Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран вакцинӑн черетлӗ партийӗ килсе ҫитнӗ. Ӑна «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине кӳрсе килнӗ.
«Гам-КОВИД-Вак» (сутлӑхри унӑн марки — «Спутник-V») вакцинӑна Чӑваш Ене пурӗ 4100 доза илсе ҫитернӗ.
Вакцинӑна яталӑ условире упрамаллине кура ӑна вӑрах тӑхтамасӑр медицина организацийӗсене тата вакцинаци пукнчӗсене валеҫсе парӗҫ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра вакцинацин 41 пункчӗ ӗҫлет.
Привикӑна икӗ хутчен пурнӑҫламалла. Иккӗмӗш укола 21 кунтан тепре тумалла.
Кӑҫалхи кӗркунне суйлав иртӗ. Ун пирки тӗрлӗ шайра халех калаҫма пуҫланӑ. Кашни суйлав участокӗнчех видеокамерӑсем пулӗҫ. Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков кун пирки Халӑх сӑнавӗн штабӗн пӗрремӗш ларӑвӗнче шантарнӑ.
Уйрӑмах пысӑк 349 участокра профессионал видеотытӑмсем ӗҫлӗҫ.
Суйлав епле пынине Пӗрлехи информаци центрӗнче те, суйлав участокӗсене тухса ҫӳресе те сӑнаса тӑрӗҫ.
Халӗ сӑнавҫӑ пулас ӗмӗтлисене вӗрентсе кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Халӑх сӑнавӗн штабне Александр Белов журналист ертсе пырӗ.
Чӑваш Ени ял хуҫалӑх предприятийӗсем севок сухан туса илессипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Ку культурӑна ӳстерме пулӑхлӑ хура тӑпра кирлӗ. Ҫавӑнпа севок туса илессипе республикӑн кӑнтӑр енче: Елчӗк, Патӑрьел, Комсомольски районӗсенче — тӑрӑшаҫҫӗ. Раҫҫейре туса илекен севокран 68,8 проценчӗ — Чӑваш Ен аграрийӗсен тӳпи. Ҫакӑн пек ӗнентерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсем хӑйсен продукцине ют регионсене ҫеҫ мар, чикӗ леш енне те ӑсатаҫҫӗ. Чӑваш суханне пӗлтӗр Беларуҫ Республикинче, Казахстанра, Молдавинче туяннӑ. Пурӗ 87,46 пин америка долларӗлӗх.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 33 ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ. Статистикӑпа Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Иванов паллаштарнӑ.
Хӗлле пуҫланнӑранпа 101 ҫын шӑнса вилнӗ. Вӗсенчен 33-шӗ – кӑҫал. Чылайӑшӗ ӳсӗр пулнӑ, хӑйсен килӗнчен инҫех мар сывлама пӑрахнӑ.
Ӗнер ав Чантӑр ҫывӑхӗнчи пӗве патӗнче 59 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Вӑл шӑнса вилме пултарнӑ. Паян ирхине Шупашкарта Хусанкай урамӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл 40 ҫулсенчи пек курӑнать, шӑнса вилме пултарнӑ.
Хӗлле шӑнса кӳтнӗрен 110 ҫын суранланнӑ. Вӗсенчен 77-шӗ - ҫулталӑк пуҫланнӑранпа.
Раҫҫей Федерацийӗн ӑслӑлӑх тата аслӑ пӗлӳ министерстви тата Раҫҫей Федерацийӗн Ҫут ӗҫ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019/2020 вӗренӳ ҫулӗнче пирӗн республикӑри аслӑ пӗлӳ паракан 10 заведенире 34,4 пин студент вӗренет, професси пӗлӗвӗ паракан 31 организацире — 29,9 пин студент.
Университетсемпе институтсенче вӗренекен студентсенчен 52 проценчӗ — хӗрсем. Колледжсенче, техникумсенче тата училищӗсенче вӗренекенсенчен 55 проценчӗ — яшсем.
Аслӑ пӗлӳ илекенсенчен куҫӑн майпа студентсен 50 проценчӗ ӑс пухать, вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче кун пек мелпе 90 проценчӗ вӗренет.
Республикӑри аслӑ шкулсенче 1,3 пин профессорпа преподаватель тӑрӑшать. Вӗсенчен 12 проценчӗ — наука докторӗ, 63 проценчӗ — наука кандидачӗ, 7 проценчӗ — профессор, 43 проценчӗ — доцент. Вӑтам професси пӗлӗвӗ парассипе 1,6 пин педагогика ӗҫченӗ тӑрӑшать.
Тепӗр 11 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку – федераци информаци центрӗн статистики. Паянхи кун тӗлне 736 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ.
Кӑрлач пуҫланнӑранпа 208 ҫыннӑн пурнӑҫӗ каварлӑ вируса пула татӑлнӑ. Ку таранччен 18291 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 16413-шӗ сывалнӑ.
Юлашки талӑкра 110 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 77 ҫын сывалнине палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1142 пациента тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсен кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ. Кунсӑр пуҫне ӳпке шыҫҫипе чирлекенсем нумаййӑн.
Виҫӗмҫулхипе танлаштарсан, пӗлтӗр Чӑваш Енре эрех-сӑрапа наркӑмӑшланса вилнисен йышӗ 1,6 хутчен ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, эрехпе наркӑмӑшланнӑ кашни иккӗмӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Пӗлтӗр республикӑра 598 ҫын эрехпе наркӑмӑшланнӑ. 409 ҫын этанолпа наркӑмӑшланнӑ, метанолпа – 26 ҫын. Ытти спиртпа 3 аптӑраса ӳкнӗ, паллӑртман спиртпа 160 ҫын наркӑмӑшланнӑ. Пӗлтӗр 17 ҫул тултарман 57 ача эрехпе аптӑранӑ, вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗ 14 ҫул тултарманнисем.
2020 ҫулта республикӑра 293 ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Чӑваш Енре туса илнӗ агропромышленность отраслӗнче туса илнӗ продукцие ют ҫӗршыва иртнӗ ҫул ӑсатни планпа пӑхса хӑварнинчен 30 процент иртнӗ. Пӗтӗмпе 34,8 миллион долларлӑх сутнӑ.
Пӗлтӗр Чӑваш Енри чӑх-чӑх хапрӑкӗсем чӑх урине Китая ӑсатма тытӑннӑ. Пӗлтӗр тата органика йӗтӗнне пуҫласа Европӑна ӑсатнӑ.
Ют ҫӗршыва пылак апат-ҫимӗҫ, ҫу культури, севок-сухан, хӑмла, ҫӗрулми, кофе тата чей, хуратул сутнӑ.
Чӑваш Енри продукцие 37 ҫӗршыва сутнӑ. Тӗп импортерсем: Китай, Беларуҫ, Германи, Украина, Казахстан тата Польша.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируса пула вилекенсен шучӗ Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран икӗ хут пысӑкрах. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 10-мӗш тӗлне пирӗн ҫӗршывра 100 пин ҫын пуҫне вилеслӗх 42,13 пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн республикӑра ку кӑтарту — 51,97.
Чирлекенсенчен миҫе ҫын вилнине илсен, пирӗн тӑрӑхра ку цифра 3,65-пе танлашать, Раҫҫейре — 1,80.
Иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра каллех тепӗр 10 ҫын вилнӗ. Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа усал чир Чӑваш Енри 643 ҫын пурнӑҫне татнӑ. Ку вӑл, паллӑ ӗнтӗ, официаллӑ статистикӑна ӗненсен.
Чӑваш Енре пурӑнакансем миҫе тенкӗ шалупа ҫырлахма хатӗррине пӗлтернӗ.
«Про Город» хаҫат тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ыйтӑм йӗркеленӗ. Унта хутшӑннӑ Чӑваш Ен ҫыннисенчен 4,82 проценчӗ халӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫи илсе пурӑннине пӗлтернӗ. Ҫавӑнпа вӗсем кӑҫал 20 пин тенкӗ илсен те савӑнӗччӗҫ. 3,53 проценчӗ 25 пин тӳлесен ҫырлахӗ. 9,67 проценчӗ 25-35 пин тенкӗ илме ӗмӗтленет, 18,07 проценчӗ — 35-45 пин тенкӗ, 17,1 проценчӗ — 45-55 пин, 12,77 проценчӗ — 55-75 пин, 11,28 проценчӗ 75-100 пин тенкӗ, 22,76 проценчӗ кӑҫал 100-150 пин тенкӗрен кая мар ӗҫлесе илессе шанать.
Ыйтӑма 4 024 ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |