Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 11-19-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра пурӑнакан 20 ҫынна йытӑ ҫыртнӑ хыҫҫӑн тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче — пӗр кунта — республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан 6 ҫынна йытӑ ҫыртнӑ, ҫав шутра 4 ача шар курнӑ.
Маларах асӑннӑ 20 тӗслӗхрен 8 тӗслӗхӗнче килти йытӑсем ҫыртнӑ. Вӗсене пула 7 ача тата 1 ҫын шар курнӑ. Кӳршӗсен йыттисем 3 ачапа 1 ҫынна ҫыртнӑ. Урам тӑрӑх хуҫасӑр чупса ҫӳрекен йытӑсем 3 ачапа 5 ҫынна тапӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи 8 ҫулти хӗрачана тухтӑрсем Республикӑн ача-пӑча больницине илсе килнӗ. Пӗчӗкскере килти йытӑ ҫыртнӑ. Хуҫисем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл унччен килти ҫынсене ҫыртман.