Ҫу уйӑхӗ вӗҫленнӗ май иртнӗ тапхӑрти ӗҫе пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Иртнӗ уйӑхра Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пурӗ 39 695 мӑшӑр хатӗрлерӗ — 40 пине кӑшт ҫеҫ ҫитеймест. Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче эпир 790 пин мӑшӑр тӑвайрӑмӑр, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 800 пин урлӑ каҫрӑмӑр та, уйӑха 829 пин те 887 мӑшӑрпа вӗҫлерӗмӗр. Паянах ку кӑтарту 830 пин урлӑ иртӗ ӗнтӗ. Ҫапла май миллион мӑшӑр тӑвиччен 170 пин кӑна юлчӗ. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра пирӗн миллион мӑшӑр пур та ӗнтӗ — ыттисем, пирӗн «чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» ҫук пулин те, тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчен пухӑннисем пек выртаҫҫӗ. Кунта тӗрлӗ словарьсенчен хатӗрленӗ мӑшӑрсем, пӗр-пӗр программӑсене чӑвашлатнӑ хыҫҫӑн тунисем тата ытти йышшисем кӗреҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗнчи текстсем мӑшӑрсене хатӗрлеме ҫӑмӑллисем пулчӗҫ. Ҫак сӑлтава пулах ӗнтӗ 40 пине яхӑн мӑшӑрлама пултартӑмӑр та. Ак, калӑпӑр, Эмма Выгодскаян «Алжир тыткӑнӗнче» повеҫне (унта 3,1 пин мӑшӑрччӗ) тӑватӑ кун хушшинче мӑшӑрласа пӗтертӗмӗр. Гариф Губайӑн «Бакенщик хӗрӗ» те ҫӑмӑллӑн мӑшӑрланать — кашни кун пиншер мӑшӑр хатӗрлеме май пур.
Енчен те маларах пирӗн текста тӳрлетекенсем ӗлкӗрсех пымастчӗҫ пулсан, халь ытларах енӗпе хӑвӑртлӑх мӑшӑрлакансенчен килет.
Канмалли кунсенче пилӗк ҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳксе шар курнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем. Кун пирки Катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтерет.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 8 ҫулти арҫын ача йывӑҫ ҫинчен ӳксе пульницӑна лекнӗ. Ҫав кунах Ҫӗнӗ Шупашкарта иккӗмӗш хутри чӳречерен 1 ҫулти ача тухса ӳкнӗ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта 43 ҫулти арҫын чӳречерен тухса ӳкнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу бригади пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл унта вилнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Сосновкӑра, Шупашкар районӗнче арҫынсем ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. Вӗсем те пульницӑна лекнӗ. Шупашкарта виҫҫӗмӗш хутран ӳкнӗ арҫын реанимацире выртать.
Чӑваш Ене «КовиВак» вакцина килнӗ. Унӑн пӗрремӗш партине «Фармаци» предприятин аптека базине илсе ҫитернӗ, ӑна медицина организацийӗсемпе хулари прививка пунчӗсене валеҫсе панӑ.
Халь кӳрсе килнӗ вакцинӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — эмелӗн черетлӗ дозипе икӗ эрнерен укол туни.
Кашни виҫӗ вакцинӑн упрамалли йӗрки расна. «ЭпиВакКорона» тата «КовиВак» препаратсене холодильникра +2 — +8 температурӑра упрамалла. Ку вӑл вакцина мобильлӗ бригадӑсем валли меллӗ. «Спутник V» валли сивӗрех температура кирлӗ.
«КовиВак» вакцина хальлӗхе пысӑках мар парти кӳрсе килнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче Шупашкарта хӑвӑрт утакансен Раҫҫей чемпионачӗ тата ӑмӑртӑвӗ иртӗ.
Регионӑн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ӑмӑртӑвӑн статусӗ Олимпиада умӗнчи шутланать. Спорт тупӑшӑвне йӗркелекенсем Шупашкара 200 ытла ҫын килсе ҫитессе шанаҫҫӗ. Вӗсен шутӗнче — спортсменсем, тренерсем, спорт енӗпе ӗҫлекен тӳре-шара. Вӗсем ҫӗршывӑн 16 регионӗнчен пухӑнмалла. Пирӗн тӑрӑхри ӑмӑртӑва ҫӑмӑл атлетика вӑйлӑ аталанакан регионсенчи спортсменсем килмелле.
Тупӑшӑн тӗп старчӗсем – арҫынсем тата хӗрарӑмсем 50 тата 20 километра утасси — Шупашкарӑн Мускав ҫыранӗ хӗрринче иртмелле. Ҫамрӑксемпе юниорсем 3, 5 тата 10 пин метра «Олимпийски» стадионта ӑмӑртӗҫ.
ЧР Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ ӳснӗ. Ҫемьере 9 е 10 ача ӳсекен тӗслӗхсем те пур.
Кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсене шута илсен, республикӑра нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ палӑрмаллах нумайланнӑ. Ку тапхӑрта виҫӗ ачаллӑ 835 ҫемьене шута илнӗ. 182 ҫемьере тӑваттӑмӗш пепке ҫуралнӑ. Пӗлтӗр вӗсен йышӗ сахалрах пулнӑ: 787 тата 161.
Шупашкарти Калинин районӗнче тата Ҫӗмӗрлере ҫак тапхӑрта 10-мӗш ача ҫуралнине шута илнӗ. Шупашкарти Мускав районӗнче тата Ҫӗрпӳ районӗнче 9-мӗш пепке кун ҫути курнӑ ҫемьесем пур.
Шупашкартан Мускава авиапассажирсене турттаракан «Победа» авиакомпани ҫӗршывӑн тӗп хулине кунсерен виҫӗ рейс тума тытӑннӑ. Кӑнтӑрлахи ҫӗнӗ рейса суйланисене самолёт Мускаври Шереметьево аэропортне илсе ҫитерӗ.
Ҫапла вара «Победа» авиакомпани Шупашкара Мускаври икӗ аэропортран килӗ: Внуковӑран тата Шереметьевӑран.
Ӗнер, ҫу уйӑхн 11-мӗшӗнче, Шереметьевӑран пӗрремӗш рейса тунӑ та.
Унтан пирӗн пата 176 пассажир вӗҫсе килнӗ, Мускава 181 ҫын вӗҫсе кайнӑ.
Республикӑри катастрофа тата васкавлӑ пулӑшу медицинин центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче Чӑваш Енре 20 ҫын чӳречерен ӳкнӗ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ – ачасем.
Чи кӗҫӗнни – 3 ҫулта, вӑл Шупашкарта 1-мӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ. Кӳрши васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, тухтӑрсем вырӑна 4 минутран ҫитнӗ. Ачана пӗрремӗш пулӑшу парса пульницӑна илсе ҫитернӗ. Телее, ӑна киле сипленме янӑ.
10 уйӑхри ачана та пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Пӗчӗкскер ури пӳрнине пӑтапа шӑтарнӑ.
10 кунра васкавлӑ медпулӑшу бригадисем 59 пациента инфаркт пулсан пулӑшнӑ, 189 ҫыннӑн инсульт пулнӑ.
Кӑҫал кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче республикӑра 11 ҫын тискер чӗрчун ҫыртнинчен шар курнӑ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Ведомство санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗпе паллаштарнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, тискер чӗрчунсем ҫынсене ҫыртнӑ тӗслӗх икӗ хут нумайланнӑ. Пӗлтӗр 6 ҫын шар курнӑ пулсан кӑҫал – 11.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта чӗрчунсем 556 ҫынна ҫыртнӑ. Вӗсенчен 128-шӗ – ачасем, 428-шӗ аслӑ ӳсӗмрисем.
«Чӑваш Ен — релестроени тата электротехника енӗпе ҫӗршыв шайӗнчи тӗп хула». Ҫапла хакланӑ РФ промышленность тата суту-илӳ министрӗн ҫумӗ Михаил Иванов Шупашкарта «РЭЛАВЭКСПО-2021» ятпа иртнӗ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче тата куравра.
«Раҫҫей шайӗнче пысӑка хурса хаклакан Чӑваш Енри предприятисемшӗн эпӗ мӑнаҫланатӑп тата савӑнатӑп», — тесе ҫырнӑ республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Фейсбукра.
Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре Раҫҫейри пӗртен-пӗр электротехника кластерӗ пур. Отрасльте 20 пин ытла ҫын пурӑнать. Асӑннӑ отрасль промышленность сферинче 30 процента яхӑн йышӑнать.
Чӑваш Енре усӑ курман ҫӗрсене ахаль вырттарасшӑн мар. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ. Усӑ курман ҫӗр лаптӑкӗ еспубликӑра 27 пин гектар таран йышӑнать.
Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ҫӗрсем пӗчӗкшер лаптӑк йышӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — пай ҫӗрӗсем. Вӗсене акса сухаламаҫҫӗ, вӗсене сутма та шухӑшламаҫҫӗ. 100-200 гектар лаптӑк ҫине ютри инвестора йыхравлаймӑн. Апла пулсан ку ыйтупа вырӑнти фермерсемпе ӗҫлемелле.
Усӑ курман ҫӗрсенчен 70 проценчӗ — муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнче. Вӗсен ҫӗре межевиксене виҫтерттермелле те аукцион е сакккунлӑ урӑх мелпе ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсене памалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |