Ӳнер
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра «Хӗрарӑм куҫӗ тӗслӗ тӗнче» плэнер иртет. Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсем унта 14-мӗш хут пухӑннӑ. Ку таранччен ӳнерҫӗсем республикӑри тӗрлӗ районта ҫак мероприятие ирттернӗ. Чӑваш Ен тулашӗнче те, Питӗрте, пулнӑ. Турцие кайса та картинӑсем ӳкернӗ. Хальхинче вара Шупашкар районӗнче пухӑнма шутланӑ. Плэнер йӗркелӳҫи Светлана Кокель каланӑ тӑрӑх, унта хӗрарӑмсем юрлаҫҫӗ те, ларса калаҫаҫҫӗ те. Хӑй чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ, ӑна ӗҫтешӗсем ҫапла ӳкернӗ. Плэнера тӗрлӗ ӳсӗмри хӗрарӑмсем хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал пӗтӗмпе – 14-ӑн. Гатчинӑри Татьяна Иванова-Ткаченко кашни ҫуллах чунӗ Чӑваш Ене туртнине палӑртнӑ. Вӑл 12-мӗш хут ӗнтӗ плэнера килет. Пӗлтӗр плэнерта курав валли 500 ытла ӗҫ пухӑннӑ. Кӑҫал та унран кая мар пулӗ-тӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Татьяна Иванова-Ткаченко художник куравӗ уҫӑлӗ. Куравра ӑстан акварель техникипе ӳкернӗ живопиҫӗпе, пусмана ирӗклӗ мелпе тата батик техникипе илемлетнӗ композицийӗсем пулӗҫ. Пурӗ 40 ытла ӗҫ. Татьяна Иванова-Ткаченко Шупашкарта, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗн Петр Ивановӑн, ҫемйинче ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче, В.И. Мухин ячӗллӗ аслӑ промышленность училищинче вӗреннӗ. Питӗрти Художество фондӗнче, Декораципе прикладной комбинатӑн художество мастерскойӗсенче ӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Гатчина хулинчи Патшалӑхӑн экономика, финанс, право тата технологи институтӗнчи технологи факультетӗнче художество дисциплинисене вӗрентет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енри художниксен союзӗн «Современники» (чӑв. Хальхи вӑхӑтрисем) куравӗ уҫӑлнӑ. Унта ят-сум ҫӗнсе илнӗ ӑстасемпе пӗрлех ҫамрӑк талантсен пултарулӑхӗпе паллашма май пур. Ҫав йышра – Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗсем Владимир Нагорнов, Виктор Бритвин, Миша Григорян; чӑваш халӑх художникӗсем Константин Долгашёв, Раиса Терюкалова; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейӗн ӳнер академийӗн член-корреспонденчӗ Александр Фёдоров; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗсем Николай Андреев, Владислав Зотиков, Викентий Лукиянов, Александр Мухин-Чебоксарский; Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эльвира Клементьева; Чӑваш Енӗн вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Нина Алимасова, Ирина Рязанцева; Анна Бубнова, Сусанна Григорян, Константин Кокель, Александр Павлов, Наталья Шорнина тата ытти живопись ӑсти; ҫавӑн пекех И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн, Шупашкарти ӳнер училищин студенчӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() t.me/chebcentr21 сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Татьяна Иванова пӗтӗм тӗнчери «Филантроп» премие тивӗҫнӗ. Ӑна культурӑпа ӳнер енӗпе ҫитӗнӳ тунӑ сусӑр ҫынсене параҫҫӗ. Премие пама тытӑннӑранпа – 20 ҫул. Ҫав вӑхӑтра ӑна ҫӗнсе илессишӗн 36 ҫӗршыври тата Раҫҫейӗн мӗнпур регионӗнчи 10 пин ытла сусӑр конкурса хутшӑннӑ. 470 ҫын преми лауреачӗ пулса тӑнӑ. Шупашкарти Татьяна живопиҫпе тахҫанах кӑсӑкланнӑ. 5 ҫул каялла 1-мӗш ушкӑнри инвалид пулса юлнӑ, ун чухне хӗр 80 процент таран суккӑрланнӑ. 2 ҫул каялла вӑл Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрне ҫӳреме тытӑннӑ. Унта вӑл чун киленӗҫӗпе тепӗр хут кӑсӑкланма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш Енре ҫуралнӑ ӳнерҫӗне «Forbes» финанспа экономика журналӗ малашлӑ тесе хакланӑ. 23 ҫулти Полина Осипова «Ӳнер» ярӑмра малашлӑхлӑ 10 ӑста шутне лекнӗ. «Forbes» «З0 до 30» лонг-лист хатӗрленӗ. Унта 30 ҫула ҫитмен пултаруллӑ ҫамрӑксене суйласа илнӗ. Вӗсем — професси енӗпе палӑрнисем тата ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнисем. Шупашкарта ҫуралнӑ Полина Осипова хальхи вӑхӑтра Питӗр хулинче ӗҫлесе пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Анатолий Кокель ӗҫӗсем. cap.ru сайтри коллаж Ыран, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Анатолий Кокель чӑваш художникӗн «Пурнӑҫ урапи» куравӗ уҫӑлӗ. Культура мероприятийӗ Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне уявланӑ май иртӗ, ӑна Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа йӗркелӗҫ. Куравра 100 яхӑн ӳнерҫӗ ӗҫне тӑратнӑ. Вӗсен йышӗнче хальхи вӑхӑтри ҫынсен портречӗсем, натюрмортсем, пейзажсем пулӗҫ. «Манӑн ӗҫсен сӑнарӗсем — тӗрлӗ наци ҫыннисем, пирӗн ентешсем, унӑн историне йӗркеленӗ ял ӗҫченӗсем, ҫавӑн пекех хама художник ӗҫне алла илме пулӑшнӑ ҫынсем», — хӑйӗн куравӗ ҫинчен художник ҫапла каласа панӑ. Куравӗ ыран, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 15:00 сехетре уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗ «В.И. Агеева халаллани» ятпа вӑраххӑн шухӑша каймалли кун» форматлӑ мероприяти ирттересине пӗлтернӗ. Мероприяти вулавӑшӑн литературӑпа ӳнер секторӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Владимир Иванович — график, живописец, Чӑваш АССР халӑх художникӗ, Чӑваш АССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Чӑваш халӑхӗн историпе мифологине тӗпчекен ҫав ӑста 2022 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ. Ӑстаҫӑ хӑйӗн тӗп ӗҫӗсенче чӑваш халӑхӗн историне, унӑн кун-ҫулӗпе аталанӑвӗн тапхӑрӗсене кӑтартса парать. Агеевӑн пултарулӑх биографийӗнче тӑван халӑх легендисемпе юмахӗсен теминчи хайлавсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче «Сӑрӑ/Шурӑ» скульптура, живопись тата графика куравӗсен вернисажӗ уҫӑлӗ. Курав Сергей Кадикинпа Петр Петров ӑстасен пултарулӑхӗпе паллаштарӗ. Вӗсем — пӗр мастерскойра ӗҫлесе пурӑннӑ ҫеҫ мар, чун-чӗрипе тата тӗнче туйӑмӗпе питӗ ҫывӑх туссем. Музей директорӗ Геннадий Козлов пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ икӗ тус 1972 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика инстиутутӗнчен (халӗ — университет) вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн ӳнер пурнӑҫӗпе туллин пурӑнма тытӑннӑ. Канӑҫсӑр тӗнчен шалашулӑхӗ, ҫутҫанталӑкпа тӗнче аталанӑвӗ, этем пӗчченлӗхӗпе илем черченлӗхӗ пирки пуҫ ватакан икӗ ӑстан ӗҫӗсемпе паллашма куракансене кӑсӑк пуласса шанаҫҫӗ. Курав ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш Республикинчи Раҫҫей УФСИНӗн 2-мӗш юсантару колонийӗ айӑпа кӗнӗ хӗрарӑмсен пултарулӑхне аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, сӑнарлӑ тата декоративлӑ прикладной пултарулӑхӗн куравӗсене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ, чи лайӑх ӗҫсене тӗрлӗ регионта ирттерекен тата регионсен хушшинчи конкурссене хутшӑнма яраҫҫӗ. Учрежденире ирттерекен мероприятисене те анлӑх хутшӑнаҫҫӗ, тӗслӗхрен, пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Весенняя капель» (чӑв. «Ҫурхи тумлам») картинӑсен курав-конкурсӗ иртнӗ. Куравра ҫупа, акварельпе, акриллӑ сӑрӑсемпе ӳкернӗ пейзажсене, ҫавӑн пекех фольклор темипе ҫырнӑ зарисовкӑсене, пысӑках мар этюдсемпе картинӑсем — вӗсене хатӗрлеме уйӑха кая мар вӑй хунӑ — вырнаҫтарнӑ. Картинӑсем сюжетпа шухӑш-кӑмӑл енчен тӗрлӗрен. Отрядсенче хӑйсен ӳнер ӑсталӑх лаҫҫисене тата пултарулӑх енӗпе ӗҫлемелли пӳлӗмӗсем хатӗрлеҫҫӗ, ҫамрӑк художниксем валли кӑларакан журналсем ҫырӑнса илеҫҫӗ, киҫтӗке е кӑранташа алла ҫирӗп тытакансем валли вара ӳнерпе ҫыхӑннӑ пӗчӗк мар кӗнеке ҫӳлӗкӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Владимир Агеев художникӑн юбилейлӑ куравӗ уҫӑлӗ. Вӑл графика тата живопись енӗпе нумай ӗҫленӗ. Ҫав ӳкерчӗксенче чӑваш халӑхӗн историне тата мифологине кӑтартса панӑ. Владимир Агеев 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ. Унӑн педагогӗсем Н.К. Сверчков, В.М. Макаров, П.Г. Григорьев-Савушкин тата Е.Е. Бургулов пулнӑ. Художникӑн пултарулӑхне А. Дюрер, Э. Греко, П. Рубенс, Д. Веласкес художниксем пысӑк витӗм кӳни те сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |