Чӑвашстат Чӑваш Енрен мӗн чухлӗ ҫын кайнине шутланӑ. Кӑҫалхи статистикӑпа паллашар.
Чӑвашстат сайтӗнчи документа тишкерес тӗк, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче республикӑран 2365 ҫын тухса кайнӑ. Пирӗн пата пурӑнма куҫакансем вара сахалрах: 2275 ҫын.
Эппин, кӑҫалхи пӗрремӗш уйӑхра Чӑваш Енре миграци пӗчӗкленнӗ – 90 сахалланнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр миграци кӑтартӑвӗ минус 2232 ҫынпа танлашнӑ. Апла республикӑран каякансем, килекенсемпе танлаштарсан, нумайрах.
Кӑҫал пирӗн тӑрӑхра юр нумай ҫурӗ, ҫавна май ҫурхи шыв самай пулӗ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, ейӳ ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланма пултарать. Ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур вырӑнсем нумай. Аса илтерер: Шупашкарта кӑна ун пеккисем — 19 вырӑн. Унта специалистсем кашни кунах ҫитсе тӗрӗслеҫҫӗ.
Шыв Шупашкарти 2-мӗш ТЭЦ, сӗт-ҫу савучӗн тата Биологилле тасатмалли сооруженисен территорийӗсене илме пултарать. Кун пирки Чӑваш Ен Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лау-тӑру патшалӑх комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Николай Иванов республикӑри МИХсенчен пӗрне пӗлтернӗ.
Ейӳ илес хӑрушлӑх пур территорисене 1,5 пин ҫурт лекме пултарать. Вӗсенче пуӑнакансене эвакуацилеме вырӑнсем хатӗрленӗ.
Паян республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Ларура ведомствӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ.
«Ковида пула пӗлтӗр эпир 877 ҫынна ҫухатрӑмӑр. Вӗсенчен ытларахӑшӗ тӗрлӗ чир-чӗрпе чирлекенсем пулнӑ. Вилнисенчен ун пеккисем — 90 процент таран. Ҫав шутра аслӑ ҫулхисем — 80 процент ытла», – тенӗ сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов.
Ҫав вӑхӑтрах онкологи чирӗсенчен вилекенсен йышӗ чакнӑ.
Тухтӑрсем ҫитменни пирки те каланӑ. Пирӗн республикӑра педиатрсем, пӗтӗмӗшле практика врачӗсем, анестезиологсем тата хирургсем ҫитмеҫҫӗ.
Республикӑра пӗлтӗр ҫын вилесси24 процент ӳснӗ. Паллӑ ӗнтӗ: ку пандемипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вилнисен 90 проценчӗн вӑраха кайнӑ чирсем пулнӑ. Вӗсен 80 проценчӗ – ватӑ ҫынсем. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пӗлтернӗ. Вӑл пӗлтӗр кӑшӑлвирусран 877 ҫын вилнине пӗлтернӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, ҫын вилеслӗхӗ 24,2 процент ӳснӗ. Ытларах ҫынсем юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсене пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫак сӑлтава пула вилеслӗх 18,5 процент ӳснӗ.
Ҫав вӑхӑтрах республикӑра усал шыҫӑран вилекенсен шучӗ чакнӑ.
Чӑваш Енре пӑлан шучӗ пилӗк хут чакнӑ, пӑшисен – икӗ хут. Ҫакӑ вӗсен йышне шутласа кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫиеле тухнӑ.
Пӑлансемпе пӑшисен йышне специалистсем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен шутланӑ. Ӑна вӗсем чӗрчунсен йӗрне кура палӑртаҫҫӗ.
Специалистсем 270 маршрутпа 2874,6 километр тӑршшӗ утнине ӗнентереҫҫӗ. Чӗрчунсен йышне шутлама Чӗрчунсене тата уйрӑмах асӑрхамалли ҫутҫанталӑк вырӑнӗсене тӗрӗслекен дирекци инспекторӗсем те кӑҫал хутшӑннӑ. Ҫавна май тӗрӗс цифрӑна палӑртма май килнӗ.
2021 ҫулта пирӗн республикӑра 1095 пӑши тата 282 палан пуррине палӑртнӑ. Пӑшисем Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Улатӑр тата Канаш районӗсенче йышлӑ, пӑлансем – Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче.
«Шел те, 2019 ҫулта ҫурҫӗр пӑланне Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекинчен кӑларчӗҫ», – тенӗ «Ҫыхӑнура» форум журналистне эпир маларах асӑннӑ дирекци пуҫлӑхӗн ҫумӗ, биологи наукисен кандидачӗ Геннадий Исаков.
Кӑшӑлвируспа хӑш районта ытларах чирлеҫҫӗ? Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне хатӗрленӗ «вирус карттине» тишкерер.
Хӗрлӗ Чутай тата Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле хули – ҫак муниципалитетсенче чирлес хӑрушлӑх пысӑк. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче – 287, Хӗрлӗ Чутай районӗнче – 345, Ҫӗмӗрлере 681 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ.
Паллах, ытларах ку енӗпе Шупашкар «палӑрнӑ». Унта 10904 ҫын чирленӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкар (1632 ҫын). Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗ (1100), Ҫӗмӗрле (681), Улатӑр (672) пыраҫҫӗ.
Чи сахал ҫын чирленисен йышне ҫаксем кӗнӗ: Йӗпреҫ районӗ (185), Красноармейски районӗ (178), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (173), Ҫӗмӗрле районӗ (137).
Коррупци енчен – варринче
Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ҫӗршывӑн регионӗсенче коррупци епле сарӑлнине тишкернӗ. Пирӗн республика танлаштарӑмра – варринче.
Коррупци чи вӑйлӑ сарӑлнӑ субъектсен танлаштарӑмне Тутарстан уҫать. Ун хыҫҫӑн списокра — Ставрополь тӑрӑхӗ, Мускав облаҫӗ, Пушкӑртстан, Краснодар тӑрӑхӗ, Челепир тата Ростов облаҫӗсем, Дагестан тата Пермь тӑрӑхӗ. Кун пирки «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентствине коррупципе кӗрешекен саккун пурнӑҫланнине сӑнакан управлени пуҫлӑхӗ Виктор Балдин пӗлтернӗ.
Специалистсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, коррупци вӑйлӑ сарӑлнӑ регионсен шутне укҫа-тенкӗ, пысӑк предприятисем енчен пуян, федерацин влаҫ органӗсем йышлӑ субъектсем лекеҫҫӗ.
Пирӗн республикӑра сӗрӗм тивнипе вилекенсем йышлӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫак сӑлтавпа 7 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Чӑваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Иванов Правительство ҫуртӗнче паян иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗрӗм тивнӗ тӗҫлӗхсен шучӗ 5,7 хут нумайланнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 17 ҫынна сӗрӗм тивнӗ, пӗлтӗрхи ҫав тапхӑрта – 3 ҫынна. Кӑҫал ҫичӗ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, пӗлтӗхи танлаштаруллӑ тапхӑрта – пӗр ҫын.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ӗҫсӗррисен йышне эрнесерен пӗтӗмлетет. Паянхи кун тӗлне илсен, ӗҫсӗрлӗх центрӗсенче шута илнисен йышӗ 11 пин те 529 ҫынпа танлашнӑ. Ку вӑл ӗҫлекенсен пӗтӗмӗшле йышӗн 1,9 проценчӗ тенине пӗлтерет.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра ӗҫсӗррисене тӳлекен пособин чи пысӑк виҫи 12 пин те 130 тенкӗпе танлашать, чи пӗчӗкки – 1500 тенкӗ. Кама миҫе тенкӗ тӳлесси ҫыннӑн шалӑвӗнчен килет. Малтанхи виҫӗ уйӑхра шалӑвӑн 75 поценчӗ чухлӗ (анчах чи пысӑк пособи виҫинчен ытла мар) тӳлесе тӑраҫҫӗ, тепӗр икӗ уйӑх – 60 процент (анчах 5 пинрен ытла мар).
Ӗҫсӗрлӗх пособине пирӗн ҫӗршывра 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, кӑшӑлвирус алхасма пуҫланнӑ вӑхӑтра, 8 пинрен 12 пин те 130 тенке ҫити ӳстернӗччӗ. Малтанласа вӑхӑтлӑх мера терӗҫ те, анчах кайран та вӑл виҫене чакамарӗҫ.
Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшакан фонд ачасене тата ачаллӑ ҫемьесене пулӑшакан ятарлӑ соцслужбӑсем йӗркелемелли конкурс ирттерет. Фонда ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 115 заявка пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Енрен – ҫиччӗ.
Конкурс темиҫе тапхӑрпа иртет. Унӑн иккӗмӗш ӑстрӑмне Раҫҫей Федерацийӗн 44 субъектӗнчен 81 заявка суйласа илнӗ, ҫав шутра пирӗн республикӑран тӑратнӑ пиллӗк проект кӗнӗ. Юрӑхлисене хатӗрленисен йышӗнче – Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен Ҫӗрпӳри центр, Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен Шупашкарти центр, Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен Куславккари центр, Ҫул ҫитмен ачасен Ҫӗнӗ Шупашкарти социаллӑ реабилитаци центрӗ, Чӑваш Ен Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Ачасен реаблитаци центрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |