Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: статистика

Статистика
ШӖМ  архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енре пӗлтӗр Тӑван ҫӗршывӑн 254 ветеранӗпе сусӑрӗ пурӑннӑ. Кӑҫал вара вӗсен йышӗ палӑрмаллах чакнӑ.

ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи 6,5 пин ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 165-шӗ вӑрҫӑ ветеранӗпе сусӑрӗ, 5,6 пинӗшӗ – тыл ӗҫченӗ (905-шӗ вӑрҫа хутшӑннӑ салтакӑн тӑлӑх арӑмӗ), 1,6 пинӗшӗ - вилнӗ ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗ, 6-шӗ – вӑрҫӑра вилнӗ салтак арӑмӗ, 37-шӗ – концлагере лекнӗ ҫул ҫитсен ачасем, 25-шӗ Ленинград блокадине тӳснӗ ҫынсем.

Ҫак категорие кӗрекен ҫынсене ҫулсерен соцтӳлев пама 250 миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ.

 

Экономика
oko-planet.su сӑнӳкерчӗкӗ
oko-planet.su сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ИТ-специалистсене ытларах вӗрентсе кӑларма тытӑнӗҫ.

Паянхи куна илсен, республикӑн экономикине 350-а яхӑн ИТ-специалист кирлӗ. Суту-илӳпе промышленность палати шухӑшланӑ тӑрӑх, 2022 ҫул тӗлне ун пек специалистсен йышӗ икӗ хута яхӑн ӳсӗ, тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Ен экономикинче ИТ-кадрсем 700 ҫын таран кирлӗ пулӗҫ.

Республика ертӳҫи Олег Николаев ЧР Вӗренӳ тата Цифра аталанӑвӗн министерствисене вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче квота шутне ӳстермеллине хушса каланӑ.

Паянхи куна илсен, ИТ-специалистсене 7 техникумпа 5 аслӑ шкулта хатӗрлеҫҫӗ. 21 шкул ИТ-классем йӗркелес проекта хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем 2022-2023 ҫулсенче ӗҫлесе каймалла. Ачасем валли ИТ-лагерьсем, хакатонсем йӗркелеме, вӗренекенсене ИТ-предприятисене илсе кайса кӑтартма палӑртаҫҫӗ.

 

Статистика
im0-tub-ru сайтри сӑн
im0-tub-ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре мӑшӑрсем сахалрах уйрӑлаҫҫӗ. Пӗлтӗр ку енӗпе пирӗн республика Атӑлҫи тӑрӑхӗнче - иккӗмӗш, ҫӗршывра улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ҫапах ку ыйту пирӗн регионта ҫивӗч. Кӑҫал икӗ уйӑхра 582 мӑшӑр уйрӑлнӑ.

Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, мӑшӑрсен 80 проценӗ суд урлӑ уйрӑлать. Ку ҫемьере 18 ҫул тултарман ача пуррине пӗлтерет. Специалистсем шӑпӑрлансем ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлнине йывӑррӑн чӑтса ирттернине пӗлтереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/77909
 

Статистика
im0-tub-ru сайтри сӑн
im0-tub-ru сайтри сӑн

Республикӑри тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра пирӗн регионта ӗҫсӗрлӗх шайӗ ӳсмен. Пачах тепӗр май, иртнӗ уйӑхпа танлаштарсан, кӑштах чакнӑ та.

Ӗнер ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 4689 ҫын ӗҫсӗррисен шутӗнче тӑнӑ. Пӗр уйӑх каялла ку кӑтарту 4799 ҫынпа танлашнӑ. Халӗ вакансисен йышӗ ӗҫсӗррисенчен 3,7 хут нумайрах-мӗн.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ӗҫлев центрӗ урлӑ 3 пин ытла ҫын ӗҫе вырнаҫнӑ. Шупашкарта ӗҫ шыракан 2459 ҫын юлнӑ. Вӗсенчен 311-шӗ - тивӗҫлӗ канӑва тухма вӑхӑт ҫитсе пыраканнисем.

 

Сывлӑх
 gspcheb.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gspcheb.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри стоматологсем рак чирне те тупса палӑртаҫҫӗ. Шӑл тухтӑрӗ патне кайсан онкоскрининг ирттереҫҫӗ. Ҫав меслет усал шыҫӑна вӑхӑтра тупса палӑртма май парать. Аутофлуоресцент стоматоскопийӗ текен технологи ятарлӑ куҫлӑх витӗр шыҫҫа курма пулӑшать.

Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче «Добро в село» (чӑв. Яла ырӑ) акци пурнӑҫа кӗрет. Ҫавна май тухтӑрсем ялта пурӑнакансен сывлӑхне те тӗрӗслеҫҫӗ. Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑварти усал шыҫҫа 60 ытла процент тӗслӗхре шала кайсан (чир виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш стадие ҫитсен) ҫеҫ тупса палӑртаҫҫӗ.

2021 ҫулта Хулари стоматологи поликлиникинче 2280 онкоскрининг процедури ирттернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 77 пациента онколог патне тӗрӗсленме янӑ, ҫав шутран 21 тӗслӗхӗнче диагноза ҫирӗплетсе панӑ.

 

Статистика
im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн
im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн

Банк карттисемпе, телефонпа тата тӗнче тетелӗпе усӑ курса ҫынсене улталасси пӗлтӗр, 2020 ҫулпа танлаштарсан, 3,9 процент ӳснӗ. Ку ҫулталӑкра вӑрланӑ пурлӑхӑн 39,6 проценчӗпе танлашать.

Пӗлтӗр Шупашкар ҫыннисем ултавҫӑсене 310 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку, 2020 ҫулпа танлаштарсан, икӗ хута яхӑн нумайрах. 310 миллион тенкинчен 1,9 процентне ҫеҫ каялла тавӑрма май килнӗ.

Йӗрке хуралҫисем тимлӗ пулма ыйтаҫҫӗ. Банк карттин реквизичӗсене никама та пӗлтермелле мар.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Иртсе кайнӑ кунсенче, пуш уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче, Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинче ӳсӗр 70 водителе тытса чарнӑ. Ӗҫме арҫынсем ҫеҫ мар, хӗрарӑмсем те кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетме статистика хистет. Ара, ӳсӗр 70 водительтен 6-шӗ хӗрарӑмсем пулнӑ. Ӳсӗрпе тепӗр хутчен ҫакланнисем те пур. Ун пеккисем — улттӑн.

Водитель прави ҫуккисем те руль умне ларса тухаҫҫӗ иккен. Канмалли кунсенче ун пеккисем 33-ӗн ҫакланнӑ.

Иртсе кайнӑ кунсенче ҫул-йӗр правилине тӗрлӗ майпа пӑснӑ 1668 тӗслӗхе шута илнӗ.

 

Статистика

Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пирӗн республикӑра вӑтам шалу виҫи (ку вӑл налуксем тытӑннине шута илмесен) 48 пин те 8 тенкӗпе танлашнӑ. Асӑннӑ сумма 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнчинчен 16,4 процент пысӑкрах, 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчинчен — 29,8 процент.

Чӑвашстата ӗненсен, 48 пин тенкӗ — республикӑшӑн рекордла кӑтарту. Унчченхи рекорд 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Ун чухне ҫав хисеп 41 пин те 331 тенкӗ пулнӑ.

Раштав уйӑхӗнчи шалу виҫипе Чӑваш Ен Мари Эл, Мордва тата Удмурт республикисенчен, Киров, Пенза тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен иртнӗ. Ҫулталӑкӑн юлашки уйӑхӗнче чылай ҫӗрте преми панине палӑртмалла.

Пӗлтӗрхи кӑрлач-раштав уйӑхсенче вӑтам шалу виҫи 35 пин те 530 тенкӗпе танлашнӑ. Ку енӗпе эпир Мордва Республикинчен (унта уйӑхри вӑтам шалу виҫи — 34 441 тенкӗ) тата Мари Элтан (35 502 тенкӗ) иртнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсене ӗнерхипе виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ мина хунӑ тесе хӑратаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хулари 80 ача пахчине тата 8 шкула ҫавӑн пек хыпарланӑ. Ун пирки спам-ҫырупа пӗлтернӗ.

Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫырусене учрежденисен электрон почтипе ярса панӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсен администрацийӗсем ятарлӑ службӑсене пӗлтернӗ. Ачасене тата вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене ҫийӗнчех эвакуациленӗ.

 

Статистика
 cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Катастрофа медицинисен тата васкавлӑ медпулӑшу республика центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 10 кунра ҫурт тӑрринчен юр антарнӑ чухне 13 ҫын ӳкнӗ. Вӗсем - 40-73 ҫулсенчи ҫынсем.

Пурне те васкавлӑ медпулӑшу панӑ, ҫийӗнчех пульницӑна илсе ҫитернӗ. Юрать, вилекенсем пулман.

Тухтӑрсем ҫакна асӑрхаттараҫҫӗ: ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ ҫынна хӑвӑр тӗллӗн тӑратмалла мар, мӗншӗн тесен унӑн шӑмми хуҫӑлма пултарнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем киличчен ӑна ӑшӑ япалапа витмелле, май пулсан вӗри чей ӗҫтермелле.

 

Страницӑсем: 1 ... 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, [21], 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, ... 104
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 05

1921
104
Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та