Берлинта пурӑнакан чӑвашсем пухӑннӑ. Кун пирки Телеграмри «Пруинчен малтан» каналта пӗлтернӗ.
Тӗлпулӑва нумаях пулмасть Германие куҫса кайнӑ Савӑнпи (София Толстова) блогер йӗркеленӗ-мӗн.
Чӑваш ҫамрӑкӗсем кафесенчен перичне пуҫтарӑннӑ. Ӑна Чӑваш Енре ҫуралнӑ пикепе унӑн савнийӗ, яппун каччи, уҫнӑ. Тӗлпулӑва пухӑннисем пӗр-пӗринпе паллашнӑ, «Вупӑр» вӑйӑ вылянӑ. Ҫамрӑксем пурте чӑваш тумтирӗпе, капӑрлӑх ҫакса пынӑ.
Пенза облаҫӗнчи Неверкино районӗнчи Бикмурзино ялӗнче чӑваш таврапӗлӳҫисен слечӗ иртнӗ. Ӑна Зинаида Чайко, Олег Жемчугов тата ял ҫыннисем тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ.
Слета Тольятти, Чӗмпӗр тата Шупашкар хулисенчи таврапӗлӳҫӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсене вырӑнти хастар Михаил Щербаков «Илем» туризм сукмакӗпе паллаштарнӑ.
«Слета хутшӑннисене чӑваш-апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ. Вӗсем салма яшки, ҫичӗ тӗрлӗ кӗрперен пӗҫернӗ пӑтӑ, хуплу, чӑкӑт, килте вӗретнӗ сӑрана тутанса пӑхнӑ», — тесе ҫырнӑ хӑйӗн хыпарӗнче Валентина Петрова.
Наталия-Салампи Михайлова алӑ ӗҫӗпе аппаланма юратать. Вӑл Питӗрте пурӑнать. Унӑн ӗҫӗсенче наци колоричӗ яр уҫҫӑнах курӑнать.
Наталия Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унтан Питӗрти халӑх ӳнер аслӑ шкулӗнче ӑс пухнӑ.
Наталия тӗрлӗ пукане ӑсталать. Вӑл яланах ҫӗннине шырать: иконописьрен пуҫласа аэрографи таран. Ӑстаҫӑ тӗрлӗ конкурса хутшӑнать. 2022 ҫулта вӑл ӑсталанӑ «Нарспи тата Сетнер» пукане Надежда Бабкинӑн аллине лекнӗ.
Шупашкарти аэропорта пӗтӗмпех юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ӗҫлеттерсе яни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Кун пирки халӑх тетелӗнче те хыпарлакансем йышлӑ пулчӗҫ. Анчах ҫак йӗркесен авторӗ унта пулнӑ май тепӗр япалана асӑрханӑ.
Аэропортра халӗ чӑваш чӗлхи тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнать. Алӑксем ҫинче икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — ҫырса хунӑ.
Унран та ытларах: авиапассажирсем валли калакан пӗлтерӳсене те унта халӗ вырӑсла ҫеҫ мар, чӑвашла та пӗлтереҫҫӗ.
А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортӑн пресс-служби ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳлӗмрен самолётсенче те чӑвашла хыпарлама пуҫласшӑн.
«Хавал» ҫуллахи университет кӑҫал та унта хутшӑнма йыхравлать. Хальхинче вӑл вырӑнне тата кунӗсене улӑштарать.
Кӑҫал университетутӑ уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче Шупашкар округӗнчи Вӑрманкасра вырнаҫнӑ «Мечта» санаторире иртӗ. Пуҫару ушкӑнӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, калмӑк тата мӑкшӑ чӗлхисем пирки кӑсӑклӑ хӑтлавсем пулӗҫ.
Унта хутшӑнас тесен ҫакӑнта регистрацленмелле: https://docs.google.com/forms/d/e/1FAIpQLSdZeQsRmQremJJ74ey0SsSnQGQcLkMmihEPqRKyFcdk0OqksA/viewform.
Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейне уҫнӑранпа ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 10 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа музея тӗрле хӑнана йыхравланӑ, ҫав шутра Шупашкарта декораципе прикладной ӳенерен ӑстисен пӗтӗм Раҫҫейри XXII конкурсне хутшӑнакансем те пулнӑ.
Культура учрежденийӗнче тӑрӑшакансем Чӑваш тӗррин музейӗ чӑваш тӗррипе халӑха кӑсӑклантарассинче самай пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртаҫҫӗ. Совет саманиччен чӑваш тӗррилле япаласене сутса илес йӑла-йӗрке пулман. Ку вӑл тӗрӗн хӑйне евӗр асамлӑхӗ пулнине пӗлтерет. Паян чӑваш тӗрриллӗ ҫипуҫа сцена ҫинче ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те курма пулать.
Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче чӑваш йӑли-йӗркине упраса хӑварас енӗпе те тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Унта чӑваш юррисене халӑх патне ҫитерекен ушкӑнсем пур, ал ӗҫӗсен ӑсталӑх лаҫҫисенче чӑваш пуканисене ӑсталаҫҫӗ. Унта ҫӳрекен ватӑсем масмак туса та тӑхӑннӑ. Пуҫа тӑхӑнмалли ҫак хатӗре кашни кун тӑхӑнса ҫӳремеҫҫӗ-ха, анчах уявсенче вӑл ватӑсене илем кӳрет.
Республика кунӗ умӗн ирттернӗ ӑсталӑх лаҫҫинче вӗтӗ шӑрҫаран илемлӗ чӑваш эрешӗсем ӑсталанӑ. Ӗҫе пурнӑҫлама Светлана Кириллова инструктор пулӑшса пынӑ. Светлана Леонидовна мӗнле тӗс килӗшсе тӑни, хӑш эреш мӗне пӗлтерни ҫинчен те каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарти ватӑсем Республика кунӗпе хавхаланса республика гимнне шарантарнӑ.
Хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗстрекен комплекслӑ центрти стационарта пурӑнакан ватӑсем валли паян викторина ирттернӗ, республика кун-ҫулӗпе паллаштаракан документлӑ фильм кӑтартнӑ.
Викторинӑна ирттерекен Наталья Фадеева каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ватӑсем викторина ыйтӑвӗсене кӑсӑкланса хуравланӑ. Гимна юрлама ҫӑмӑлах пулман пулин те пурте тӑрӑшса шарантарнӑ.
Пенза облаҫӗнчи Неверкино районӗнчи Бикмурзино ялӗнче «Шурӑ ту» патӗнче чӑваш таврпӗлӳҫисен слечӗ иртнӗ. Ӑна Зинаида Чайко, Олег Жемчугов тата ял ҫыннисем тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Ялти чӑвашсем хӑйсен культурипе йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшаҫҫӗ.
Слета Тольяттири, Чӗмпӗрти тата Шупашкарти таврапӗлӳҫӗсем килнӗ. Вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Михаил Щербаков «Илемь» туризм сукмакӗпе ертсе кайса ҫак вырӑн пирки каласа кӑтартнӑ. Слета пухӑннисем вырӑнти ватӑ ҫынсемпе калаҫнӑ, ӗлӗкхи йӑла-йӗрке пирки материал пухнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ӗлӗкхи юрӑсене юрланӑ.
Слет апатланупа вӗҫленнӗ. Сӗтел ҫинче чӑваш наци ҫимӗҫӗсем кӑна пулнӑ: салма яшки, 7 кӗрперен пӗҫернӗ пӑтӑ, хуплу, чӑкӑт, килте вӗретнӗ сӑра.
Паян ир-ирех Калининградри аэропортра Шупашкартан вӗҫсе килнӗ пӗрремӗш самолет пассажирӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш юррипе кӗтсе илнӗ.
Самолет Шупашкартан ҫӗрле 23:50 сехетре рейса тухнӑ. Тепӗр 2 сехет те 5 минутран Храброво аэропортӗне анса ларнӑ.
Вӑхӑт ир еннелле кӑна сулӑннине пӑхмасӑр Чӑваш Енри пассажирсене «Балтийские чуваши» пултарулӑх ушкӑнӗ кӗтсе илнӗ.
Палӑртса хӑварар: рейса «Аэрофлот» компани пурнӑҫлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.10.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Марина Карягина, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ вилнӗ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |