Ӳнер
![]() Владимир Филиппов сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ҫак кунсенче Федор Мадуровӑн «Вӑрҫӑ ачисем» куравӗ ӗҫлет. Унта художникӑн скульптурипе, графикипе тата живопиҫӗпе паллашма пулать. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн 75 ҫулхине халалласа йӗркеленӗ. Курава уҫма республикӑри тӳре-шара: культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев тата Самар облаҫӗнчи чӑвашсен «Пехил» общество организацийӗн правленийӗн ертӳҫин ҫумӗ, художник ҫуралнӑ Шӑмӑршӑ ҫӗрӗ ҫинчен тухнӑ ентешлӗхӗн пайташӗ Анатолий Ухтияров тата ыттисем хутшӑннӑ. Вячеслав Ориновпа Юрий Исаев юбиляра курав уҫӑлнӑ ятпа саламласа республикӑн ӳнер ӗҫне аталантарма тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе Тав хучӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Константин Яковлев Владимир Агеев ӗҫӗсемпе паллашать Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев Улатӑр районӗнчи Кувакинӑри Раиса Терюкалова художникӑн пултарулӑх мастерскойӗнче пулнӑ чух унӑн ӗҫне туяннине эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ министр тата тепӗр ӗҫ илнӗ. Хальхинче вӑл урӑх художникӑн ӗҫне туяннӑ. Чӑваш патшалӑх музейӗнче нумаях пулмасть Чӑваш халӑх художникӗн Владимир Агеевӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче унта Константин Яковлев министр ҫитсе курнӑ. Экспозици музей фондӗнче упранакан ӗҫсемпе ҫеҫ мар, уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенчи пуянлӑхпа та куракана илӗртет. Республикӑн культура министрӗ Владимир Агевӑн ӗҫне туяннӑ. Ун пирки Фейсбукра Рита Кириллова журналист Константин Яковлев ырӑ тӗслӗх кӑтартнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Кинематографистсем канашлаҫҫӗ Кӑҫал Пӗтӗм чӑвашсен III «Асам» кинофестивалӗ чӳк уйӑхӗн 13–17-мӗшӗнче иртӗ. Ку йышӑнӑва Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ иртнӗ уйӑхрах тунӑ. Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ЧРКП пайташӗсем Раҫҫей кинематографисчӗсен пӗрлӗхне чӑваш кинематографисчӗсене кӗртес, правленине ҫӗнетес тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, «Республикӑмӑрта ӳкернӗ фильмсене ытти тӗрӗк халӑхӗ хушшинче сарма, чӑваш ҫӗрӗ «Тӗрӗк киноӳнерӗн тӗнчи» ята тивӗҫме, чӑваш киноӳнерне аталантарма республикӑмӑра инвестицисем илсе килес тӗлӗшпе тӗрӗк кинематографисчӗсем валли «Влияние кино на познание народов — «Тюркское кино» ятла уйрӑм конкурс йӗркелеме» йышӑннӑ. Ҫак программӑн тӳрисен йышне Кӑркӑсстанри Эдил Марлис Уулу кинорежиссера, продюсера, Тӗрӗк халӑхӗсен конгресӗн президентне тата Екатеринбургри Сергей Анашкин кинокритика, киноведа, режиссера, Раҫҫей кинематографисчӗсен пӗрлӗхӗн, Тӗнчери кинокритиксен FIPRESCI федерацийӗн пайташне суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Владимир Нагорнов куравне Чӗмпӗрте уҫнӑ самант Ӗнер, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӗмпӗрте Владимир Нагорновӑн «Время. Стиль. Образ» (чӑв. Вӑхӑт. Стиль. Сӑнар) куравӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Фейсбукра вӑл тӑрӑхри Микулай Павловский пӗлтернӗ. Курава Чӗмпӗр облаҫӗнчи В.И. Ленин ячӗллӗ ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче 16 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта художниксем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, ятлӑ-сумлӑ ытти ҫын пуҫтарӑннӑ. Владимир Нагорнов — Чӑваш Республикин тата Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейри художниксен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. 1956 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Пухтел ялӗнче ҫуралнӑ. 1984 ҫултан вӑл Шупашкарта пурӑнма пуҫланӑ. Владимир Нагорновӑн паллӑрах ӗҫӗсен шутӗнче Шупашкарти Амӑш палӑкне, К. Иванов, П. Хусанкай, Н. Полоруссов-Шелепи палӑкӗсене тата ытти чылай скульптурӑна асӑнма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 10–15-мӗшӗсенче «Юман» илемлӗ фильм ӳкерме пуҫлаҫҫӗ. Режиссерӗ — Елена Рябцева. Аса илтерер, Пӗтӗм чӑвашсен пӗлтӗрхи «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗнче Е. Рябцеван «Принять удар» ӗҫӗ «Чи лайӑх илемлӗ фильм» номинацире ҫӗнтернӗччӗ. Ильтимер Ефремов халӑх тетелӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, «Муркаш районӗнчи Уйкасси ял ҫумӗнчи пӗве хӗрринче пӗр сценӑна ӳкерме лаша урапапа кирлӗ». Ҫав тӑрӑхри ялсенче лаша пуррисене пулӑшма ыйтать. Лашашӑн укҫа тӳлӗҫ. Ильтимер Ефремовран фильм мӗн ҫинчен пуласси пирки те ыйтса пӗлтӗмӗр. Ку ӗҫ этем ҫирӗпленӗвӗ пирки теме юрать. Ачисем пӗчӗклех вилнӗрен черетлӗ ачине Хветуҫ Юман ят панӑ. Анчах ӑна та вӑл ҫухатать. Хуйха путса чӗмсӗрленнӗ кинеми патне студент чӑваш халӑх сӑмахлӑхне ҫырса илме студент пырать... Сӑнарсене калӑплама паллӑ сцена ӑстисемпе — Нина Яковлевапа, Иосиф Трерпа — калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музейра паян Вячеслав Эткерӗн черетлӗ куравӗ уҫӑлчӗ. «Йывӑҫсем тата ҫынсем» ят панӑскере ӳнерҫӗ 55 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ. Курава уҫнӑ ятпа тӗрлӗ тӳре-шара Слава Эткере саламларӗ, тӗрлӗ хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Вӗсен шутӗнче культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов та пулчӗ. Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей кашни кун 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен ӗҫлет. Канмалли кунсенче — 15 сехетчен. Вячеслав Эткер (чӑн ячӗ Андреев Вячеслав Анатольевич) Шупашкар районӗнчи Тимой ялӗнче 1962 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1963 ҫулта кил-йышӗ Ишлее куҫнӑ. 1989 ҫулта педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Унӑн ӗҫӗсем ҫӗршывӑн анлӑ кӗтесӗсенче кӑна мар, тулашӗнче те упранаҫҫӗ. Вӑл ӑсталанӑ юпасене Алтай тӑрӑхӗнчен пуҫласа Кавказ тӑрӑхӗ таранах вырнаҫтарнӑ. |
Ӳнер
![]() Нарӑс уйӑхӗн 22—26-мӗшӗсенче Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ музея тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Парнене республикӑра ӗҫлекен кредит учрежденийӗсенчен пӗри, Перекет банкӗ, легендарлӑ комбив ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине тата Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ. «Музейсемпе банксен тӗллевӗ пӗр: ӳнер урлӑ пуянлӑха упраса хӑварасшӑн. Василий Иванович Чапаев — Чӑваш Енрен тухнӑ чи паллӑ ҫын. Унӑн ятне республика тулашӗнче те пӗлеҫҫӗ», — ҫапла ӑнлантарнӑ акци тӗллевне РФ Перекет банкӗн республикӑри управляющийӗ Юрий Бычковский. Банкир ӗнентернӗ тӑрӑх, проект тӗллевӗ — ҫамрӑксене музея илӗртесси, культурӑпа тата историпе кӑсӑклантарасси те. Музейӑн ӗҫ вӑхӑчӗ ирхи 10 сехетрен 18 сехетчен. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 562-061. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Мишши Григорян Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ӗнер Мишши Григорянӑн юбилейлӗ куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна саламлама унта Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ, вӑл Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникне Чӑваш Ен Элтеперӗн тав хутне ҫитернӗ. — Михаил Григорьевич пек ҫынсем пур чухне ҫӗнӗ усӑллӑ шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ, ҫуртсем хӑпараҫҫӗ — Туслӑх Ҫурчӗсем. Пултарулӑхра сире ӑнӑҫу сунасшӑн, ҫӗнӗ куравсем йӗркелемелле пултӑр. Ҫак ӳнере пирӗн ҫамрӑк ӑрӑва явӑҫтарни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Курава килнисен хушшинче ачасене курасчӗ, кунашкал мероприятисене ҫемьи-ҫемьипе ҫӳресен аван пулӗччӗ, — тенӗ Константин Геннадьевич. Ҫавӑн пекех Мишши Григоряна Чӑваш Енӗн художниксен пӗрлӗхӗн председателӗ А. Анохин, Раҫҫейри эрменсен пӗрлӗхӗн вице-президенчӗ Г. Анонянц саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Праски Витти курава чӗнет Паян Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат) культурӑпа курав центрӗнче Чӑваш Республикин халӑх художникӗн Праски Виттин куравӗ уҫӑлнӑ. Мероприятие республикӑри тӗре-шара та хутшӑннӑ, художник ячӗпе ырӑ сӑмах каланӑ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлне открытка хатӗрлесси пирӗн ҫӗршывра XIX ӗмӗр вӗҫӗнчех пуҫланса кайнӑ. Кунта Иван Билибин, Александр Бенуа, Илья Репин, Николай Рерих, Леон Бакст, Константин Маковский тата ыттисене палӑртмалла. Праски Витти ҫак жанрпа 1978 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Лениградри В.И. Мухина ячӗллӗ художествӑпа промышленность училищине вӗренсе пӗтернӗскер хӑйӗн ӗҫӗсенче наци сӗмне те кӑтартнӑ. Паллӑ художникӑн, монументалистӑн, живописецӑн открыткисемпе кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗччен паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Европӑри хӑнасем чӑвашсен культурипе паллашаҫҫӗ Паян Чӑваш наци музейӗнче Европӑри хӑнасем пулнӑ. Аваллӑх управҫин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Раҫҫей фестивалӗн Сочири центрӗн пуҫлӑхӗ Ханс Йоахим Фрей режиссер тата Германири «MosFirst» компани учредителӗ Борис Таваколли пирӗн тӑрӑхӑн культурипе паллашнӑ. Чӑваш Енӗн историйӗпе, унӑн хӑйне евӗрлӗхӗпе музейӗн маркетинг тата культурӑпа вӗренӳ ӗҫ-хӗл пайӗн заведующийӗ Ольга Кушманова паллаштарнӑ. Ханс Йоахим Фрей тата Борис Таваколли Чӑваш Енре кинематографи епле пуҫланса кайнипе уйрӑмах кӑсӑкланнӑ, «Чувашкино» ӳкернӗ пӗрремӗш фильмсемпе паллашнӑ. Европӑри хӑнасем пирӗн республикӑра кино ӳкерес ӗҫпе интересленнипе пӗрлех наци музейӗ кӑсӑклӑ экспонатсемпе, тӗрлӗ материалпа пуяннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |