Ӳнер
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартма тытӑннӑ. Ятарлӑ ярӑма вӑл паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Тӗрӗҫӗн кунӗнче, пуҫарнӑ. Ӑна пирӗн республикӑра туса хунӑ Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Ку уява чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче палӑртма йышӑннӑ. Чӑваш тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен калакан ярӑма «Чӑваш тӗрри = Чувашские узоры» сайра тӗл пулакан кӑларӑм уҫать. Ӑна 1925 ҫулта Чӗмпӗрти Чӑваш педагогика техникумӗн Этнографи музейӗ кун ҫути кӑтартнӑ. Альбома музейри чӑваш тумӗн ҫипуҫӗн тӗслӗхӗсемпе илемлетнӗ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗрлӗхӗпе Дмитрий Архангельский художник-график, краевед, педагог паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Художество музейӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти художество музейӗнче «Савнӑ Шупашкар» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗсен ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ. Курав живопись, скульптура тата графика ӑстисен нумай енлӗ пултарулӑхӗпе паллаштарать. Музейре пӗлтернӗ тӑрӑх, союз ӳнершӗн чӑннипех пӗлтерӗшлишӗн, рекламӑшӑн, ят-сумшӑн, арт-рынок шухӑшне шута илмесӗр ӗҫлеме тӑрӑшнӑ ялан. Чӑн-чӑн профессионалсем хӑйсенчен ҫирӗп ыйтаҫҫӗ. Курава художество музейӗн директорӗ Геннадий Козлов уҫнӑ. Чӑваш художникӗсен союзӗн председателӗ Наталия Соловьева, искусствоведени кандидачӗ Юрий Викторов, республикӑри Художниксен союзӗн председателӗ Владимир Нагорнов тата ыттисем сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакансем ҫакна тахҫантанпах кӗтнӗ. Уйрӑмах – ачасем, педагогсем. Нумаях пулмасть унта Ачасен ӳнер шкулне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Шкула кӑҫал ҫу уйӑхӗнче юсаса ҫӗнетме тытӑннӑ. Кун тӗлӗшпе федераци тата республика хыснисенчен 20 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Юсав вӑхӑтӗнче ҫуртӑн тул тата шал енне ҫӗнетнӗ, тӑррине, коммуникацисене улӑштарнӑ, пӳлӗмсем те халӗ ҫутӑ та хӑтлӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта ачасем пултарулӑх енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеччӗр, район чысне тӗрлӗ конкурсра хӳтӗлеме тивӗҫлипе хатӗрленччӗр тесе тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палатинче Халӑх промыслисен ӑстисен Раҫсей шайӗнче иртекен ӑмӑртӑвӗн республикӑри тапхӑрӗнче ҫӗнтернисене чысланӑ. Унта хутшӑннӑ республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев художество промысли урлӑ чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркин нумай енлӗхӗпе тарӑнлӑхӗ палӑрнине асӑнса хӑварнӑ. Чӑн та, вӑл япаласем илемлӗ, ӑна парнелеме аван. Чӑваш Енӗн чи лайӑх ремесленникӗ ята Ирина Федорова, чи лайӑх ҫамрӑк ремесленник ята Анастасия Зимина (сӑнӳкерчӗкре) тивӗҫнӗ. Сӑмах май, Олег Николаев 2002-2004 ҫулсенче республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата суту-илӳ министерствинче усламҫӑсен ӗҫ-хӗлӗ, суту-илӗвӗн тата тулаш ҫыхӑнусен департаментӗнче ӗҫленӗ май халӑх промыслисен енӗпе те тимленӗ. Художествӑпа эксперт канашӗн ертӳҫи пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра халӑх промыслисене сутакан пӗрремӗш лавкка уҫӑлнӑ. Халӑх ӑстисен хатӗрӗсене хӑна ҫурчӗсенче, вокзалсенче, аэропортсенче сутма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Унӑн ӗҫӗсем Америкӑра, Италире, Испанире, Францире упранаҫҫӗ. Пултаруллӑ художник картинисемпе халӗ Шупашкарта паллашма май пур. Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Тутарстанри чӑваш художникӗн Валериан Киргизинӗн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Валериян Киргизин хӑйӗн малтанхи ӳкерчӗкӗсене ӑҫта май килнӗ, ҫавӑнта ӳкернӗ. Ашшӗн хучӗсен тӳнтер енне, ал айне лекнӗ хут татӑкӗсем, хут курупкисем ҫине. Валериян Николаевич Лениногорскри музыкӑпа художество педагогика колледжӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. Ун чухнехи Куйбышев хулинчи ӳнер шкулӗнче рисовани учителӗнче 30 ҫул ӗҫленӗ, Тутарстанри Спасскри отрасль технологийӗсен техникумӗнче вӗрентнӗ. Вӑл 1949 ҫулта Тутарстанра ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Паян «Россия 1» (чӑв. Раҫҫей 1) ирхи 9 сехет те 30 минутра Галина Изратова ӳнерҫӗне халалланӑ фильм эфира тухнӑ. «Илемлӗ ҫынччӗ Галя. Черчен чунлӑ чечен хӗрарӑмччӗ. Унӑн тӑмран, кӗҫҫерен, пусмаран ӑсталанà кӗлеткисем ытла та селӗмччӗ – чӗм вӗрсе кӗртетчӗ тейӗн вӗсене маҫтӑр...», – тесе ҫырнӑ Фейсбукра Марина Карягина тележурналист, сценарист. «Халӑх хӗрӗ» ярӑмри фильма пӑхма сӗнетӗп. Ӑна Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ Галина Изратова ӳнерҫӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑранпа 3 ҫул ҫитнине асӑнса хатӗрлес терӗм», – пӗлтернӗ чӑваш тӗнчинчи пултаруллӑ та кӑсӑклӑ ҫынсемпе паллаштаракан тележурналист. Галина Изратова Елчӗк районӗнчи Кавалта ҫуралнӑ. Галинӑн аппӑшӗ Татьяна Шаркова та – ӳнерҫӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Галина Васильевна хӑйӗн пуканийӗсене тӑмран, кӗҫҫерен, ҫӗтӗкрен, йывӑҫран тунӑ. Вӗсем чунлӑ-юнлӑ тейӗн пулса тухнӑ. Ӑста пурнӑҫран йывӑр чире пула уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Михаил Кондратьев искусствовед Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ паян Максим Михайлов пултарулӑхӗпе паллаштаракан онлайн-лекци ирттернӗ. Ӑна, сӑмах май каласан, Ютубра итлеме пулать. «Максим Дормидонтович Михайлов: настоящий русский бас» (чӑв. Максим Дормидонтович Михайлов: чӑн-чӑн вырӑс басӗ) лекцие Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ та паллӑ ҫынсенчен пӗрне, ХХ ӗмӗрти вокал ӳнерӗн ӑстине, СССР халӑх артистне, Пысӑк театр солистне Максим Михайлова халалланӑ. Мероприятие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Лекцие Михаил Кондратьев музыковед, фольклорист, искусствоведени докторӗ, профессор, Педагогика пӗлӗвӗн пӗтӗм тӗнчери наукӑсен академийӗн академикӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Композиторсен союзӗн пайташӗ вуланӑ. Михаил Григорьевич — 2019 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ «Максим Михайлов: «Настоящий русский бас» монографи авторӗсенчен пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ҫак кунсенче илемлӗ ӳкерекен ачасен «Манӑн тӑван тӑрӑхӑм – манӑн Чӑваш Ен» республикӑри онлайн-конкурсӗ иртет. Конкурса Акцыновсем ячӗллӗ Шупашкарти 6-мӗш художество шкулӗ тата Чӑваш Енри художник-педагогсен пӗрлешӗвӗ ирттереҫҫӗ. Ӑмӑртӑва 7 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи 359 ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсем паллӑ ентешъмърсемпе, чӑваш халӑхӗн культурипе, йӑли-йӗркипе, наци уявӗсемпе паллаштаракан тематика, сюжетлӑ ӗҫсем тӑратнӑ. Ачасен ӳнер пултарулӑх ӑмӑртӑвне 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Кӑҫалхине Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. «Ачасен ӗҫӗсене Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Виктор Бритвин ертсе пыракан сумлӑ комисси тишкерет. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлӗпӗр», – тенӗ Шупашкарти 6-мӗш художество шкулӗн методисчӗ Дмитрий Ефимов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра, Патшалӑхӑн Третьяков галерейинче, «ЗОЛОТАЯ КАРТА РОССИИ. Живопись веков из собрания Чувашского государственного художественного музея» (чӑв. РАҪҪЕЙӖН ЫЛТӐН КАРТТИ. Чӑваш патшалӑх художество музейӗ пухнӑ XVIII-XX ӗмӗрсенчи живопись) курав уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Курава савӑнӑҫлӑ луру-тӑрура уҫма Третьяков галерейин пуҫлӑхӗ Зельфира Трегулова, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗн ҫумӗ – Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Петр Чекмарев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков, республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова, Чӑваш патшалӑх художество музейӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Козлов тата ыттисем хутшӑннӑ. Петр Чекмарев курав уҫӑласса Мвскаври ентешӗмӗрсем, тӗп хула ҫыннисемпе хӑнисем чӑтӑмсӑр кӗтнӗ тесе каланӑ. Раҫҫейӗн ӳнерӗн тӗп музейӗнче регионӑн культура эткерлӗхне кӑтартнине вӑл пысӑка хурса хакланӑ. Зельфира Трегулова кураври паха, художниксен пӗлтерӗшлӗ тата сайра тӗл пулакан ӗҫсем Чӑваш Енре упраннинчен специалистсем те тӗлӗннине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Ӳнер
Литература тӗпчевҫи, критик, тавра пӗлӳҫӗ, вӗрентекен, Вӗрентекен, наци пурнӑҫне/юхӑмне ушкӑна йркелекен… Виталий Петрович Станьял ӳнере тарӑнран тарӑн курса хаклаканӗ те. Ҫакна юлташӑмӑрӑн куравне уҫнӑ чух (2003, ака, 29) хаклав кӗнекине ҫырнӑ тӗрленчӗк ӗнентерет.Владимир Енилин куравӗ халӗ «Чӑваш енри Халӑхсен туслӑх Ҫуртӗнче» (Хусанкай ур., 20) уҫӑлчӗ.. Эсир ӑна Станьял куҫӗпе/чунӗпе те курма пултаратӑр… Юрий Яковлев
Таҫта инҫетлӗх тӗттӗмлӗхне чӗнеҫҫӗ, илсе каясшӑн унӑн ӳкерчӗкӗсем(Владимир Енилин художник ӑсталӑхӗ пирки) Тимӗр Енилин – Владимир Пантелеймонович Енилин – Тутарстанри паллӑ чӑваш ялӗ Рункӑ ҫуратса ӳстернӗ талантлӑ та хӑйне евӗрлӗ ӳнерҫӗ. Шӑплӑхпа лӑпкӑлӑх, килӗшӳпе ҫураҫу юрӑҫи вӑл. Рункӑ енчи ҫӗршыв хӑй ҫавӑн пек. Унта аваллӑх упранать, унта чӑвашлӑх сӗврӗлмен-ха. Вӑл ялта йывӑҫ касакан ӑста Сантӑр Пикл пурӑнать, вӑл ялта Тимӗр куккӑшӗ Неҫҫе Енилин аталанса тухнӑ. Тимӗрпе Неҫҫе Енилинсем чӑвашсен шӗкӗр хулине Шупашкара Хырла илемӗпе сас-чӳллӗ шӑплӑхне илсе килчӗҫ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |