Ӳнер
Графика, живопиҫ, скульптура. Чӑваш Патриархӗн паллӑ портречӗсене халӗ йӑлтах пӗр кӑларӑмра тупма пулать. Нумаях пулмасть Шупашкарта «Иван Яковлев — ӳнерте» кӗнеке-альбома хӑтланӑ. Кӗнеке авторӗ — Юрий Викторов искусствовед. Вӑл кӗнекепе пилӗк ҫул ӗҫленӗ: музейсенче, архивсенче материалсем пухнӑ. Ҫапла вӑл 100 ытла ӗҫ тупма пултарнӑ. Автор Иван Яковлев пурӑннӑ чухне тунӑ портрета та тупнӑ. Тӗслӗхрен, Иван Яковлевича виличчен икӗ ҫул маларах Мускавра Чӑвашран тухнӑ ӳнерҫӗ Иван Дмитриев ӳкернӗ. Кӗнекене хальхи ӳнерҫӗсен ӗҫӗсене те кӗртнӗ: Николай Карачарсков, Анатолий Рыбкин. Петр Пупин, Владислав Зотиков скульпторсен ӗҫӗсем те пур. Кӗнекене тутар, эрмен ӳнерҫисем Иван Яковлева ӳкернӗ портретсене те кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех унта Чӗмпӗр, Мускав, Санкт-Петербург ӳнерҫисен ӗҫӗсене тупма пулать. Лартман палӑксен эскизӗсем те пур. Кӗнеке альбомра пӗтӗмпе виҫӗ пай: живопиҫ, графика, скульптура. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Тимӗр Акташ тунӑ сӑн Ҫак кунсенче Шупашкарта Георгий Алексеев ӳнерҫӗ пирки кӗнекене хӑтланӑ. Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна Лариса Семечкина-Бессонова ҫырса хатӗрленӗ. Кӗнеке хӑтлавне наци вулавӑшне ӳнерҫӗн Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗнчи тусӗсем, тӑванӗсем тата ӳнере кӑмӑллакансем пухӑннӑ. Кӗнеке авторӗ чи малтан хӑй ӗҫӗ пирки каласа панӑ. Ҫавӑн пекех ыттисем те ӳнерҫӗн ырӑ енӗсене палӑртнӑ. Георгий Алексеев нумай ҫул хушши Колым тӑрӑхӗнче ӗҫленӗрен шӑп та ҫав вӑхӑтри ӳкерчӗксем унӑн пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Кӑна кашниех палӑртрӗ темелле. Тимӗр Акташ вара хӑйӗн сӑмахӗнче Ҫӗпӗрте ӗҫленӗ ытти чӑваш ӳнерҫисен ячӗсене те асӑннӑ — ку вӑл Владимир Мешков (1919–2012) тата Валерий Северянин (1951). Алексеев Георгий Андреевич 1939 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Йӗрпеҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче ҫуралнӑ. 1965 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищинче пӗлӳ илнӗ, кайран педагогика институтне вӗренме кайнӑ, унта 1973 ҫулта художествӑпа графика факультетне пӗтернӗ. Малтан «Чӑвашкабель» савутра вӑй хунӑ, кайран Магадан облаҫӗнчи Сеймчан хулине куҫнӑ. |
Ӳнер
Паян Етӗрне районӗнчи Палтайри вӑтам шкулта фотоӑстисен, фотоателье ертӳҫисен республикӑри семинарӗ иртрӗ. Семинара Шупашкарти «ЮНИТЭКС» пултарулӑх центрӗн заведующийӗ Светлана Вячеславовна Пудовкина, «Тантӑш» хаҫат журналисчӗ Нина Царыгина, Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗн преподавателӗ Анатолий Серафимович Абрамов, Красноармейски районӗнчи Упи вӑтам шкулӗн черчени, ӳкерӳ тата технологи вӗрентекенӗ Иван Петрович Матвеев, Муркаш районӗнчи «Ильински» вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ Игорь Александрович Каргин, Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан шкул вӗрентекенӗ Ирина Вячеславовна Григорьева, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ фотожурналист Илья Степанович Клочков тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Шкулти зала, шкул коридорӗсене фотоӑстисен ӳкерчӗкӗсемпе, стена хаҫачӗсемпе капӑрлатнӑ. Пухӑннисене Палтайри вӑтам шкулта вӗренекенсем Нонна Юрьевна Яковлева хореограф ертсе пынипе юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Шкул директорӗ Галина Петровна Ярославцева хӑнасене ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ май вӗсене кӑштах шкул историпе, кунта тӑрӑшса ӗҫлекен коллективпа паллаштарчӗ. |
Ӳнер
Ветерансене пулас художниксем ӳкереҫҫӗ Шупашкарти художество училищипе Раҫҫейри ветерансен пӗрлешӗвӗн республикӑри уйрӑмӗ ветерансене ӳкерме шут тытнӑ. Хут ҫине. Киҫтӗкпе. Пӗрлешӳ унччен те училищӗпе ӗҫленӗ-ха: ветерансене йыхравласа унта паттӑрлӑх урокӗсем ирттернӗ. Вӑрҫа хутшӑннисене йыхравласа живопись урокӗсем ирттерме училище преподавателӗ Виктор Бритвин сӗннӗ. Училище шухӑша ырласа йышӑннӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗсен портречӗсене студентсем кӑна мар, преподавательсем те укерӗҫ. Чи малтан училищене отставкӑри полковника, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ Леонид Петрова чӗннӗ. Халӗ унӑн портретне ӳкерсе пӗтернӗ те ӗнтӗ. Ӗнер училищӗне Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑннӑ Дмитрий Егоров пырса ҫитнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра ветерансен республикӑри пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Нил Морозов пырса ҫитмелле. Сакӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ ватӑсене пилӗк-ултшар сехет художник умӗнче ларма пӗртте ҫӑмӑл мар теҫҫӗ. Ҫапах та вӑйӗ ҫитекентереххисем пыма хирӗҫ мар-мӗн. Миҫе ветеран портретне хатӗрлессине хальлӗхе калама йывӑр — ӗҫ ҫитес ҫулхи ҫуркуннечченех тӑсӑлӗ. Ӗҫсене преподавательсем кӑна мар, курава пынӑ ҫынсем те хаклӗҫ. Чи лайӑх портретсене ветерансене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Шупашкарти художество училищинче вӗренекен Елена Блохинцева Шупашкарти ӳнер училищинче (техникумӗнче) вӗренекен Елена Блохинцевана «Маргарита» ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Чӳк уйӑхӗн 11–20-мӗшӗсенче Мускавра хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн Пӗтӗм тӗнчери XVI курав-конкурсӗ пулнӑ. «Раҫҫейӗн ӳнер эрни» ят панӑскере тӗрлӗ категориллӗ художник хутшӑннӑ: «Профессионал», «Студент», «Юратакан». Курав искусствӑн тӗрлӗ енӗпе иртнӗ: классика живопиҫӗ, абстрактлӑ искусство, графика конкурсӗ, скульптура, фотографи тата ытти. Ӳнер эрни вӑхӑтӗнче тӗрлӗ маҫтӑр-класс тата лекци иртнӗ. Художество куравӗ евӗр асӑннӑ мероприятие, сӑмах май, тӗнчери 16 ҫӗршывра ирттереҫҫӗ. «Жанр композицийӗ» номинацире «Маргарита» композиципе маларах асӑннӑ училищере 3-мӗш курсра вӗренекен Елена Блохинцева ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Уншӑн кӑна мар та, анчах кун пек май та пулнӑ. Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче Елчӗкри историпе таврапӗлӳ музейӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Унта пынисем аваллӑх управҫин экспоначӗсемпе паллашнӑ, музей ӗҫченӗсем йӗркеленӗ викторинӑсемпе конкурссене хутшӑннӑ. Музейри викторинӑна хутшӑннисен ҫӑпатана мӗнрен хатӗрленине пӗлнине кӑтартма тивнӗ. Кӑмӑл пуррисем ура тӑхӑнмалли ҫак пушмака тӑхӑнса пӑхнӑ, ӑна сырма вӗреннӗ. Пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсене те, кил-тӗрӗшре кирлӗ япала ятне те алӑри пилӗк пӳрнене евӗр пӗлнине кӑтартма тивнӗ. Юлашкинчен калани чӑвашсенне кӑна мар, хамӑрпа кӳршӗллӗ пурӑнакан ытти халӑхӑнне те пырса тивнӗ. Каҫхине музей ӗҫченӗсем «Ӳнер каҫне» хутшӑннӑ. Ӑна районти культурӑпа кану центрӗнче йӗркеленӗ. Унта пынисене те музей ӗҫченӗсем ҫӑпата тӗрлӗ конкурса хутшӑнтарнӑ. Ачасем кӑна мар, аслисем те хаваспах вылянӑ. Кӑмӑл пуррисем наци ҫипуҫне тӑхӑнса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Сӑнсем (13) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 15-мӗшӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей аллейи» акципе йӗркеленӗ май республикӑра ҫак ятпа фотоконкурс иртнӗ. Ӑна ЧР Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин «Чӑваш Республикинчи уйрӑм сыхланакан ҫутҫанталӑк территорийӗсен тата объекчӗсен дирекцийӗ» хысна учрежденийӗ йӗркеленӗ. Конкурса Чӑваш Енӗн символӗ пулма тивӗҫлӗ ӳсентӑран сӑнӳкерчӗкӗсене йышӑннӑ. «Палӑртма кӑмӑллӑ, асӑннӑ фотоконкурсра Тумликассинче пурӑнакан пирӗн ӗҫтешӗн Алина Карпован сӑнӳкерчӗкӗ ҫӗнтернӗ», — тесе пӗлтерет Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат. Алина Карпова фотоӳнере пысӑк тимлӗх уйӑрать иккен, фотоконкурссене хутшӑнса ҫитӗнӳсем тӑвать-мӗн. Вӑл тавралӑхри ахаль чухне куҫа курӑнман кӑсӑклӑ самантсене, пулӑмсене ӳкерме ӑста теҫҫӗ. Ҫак ӗҫе вӑл ятарласа ниҫта та вӗренмен, апла пулин те унӑн сӑнӳкерчӗкӗсем чӑн-чӑн фотографӑн пекех: куракана илемӗпе, содержанийӗпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе тыткӑнлаҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ унӑн ӗҫтешӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Фестиваль саманчӗ Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Етӗрнере Анисим Асламас композитор ячӗпе регионсем хушшинчи «Сӑр ҫийӗн культура асамат кӗперӗ» наци культурин фестивалӗ иртнӗ. Музыкӑн тӗрлӗ жанрӗ тӗлӗшӗнчен пултаруллӑ ҫав композитор РСФСР тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ музыкӑпа сцена хайлавӗсем (опера, балет, муыкӑллӑ камит), вокалпа симфонии (поэма, оратории, кантата), симфони (симфони, увертюра, оркестрпа инструмент концерчӗсем), камерӑпа инструмент (квартет, тӗрлӗ инструмент валли пьесӑсем), вокал хайлавӗсем ҫырнӑ. Фестивале Чӑваш Енри халӑх пултарулӑхӗн коллективӗсем кӑна мар, Чулхула облаҫӗнчи, Мари Элти, Тутарстанри ушкӑнсем хутшӑннӑ. Элӗк районӗнчи Владимир Терентьев ертсе пыракан «Ветеран» хор та унтан юлман. Вӗсем хорпа та юрланӑ, арҫын тата хӗрарӑмсен ансамблӗсем те уйрӑммӑн сцена ҫине тухнӑ, Валентина Корниловапа Николай Васильев солистсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Фестивале хутшӑнакансем валли анлӑ культура программи хатӗрленӗ, вӗсене районти ӳнер музейне илсе кайнӑ, Н.Д. Мордвинов халӑх артисчӗн музей-ҫурчӗпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Чӳк уйӑхӗн 3–4-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Ӳнер каҫӗ» иртмелле. Вӑл республикӑри мӗнпур патшалӑх музейне пӗрлештерӗ. Мероприятие каҫхине йӗркеленӗ май темле ӗҫлӗ ҫын та ҫавӑн чухне музея ҫитме вӑхӑт тупассах тесе шанаҫҫӗ. Кӑҫалхи «Ӳнер каҫӗ» чи малтанах пултарулӑх каҫӗ пуласса шантараҫҫӗ. Унӑн девизне те шухӑшласа тупнӑ. «Хутшӑн тата ылмаш» ят панӑ ӑна. Кӑҫалхи акцин тӗп тӗллевӗ республикӑра пурӑнакаснене хӑйсен ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пулӑшасси теҫҫӗ. Республикӑри патшалӑх музейӗсене касан сӑвӑ ҫырма е портрет ӳкерме, Гамлета сӑнарлама е гитарӑпа выляма, фуэте ҫавӑрма е тӑмран пӗр-пӗр савӑт ӑсталама май туса парӗҫ. Ҫынсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне уҫса пама Чӑваш наци музейӗн литература, музыка тата художество салонӗсӗем пулӑшӗҫ. Киносалонта «3D форматлӑ Шупашкар» фильм кӑтартӗҫ. А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн Мемориал комплексӗнче каҫхи тӳпене пӑхтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Ыран Мари Элти Шкетан ячӗллӗ наци драма театрӗнче хальхи вӑхӑтри чӑваш драматургӗн, Арсений Тарасовӑн, «Мунча кунӗ» пьеси тӑрӑх «Монча кечын» премьера кӑтартӗҫ. Пьеса авторӗ ӳнерӗн ҫак енӗпе ӗҫлекен ҫармӑсри пултарулӑх ҫыннисене палланине пытармасть. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченех пӗлет иккен. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш ҫамрӑксен театрӗн хальхи режиссерӗпе, Иосиф Дмитриевпа, кӳршӗллӗ республикӑна спектакль курма кайнине те вӑл кӑмӑлтан аса илет. Ҫавӑн чухне Геннадий Гордеев драматургпа, сӑмахран, паллашса-туслашса кайнӑ. Гордеев паян унти Ҫамрӑксен театрӗнче литература пайне ертсе пырать. Ҫармӑссем хӑйсем те пирӗн пата Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльсене курма килсе ҫӳренӗ. Ҫавӑн пек чухне кӑмӑлланӑ та вӗсем «Мунча кунӗ» спектакле. Хайлава маларах асӑннӑ Геннадий Гордеев ҫармӑсла куҫарнӑ. Унти наци драма театрӗ вара куракан патне ҫитерес тенӗ. «Мунча кунӗ» хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра та пырать. Ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ лартнӑччӗ. Режиссер пулса ӑна куракан патне театрӑн ӳнер ертӳҫи Валерий Яковлев хӑй ҫитернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |