Шалу вӑхӑтра тата туллин тӳленине сӑнаса-йӗркелесе тӑрас енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи республикӑри комисси паян Правительство ҫуртне черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта строительство отраслӗнче шалу вӑрттӑн (тепӗр майлӑ каласан, хыснана налук, тӗрлӗ фонда укҫа куҫармасӑр) тӳлессине пӗтерес ыйтӑва ҫирӗппӗн сӳтсе явнӑ. Ларӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑй ертсе пынӑ.
Ведомствӑсем хушшинчи комисси ларӑвне ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 552 организацие чӗнсе илсе итленӗ. Хайхисем шалу пӗчӗк тӳленипе «палӑрнӑ». Апла пулсан, вӗсем е чӑннипех те сахал тӳлеҫҫӗ, е шалӑвӑн пӗр пайне вӑрттӑн тыттараҫҫӗ. Ларӑва чӗнсе илнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин бюджетне уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен 3,2 миллион тенкӗ хушма укҫа кӗнӗ, страхлакан взноссем – 7,2 миллион тенкӗ.
Хӑш-пӗр районпа хулара ведомствӑсем хушшинчи комиссисем ӗҫе тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫласа пыманни сисӗнет. Начар енчен Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Красноармейски, Куславкка, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри районӗсене тата Ҫӗмӗрлепе Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене асӑнса хӑварнӑ.
Пирӗн ҫӗршывра, апла пулсан, Чӑваш Енре те ҫурт-йӗр хакӗ кӑҫал каллех ӳсӗ. Ҫакӑ тара пама хваттер туянакансен йышӗ ӳснипе тата строительство материалӗсен хакӗ хӑпарнипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки Наци кредит рейтингӗн агентстви пӗлтернӗ.
Маларах асӑннӑ ҫӑлтава пула кредитӑн вӑтам виҫи хӑпарса пырать, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчипе танлаштарсан кӑҫалхи асӑннӑ тапхӑр тӗлӗнче 29 процент ӳснӗ (Тӗп банк пӗлтернӗ тӑрӑх, 2,9 миллион тенке ҫитнӗ).
Тишкерӳҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, банксен вӑтам ставки 8 процентран пуҫласа 9 процент таран хӑпарӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ программӑпа чи пысӑк ставки виҫи 6,5 процентран 7 процента ҫитет. Тепӗр тӗп ҫӗнӗлӗх — ҫӑмӑллӑхлӑ программӑн чи пысӑк виҫи ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗнче 3 миллион тенкӗпе танлашасси.
Чӑваш Ене кӑшӑлвирусӑн Инди штамӗ те ҫитнӗ. Кун пирки Шупашкар мэрийӗнче иртнӗ планеркӑра Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вера Головач пӗлтернӗ.
«Пирӗн патра кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ штамӗпе чирлисене шута илме тытӑнтӑмӑр. Маларах Британи штамне шута илнӗ, юлашки кунсенче вирусӑн Инди штамне регистрациленӗ», – тенӗ Вера Головач.
Мускав мэрӗ Сергей Собянин иртнӗ эрнере пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакансенчен кӑшӑлвируспа чирленисен 90-а яхӑн проценчӗн Инди штамне тупса палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, Шупашкар сити-менеджерӗ Алексей Ладыков та кӑшӑлвирусран паян прививка тутарнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмра пӗлтернӗ.
Шыва кӗмелли сезон 3 эрне каялла уҫӑлнӑ. Ҫак тапхӑрта республикӑра 5 ҫын путса вилнӗ. Статистика савӑнтармасть.
5 ҫынран пӗри – 14 ҫулти ҫамрӑк. Шупашкарта Тӗп, Ҫӗнӗ сала, Афанасьев, Сулахай ҫыран пляжсенче шыва кӗрекенсене 24 матрос-ҫӑлавҫӑ пӑхса тӑрать. Вӗсем кашни кун 10-ран пуҫласа 20 сехетчен постра тӑраҫҫӗ. Ку таранччен вӗсем 2 ачана тата 1 хӗрарӑма ҫӑлнӑ.
Инкек ан пултӑр тесе Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем профилактика ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ.
Кӑҫал кӑрлач-ака уйӑхӗсенче республикӑра 6167 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 995 ҫын ытларах. Пӗлтӗр 5172 ҫын вилнӗ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫын вилесси 19,2 процент ӳснӗ.
Ача ҫураласси вара чакнӑ. Ку тапхӑрта, пӗлтӗрхи ҫак уйӑхсемпе танлаштарсан, 92 пепке сахалрах ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫапла майпа республикӑра халӑх йышӗ 2680 ҫын чакнӑ. Ҫулталӑк каялла ку кӑтарту 1593 ҫынпа танлашнӑ.
2019 ҫулта карлач-ака уйӑхӗсенче 5139 ҫын вилнӗ, 3721 ача ҫуралнӑ. Халӑх йышӗ 1418 ҫын чакнӑ.
Чӑваш Енре кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен республикӑра 4489 ача ҫуралнӑ. Вӗсенчен 2298-шӗ – арҫын ача, 2191-шӗ – хӗрача.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 100 йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8 мӑшӑр нумайрах.
Ытларах йӗкӗрешсем Шупашкарта ҫуралнӑ: 58 мӑшӑр. Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 йӗкӗреш ҫуралнӑ. Канаш, Улатӑр хулисенче 6-шар йӗкӗреш, Муркаш тата Шупашкар районӗсенче 4-шар йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Патӑрьел, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрлере 2-ше йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Пӗлтӗрхи 5 уйӑхрипе танлаштарсан кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче Чӑваш Енре ӗҫри инкексен шучӗ 1,12 хут чакнӑ.
Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче хыпарланине ӗненсен, производствӑра суранланассине чакарас енӗпе юлашки 8 ҫулта туса ирттернӗ профилактика мери хӑйӗн ҫимӗҫне кӳрет. Апла пулин те ӗҫ сыхлавӗпе ҫителӗксӗр ӗҫлекен предприяти-организацисем те ҫук мар. Инкексем ытларах чухне строительство е ял хуҫалӑхӗ евӗр отрасльсенче пулса иртеҫҫӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче производствӑра 6 инкек пулса иртнӗ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ йывӑррисен шутне кӗрет. Пӗринче вара харӑсах икӗ ҫын (пӗри — йывӑр, тепри — ҫӑмӑл) суранланнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн коммуналлӑ пулӑшушӑн хальхинчен ытларах тӳлеме пуҫлӑпӑр.
Республикӑн конкурентлӑ политика тата тарифсен патшалӑх служби ӗнер брифинг ирттернӗ. Унта ведомство ертӳҫи Надежда Колебанова ӑшӑшӑн хак 3,4 процентран, вӗри тата сивӗ шывшӑн, хваттертен тухса каякан таса мар шывшӑн 3,9 процентран, йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн 3,4 процентран ытла ӳсмессине шантарнӑ.
Хулара пурӑнакансем 1 киловатт-сехет электроэнергишӗн 12 пус, ялтисем 8 пус нумайрах тӳлеме тытӑнӗҫ. Хуларисемшӗн хак 3,6 тенкӗ пулӗ, ялтисемшӗн — 2,52 тенкӗ.
Ҫутҫанталӑк газӗн 1 кубла метрӗшӗн хак 17 тенкӗ ӳссе 6,05 пуса ҫитӗ.
Йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн хулара пурӑнакансем ҫын пуҫне 64,89 тенкӗ тӳлеме пуҫлӗҫ (хак 2,13 тенкӗ ӳсӗ), ялтисем — 51,71 тенкӗ (хак 1,69 тенкӗ ӳсӗ).
Пирӗн республикӑри предприяти-организацие ӗҫ профессиллӗ специалистсем питех те кирлӗ. Ҫакӑнта слесарьсене, ҫӗвӗҫсене, парикмахерсене тата поварсене асӑнмалла. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ун пек кашни специальность пуҫне вӑтамран 600 ваканси сӗнеҫҫӗ.
Савутсенче сварщиксем ҫитменнипе аптӑраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ун пеккисем 250 ҫын кирлӗ. Республикӑн ӗҫлӗх служби ҫынсене сварщика вӗренме ярать. Професси пӗлӗвне Алла илмелли вӗрентӗве «WorldSkills» организацире йӗркеленӗ. Сварщиксем, сӑмахран, «Промтрактор» савута та кирлӗ. Ҫамрӑк специалистсене асӑннӑ савут хӑй те вӗрентсе хатӗрлет.
Чӑваш Енӗн кивӗ Правительство ҫуртӗнче мӗн пулсан лайӑхрах? Чӑваш Енре пурӑнакансем кун пирки хӑйсен шухӑшне «Чӑваш Республики» ушкӑнра пӗлтерме пултарнӑ.
Ыйтӑма 1200 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Сасӑланисенчен ытларахӑшӗ (32,57%) аслӑ шкула вӗренӳ корпусӗ валли пама сӗннӗ. 14,26 проценчӗ шкул уҫтарасшӑн. Тӗрлӗ мероприяти (куравсем, конференцисем, форумсем тата ытти) валли усӑ курма сӗнекен те пур. Ун пек шухӑшлисем — 13,63 процент. 11,89
проценчӗ уҫтарасшӑн. Администраци ҫурчӗ пултӑр тенисем — 8,72 процент.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |