Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.0 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӑвашлӑх

Чӑвашлӑх

Чӑваш чӗлхи вӗренмелли «Хавал» уйлӑх кӑҫал та ӗҫлӗ. Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 12-18-мӗшӗсенче, вырсарникунтан пуҫласа шӑматкунччен ӗҫлӗ. Ӑна «Мечта» (чӑв. Ӗмӗт) санатори-профилакторире йӗркелеме йышӑннӑ. Уйлӑх пӗлтӗрхи форматпах иртӗ, анчах унта 12 ҫултан аслӑраххисем валли программа хатӗрлеҫҫӗ. Уйлӑх вӑхӑтӗнче семинарсем, ҫавра сӗтелсем, социаллӑ-гуманитари, музыкӑпа ӳнер факультечӗсем ӗҫлӗҫ, чӗлхе тата спорт вӑййисем йӗркелӗҫ.

Университет халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче ҫапларах пӗлтернӗ:

«Мӗн-ха вӑл ҫуллахи «Хавал» университет? Пӗр эрне хушши эпир унта мӗн-мӗн тӑватпӑр?

1. Чӑваш чӗлхи ӑшӗнче пурӑнатпӑр тата ӑна уйрӑм ушкӑнсенче вӗренетпӗр. Чӑвашла сӗм пӗлменнисем валли те, чӑвашла лайӑх пӗлекенсем валли те уйрӑм вӗреневсем иртеҫҫӗ. Вӗреннине ҫирӗплетме, маннине аса илме пире Хавал университетра йӗри-тавра чӑваш чӗлхи янӑрани пулӑшӗ».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-214518593_162
 

Чӑвашлӑх
https://max.ru/c/-70916724643129/AZ4_K8UfEcA каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://max.ru/c/-70916724643129/AZ4_K8UfEcA каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчӗ ҫӗнӗ ҫӗнӗ скульптурӑпа арт-объект вырнаҫтарнӑ. Унта «Тухья» скульптура пур тата «Хӑйӑрлӑ карап» арт-объект хатӗрленӗ.

Арт-объекта уҫакансем хӑйӑрлӑ карап ачасене кӑҫӑклантарасса шанаҫҫӗ. Унта вӗсем выляма пултарӗҫ. Тухья патӗнче вара сӑн ӳкерӗнме пулать.

Асӑннӑ скульптурӑпа арт-объект Шупашкар юханшывӗн порчӗ тӗлӗнче вырнаҫнине кура пирӗн республикӑна Атӑл тӑрӑх караппа курма килекенсем вӗсене асӑрхамасӑр иртсе каяймӗҫ.

Шупашкарта илемлӗ ытти вырӑн та нумай. Хӗрлӗ тӳремри Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ мӗне тӑрать.

 

Чӑваш чӗлхи
МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн наци музейӗнче чӑвашла рок-концерт иртӗ. Кун пирки МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ.

Концерт «Пирӗн истори – паттӑрла аваллӑх» ятлӑ пулӗ. «Ирӗк Килтӗш музыкант этнофольклор, рок, рок-н-ролл тата блюз жанрӗсемпе чӑвашла юрӑсем, балладӑсем шӑрантарӗ. Атӑлҫи пӑлхарсене халалланӑ уйрӑм пай та пулӗ.

Хӑйне евӗрлӗ концерт курас тесен музейра иртекен «Атӑлҫи Пӑлхар: чӑн тата сцена ҫинчи истори» куравпа паллашмалла, вӑл ӗҫлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ», — пӗлтернӗ хыпарта.

Ирӗк Килтӗш пултарулӑхӗпе ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче паллашма май килӗ. Концерт 16 сехетре пуҫланӗ.

 

Чӑвашлӑх
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пырса ҫӳрекен ватӑсем курса ҫӳреме питех те юратаҫҫӗ. Шӑпах вӗсем валли учрежденире «Социаллӑ туризм» проект ӗҫлет. Ҫул ҫӳреме юратакансене ҫавна май хамӑр республикӑри кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллаштараҫҫӗ, кӳршӗллӗ регионсене те тухса ҫӳреҫҫӗ.

Ӗнер ӳрӗк ватӑсем Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра пулса курнӑ. Унта ҫитсен вӗсене чӑвашла тумлантарнӑ, кайран вӗсем комплекспа паллашнӑ. Комплекспа кӑна та мар, тӑван халӑх историйӗпе, культурипе, юрри-ҫеммипе, юмахӗ-халапӗпе.

«Яснаран» пирӗн пенсионерем питех те хавхаланса таврӑнчӗ. Мӗн чухлӗ ҫӗннине пӗлтӗмӗр тесе савӑнчӗҫ», — тесе пӗлтернӗ центрӑн специалисчӗ Алешева.

 

Чӑвашлӑх
«Хыпар» сӑнӳкерчӗкӗ
«Хыпар» сӑнӳкерчӗкӗ

«Хыпар» Издательство ҫуртӗнче тухса тӑракан «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» йӗркелекен «Поэзи баттлӗ» паян 6-мӗш хут иртнӗ. Кун пирки хаҫат халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнче хыпарланӑ.

Кӑҫал конкурса «Хыпар» хаҫат никӗслевҫи Николай Никольский ҫуралнӑранпа 148 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса 14 ҫын хутшӑннӑ: аслисем те, ачасем те.

Ҫивӗч кӗрешӳре ҫӗнтерӳҫӗ ятне Патӑрьел тӑрӑхӗнче пурӑнакан Наталия Ильметова тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-232121545_534
 

Культура

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Константин Ивановӑн хайлавӗсене илемлӗ вулассипе республика шайӗнче конкурс ирттерет.

Ӑна классик ҫуралнӑранпа 136 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса 4 ӳсӗм категорипе ирттереҫҫӗ: 1-5-мӗш классем, 6-8-мӗш классем, 9-11-мӗш классем тата студентсемпе аслисем. Унта хутшӑнакансен Константин Ивановӑн хайлавне е хӑйсем ун пирки ҫырнӑ сӑвва илемлӗ вуламалла: 2-5 минут.

Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чыслаҫҫӗ.

Конкурс пирки тӗплӗнрех Чӑваш патшалӑх драма театрӗн сайтӗнче пӗлме пулать.

 

Культура

«Улӑп-2026: Эпир Улӑп йӑхӗнчен!» XIV-мӗш вӑйӑ-конкурс вӗҫленнӗ. Ӑна Раҫҫейри халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Республикин халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнине халалланӑ.

Вӑйӑ-конкурса Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗ (ертӳҫи — Зинаида Михайлова) тата Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ (ертӳҫи — Иван Прокопьев) йӗркеленӗ.

Конкурса пурӗ 1313 вӗрентекенпе шкул ачи хутшӑннӑ. Унта Красноармейски, Вӑрнар, Комсомольски, Канаш, Шупашкар, Тӑвай, Вӑрмар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк, Элӗк, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсем тата Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ хулисем хастар пулнӑ. Тутар Республикин Кив Саврӑш тата Альшик шкулӗсем хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall111960967_2813
 

Чӑвашлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Санкт-Петербургра Чӑваш Ен кунӗсем хӑҫан иртессине пӗлтернӗ. Ку пысӑк мероприятие ҫурла уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче ирттерме палӑртнӑ.

ЧР правительствин председателӗ Сергей Артамонов Санкт-Петербургра Чӑваш Ен кунӗсене ирттермешкӗн ӗҫлӗ ушкӑн йӗркелесси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Ун йышне вице-премьерсем, министрсем тата вӗсен ҫумӗсем кӗнӗ.

Уяв Питӗрти Патшалӑх академи капеллинче иртӗ. Унта концертсем, картинӑсен куравӗсем, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑваш апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма та май пулӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
Шупашкарти 40-мӗш шкулӑн пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Шупашкарти 40-мӗш шкулӑн пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш чӗлхи уявӗ иртнӗ. Ӑна хулари 40-мӗш вӑтам шкулта йӗркеленӗ. Унта республикамӑрӑн тӗп хулинчи пилӗк шкултан ачасем пуҫтарӑннӑ.

«Чӑваш ачи -2026» ӑмӑртӑва пухӑннисем чи малтанах хӑйсемпе паллаштарнӑ. Унтан Ухсай Якковӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне пӗлнине кӑтартса панӑ, «Крокодил» вӑйӑ вылянӑ, 1 минут хушши тӗрлӗ темӑпа калавсем туса каласа панӑ, ал ӗҫӗ тума пӗлнине те кӑтартма тивнӗ вӗсен.

1-мӗш вырӑна Валерия Рожкова (40-мӗш шкул), 2-мӗш вырӑна Ульяна Медведева (65-мӗш шкул), 3-мӗш вырӑна Анна Горшкова (20-мӗш шкул) тухнӑ.

«Чи маттурри» номинацире Ева Мулендеева (33-мӗш шкул) ҫӗнтернӗ, «Чи пултарулли» номинацие Вероника Сергеева (7-мӗш вӑтам шкул) тивӗҫнӗ.

 

Чӑвашлӑх
Шупашкарти 40-мӗш шкул пабликӗнчен илнӗ санӳкерчӗк
Шупашкарти 40-мӗш шкул пабликӗнчен илнӗ санӳкерчӗк

Шкулта ачасене пӗлӳ тӗнчине тӗрлӗ майпа илсе кӗртеҫҫӗ. Вӗренӳ кӗнекисене татти-сыпписӗр шӗкӗлченипе пӗрлех культура мероприятийӗсем урлӑ та вӑл е ку пахалӑха ӑша хывма пулать. Шӑпах ҫапла хакламалла та Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулта чӑваш концерчӗ иртнине.

Вӗренӳ заведенийӗнчи сцена ҫине ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ушкӑнӗ тухнӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗн артисчӗсенчен тӑрать. Ушкӑн чӑваш юрри-ташшине куракансем патне эстрада урлӑ илсе ҫитерет. Шкулти концертра артистсем авалхи тата паянхи юрӑсене шӑрантарнӑ. Вӗсен илемлӗ тумӗ те мӗне тӑрать!

«Пирӗн шутпа, ҫакӑн пек концертсем чӑваш чӗлхипе халӑх культурине ӑнланма май параҫҫӗ», — тесе пӗтӗмлетнӗ шкул халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 247
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть