Раҫҫейри артистка Юлия Переверзева Кан фестивалӗнче «Паха тӗрӗ» фабрика тумӗпе тухнӑ. Вӑл ку тума Япони режиссерӗн RENOIR ятлӑ фильмӗн премьерине тӑхӑннӑ.
Юлия Переверзева – 35 ҫулта, вӑл Алтай крайӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ – чӑваш. Юлия ВКИК пӗтернӗ, халӗ Мускавра пурӑнать. Вал 6 фильмра ӳкерӗннӗ.
Ҫакна та палӑртмалла: Юлия кӑҫал «Мускав тата Мускав облаҫӗн королеви» илем тата амӑшлӑх конкурсӗн гран-прине илнӗ.
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.05.20 05:51 | |
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ. |