Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ӳнер

Ӳнер

Элӗк районӗнче «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2014» конкурсӑн район шайӗнчи тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш тӗррине упраса хӑварас, ӑна аталантарас теллевпе ирттернӗскерӗн теми — чӑваш эрешӗ тата унӑн пӗлтерӗшӗ.

Элӗк районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн центрне 50 ытла ӗҫ килнӗ. «Алӗҫ пултарулӑхӗ» (тӗрӗ, йывӑҫ ҫинче ӳкересси) номинацире Мӑн Ямаш шкулӗнчи Диана Андреева 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Карачура шкулӗнчи Дмитрий Титов тата Александр Филиппов 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ. «Живопиҫ» номинацире Тени шкулӗнче вӗренекен Юлия Капитонова 1-мӗш пулнӑ. Ҫав шкултиех Анастасия Васильева 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ураскилт шкулӗнчи Александр Калмыков 2-мӗш пулнӑ.

«Сӑвӑсем» номинацире Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи Ольга Егорова ҫӗнтернӗ. Юнтапа шкулӗнче вӗренекен Аделина Степанова 2-мӗш, Тени шкулӗнчи Ольга Жесткова 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

«Сочинени» номинацире Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулти Эльвира Путерова ҫӗнтернӗ.

Малалла...

 

Ӳнер

Паян, пуш уйахӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта Япони киновӗн фестивалӗ пуҫланнӑ. Ҫак мероприятин тӗп теми — Япони режиссерӗн Ясудзиро Одзун пултарулӑхӗ. Вӑл 1903–1963 ҫулсенче пурӑннӑ.

Ҫак режиссер хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗн классика кинематографине ҫеҫ кӑтартмасть. Вӑл тӗнче классикӗ те. Унан фильмографинче сасӑсӑр хура-шурӑ лентӑсем те, сасӑллӑ тӗслисем те пур.

Фестивальте Одзун тӗрлӗ жанрне кӑтартӗҫ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче темиҫе теҫетке картина ӳкернӗ. Фестивальте «Токийская повесть» драмӑпа (1953), режиссерӑн «Цветок равноденствия» пӗрремӗш тӗслӗ фильмӗпе (1958), «Поздняя осень» (1960) унӑн юлашки лентӑсенчен пӗринпе киленме май пулӗ. Камитсене те кӑтартӗҫ. Фестиваль йӗркелӳҫисем Япони режиссерӗн ӗҫӗсем паянхи кун та ҫивӗч пулнине палӑртаҫҫӗ.

Фестиваль аслисемшӗн те, пӗчӗккисемшӗн те кӑсӑклӑ пулмалла. Ачасем валли Ямамото Нидзон «Миери и волшебный лес» фантастика юмахне кӑтартӗҫ. Вӑл экран ҫине 2007 ҫулта тухнӑ. Фильм — ҫынпа ҫутҫанталӑк хутшӑнӑвӗ пирки.

Япони киновӗн фестивалӗ Шупашкарта пушӑн 26-мӗшӗччен пулӗ.

 

Ӳнер Петр Павловӑн «Иоанн Грозный» ӳкерчӗкӗ
Петр Павловӑн «Иоанн Грозный» ӳкерчӗкӗ

Паян, нарӑсӑн 18-мӗшӗнче, Чӗмпӗрти Аркадий Пластов музейӗнче «Петр Павлов. Вӑхӑт сывлавӗ» курав уҫӑлнӑ. Унта Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх ӳнерҫин Петр Павловӑн (1937–2010) ӗҫӗсене курма пулать. Картинӑсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн тата ӳнерҫӗ кил-йышӗн пуххинчен илсе килнӗ.

Петр Павлов станок живопиҫӗн терлӗ жанрӗнче ӗҫленӗ. Вӑл — портрет ӳкерекен, лирика пейзажӗн ӑсти. Петр Павлов натюрморт жанрӗнче те ӗҫленӗ. Анчах унӑн пултарулӑхӗнче тематика картини чылай вырӑн йышӑннӑ. Унта вӑл ытларах истори жанрне килӗштернӗ.

Петр Павлов хайлавӗсем Третьяков галерейинче, РФ Художниксен союзӗн ӳнер куравӗн дирекцийӗнче, Донецкри, Ижевскри, Калиниградри, Краснодарти, Красноярскри, Омскри, Шупашкарти ӳнер музейӗсемпе галерейисенче тата тӗрлӗ ҫӗршыв музейӗсемпе харпӑр ҫын пуххисенче упранаҫҫӗ.

 

Ӳнер

Унан гобеленӗсем чӑваш ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗнӗ. Вӑл халӗ те хӑйӗн живопиҫӗпе тӗлӗнтерме пӑрахмасть. Ӳнер музейӗнче чӑваш халӑх ӳнерҫин Раиса Терюкаловӑн куравӗ уҫӑлнӑ.

Музей залӗсем Раиса Терюкаловӑн ӗҫӗсемпе илемленнӗ: портретсем, натюрмортсем, чечек композицийӗсем, гобеленсем. Ӳнерҫӗн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл тееймӗн. Ача чухне йывӑр чирпе нушаланни ӑна самаях хур кӳнӗ. Ҫапах ку пултарулӑхне пырса тивмен.

Раиса Терюкалова Шупашкарти ӳнер музейӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл хӑй вӑхӑтӗнче хатӗрленмесӗрех кӗнӗ, мӗншӗн тесен унӑн путарулӑхне асӑрхамасӑр хӑвараймӑн. Унтан вӑл Ленинградри Михунин ячӗллӗ аслӑ ӳнер-промышленноҫ училищинче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Чӑваш Ене усӑ кӳрессишӗн талпӑннӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче темиҫе ҫул ӗҫленӗ. Унӑн ӳнер музейӗнче упранакан гобеленӗсем — чӑн-чӑн шедевр. Раиса Терюкалова портретсем ӳкерме кӑмӑллать. Ытларах хӗрарӑмсене сӑнарлать. Курава музей фондӗнчи ӗҫсене ҫеҫ тӑратман. Унти харпӑр ҫын пуххинчи чылай ӳкерчӗк вырнаҫнӑ.

 

Ӳнер

Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тутар поэзийӗн анталогине чӑвашла куҫарнӑ. «Тутар поэзийӗн кӑшӑлӗ» ят панӑ сӑвӑ пуххине ыран Наци вулавӑшӗнче хӑтлӗҫ.

Анталогине тутарсен 123 поэчӗн хайлавӗ кӗнӗ иккен. Ҫав ятсен шутӗнче Габдулла Тукай, Дердменд, Муса Джалиль, Хасан Туфан ячӗсене асӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат кӗнекере вӑтам ӗмӗрте тӗрӗк чӗлхипе ҫырнӑ Кул Гали пӑлхар поэчӗ та вырӑн тупнине асӑрханӑ.

Хӑтлава Тутарстанӑн Писательсен союзӗн председателӗ Рафис Курбанов, асӑннӑ республикӑри чӑваш поэчӗ Евгений Турхан, Ренат Харис тутар поэчӗ хутшӑнмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1665.html
 

Ӳнер Дарья Суховейпа Валерий Земских.
Дарья Суховейпа Валерий Земских.

Ӗнер Шупашкарта «Авант-Атӑл» ятпа авангард поэзи фестивалӗ иртнӗ. Куҫса ҫӳрекен фестиваль нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 9-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Маларах вӑл Сарӑту, Самар, Тольятти хулисенче иртнӗ. Шупашкарти фестивальшӗн Дмитрий Воробьев поэт яваплӑ пулнӑ.

Фестивальте Питӗр хулинчи Дарья Суховей (мероприяти кураторӗ) тата Валерий Земских, Мускаври Анна Голубкова, Шупашкарти Евгений Кремчуков, Дмитрий Воробьев тата Кужак сӑвӑҫӑсем хӑйсен хайлавӗсене вуланӑ. Дарья Суховей пирки каласан, вӑл 36-ра кӑна-ха. Поэт, филолог, литература критикӗ, Питӗрти университетра филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ, «Хальхи вырӑс поэзийӗн графики» ятпа диссертацие хӳтӗлесе филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ. Мероприятие йӗркелекенсем хальхи вӑхӑтри поэзие сарас, регионсемпе ҫыхӑну йӗркелес, ҫӗнӗ ятсем уҫас тӗллев лартаҫҫӗ-мӗн.

Паян фестиваль Чуллӑ Ҫырта иртет. Ыран вӑл Хусанта пулӗ. Унтан — Чулхула, Кимры, Тверь хулисенче.

 

РАШ
18

Музейри туй
 Вера Эверкки | 18.12.2013 22:43 |

Ӳнер

Ҫак кунсенче Чӑваш ӳнер музейӗнче «Халӑх туйӗ художник куҫӗпе. Символсем, йӑла-йӗрке, сӑнарсем, хальхи вӑхӑт» ятпа курав ӗҫлет. Вӑл иккӗмӗш хутри икӗ зала йышӑнать. Тивӗҫлипе темелле. Чӑваш гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн диреткорӗ Юрий Исаев калашле, «Туй вӑл — пӗр ҫемье уявӗ кӑна мар. Вӑл этемлӗхӗн те, мӗншӗн тесен туйра аталану вӑйӗ пур».

Проекта пурнӑҫа кӗртме тахҫанах шухӑшласа хунӑ-мӗн. Кун пирки куравӑн кураторӗ Генадий Иванов-Орков Рита Кириллова журналистпа калаҫнӑ чух пӗлтернӗ. Урӑхларах тӑвас шухӑш та пулнӑ-мӗн. Анчах ку вӑл малашнехи утӑмӑн пуҫламӑшӗ кӑна иккенне шута илсен кӑсӑклӑ проектсем татах пулӗҫ-ха. Раштавӑн 25-мӗшӗнче, сӑмах май, регионсем хушшинчи «Халӑх туйӗ художник тата тӗпчевҫӗ куҫӗпе» ятлӑ музей конференцийӗ иртмелле.

Сӑнсем (34)

 

Ӳнер

Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 2–4-мӗшӗсенче илем индустрийӗн «Ылтӑн коллекци» XVII уҫӑ фестивалӗ иртмелле. Ӑна республикӑн Экономика министерствипе тӗп хула администрацийӗ ырланипе йӗркелеҫҫӗ.

Фестиваль тӗллевӗн шутне ҫынсене хитре тӑвассишӗн тӑрӑшакан ҫамрӑк та пултаруллӑ специалистсене — косметологсене, визажистсене, парикмахер-стилистсене, художник-модельерсене, дизайнерсене палӑртассине кӗртеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ӗҫре ҫӗнӗ технологисене анлӑрах сарасса, специалистен професси шайне ӳстерме май килессе шанаҫҫӗ иккен.

Тӗп мероприяти чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртмелле.

 

Страницӑсем: 1 ... 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, [21]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть