Ӳнер
![]() Чӑваш халӑхӗн чи малтанхи киноактриси Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Пӗрҫырлан шкулӗнче вӗреннӗ Тани Юн — Татьяна Степановна Кошкинская. Шӑпах ҫавӑнпа Пӗрҫырланти шкулта Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинчи Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалласа уяв ирттерчӗҫ. Район Кино ҫулталӑкне халалласа «Цветик–семицветик» ятлӑ программа хатӗрленӗ, унта «Путешествие в кино» (чӑв. Кинона ҫулҫӳреве) конкурс пур. Шкулти пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ, шкулти аслӑ вожатӑй Ирина Вячеславовна Григорьева шкул пурнӑҫне халалласа видео хатӗрленӗ. Пухӑннисем малтанах унпа паллашрӗҫ. Пӗрремӗш класс ачисем Джанни Родари ҫырнӑ «Чем пахнут ремёсла» сӑвӑсем шӑрантарчӗҫ, 3-мӗш класс вӗренекенӗ Ираида Ворноцова «Рабочие руки» сӑвӑ каларӗ, «Дружба» (чӑв. Туслӑх) ача пахчинчи шӑпӑрлансем те уявра хастар пулчӗҫ. Уява хатӗрленсе шкул ачисен ӳкерчӗкӗсен тата кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унта 3-мӗш класра вӗренекен Анна Синичкина республикӑри «ЮНИТЭКС» ирттернӗ «Новогодние каникулы–2016» фотоконкурса тӑратнӑ ӗҫсемпе паллашма май пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Роза Иванова вӗрентекенпе Анна Рябинина Кӳкеҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем ӳкерӳ ӳнерӗн тата прикладной ӑсталӑх енӗпе ирттернӗ «Хӗллехи фантази» конкурса хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫула тата Сурхурине халалласа йӗркеленӗскере шкулсенче, ача-пӑча пултарулӑх студийӗсенче, ача-пӑча ӳнер шкулӗсенче, ялсенчи клубсенче тата вулавӑшсенче ӑсталӑха туптакан арҫын ачасемпе хӗрачасем — пурӗ 800-е яхӑн — хутшӑннӑ. Кӳкеҫри маттур ачасем те унта хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслесе пӑхас тенӗ. Чӑн та, республика шайӗнчи конкурса хутшӑнни вӗсен сая кайман. Ҫӗнтернинчен ытла хутшӑнни паха теҫҫӗ те, ӳкерӳ ӳнерӗ енӗпе конкурса хутшӑннӑ Кӳкеҫ ачисем апла кӑна лӑпланман. Роза Иванова преподаватель пӗлтернӗ тӑрӑх, Карина Максимова тата Анна Рябинина ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекнӗ, дипломсене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ премьерӑна сцена ҫине кӑларма хатӗрленни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ пьеси тӑрӑх «Куккук куҫҫулӗ» спектакль лартасси пирки каланӑччӗ. Ӗнер театр лартма тата тепӗр авторӑн ӗҫне йышӑннӑ. Вӑл — Александр Пӑрттан «Ир сỹннӗ ҫӑлтӑр» пьеси. Ӑна театрӑн ӳнер ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев редакциленӗ. Александр Пӑртта драматург евӗр Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗшӗн те, хӑй артист пулса ӗҫлекен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗшӗн те ҫӗнӗ ят мар. Чӑваш академи драма театрӗнче унӑн тӑватӑ спектакльне лартнӑ. Иккӗшӗ: «Укҫа чул кастарать» тата «Килех килчӗ Тур ҫырни» халӗ те сцена ҫинче пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ӗнер Чӑваш Енри артистсем йӑлана кӗнӗ капустника пуҫтарӑннӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗ йӗркеленӗ. Актер капустникӗсен Сурхури каҫӗ — ҫулсерен йӗркелекен савӑнӑҫлӑ мероприяти. Ун вӑхӑтӗнче артистсем пӗр-пӗринпе пухӑнса савӑнаҫҫӗ. Ӗнерхи хаваслӑ тӗлпулура вӗсене Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Геннадий Медведев саламланӑ. Артистсене культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев малашне те пултаруллӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ. Тата вӑл вӗсене чуна парса пурнӑҫлакан ӗҫшӗн тав тунӑ. Уява халь ӗҫлекен артистсемсӗр пуҫне сцена ветеранӗсене те йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Мускаври РФ Ӳнер академийӗн Атӑлҫи уйрӑмӗн залӗнче чӑваш ӳнерҫисен куравӗ уҫӑлнӑ. Унта «Ӳнерҫӗсен пултарулӑх пӗрлӗхӗ» общество организацийӗн пайташӗсен ӗҫӗсене курма пулать. Курав уҫнӑ ҫӗре РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ элчи Леонид Волков хутшӑннӑ. Вӑл курав Мускав ҫыннисене чӑваш культурипе паллашма май панине палӑртнӑ. Кунашкал мероприяти Раҫҫей халӑхӗсене ҫывӑхрах пулма, туслӑха ҫирӗплетме пулӑшнине каланӑ. Курав уҫнӑ ҫӗре «Ӳнерҫӗсен пултарулӑх пӗрлӗхӗ» общество организацийӗн пайташӗсем Геннадий тата Федор Дубровинсем, Петр Пупин, Владислав Зотиков, Вагиз Камалетдинов, Илемпи Бородкина тата ыттисем хутшӑннӑ. Курав паян, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, хупӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Пирӗн республикӑри виҫӗ хулара кинотеатр уҫӗҫ. Кун пирки Хамӑр ҫӗршыври кинематографине социаллӑ тата экономика тӗлӗшпе пулӑшас енӗпе ӗҫлекен федераци фончӗ пӗлтернӗ. 100 пин ҫынран сахалтарах пурӑнакан хуласенче кинотеатрсене аталантаракан федераци программине пирӗн республика та лекнӗ. Конкусра федерацин 51 субъектӗнчи 125 хулана суйласа илнӗ. Вӗсенче 143 кинозала федераци укҫи-тенкипе оборудовани туянма, кинозалсене ҫӗнетме пулӑшӗҫ. Кун валли 705 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Пӗтӗмпе конкурса 79 регионтан 655 заявка тӑратнӑ. Чӑваш Енри хуласенчен Улатӑр (унти «Вива» общество), Канашри Культура керменӗ, Ҫӗмӗрлери «Восход» культура керменӗ федераци пулӑшӑвне илсе хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ киносене кӑтартма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ кӗснерни кун, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Анатолий Миттов» фильм кӑтартнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫак уйӑхра, раштавӑн 21-мӗшӗнче, 18 сехетре пӗрлешӳ тата тепӗр фильм кӑтартма палӑртса хунӑ. Вӑл фильм — «Аслӑ халӑхӑн историйӗ» (История Великого народа). Ӑна Чӑваш Ене кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Юрий Сергеев ӳкернӗ. Ку фильм документлӑ-илемлӗскер. Вӑл Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ пуҫланса кайни, тӑван халӑхӑмӑрӑн вӑл вӑхӑтра пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать. Фильм продюссерӗ — Юрий Михеев. Сценари авторӗ те Ю. Михеевах. Операторӗ — Николай Яковлев. VFX супервайзерӗ Константин Ефремовӑн. Компьютер графики — Максим Ильинӑн. Гримерӗ — Мария Гишберг-Якушина, композиторӗ — Антон Якшибаев. Фильма хатӗрлеме Александр Котов, Юхма Мишши, Сергей Щербаков тата ыттисем хастар хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ ӗнер, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Анатолий Миттов» фильм кӑтартнӑ. Унпа паллашас текенсем Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн кинозалне пухӑннӑ. Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн киноклубӗ ун пек фильмсем тӑтӑшах йӗркелет. Ӗнерхи кинокуравра кӑтартни документлӑ пулнӑ. «Анатолий Миттов» — чӑваш ӳнер культурин хӑй евӗрлӗхне анлӑ тӗпченӗ ӳнерҫӗ ҫинчен документлӑ фильм. Режиссерӗ те, сценари авторӗ те — Михаил Воробьев. Кинокурава пухӑннисем Михаил Воробьев режиссер 1990-мӗш ҫулта ӳкернӗ «Анатолий Миттов» документлӑ фильма пӑхнӑ кӑна мар, кайран ӑна пӗрле сӳтсе явнӑ, хак панӑ, хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ май килӗшнипе килӗшменнине асӑннӑ. Фильм 27 минута пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Тимӗр Акташ сӑн ӳкерчӗкӗнче - Анна Брагина Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче, раштавӑн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Литература музейӗнче Чӑваш художникӗсен пӗрлешӗвӗн куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна кӑҫалхи ҫулла Муркаш районӗнчи Ильинкӑра иртнӗ пленэр тӑрӑх хатӗрленӗ. Куравра пулса курнӑ Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх, Литература музейӗнчи курава тӑватӑ художник — Анна Брагина, Владимир Галошев, Анатолий Головинский тата Николай Федотов — ӗҫӗсене тӑратнӑ. Пленэра хутшӑннӑ тепӗр художник, Арина Перцева (Перцаль), командировкӑран Шупашкара таврӑнсан хӑйӗн ӗҫӗсене курава тӑратма шантарнӑ-мӗн. Курава Муркаш районӗнче те кӗтеҫҫӗ. Унти Вирьял чӑвашсен музейӗн ертӳҫи Татьяна Ермолаева авторсене йыхравланӑ та. Музее картина парнеленӗшӗн вӑл Анна Брагинӑна Тав хучӗпе те хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() К.В. иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ӗнертенпе «Вырӑс тата урӑх ҫӗршывсен фестивалӗ» ирттерме тытӑннӑ. Вӑл ҫак уйӑхӑн 8-мӗшенче вӗҫленӗ. Фестивале театр ӗҫченӗсем Раҫҫейри литература, Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкӗсене хупнине халалланӑ. Фестиваль программине Александр Островскин «Чухӑнлӑх инкек мар», Болгари драматургӗн Йордан Йовковӑн «Албена юратӑвӗ», Алексей Писемскин «Синкерлӗ шӑпа», Сергей Найденовӑн «Ашшӗн ачисем», Ж.Б. Мольерӑн «Хыт кукар», Александр Пушкинӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Дон Жуан — юрату шанчӑкне ҫухатнӑскер» спектакльсене кӗртнӗ. Чӑваш театрӗсен, ку тӗслӗхре — академи драма театрӗн, пултарулӑхне хаклакансем фестивальти спектакльсене ҫитсе килме кая юлман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |