Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫулсерен Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн хулан хисеплӗ ҫыннине палӑртасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ку ята тивӗҫессишӗн 3 ҫын кӗрешӗ. Сасӑлава утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен "Уҫӑ хула" порталта хутшӑнма пулать.
Пӗрремӗш кандидат - Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗ Елена Бадаева. Иккӗмӗш ҫын - Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч. Вӑл ЧАССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Канаш районӗн хисеплӗ ҫынни. Виҫсӗмӗш кандидат - "Отделфинстрой" строительство организацийӗн тӗп директорӗ Александр Черкунов.
Agabazar // 1100.57.6949
2022.07.15 21:33 | |
Пулĕ-и, пулаймĕ-и, — кандидата тăниех пысăк пĕлтерĕшлĕ. | |
Евразиец // 1855.68.3619
2022.07.16 18:43 | |
На почетный бесспорно достоин Анатолий Ефимович! | |
Agabazar // 4033.0.8951
2022.07.19 18:57 | |
Чăвашла кала. | |
Agabazar // 4033.0.8951
2022.07.20 19:09 | |
Путин патне çыру яракан çынна хисеплĕ ят памаллах. | |
