Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӑвашлӑх

Чӑваш чӗлхи
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑра кӑҫал та «Чӑваш романӗ» литература конкурсӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркелет.

Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ ‒ хальхи чӑваш литературине аталантарасси, пултаруллӑ авторсене пулӑшасси, чӑвашла ҫыракансене хавхалатарасси.

Конкурса материалсене кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнӗҫ: Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви. Унсӑр пуҫне fed_ol@mail.ru электрон адреспа «Чӑваш романӗ» конкурса» тесе ярса пама пулать.

 

Чӑвашлӑх
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Тӑван чӗлхемӗре кӑшт та пулин хисепленине кӑтартма-палӑртма пӗр тесен нумай та кирлӗ мар: пысӑк укҫа та, тем чухлӗ специалист та...

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫул урлӑ каҫма ҫуран ҫӳрекенсем валли проекци вырӑнӗ йӗркеленӗ. Ӑна Винокуров урамӗнчи 18-мӗш ҫурт тӗлӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсене ҫул урлӑ каҫмаллине ҫуталса тӑракан сарӑ тата шурӑ йӗрпе палӑртнӑ. Каҫмалли вырӑн патне утса ҫитнӗ чухне «Внимание! Асӑрхӑр!» тесе вырӑсла тата чӑвашла ҫырса хунӑ.

 

Чӑвашлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Питӗр хулинче пурӑнакан Степановсем Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнса чӑвашла юмах вуланӑ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче иртнӗ «Ҫӗнӗ ҫулхи вулав. Чӗрӗ классика» акци хутшӑннӑ.

Питӗрти Кӗнеке ҫурчӗн сцени ҫинче тӗрлӗ юмах вуланӑ. Анастасия Степанова тата унӑн хӗрӗсем Ольгӑпа Маша куракансене «Хырпа чӑрӑш мӗншӗн ӗмӗр симӗс» хайлавпа паллаштарнӑ. Вӗсем сцена ҫине чӑваш тумӗпе тухнӑ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: уявра сумлӑ хӑна пулнӑ. Вӑл — Раҫҫей театр тата кино артисчӗ Сергей Перегудов пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_16307
 

Чӑвашлӑх
vk.com/chgign сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chgign сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гумнанитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Вак жанрсене тӗпчессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусем» ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗ. Ӑна Н.Р. Романов фольклор ӑсти ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Мероприятире институт ӗҫченӗсем тӗрлӗ темӑпа тухса калаҫнӑ май Никита Романович ҫинчен те, паянхи чӑваш анекдочӗпе вак жанрсене тӗпчес йывӑрлӑхсем таранах сӳтсе явнӑ.

 

Чӑвашлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль иртнӗ. «Арданас» тата «Ҫартмас» фольклор ушкӑнӗсем чӑвашсен утҫи вӑхӑтӗнчи йӑли-йӗркине кӑтартнӑ.

«Шуҫӑм», «Айхал» тата «Елӗм» фольклор ушкӑнӗсем салтака ӑсатнине туса кӑтартнӑ. «Хӑмӑш» тата «Хӑнатар» фольклор ушкӑнӗсем туй юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. «Шокӑль» тата «Сӑр таппи» халӑх фольклор ансамблӗсем Ҫӑвӑрни йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_16515
 

Чӑвашлӑх
vk.com/komsml21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/komsml21 сӑнӳкерчӗкӗ

Комсомольски тарӑхӗнче «Ача-пӑча сасси» ятпа республикӑри фольклор фестиваль-конкурсӗн куҫӑн тапхӑрӗ пулса иртнӗ. Кун пек пултарулӑх ӑмӑртӑвне кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ.

Фестивале вӑтам шкулсенче, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче тата ӳнер шкулӗсенче вӗренекенсем пуҫтарӑннӑ. Унта хутшӑнма 86 заявка тӑратнӑ.

Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне культура тата ӳнер ӗҫченӗсем хакланӑ.

 

Чӑвашлӑх
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Калининградри 23-мӗш лицей ачисем чӑваш культурипе паллашнӑ. Вӗсене кун пирки вырӑнти чӑвашсем каласа кӑтартнӑ:

«Балти чӑвашӗсем» фольклор ансамблӗн хастарӗсем вӗсене йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ, кунсӑр пуҫне халӑх юмахӗсенчи сӑнарсем тата тӗрӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_16004
 

Чӑвашлӑх
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Санкт-Петербургра пурӑнакансем валли чӑваш наци апатне пӗҫерес енӗпе ӑсталӑх класӗ иртнӗ.

Ӑна хулари чӑваш чӗлхипе культурин клубӗ йӗркеленӗ. Унӑн ертӳҫи – Надежда Котельникова.

Ӑсталӑх класӗ кулинари студийӗнче иртнӗ. Унӑн хуҫисем Игорь Танцырев тата Венера Дасаева хӑнасене чӑваш сӑрипе кӗтсе илнӗ. Ӑсталӑх класне килнисем шеф-повар пулӑшнипе хуплу тата хуран кукли пӗҫернӗ.

Кӑмакара хуплу пиҫнӗ вӑхӑтра вырӑнти чӑваш артисчӗсем юрӑсем шӑрантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15988
 

Чӑвашлӑх
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Сӑкӑт Ваньккин «Кукаҫ туйӗ» поэми кун ҫути курнӑ.

Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Дарья Степанова.

Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хайлавра автор вирьял чӑвашӗсен туй йӑли-йӗркине ҫырса кӑтартнӑ, вирьял чӑвашӗсен калаҫӑвӗпе усӑ курнӑ, чылай сӑмах ҫаврӑнӑшӗн пӗлтерӗшне уҫса панӑ.

 

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Варкӑш» литература клубӗнче урӑх улах иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Ытти чухне варкӑшҫӑсем пӗр-пӗр кӗнеке вуласа пырса ӑна сӳтсе явнипе ҫырлахнӑ пулсан хальхинче вӗсем Чӑваш Наци вулавӑшне улаха пуҫтарӑннӑ.

Уява литература клубӗн гимнӗнчен пуҫланӑ. Унӑн авторӗ – Ирӗк Килтӗш (Валерий Краснов) ӳнерҫӗ иккен. Ольга Австрийская Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, юрӑҫа итленӗ май ҫыравҫӑсемпе журналистсем скетчсем ӳкернӗ, литературоведсемпе артистсем сӑвӑ шӑрҫаланӑ.

Ирӗк Килтӗшпе Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов ӳнерҫӗн юптаруллӑ такмакӗсене вуланӑ. Урӑх улаха пухӑннисем сӑвӑсем вуланӑ, хӑйсем ӳкернӗ ӳкерчӗкӗсене кӑтартнӑ. Улах пурне те килӗшнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 247
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ