Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Вырӑсла афишӑллӑ юрӑҫ чӑвашлӑха ҫӗклет-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.03.2019 06:21 | 1740 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Chuvashstars» пабликра Алексей Московский юрӑҫа пӗри, хӑй калашле, «пӗр сӗнӳ» панӑ.

«Чӑвашлӑха, эстрада шайне ҫӗклес тесен чӑн малтанах пӗрремӗш утӑм тусан пӑсмӗччӗ — хӑвӑрӑн рекламӑна, афишӑрсене, PR-а, социаллӑ медиари постӑрсене чӑвашла туса пыма тытӑнмалла», — тенӗ ятне уҫҫӑн кӑтартман этем.

Хайхи Алексей Московский концерчӗсене 99 проценчӗ тӑван халӑх ҫӳрет тесе шухӑшлать. «Ӑна хисеплеме тытӑнмалла чи малтан», — тенӗ вӑл. «Чӑвашла ӑнланманнисем тепӗр 1 процент пулсан вӗсемшӗнех 99 процент пирки манса, рекламӑпа PR-а вырӑсла туса чӑрманма кирлех мар», — ҫавӑрттарса хунӑ.

Алексей Московские кура, тен, ыттисем те хӑйсен афишисене чӑвашла хатӗрлеме тытӑнӗҫ тенӗ.

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #культура, #концертсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-174839068_1890
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Атнер // 3194.42.1645
2019.03.07 09:08
99 процент чӑваша афиши вырӑсла пулни тивӗҫтерет пулас. Чӑвашла афиша пулмасан каймастӑп кун концертне текеннисем ҫур процент та ҫуккине пӗлсех тӑраҫҫӗ ҫав укҫа шутлама питех те лайӑх пӗлекен чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗсем.
Aktar // 3010.84.8013
2019.03.07 11:54
Хисеплĕ Московскисем, Шадриков, Диана тата ытти те эсир чăвашла юрлани паха. „Сценари чăвашлăх“ ан пултăр тесе плакатсем чăвашла çыртартăр. Мехел çук-и? Вăй çук-ши? Укçа çук-им? Пурте тĕнче курамĕнчен килет. Çитменнине, куçарма Шупашкарта пулăшаяççĕ тесе уйлатăп
Agabazar // 3512.44.5642
2019.03.11 08:25
Agabazar
Мӗншӗн-ха артист вырӑсла афиша салатать?
Мӗншӗн тесен вӑл — "ухмах мар". Пит аван ӑнланать унашкал артист: афишасене вырӑсла кӑларни унӑн "сумне" ҫӗклеме пулӑшать.
Паллах, ку тӗлӗшпе "ятарлӑ тытӑмсенчен" ПУСӐМ та пулма пултарать артистсем ҫине.
Апла-и, капла-и, чӑвашлӑхран пӑрӑннӑ кашни самант, вӑл пӗчӗк ҫеҫ пулсан та, чӑвашлӑха тӗп тума пулӑшакан япала.
Ҫакна ӑнланса илме хӑшпӗр артистсен хӑват та ҫитмессе пултарать. Теприсене чӑвашлӑх, укҫа ҫапассине шутламасан, ним тума та кирлӗ мар пулас.
тепӗр самант та пур. Чӑвашла ҫырма-вулама пачах та пӗлмен ӑру ӳссе пырать. Е — пӗлкелесен те — чылайӑшӗн чӑвашла вуласси-ҫырасси тӗлӗшпе хӑнӑху ҫук.
Ҫапла пурӑнатпӑр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем