑ. 1965 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ. Пултаруллӑскере живопиҫ кафедринче вӗрентме хӑварнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Шупашкарти 35-мӗш шкулта ӳнерпе черчени урокӗсене 40 яхӑн ҫул вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ҫурлан 3-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнчи этнокультура паркӗнче Чӑваш наци телекуравӗ «Эх, юррӑм, янӑра!» каларӑм ӳкернӗ. Унта «Вата ӑшши» (ҫӑлкуҫра ҫавӑн пек ҫырнӑ) клуб пайташӗсем, «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ансамблӗ, «Шӑпчӑксем» ача-пӑча фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. «Вата ӑшши» клубӑн хастарӗсем Ольга Басникова, Елизавета Евдокимова, Раиса Петрва, Раиса Иванова, Мария Васильева, Лидия Борисова, Иосиф Ильин чӑвашсен ӗлӗкхи юррисене тӑмрапа юрланӑ. «Шӑпчӑксем» чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, ташланӑ, вылянӑ. «Шурӑмпуҫ» та чӑвашсен юррисене юрланӑ. Тукай ял тӑрӑхӗнче аслисем кӗҫӗннисене йӑла-йӗркене вӗрентме тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑнсем (17) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Геннадий Айхи Айхи фончӗ тата Шупашкарти «ГолосА» поэзи фестивалӗн кураторӗсем А сасӑ кунӗн акцине хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Вӑл ҫурлан 21-мӗшӗнче тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче иртӗ. Ӑна Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ҫак кун 17 сехетре Айхин чи кӗске сӑввине — «Спокойствие гласного» (унта А сасӑ ҫеҫ пур) вулӗҫ. Акцие темиҫе мелпе хутшӑнма май пур. Чи ансатти — А сасса калани. Ӑна юлташсемпе, кӳршӗсемпе те калама май пур. Виҫҫӗмӗш мел: А сасса каланине видео ӳкермелле те халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑна кӑларса хумалла е a.sound.day@gmail.com электронлӑ адреспа ямалла. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку акци тӗнчери ҫынсене пӗр тӗвве пухма май парӗ. Ҫурлан 21-мӗшне пӗтӗм тӗнчери А сасӑ кунӗ тума та палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Шупашкарти музыка училищинче тата тӗп хулари С.М.Максимов ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗрентекен Анжелика Сидорова флейтҫӑ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» конкурсра лауреат ятне тивӗҫнӗ. Анжелика Сидорова хӑй те Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ. Мускав район администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Анжелика Викторовна вӗрентсе кӑларнӑ 20 яш-хӗр вӑтам тата аслӑ шкулсенче музыка енӗпе пӗлӗвне тарӑнлатаҫҫӗ. Анжелика Сидорова Чӑваш Енри ача-пӑчан чи лайӑх ушкӑнӗсенчен пӗрине — флейтҫӑсен «Dolce» ансамбльне — ертсе пырать. Ансамбль пӗтӗм тӗнчери тата Раҫҫейри конкурссенче лауреат ятне тивӗҫнӗ. Маттур вӗрентекен ЧР тата РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Пӗрлӗх ушкӑнне кӗрекенсем Кӗҫнерникун, акан 17-мӗшӗнче, Чӑвашкино ҫуртӗнче Чӑваш Республикинчи кино ӳкерекенсен пӗрлешӗвӗн черетлӗ пухӑвӗ иртнӗ. Унта ятарласа пӗр ыйту кӑна сӳтсе явнӑ — ҫу уйӑхӗн 19–24-мӗшӗсенче Шупашкарта иртекен кино фестивальӗнче чӑвашла киноматографине кӗртессине. Пӗтӗм тӗнчери кино фестивальне 7 чӑваш киновне тӑратма йышӑннӑ. Хальлӗхе, вӑхӑт иртсе кайнине пула, ку ӗҫсем конкурс тулашӗнчисем пулӗҫ. Ҫак картинӑсене кӗртнӗ: «Аксар» студи хатӗрленӗ «Чупкӑн» тата «Франци хӗрӗ тыткӑнларӗ чӗрене» илемлӗ фильмсене, «Салам» студи ӳкернӗ «Юхха» фильма, «Орион» кӑларнӑ «Манӑн та телейлӗ пулас килет» картинӑна, «Спектр» студин «Последняя кража» ӗҫе (ӑна вырӑсла ӳкернӗ). Ку выляв фильмӗсем пулчӗҫ, ҫавӑн пекех 2 документаллӑ ӗҫе хушӗҫ: Пӗрремӗш наци киностудийӗ «Чӑвашфильм» ӑсталанӑ «Генерал Тихонов» тата «Муса Мусалиев: Путь воина» фильмсене. Ку икӗ картина та Юрий Спиридонов режиссёр ӗҫӗсем. Чӑваш Республикинчи кино ӳкерекенсен пӗлтешӗвне кӑҫал пуш уйӑхӗнче йӗркеленнӗ. Унӑн ертӳҫи пулма Олег Михайлович Цыпленкова суйланӑ. Хӑйӗн ӗҫӗнче ҫак пӗрлӗх Шупашкарта кино тата видео ӳкерекенсене пӗрлештерсе тӑрать. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |