Чӑваш Енре пурӑнакансем «Литература диктанчӗ» пӗтӗм тӗнчери ҫутӗҫ акцине хутшӑннӑ. Ӑна Мурманск облаҫӗнчи ӑслӑлӑх вулавӑшӗ Раҫҫейӗн Культура министерстви пулӑшнипе ирттернӗ.
Диктанта ҫырма Чӑваш Республикин Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне пуҫтарӑннисен вырӑс классикине тата хальхи вӑхӑтри литературӑна пӗлнине кӑтартса пама тивнӗ.
Диктант ҫырнӑ 35 ҫынтан 14-35 ҫулсенчисем 29-ӑн пулнӑ, 36-50 ҫутисем – 4-ӑн, 51-рен аслӑраххисем – 2-ӗн. Уйрӑмах хастаррисем — Шупашкарти электромеханика колледжӗнче вӗренекенсем.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчере Ваттисен кунне уявлаҫҫӗ те, Чӑвашстат ҫавӑн умӗн пирӗн республикӑри ватӑ ҫынсен йышне тишкернӗ.
2022 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне пирӗн республикӑра пурӑнакансен 24 проценчӗ, е 290 пин ҫын, аслӑ ӑрурисем шутланнӑ. Карчӑксен йышӗ арҫынсенчен 2,4 хут ытларах.
Раҫҫей Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ хыпарланӑ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канурисен шучӗ 358 пинпе танлашать. Вӗсенчен 5 пине яхӑн ҫын – 90-99 ҫулсенчисем. Вӑрӑм ӗмӗрлисем Шупашкарта, Патӑрьел, Елчӗк тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче йышлӑ. 100 ҫултан иртнисен шучӗ – 47.
Аслӑ ӑрурисем те ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Иртнӗ ҫул 88 ватӑ мӑшӑрланнӑ.
Чӑваш Енре ҫемье ҫавӑрас кӑмӑллӑ арҫынсем юлашки кунсенче йышланнӑ. Ку хыпара республикӑн Юстици ӗҫӗсен патшалӑх службинче пӗлтернӗ.
Алла ҫӗрӗ тӑхӑнас ӗмӗтлисен йышӗ авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ хыҫҫӑн йышланнӑ. Мобилизацие лекекен арҫынсем ҫемье ҫавӑрни ҫинчен ӗнентерекен штампа паспорт ҫине васкавлӑн ларттарма талпӑнаҫҫӗ-мӗн. Ҫавна кура вӗсен кӑмӑлне заявлени панӑ кунах тивӗҫтерме йышӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ хыҫҫӑн 52 арҫын мӑшӑрланнӑ. Ытти категорие кӗрекенсен заявлени панӑ хыҫҫӑн пӗр уйӑхран кая мар кӗтмелле.
Чӑваш Енре хаҫат вулакансен йышӗ — 12 процент ҫеҫ. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Енри Регион управленийӗн центрӗн ертӳҫи Татьяна Немцева.
Асӑннӑ центр ятарлӑ ыйтӑм ирттернӗ иккен. Унта хутшӑннисем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ хыпарсене тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсем, тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмсем урлӑ пӗлсе тӑраҫҫӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 12 проценчӗ ҫеҫ хаҫат вулать иккен.
«Паян тӗнче тетелӗ — Раҫҫейӗн цифра политикин тӗп инструменчӗ. Аудиторие илӗртессипе вӑл йӑлана кӗнӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен ирттерет. Кунсӑр пуҫне ҫӗнӗ хыпар малтан тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче сарӑлать, кайран — ытти ҫӑлкуҫра», — тенӗ Татьяна Немцева.
Чӑваш Республикин Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗн республикӑра уйрӑлакансен йышӗ сахал. Ҫак кӑтартупа Атӑлҫи федераллӑ округра Чӑваш Ен 2-мӗш вырӑн йышӑнать. Раҫҫей Федерацийӗнче вара — 5-мӗш вырӑн.
2022 ҫулталӑкӑн ҫичӗ уйӑхӗ хушшинче республикӑра пӗр пин ҫын ҫине 3,6 уйрӑлу пырса тивет. Раҫҫейре вӑтамран ҫак кӑтарту 4,5 танлашать, Атӑлҫи федераллӑ округра — 4,0. Сакӑр уйӑх хушшинче вара республикӑра 2936 ҫемье арканнӑ. Пӗлтӗр ку кӑтарту 2942 танлашнӑ пулнӑ.
Ачасем ҫурални – кашни ҫемье пурнӑҫӗнчи калама ҫук пӗлтерӗшлӗ те савӑнӑҫлӑ самант. Ҫемьере харӑсах икӗ пӗчӗк ача хушӑнсан вара телейӗ те, ачасене ӳстернӗ мӗнпур самант та икӗ хут пысӑкрах.
Паян, авӑнӑн 13-мӗшӗнче, Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа черетлӗ, 19-мӗш йӗкӗреш регистрациленӗ.
2022 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Н. ҫемье «Пепкелӗх центрӗнче» икӗ хут телейлӗрех пулса тӑнӑ. Вӗсен пӗрремӗш пепкисем — икӗ арҫын ача — Элекҫейпе Тимахви ҫуралнӑ.
ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем телейлӗ ашшӗ-амӑшне харӑсах икӗ пӗчӗк ача ҫуралнӑ ятпа саламласа вӗсене пурнӑҫри пӗрремӗш патшалӑх хучӗсене – ҫуралнине ӗнентерекен хутсене – пачӗҫ, юлашкинчен вӗсене ырлӑх-сывлӑх, телей тата юрату сунчӗҫ.
Ҫынсене ӗҫ вырӑнӗ тупса парас тӗлӗшпе ӗҫлекен HeadHunter онлайн-лапам пӗлтернӗ тӑрӑх ҫурла уйӑхӗнче республикӑра ӗҫ вырӑнӗсен йышӗ самай ӳснӗ. Ку кӑтарту 9,1%-па танлашнӑ.
Апла пулин те Атӑлҫи Федераллӑ Округра Чӑваш Ен чи малта мар. Удмурт Республикин ҫак кӑтарту тата та пысӑкрах. Ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ унта 15,7% ӳснӗ. Ҫавӑн пекех Мӑкшӑ Республикинче, Самарпа Чулхула облаҫӗсенче вакансисен шучӗ пирӗн республикӑран ытларах йышланнӑ. Атӑлҫи Федераллӑ Округа илес пулсан ҫурла уйӑхӗнче ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ вӑтамран илсен 7,4% ӳснӗ.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енре ӑслӑлӑхпа вӗренӳ сферинче ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ самай нумайланнӑ (+47,5%) — ҫакӑ ӗнтӗ вӗренӳ ҫулталӑкӗ пуҫланнипе ҫыхӑннӑ. Унсӑр пуҫне банк сферинче (+22,7%) тата «инсталляци, сервис» професси тытӑмӗнче (+25,6%) ӗҫлекенсем ытларах кирлӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ кунсерен япӑхса пырать. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен, 350 пациент килте сипленнӗ пулсан, халӗ ҫак цифра 2723-е ҫитнӗ. 206 пациента пульницӑна вырттарнӑ.
Владимир Степанов пурне те вакцинаци витӗр тухма чӗнсе каланӑ. Хальхи вӑхӑтра вакцинацин вӑтам кӑтартӑвӗ — 78,3 %. Ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗр муниципалитетра ку цифра 70-тен пӗчӗкрех. Ку списокра — Улатӑр хули, Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк тата Тӑвай районӗсем.
Кашни ҫулах республикӑра ятарлӑ ҫулталӑк палӑртаҫҫӗ. Килес ҫулхи мӗн ятлӑ пулсан аванраххине палӑртма «Грани» хаҫатпа «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ ыйтӑм ирттерет.
Списокра ҫаксем: Ял (ял территорийӗсен аталанӑвӗн) ҫулталӑкӗ, Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ, Инноваци (технологи) аталанӑвӗн ҫулталӑкӗ, Тарават Чӑваш Ен (туризма аталантарас) ҫулталӑкӗ, Культура тата ӑс-хакӑл эткерлӗхӗн ҫулталӑкӗ, Сывлӑх ҫулталӑкӗ, Хӑрушсӑрлӑх ҫулталӑкӗ, Наукӑпа технологи ҫулталӑкӗ, Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен (патриотизм) ҫулталӑкӗ, Медицина ӗҫченӗсен паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкӗ, Космос ҫитӗнӗвӗсен ҫулталӑкӗ.
Ыйтӑма хальлӗхе хутшӑннисенчен 20 проценчӗ «Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ» ятшӑн сасӑланӑ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксем, ҫав шутра чӑвашсем те, IT-специалиста вӗренсе тухсан Мускавра ӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Пурте мар-ха. Кашни тӑваттӑмӗш.
Ыйтӑма шкул ачисем хушшинче ирттернӗ. Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ пысӑк тупӑш пирки ӗмӗтленет. Ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан ӳсекен ӑрӑвӑн ҫав енӗпе ыйтӑмӗ 1,5 хут ӳснӗ.
Ачасен шухӑшӗпе «Кейсистемс» компани ҫу уйӑхӗнче кӑсӑкланнӑ. Ыйтӑма вӑл Чӑваш Енри 48 шкулти (ҫав шутра Кӳкеҫри, Муркаш районӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗсенче) 8-11 классенче вӗренекенсем хушшинче ирттернӗ. Унта 4 пин те 795 шкул ачи хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |