Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Литературӑпа ӳнер енӗпе республикӑри премие илессишӗн кӑҫалхи конкурса пурӗ пилӗк ӗҫ суйласа илнӗ. Вӗсене икӗ кун каяллах Чӑваш Енӗн Культура министерствине пухӑннӑ ҫав преми енӗпе ӗҫлекен комисси тишкернӗ-хакланӑ та конкурса хутшӑнма ирӗк парас тесе йышӑннӑ.
Халӗ вара — преми пирки ӗмӗтленекен ӗҫсемпе паллаштарар.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ ӑслӑлӑхпа художество кӑларӑмӗсем кун ҫути кӑтартнӑ Владимир Иванов (Алмантай), Юрий тата Сергей Ювенальевсен ӗҫӗсен ярӑмне тӑратнӑ; Чӑваш художникӗсен союзӗ — этнокультурӑн нумай енлӗхне кӑтартакан произведенисен ярӑмне (авторӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавателӗ Татьяна Шаркова); Культура эткерлӗхне упрассипе ӗҫлекен патшалӑх центрӗ — «Объекты культурного наследия Чувашской Республики» каталога (автор — Николай Муратов); И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ — «Чувашская детская литература: 60–80-е годы» монографие (авторӗ — Александр Мефодьев); А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн мемориал комплексӗ — «Чувашия космическая» каталога (авторӗсем — Зоя Антонова, Джалиля Гайнутдинова тата ыттисем).
Матреиалсем пирки шухӑш-кӑмӑла ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: 428004, Шупашкар, Президент бульварӗ, 17-мӗш ҫурт, 412-мӗш пӳлӗм. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 64-20-68, электрон адрес: culture56@cap.ru. Ҫырура «Патшалӑх премийӗ» тесе палӑртма ыйтаҫҫӗ.
