2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Раҫейре ял хуҫалӑх микроҫыавӗ иртрӗ. Халӗ цифрӑсене пӗтӗмлетеҫҫӗ. Регонсемпе илсен, пӗрремӗш кӑтартусем кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче паллӑ пулӗҫ.
2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хӑш-пӗр пӗтӗмлетӗве тунӑ. Уйрӑм ҫынсен пахчинче абрикос, виноград, айва, алыча, черешня, актиниди, лимонник, фундук, миндаль йывӑҫҫи, грек мӑйӑрӗ тата маньчжур мӑйӑрӗн йывӑҫҫисене ӳстереҫҫӗ.
Кайӑк-кӗшӗке илсен, кӑркка, фазан, путене, мандаринка-кӑвакал, страус, павлин, араукан-чӑхсем (вӗсем кӑвак тӗслӗ ҫӑмарта тӑваҫҫӗ) ӗрчетеҫҫӗ.
Выльӑх-чӗрлӗхрен вӑкӑрсем, ашаксем, хир сыснисем, кӑтра сыснасем, вьетнам усӑк хырӑмлӑ сыснасем, альпаксем пур.
Чӑваш Енре пӗр эрнере 17 ҫын ӳтне тӑм илтернӗ. Кун пирки васкавлӑ медпулӑшу служби пӗлтерет.
Ытларах раштавӑн 26-мӗшӗнче пациентсем васкавлӑ медпулӑшӑва ҫак тӗллевпе чӗнтернӗ. Ун чухне тухтӑрсем ултӑ пациента пулӑшнӑ. Ытларах юр ҫинче ӳсӗр выртнӑран тӑм илтернӗ тӗслӗх пулнӑ. Юрать, пулӑшу вӑхӑтра ҫитнӗ, пациентсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Ӳте тӑм илсен мӗн тумалла? Тухтӑсем ҫав вырӑна васкамасӑр ӑшӑтма сӗнеҫҫӗ. Вӗри ванна кӗме, эрех ӗҫме, ҫав вырӑна юрпа сӑтӑрма юрамасть. Ӑшӑ пӳлӗме кӗрсе вӗри чей ӗҫмелле.
Иртнӗ талӑкра республикӑра 8 пушар пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче машинӑсем ҫуннӑ. Улатӑрта, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче мунчасем ҫунса кайнӑ. Етӗрне районӗнче пурӑнмалли мар ҫуртра ҫулӑм тухнӑ. Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере те пушарсем пулнӑ, вӗсем кил-ҫуртпа ҫыхӑнман.
Пушарсенче пӗр ҫын шар курнӑ. Юрать-ха, вилекенсем пулман.
Шупашкарти аэропортра ӗнер, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 450-мӗш пассажира регистрациленӗ. Аэропортшӑн ку вӑл — рекордла кӑтарту.
Юбилейлӑ пассажир — Шупашкарти Лариса Николаева. Вӑл каланӑ тӑрӑх, аэропорт пулӑшӑвӗпе вӑл час-часах усӑ курать. Ӗнер хӗрарӑм Мускава «Победа» авиакомпани самолечӗпе вӗҫсе кайнӑ. Ӑна авиапассажирсене кӗтсе лармалли хӑтлӑ залпа усӑ курма сертификат панӑ.
Танлаштарма: 2017 ҫулта Шупашкарти аэропорт пулӑшӑвӗпе 251 пин пассажир усӑ курнӑ. Кӑҫал, ав, — 450 пин ҫын.Тепӗр майлӑ каласан, Шупашкартан тӗрлӗ хулана самолётпа вӗҫекен йышӗ ҫулсерен ӳссе пырать.
«Яндекс» ӑстисем вӗсен куҫаруҫипе кунне миҫе ҫын чӑвашла куҫарнине уҫса панӑ. Мишшин куҫарӑвӗ епле ӗҫлени ҫинчен якут чӗлхине тӗслӗх пек илсе кӑтартнӑ май вӗсем чӑвашла куҫаракансен йышне те асӑннӑ — кунне вӗсем 40 пин сесси шутлаҫҫӗ.
Сесси текен виҫере миҫе предложени е сӑмах пулнине каламан. Ӑна ытти чӗлхесемпе ҫеҫ танлаштарма май пур. 40 пин хут кунне якутпа вырӑс чӗлхин мӑшӑрӗпе усӑ кураҫҫӗ — ку чӑвашпа вырӑс чӗлхин мӑшӑрӗпе пӗр пекех. Пушкӑрт чӗлхи валли кӑтарту пысӑкрах — кунне ҫак мӑшӑрпа 70 пин хут усӑ курса куҫараҫҫӗ. Раҫҫейри чӗлхесенчен, вырӑс чӗлхине шута илмесен, чи анлӑн тутар чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ — талӑк хушшинче 250 пине яхӑн.
Ку хисепсене палӑртнӑ май «Яндексри» ӑстасем вӗсене чӗлхен цифрӑллӑ пульсӗ тесе ят панӑ — пӗр-пӗр чӗлхепе куллен пин-пин текст куҫараҫҫӗ пулсан вӑл чӗлхе чӗрӗ имӗш.
Статьяра авторсем сахал текстлӑ чӗлхе валли куҫаруҫӑ хатӗрленӗ май мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине ӑнлантарса панӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем кредитпа машина туянма тӑхтарах тӑраҫҫӗ. Кредит историйӗсен наци бюровӗн аналитикӗсем кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче автомобиль туянма пирӗн республикӑри 686 ҫын кредит илнине пӗлтернӗ. Ку вӑл юпа уйӑхӗнчинчен 12,1 процент сахалрах.
Ҫӗршывӗпе илсен чӳк уйӑхӗнче 73,3 пин автокредит панӑ, ку кӑтарту та юпа уйӑхӗнчинчен 8 сахалрах. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчинчен вара 18,5 процент пӗчӗкрех.
Автокредит калӑпӑшӗпе 30 регион лидерсен шутӗнче иккен. Анчах вӗсенче те кредит калӑпӑшӗ ӳснӗ. Автокредитпа усӑ куракансен йышӗ Раҫҫейри виҫӗ субъектра ҫеҫ йышланнӑ. Вӗсем — Воронеж облаҫӗ (+4,6%), Ставрополь крайӗ (+1,8%) тата Волгоград облаҫӗ (+0,1%).
Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе ҫав-ҫавах парӑм пур-ха. Ӗнер ку ыйтӑва Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлессипе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи комиссин Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн цифрисене ӗненсен, 24 организаци 36,3 миллион тенкӗлӗх парӑм пухса тултарнӑ.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан парӑм виҫи 29 процент, е 14,93 миллион тенкӗ, чакнӑ-ха. Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне илсен ҫапах та 856 ҫын умӗнче шалу парӑмӗ пур.
Шалу парӑмӗллӗ организацисен хушшинче — 13 предприяти-панкрут, ӗҫлеме пӑрахнисем — 10 компани. .
Прокуратура ӗҫченӗсем Красноармейски районӗнче ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсемпе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне илсен, муниципалитетра усӑ курман ҫӗрсем самай. Пурӗ 7073 гектар. Хальхи вӑхӑта илсен вӗсенчен 5519 гектарне ҫеҫ пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Ку вӑл усӑ курман ҫӗрсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗн 78 проценчӗ пулать.
Прокуратура пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Красноармейски районӗнчи ял тӑрӑхӗсем хуҫи ҫук ҫӗр пайӗсене суд урлӑ муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарассипе, унтан патшалӑх регистрацийӗ витӗр кӑларассипе ҫине тӑмаҫҫӗ.
Кӑлтӑка тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн Красноармейски районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палати тӑлӑх ачасем валли 2019-2021 ҫулсенче 460 хваттер илнин аудитне ирттернӗ. Туяннӑ хваттерсенчен 42,3 процентӗнче контрактсене куҫман пурлӑх рынокӗнче ӗҫлекен уйрӑм усламҫӑсемпе е посредник евӗр уйрӑм ҫынсемпе алӑ пуснӑ. Юлашкинчен асӑннӑ ҫав категори хваттер малтан туянать, унтан муниципалтет закупки вӑхӑтӗнче хаклӑрахпа сутса ярать.
Прокуратура ӗҫченӗсем 90 килӗшӗве тишкернӗ те коммерсантсем 14,9 миллион тенкӗ тупӑш курнине палӑртнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗтӗмлетнӗ евӗр, кунта сӑмах хысна укҫи пирки пырать. Республикӑра тепӗр 1200 тӑлӑх хваттер черетӗнче тӑнине те шута илмелле.
Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палати палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар районӗнче икӗ хваттере 45-50 процент хаклатса сутса янӑ. Ку танлаштарӑмра елчӗксем уйрӑмах палӑрнӑ. Тӑвай, Етӗрне тата Пӑрачкав та вӗсенчен юласшӑн мар...
Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫне илсен Чӑваш Енре тавар тата пулӑшу хакӗн индексӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан 107,79 процент пулнӑ, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчипе пӑхсан — 108,53 процент. Цифрӑсене Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа апат-ҫимӗҫ хакӗ пирӗн патра 8,93 процент ӳснӗ, апат-ҫимӗҫ мар япаласен хакӗ – на 8,84%, тӗрлӗ пулӑшу – 4,69%.
Апат-ҫимӗҫрен аш-пӑш, кӗрпе тата пӑрҫа йышшисем, ҫӑкӑр, макарон, услам ҫу, сахӑр песукӗ, пулӑ тавраш, тип ҫу, сӗт-турӑх, ҫӑмарта хакланнӑ.
Стройматериалсен хакӗ 26,14% ӳснӗ, телерадиотовар 16,35% хакланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |