Элӗк районӗнче ӗнер пушар деповӗ уҫӑлнӑ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара: район администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен пуҫласа Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче тӑрӑшакансем таранах пухӑннӑ. Аслисемпе пӗрлех унта ача-пӑча та пулнӑ, вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем те чӑвашла капӑрланса пуҫтарӑннӑ.
Ҫӗнӗ депо Чӑваш Сурӑм ялӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна ӗҫлеттерсе ярассишӗн халӑхран укҫа пухнӑ. Тата, паллах, хыснаран та кӗмӗл уйӑрнӑ.
Пушар деповӗ уҫӑлни пушар вырӑнне ятарлӑ машинӑна хӑвӑртрах ҫитме май парӗ. Ҫапли ҫапла-ха та, ҫапах та хӗрлӗ автан ташламасан лайӑхраххи каламасӑрах паллӑ. Пушар деповӗн ҫуртне хӗрлӗ хӑю кассах уҫма пухӑннисем пушар машинин ҫула тухма сӑлтав ан пултӑр тесе ырӑ суннӑ.
Нумаях пулмасть Екатеринбургри «Таганская слобода» паркра Халӑхсен культурин кунӗ иртнӗ. Ҫулсерен йӗркелекенскере хальхинче 16-мӗш хут пухнӑ. Унта Свердлов облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Евгений Куйвашев та хутшӑннӑ.
Вӑтам Урал тӑрӑхӗнче пурӑнакан 160 халӑх хушшинче пирӗн чӑвашсем те тӗлӗнтерме пултарнӑ. Иртен-ҫӳрене те, уява пухӑннисене те, журналистсене те. Ӗмӗрне ҫырас ӗҫе халалланисем ентешӗмӗрсен тухйисене уйрӑмах сӑнанӑ. «Чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли кӑсӑклӑ», — пӗлтернӗ, сӑмахран, «Облгазета.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫат.
Уявра чӑвашсен «Ентеш» фольклор ушкӑнӗ такмаксене чӑвашла та вырӑсла каласа ташланӑ. Ҫавӑн чухне иртен-ҫӳрен чарӑнса тӑрса вӗсен пултарулӑхӗпе киленнипех ҫырлахман — ташша тухнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 4-5-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери X парамузыка фестивалӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркелӗҫ.
Сцена ҫине сусӑр пулсан та амака парӑнман, талпӑнуллӑ та пуян чун-чӗреллӗ маттурсем тухӗҫ. Кун пек фестивале Шупашкар хули пуҫласа йышӑнать. Парафестивале Раҫҫейӗн 15 регионӗнчен тата Беларуҫран хутшӑнӗҫ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, фестивале хутшӑнакансенчен хашӗсем Шупашкара килсе ҫитнӗ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫесен тата архив ӗҫен министерстви тивӗҫлипе кӗтсе илнӗ. Параартистсене Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин (техникумӗн) «Янтал» студентсен фольклор ансамблӗ чӑвашла тумланса юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Хӑнасене Шупашкарти паллӑ вырӑнсене кӑтартса ҫӳрӗҫ.
Эктор Алос-и-Фонт социолингвист Шупашкарти ача-пӑча паркӗнчк чӑвашла пӗлтерӳсем ҫукккине асӑрханӑ.
Ҫын вӑл е ку вырӑнта пулса курнине Google Maps приложенинче хаклама май пуррине тӗнче тетелеӗнче час-часах пулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Эктор Алос-и-Фонт ӑсчах та ун пеккипе усӑ курнӑ. Вӑл Шупашкарти Андриян Николаев ача-пӑча паркне хакланӑ. Анчах парка вӑл чи пысӑк хаклавпа (вӑл 5 балпа танлашать) тивӗҫтерме тӑхтанӑ, мӗншӗн тесен унта чӑвашла ӑнлантарса ҫырнисем ҫук.
«Сӑмах саккуна пӑхӑнманни пирки пымасть, мӗншӗн тесен ҫынсене республикӑсен патшалӑх чӗлхисемпе пӗлтермеллине унта палӑртман. Эпӗ хамӑн шухӑша, потребитель тата туянакан пулнӑ евӗр, пӗлтеретӗп», — ӑнлантарнӑ ӑсчах хӑй мӗншӗн 4 паллӑ лартнине.
Шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентес ыйтупа Виталий Станьял ӑсчах иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин патне ҫырнӑччӗ. Анчах халӗ вӑл унта кӑлӑхах шӑрҫаланине палӑртнӑ.
Ҫук, чӑваш чӗлхи хӑйӗншӗн ик айкки те тӑвайккине ҫаврӑннӑшӑн мар. Усси ҫуккишӗн. «Идель-Реалии» сайта Виталий Станьял пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршыв пуҫлӑхӗ Владимир Путин патне янӑ ҫырӑва Чӑваш Ен ертӳҫисем хуравланӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та мар. Чӑваш Ен Правительствин ертӳҫи Иван Моторин. Виталий Станьял шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑйлӑ халӑхсемпе вӗсен чӗлхисем ҫеҫ упранса юлайӗҫ.
Шурсухал, сӑмах май, нумаях пулмасть республикӑн клиника пульницине инсульта пула лекнӗ. Шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ унӑн сывлӑхӗ лайӑхланнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӗнӗ вӗренӳ кӗнекисемпе пособийӗсем кун ҫути кӑтартӗ.
Шкулсенче 8-мӗш класра чӑваш чӗлхи вӗренме А.С. Егоровапа Ю.М. Виноградовӑн «Чӑваш чӗлхи» кӗнеки пичетленӗ.
2-мӗш 3-мӗш классем валли Е.В. Енькка «Родной край» вӗренӳ пособийӗ хатӗрленӗ. Кӑларӑмра автор хальхи вӑхӑтри Чӑваш Енпе, чӑваш тата ытти халӑх культурипе паллаштарать. Кӗнекене вӑл литература страницисемпе пуянлатнӑ.
Вӗрентекенсем валли хатӗрленӗ ӗҫсенчен «Уроки литературного чтения» методика сӗнӗвне палӑртмалла. Вӑл — Т.В. Артемьевапа О.И. Печникова 1-4-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Литературное чтение» вӗренӳ пособийӗ валли хатӗрленӗскер.
Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш чӗлхи вӗрентмешкӗн методика кӑларӑмӗсене пичетлеме палӑртнӑ.
Чӑваш чӗлхи тӗнче тетелӗнче анлӑ сарӑлса пымалла. Ку шухӑша республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Александр Иванов паян иртнӗ канашлура каланӑ.
Шупашкарта республикӑри вӗрентекенсен ҫурла уйӑхӗнчи канашлӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ, республикӑри хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, вӗрентекенсем хутшӑннӑ.
Мероприятире Александр Иванов министр юлашки ҫулсенче пирӗн тӑрӑхра 10 шкул, 47 ача пахчи хута кайнине, вӗренӳ отраслӗнчи ытти ҫитӗнӗве палӑртнӑ. 2025 ҫул тӗлне пур шкулта та ачасем пӗрремӗш сменӑра ҫеҫ вӗренӗҫ. Хальхи вӑхӑтра пуҫламӑш класс ачисемех иккӗмӗш сменӑра вӗренеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑ калама ҫук мелсӗр. Етӗрнере ҫак ыйту килес ҫул татӑлмалла. Унта пуҫламӑш классем валли шкул уҫма шантараҫҫӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Елчӗке чӑваш ҫыравҫисем пысӑк йышпа пухӑннӑ. Унта Чӑваш Республикин профессилле ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн (ертӳҫи — Геннадий Максимов. Вӑл темиҫе кӗнеке авторӗ. Унӑн ӗҫӗсене вырӑсла куҫарса та пичетленӗ) пайташӗсем лару ирттернӗ. Елчӗкре вӗсем унти вулавӑшра вулакансемпе тӗл пулнӑ. Ҫыравҫӑсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин чыс тунӑ — тӗл пулӑва пынӑ. Вӑл ҫавӑн пек курнӑҫу-калаҫу вулакансемшӗн те, ҫыравҫӑсемшӗн те усӑллине палӑртнӑ.
«Чӑвашлӑха упрар» ҫавра сӗтеле Геннадий Максимов, Елена Нарпи, Елена Светлая, Светлана Гордеева, Роза Деменцова, Анатолий Кибеч, Василий Пушкин, Сергей Павлов, Юрий Артемьев тата ыттисем хутшӑннӑ. Вӗсем паянхи кун кӑларса тӑратакан ыйтусене сӳтсе явнӑ.
"Тилли кӑна Тилли тееҫҫӗ, Тилли камне пӗлмеҫҫӗ..." (Петӗр Хусанкай, "Тилли юррисем").
29, август, 1991-мӗш ҫул. Чӑваш ССР Аслӑ Канашӗ ытларах сасӑпа – 171 сасӑ 200-тен – Чӑваш республикин президенчӗн постне туса хунӑ.
8, декабрь, 1991-мӗш ҫул: Чӑваш республикин Президентне суйлани: суйлавҫӑсен 58,6% хутшӑннӑ. 22, декабрь, 1991-мӗш ҫул. Иккӗмӗш сасӑлав: хутшӑннӑ электорат 56,7%. Пуринчен ытларах сасӑ пухни — А.П. Хусанкай. Анчах та вӑл пурпӗрех Президент пулса тӑрайман. Сӑлтавӗ — ун чухнехи саккун хӑйевӗрлӗхӗ. Урӑхла каласан, енчен те саккун кӑшт урӑхларах пулнӑ пулсан, Атнер Петрович Чӑваш республикин пӗрремӗш Президенче пулса тӑратчӗ.
Ҫак пулӑм хыҫҫӑн президентлӑх институчӗ пирки пӗр вӑхӑт шавлама пӑрахнӑ (мораторий). Ҫапах та тепӗр ҫулталӑкран Чӑваш Ен Президенчӗн суйлавӗ ҫӗнӗрен пулса иртнӗ-иртнех. Н.В.Фёдоров ҫӗнтернӗ.
Томскри «Палан» чӑваш ансамблӗ шӑматкун Кузбасри VII чӑвашсен фестивалӗнче диплома тивӗҫнӗ.
Чӑваш культурин Пӗтӗм Кузбасри фестивальне Кемӗр облаҫӗнчи Прокопьевск районӗнчи Михайловка ялӗнчи чӑвашсем ирттереҫҫӗ. Кӑҫал ӑна ял йӗркеленнӗренпе 110 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ҫак йӗркесен авторне Томск облаҫӗнчи чӑвашсен обществин ертӳҫи Яков Мульдияров пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале «Чӑваш наци конгресӗ, шел те, ҫитеймен».
Михайловка ялне чӑвашсем пуҫарнӑ. Вырӑнтисемпе савӑнма Томскри «Палан» ансамбль те кайнӑ. Ушкӑн йышӗнче, сӑмах май, — Яков Мульдияров та. Вӑл Тутарстанри ялта ҫуралнӑ, Томскра пурӑнать.
«Палан» ансамбле Кузбасра «чӑваш культурин йӑли-йӗркине упраса хӑварнӑшӑн, халӑхра сарнӑшӑн тата аталантарнӑшӑн», фестивале хастар хутшӑннӑшӑн дипломпа чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |