Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӗлхе

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре чӗлхе политикишӗн яваплӑ ҫынна палӑртнӑ. Кун пек документа Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи 1228-мӗш номерлӗ йышӑнӑвӗн 4-мӗш пунктне пурнӑҫласа кӑларнӑ.

Чӑваш Енре патшалӑхӑн чӗлхе политикине тытса пырассишӗн тата Раҫҫейри патшалӑхӑн чӗлхе политикин никӗсне республикӑра пурнӑҫа кӗртессишӗн Владимир Степанов яваплӑ пулӗ. Вӑл унччен республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ пулнӑччӗ. Педиатр пӗлӗвӗллӗ ҫак ҫын — Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Хальхи вӑхӑтра Владимир Геннадьевич Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшать.

Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑн Вӗренӳ министерстви вара чӗлхе политикишӗн яваплӑ орган шутланӗ.

 

Вӗренӳ
Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурсӑн хула тапхӑрӗ вӗҫленнӗ.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурса хутшӑнакансем пурте питӗ пултаруллӑ, тавҫӑруллӑ, ӑслӑ, хастар» пулнӑ.

Вӗрентекенсем «Меслетлӗх лаҫҫи», «Ӑсталӑх лаҫҫи», «Чӑвашлӑха упрар!» пултарулӑх лаҫҫи» ӑмӑртусенче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.

Пӗррӗмӗш вырӑна Шупашкарти 62-мӗш шкулта ӗҫлекен Роза Морозова йышӑннӑ, иккӗмӗшне — 40-мӗш шкулти Татьяна Николаева, виҫҫӗмӗшне — 33-мӗш шкулти Ирина Диарова.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall573959132_1920
 

Чӑвашлӑх

Ҫитес уйӑхра пирӗн республикӑра «Халӑх ӑс-хакӑлӗн иксӗлми ҫӑлкуҫӗ: сӑмах мехелӗпе чӗлхе хавалӗ» ятпа республика шайӗнчи форум ирттерме палӑртса хунӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулӗ. Ӑна паллӑ критик, литературовед, филологи наукисен докторӗ, профессор, Юрий Артемьев 85 ҫул тултарнине халаллӗҫ.

Форума хутшӑнма ӑслӑлӑх, ӑслӑлӑхпа тӗпчев организацийӗсенче ӗҫлекенсене, чӑваш тата Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи ытти халӑхӑн литературине тӗпчекен преподавательсемпе аспирантсене йыхравлаҫҫӗ. Заявкӑсене кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен conf.chgign@yandex.ru электрон адреспа йышӑнӗҫ, ҫырура «Артемьев» тесе палӑртмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6345.html
 

Чӑваш чӗлхи
Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен Алекснадр Степанов шкул ачисем валли «Хевте» уйлӑх (лагерь) йӗркелессине пӗлтернӗ. Уйлӑха «Хавал» ушкӑнпа пӗрле пуҫарса янӑ.

Вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен «Алый парус» ача-пӑча санаторийӗнче иртӗ. Унта 20-25 ачана кӗтеҫҫӗ. Ку — тӳлевлӗ мероприяти. Пӗр ачашӑн 18,7 пин тенке тӳлемелле). Унта 8-16 ҫултисем хутшӑнма пултарӗҫ .

«Ертӳҫисен ушкӑнне хальлӗхе 4 ҫын кӗрет: Алпарух (Александр Блинов, пуҫлӑх), Айтар (Александр Степанов), Уйӑхпи (Вероника) тата Анна (Хусан федераци университечӗн студентки)», — пӗлтернӗ Александр Марсович халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Программа вара ҫӑпларах пулӗ: кашни кун пӗрер сехет чӑваш чӗлхи тата ҫавӑн чухлех кашни кун пӗрер сехет пӗр-пӗр ют чӗлхе (тӗслӗхрен, акӑлчан, турккӑ, итальян чӗлхисем - ачасем хӑйсем суйлӗҫ) вӗренӗҫ.

Унсӑр пуҫне ачасем валли чӗлхе вӑййисем, ӑсталах лаҫҫисем ирттерӗҫ.

«Хавал» университетри пек эпир те ачасене кунӗпех чӑвашла калаҫтарма тӑрӑшӑпӑр», — хыпарлана Александр Степанов.

Ҫыхӑнмалли телефон: +7 952 022 9054. Телеграмри контакт: @cv_haval21 е @alparuh.

Малалла...

 

Культура
Лариса Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Лариса Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер Шупашкарта «Манӑн чӗлхе – манӑн халӑх» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Республикӑри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ. Ӑна паян палӑртакан Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунне халалланӑ.

Конкурса Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут ирттернӗ. «Сӑвва илемлӗ калассипе пӗтӗмпе 8 халӑх ачи тупӑшрӗ, конкурс йӗркелӳҫисем 130 ӗҫ йышӑннӑ.

Жюри йышне лекни – маншӑн паха опыт. Кашни ҫынранах мӗне те пулин вӗренме пулать. Ҫак пултаруллӑ ачасенчен те тӗслӗх илмелли тупрӑм», — тесе пӗлтернӗ Лариса Петрова ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall63500217_27142
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 14

1893
133
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1901
125
Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ.
1924
102
Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1986
40
Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
1996
30
Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та