Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: Октябрьскинче сӑрӑ ӑстин асӑну каҫне пухӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.03.2016 18:45 | 1776 хут пӑхнӑ
Ӳнер

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи (Ӗсмелти) ача-пӑчан ӳнер шкулӗнче Элли Юрьев ячӗпе астӑвӑм каҫӗ ирттернӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тата халӑх художникне, академика, К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреатне, Пӗтӗм Раҫҫейри геральдика обществин член-корреспондентне унтисем темиҫе кун каяллах, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчех, асӑннӑ.

Элли Юрьевӑн ҫуралнӑ кунӗ вара — паян. Вӑл ҫуралнӑранпа шӑп та лӑп сакӑр теҫетке ҫул ҫитнӗ. Пирӗнтен вӑл 2001 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Хӑй вӑл Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗре Михаил Юрьев журналист, литература критика ҫемйинче ҫуралнӑ.

Сакӑр класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн каччӑ ӳнер училищине вӗренме кӗрет, каярах Тбилисири патшалӑх ӳнер академийӗнче сӑрӑ ӑсталӑхне туптать. Чӑваш кӗнеке издательствинче художество редакторӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтрах Шупашкарти художество училищинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУра художествӑпа графика факультетӗнче преподавательте тӑрӑшнӑ.

Кӗнеке графикинче унӑн тӳпи пысӑккине палӑртаҫҫӗ специалистсем.

#юбилейсем, #шкулсем, #ачасем, #ӳнер, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Красноармейски районӗ, #Октябрьски, #Кӗҫӗн Шетмӗ, #ЧППУ, #Тбилиси, #Чӑваш кӗнеке издательстви

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем