Шупашкарти С.М. Максимов ячӗллӗ музыка училищинче флейта ӑсталӑхне туптакан ачасем Испанирен ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Кун пек пысӑк ӑнӑҫу вӗсемшӗн пӗрремӗш хут мар пулин те малти вырӑна тухма кӑмӑлли каламасӑрах паллӑ.
Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи «Кӗвӗ-ҫемӗ Ривьери» конкурсра вӗсем кашни ушкӑнрах тата номинацирех ҫӗнтерме пултарнӑ. Ачасем чӑвашсен, вырӑссен, ют ҫӗршыв композиторӗсен 23 хайлавӗпе сцена ҫине тухнӑ. Вӗсене кӗвӗ-ҫемӗ тӗнчине илсе кӗрекенни — Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анжела Сидорова.
Сӑмах май, музыка училищинче вӗренекенсен пултарулӑхӗпе испан халӑхӗ кӑна мар, Францирен, Германирен, Италирен килнӗ туристсем те хаваспах паллашнӑ-мӗн.
Инҫе ҫӗре кайнӑ Шупашкар ачисен асӗнче ҫул май Франципе Германи ҫӗршывӗсенче тата Монакопа Мотне-Карло хулисенче пулни те чылайлӑха асра юлӗ.
Юнкун, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Раҫҫей вӑрман лартса-ӳстерес кунне уявлать. Шӑпах ҫак кун ҫунҫанталӑка, ҫӗршыв илемне юратакансене пурне те Йӑлӑм енчи вӑрмана пушарпа сиенленнӗ вырӑнсене сыватма — йывӑҫсем лартма, тирпейлӗх кӳме — чӗнеҫҫӗ.
Акцине хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансен Республика тӳремне 7:45–8:00 сехете пухӑнмалла. Йӗркелӳҫӗсем пурне те автобуспа Йӑлӑм енне илсе кайӗҫ.
Хутшӑнакансене вӗри апатпа сӑйлӗҫ. Йывӑҫ лартас ӗҫ тулли кӑмӑлпа, кӑсӑклӑ иртессе шантараҫҫӗ. Ушкӑнпа килекенсене парнесемпе чыслама паллӑртнӑ.
Акцие хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансем ҫак адреспа регестрациленме пултараҫҫӗ: http://vk.com/topic-53444776_28109752
Кӑҫалхи Ҫӗнтерӳ кун уявӗ Шупашкарта самаях кӑсӑклӑ та савӑнӑҫлӑ иртрӗ. Савӑк кӳнӗсӗр пуҫне хула ҫыннисемпе хӑш-пӗр ветерансен кӑмӑла хуҫакан пулӑмсемпе те тӗл пулма килчӗ — Ҫӗнтерӳ кунне уявлани ҫынсен ҫипуҫӗ ҫинче ятарлӑ паллӑ евӗр асӑнмалӑх юлнӑ иккен.
Кӗҫнерникун, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ кунне уявлама Шупашкарти хӗрлӗ тӳремре нумаййӑн пуҫтарӑннине пурте асӑрхарӗҫ пулӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш академи драма театрӗ умне те концерта пӑхма пынӑ ҫынсем сахал марччӗ.
Сценӑран инҫех мар 7 сарӑ тӗслӗ сак вырнаҫнӑ. Вӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн кӑшт маларах ҫеҫ сӑрланӑ пулнӑ имӗш. Сак ҫинчи сӑрӑ вара типсе ҫитеймен-мӗн. Уява пынӑ ҫынсен каланӑ тӑрӑх сак ҫывӑхӗнче «Сӑрланӑ» асӑрхаттару хучӗ те пулман, ҫавӑнпа канса илес тӗлӗшпе сак ҫине сахал мар ҫын ларнӑ — хӑйсен ҫипуҫӗсене варалатнӑ.
Сак «капкӑнне» лекнӗ ҫынсем хушшинче шел пулин ветерансем те пулнӑ.
— Эпӗ кӳлмек тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн канас тесе ҫывӑхри сак ҫине ларма шутларӑм — шӑлавара та, курткӑна та варалатрӑм.
Чӑвашри оппозици ҫыннисен аллине ФСБ ҫырса пыракан список лекнӗ иккен — унта общество ыйтӑвӗсене хускатакан хастарсем, журналистсем, ҫавӑн пекех ытти тӗрлӗ енлӗ ҫынсем кӗнӗ.
Республика ШӖМӗн экстремизмпа кӗрешекен центрӗн («Э» центр) списокӗнче Альбир Крганов (1-мӗш), Илья Алексеев (6), Эдурад Мочалов (12), Дмитрий Каруев (14), Илья Иванов (18), Павел Кашин (20), Алексей Глухов (23), Константин Ишутов (25), Игорь Ефимов (29), Алексей Радченко (33), Александр Блинов (35) тата ыттисем пур.
Дмитрий Каруев хӑйӗн шухӑшӗнче экстремизмпа кӗрешекенсем чӑннипе ӗҫлес вырӑнне вӗт-вак япалапа аппаланни пирки пӗлтерет. Вӗсем, имӗш, чӑн-чӑн йӗрке пӑсакансене шырас вырӑнне митингсемпе халӑх пухӑвӗсене ҫӳресе унта хутшӑнакан ҫынсен ячӗсене ҫырса ҫӳреҫҫӗ. Ку вӑл пӗр енчен тӳре-шара ӗҫӗпе килӗшмен ҫынсем влаҫрисемшӗн ытти вӑрӑ-хурахран ытларах хӑратнине пӗлтерет пулӗ.
Ку йыш суя е чӑн пулнине ШӖМ ӗҫченӗсем хальлӗхе пӗлтермен-ха. Тен, кану кунӗсем иртсен калӗҫ?
Ҫӗнтерӳ кунӗн уявӗ кӗрлесе иртсе кайрӗ пулин те, вӑл кун ҫинчен паян та Шупашкар хулин хӑш-пӗр ҫыннисемпе ШӖМ ӗҫченӗсем сӑмахлаҫҫӗ.
Ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче ирхине Граждански урамӗнче вырнаҫнӑ пӗр кафене вӑрӑ-хурах чӳречене ҫӗмӗрсе кӗнӗ пулнӑ-мӗн. Асӑннӑ кафе ЧОП сыхлавӗпе усӑ курса тӑнӑ. Ҫурт-йӗрти сигнализаци ӗҫлесе кайнӑ хыҫҫӑн хуралҫӑсем кафене кайса пӑхнӑ. Анчах вӑл вӑхӑталла вӑрӑ тарма та ӗлкернӗ иккен. Хуралҫӑсем нимӗнле иккӗлентерекен пулӑма асӑрхаманнипе каялла ҫул тытнӑ. Вӑрӑ-хурах вара ҫав вӑхӑтрах каферен инҫе мар тӑнӑ. Хуралҫӑсем кайнине сиссенех пӗр иккеленмесӗр таврӑнса икӗ система блокне, 3 монитора, 3 флэшкарта вӑрласа тухнӑ.
Ҫарату вырӑнне полицин 5-мӗш пайӗн тӗпчевпе оперативлӑ ушкӑнӗ килсе ҫитнӗ. Кафе пӳлӗмне тӗпченӗ, видео ҫыракан камерӑн материалӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн полици ӗҫченӗсем шырава тухнӑ. Ку вӑхӑталла вӗсем кам ҫаратма пултарнине те пӗлнӗ ӗнтӗ. Хураха полицин 5-мӗш пайӗн ӗҫченӗсем ҫав кунах 19 сехетсенче тытса чарнӑ. Кафене ҫаратаканни Шупашкар хулинче пурӑнакан 31 ҫулхи арҫын тесе шутлаҫҫӗ.
Ҫапла вара вӑрӑ-хурах кӗске вӑхӑт хушшинчех полицайсен аллине лекнӗ.
Тӗнчипе паллӑ чӑваш сӑвӑҫи К.В. Иванов хӑйӗн «Нарпи» поэминче этемӗн мӑнаҫлӑхӗ пирки ҫапла ҫырать: «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере Вӑйли ҫук та этемрен: Шывсем ҫинче, ҫӗр ҫинче Хуҫа пулса вӑл тӑрать». Чӑнах та, ҫутӑ тӗнчере этемрен вӑйли ҫук пекех туянать. Анчах пур этем те хӑй тӗнчинчен иртейместех. Кирек хӑш саманара та, кирек хӑш вӑхӑтра та тулли е «катӑк» пурнӑҫпа пурӑнакансене этемлӗх чысӗнчен кӑларакан кӑлтӑксем пур. Вӗсем шутне сывлӑха самаях хавшатакан тӗрлӗрен алкоголь шӗвӗксем, ӳпкене пӗтерекен чӗлӗмсем кӗреҫҫӗ.
Кашни ҫулах тенӗ пек пуҫлӑхсем асӑннӑ ыйтупа пуҫсене ватаҫҫӗ, хытӑ меслетсем шыраса ҫынна сиенлӗ йӑларан пушшех хӑтӑлтарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Кӑҫал та, ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗнче ҫӗнӗ саккун пурнӑҫа кӗрӗ. Ку саккун обществӑллӑ вырӑнсенче чӗлем туртма чарать имӗш.
Ҫынсем йышлӑрах ҫӳрекен вырӑн шутне вӑрӑмрах маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссене те кӗртнӗ иккен. Ку хыпара ИТАР-ТАСС пӗлтерӳ агенстви те ҫирӗплетет. Вӑрӑм ҫула тухнӑ пассажирсен хушшинчи чӗлӗме паклаттарма кӑмӑл тӑвакансем «чунӗсене» малашне чарӑну тунӑ вӑхӑтра ҫеҫ, платформа ҫине тухса кантарма пултарӗҫ.
Ача ҫураласси ҫемьере яланах пысӑк савӑнӑҫ кӳнӗ. Пепкем ҫуралнӑранпа ашшӗ-амӑшӗсене ырӑ тӑрмашусем кӗтеҫҫӗ. Ачана ят парасси те хӑйне май самаях шутлатаракан ӗҫ-пуҫ. Ҫут тӗнчене килнӗ пепке мӗнле ятӑрпа пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑни — пӗтӗмпе ашшӗ-амӑшӗнчен килет.
Шупашкар хулинчи Ленин районӗнче ака уйӑхӗнче пӗтӗме 163 пӗчӗк шӑпӑрлан ҫуралнӑ имӗш. Вӗсенчен 79 — арҫын ача, 84 — хӗрача. Хулана пӗтӗмӗшле илсен вара ака уйӑхӗнче 657 пепке ҫуралнӑ.
Ленин районӗн администрацийӗн ЗАГС уйрӑмӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗнче ҫуралнӑ пепкемсене ят панӑ чухне ашшӗ-амӑшӗ ытларах Кирилл (10) тата Александр (8) ятсем кӑмӑлланӑ. Асӑннӑ уйӑхра хӗрача ячӗсем хушшинчи чи паллӑ ят вара — Виктория (9) тата Полина (6). Унсӑр пуҫне ҫак районтах ашшӗ-амӑшӗ ачана ят парас ӗҫ-пуҫра хутран-ситрен ҫеҫ тӗл пулакан ятсем те тӑтӑшах усӑ курнӑ: Матвей, Марк, Арнольд, Евдоким, Ролан, Богомил, Ева, Злата, Ариадна, Раиса, Амелия, Мариям, Таисия тата ыт. те. Ҫак йыша вуланӑ майӑн вӗсен хушшинче чӑвашла ятсем ҫуккине сайра тӗл пулаканнисен шутне кӗменнипе ӑнлантарма пулӗччӗ те, анчах та чӑннипе вара вӗсем ҫинчен халӑх пӗрре те пӗлмест пулас.
Ҫу кунӗсем ҫитнӗрен ҫурт-йӗрсенче ӑшӑту тапхӑрӗ вӗҫленчӗ пулин те коммуналлӑ хуҫалӑхсӑм ӗҫсӗр лармаҫҫӗ. 2013–2014 ҫулсенчи ӑшӑту сезонне хатӗрленес тӗллевсемпе «Коммуналлӑ технологисем» ТМЯО предприяти ҫитес кунсенче Шупашкар хулинчи магистраллӑ, кварталлӑ вӗри шыв пӑрӑхӗсен каналӗсен гидравлика тӗрӗслевне ирттерме паллӑртнӑ.
Тӗрӗслев ирттернӗ вӑхӑтра Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи («В.И. Чапаев ячӗллӗ ПО», ТЭЦ-1, ТЭЦ-2 ФГУП котельни) планпа киллешӳллӗн ҫу уйӑхӗн 14–17 кунсем хушшинче ҫурт-йӗрсенче вӗри шыв кранран вӑхӑтлӑха юхма чаранӗ. Хула центрне тивӗҫтерекен ТЭЦ-1 котельнинче вӗри шыва ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 16-мӗшччен чарӗҫ. Кӑнтӑр районӗнче (ТЭЦ-2) ӗҫсем ытларах пырӗҫ, 14–18 кунсем хушшинче. Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче вара кил-ҫуртсенче 14–16-мӗш кунсем хушшинче вӗри шыв юхма чарӑнать.
Унсӑр пуҫне тата «Коммуналлӑ технологи» организаци кӗркуннехи-хӗллехи 2013–2014 ҫулсенчи ӑшӑту тапхӑрне хатӗрленес тӗллевсемпе ятарлӑ план хатӗрленӗ. Планпа килӗшӳллӗн ӑшӑту тетелӗсен 9 яхӑн ҫухрӑма, 17 хурана, шыва вӗрилентерекен 20 секцие, 10 насуса тата 25 техника ҫурт-йӗрӗсене тӗплӗ юсав кӗтӗ.
Хулара пурӑнакансен паянхи кун та самаях ҫивӗч тӑракан ыйту вӑл — хӑйсем пурӑнакан ҫуртӑн подъезденче мӗнлерех майпа яланлӑха тасалӑхпа йӗрке тытса пырасси. Ҫӳп-ҫап пӑрахма, ӳнерҫӗ ӑсталӑхне хӳме ҫинче аталантарма юратакансем ҫуртра пурӑнакансемпе, подъезд хӑнисем хушшинче те самаях тупӑнаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче, Короленко урамӗнчи 6-мӗш «а» адреспа вырнаҫнӑ подъездра нумай та пулмасть ҫак ыйтупа хӑйне евӗрле кӗрешме шутланӑ. Вырӑс чӗлхипе хут таткинче ҫырнӑ питлевлӗ чӗнӳ «Ҫуп-ҫап пӑрахрӑн пулсан — нӑрӑхлатма ан ман» подъездра ҫӳпӗлеме юратакансем валли хӑйне майлӑ девиз пулса тӑчӗ тейӗн. Пыльчӑк ҫинче йӑваланса выртма юратакан чӗрчун ятне илес маррисем тӳррех паллӑртнӑ ҫын йӗркисене пӑхӑнма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та 6-мӗш подъездра нӑрӑхлатакан ҫын юлманнине ӗнентереҫҫӗ.
«Шупашкар хулинчи машин тӑвакан текникумра вӗренекен студента вӗрентекене тискеррӗн хӗненӗшӗн суд 7 ҫуллӑха колонийе ӑсатмалла тунӑ», — пӗлтереҫҫӗ Чӑваш Республикин прокуратуринче.
Следстви материалӗ тӑрӑх юпан 29-мӗшӗнче 19 ҫулхи Сергей Абржин техникум коридорӗнче вӗрентекенпе тытӑҫса илнӗ. Студента тата унпа тӑракан каччӑсене техникум преподавателӗ хӑйсене йӗркеллӗ тытмалли ҫинчен асӑрхаттару туни килӗшмен пулас.
«Ытти вӗрентекенсемпе студентсем умӗнчех Абржин тата следстви ятне-шывне тӗпчесе ҫитереймен каччӑсем преподавателе ураран ӳкерсе алӑпа-урапа ҫапса-тапса ҫав терийӗх хаяррӑн ватнӑ», — паллӑртаҫҫӗ следстви хутӗнче. Ҫак тискерлӗхе пула преподаватель хытах сусӑрланса инвалид тӑрса юлнӑ.
Хӑйне тунӑ айӑпа Абржин пайӑмлӑ ҫеҫ йышӑннӑ. Студент шухӑшӗпе вӑл вӗрентекен сӑмахӗсемпе килӗшсех кайман, вара чӑтса тӑраймасӑр преподавателе алла чышкӑласа питрен ҫиҫсе янӑ. Ҫакна пула вӗрентекен ура ҫинче тытӑнса юлаймасӑр бетонлӑ урай ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ.
Анчах судӑн медицина эксперчӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Сергей Абржин каланӑ сӑмахсем суя пулнине кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |