«Одис-отель» (маларах «Сувар» ятпа хӑпартма тытӑннӑскер) ҫуртӗнче тилӗ вырӑн тупнӑ тет. Ӑна чи малтан вырсарникун ирхи курнӑ иккен. Ҫынсем пӗрлехи диспетчер службине шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн туса ҫитермен ҫурт патне Патшалӑхсунарпулӑслужбин ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Анчах хӑна ҫурчӗн «чи пӗрремӗш пурӑнаканӗ» вӗсене сиссен ҫурт ӑшӗнче ҫухалнӑ тет.
Патшалӑхсунарпулӑслужбӑн пуҫлӑхӗ Владимир Кузюков каласа панӑ тӑрӑх тилӗсем Шупашкарта тахҫанах пурӑнаҫҫӗ иккен, сӑмахран Юрӑҫсен лаптӑкӗ таврашӗнче, Атӑл хӗрринче вӗсен йӑвисем пур. Владимир Кузюков шухӑшӗпе ку тилӗ каҫхи киле таврӑнайманнип туса ҫитермен ҫурта суйлама пултарнӑ. Ялсенче те тилӗсем час-часах пӑрахса кайнӑ ҫуртсенче пурӑнаҫҫӗ иккен.
«Сувар» хӑна ҫуртне 2006 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хӑпартма пуҫланӑ. 2008 ҫулта укҫа-тенкӗ ҫитменнине пула ӗҫ чӑхӑмланса ларнӑ. Темиҫе ҫул хуҫасӑр тӑракан ҫурта 2011 ҫулта Мари Элти «Одис» компанисен ушкӑнӗ туяннӑ, вӗсем ӑна 2014 ҫул вӗҫне туса ҫитересшӗн.
Шупашкар хула администрацийӗ чи лайӑх тӗп планӑн ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ — конкурсра Питӗрти урбанистика институчӗ ҫӗнтернӗ.
Шупашкарӑн хальхи тӗп планне вунӑ ҫул каялла хатӗрленӗ. Унтанпа вӑл самай кивелнӗ тесе шутлаҫҫӗ, сӑмахран, ҫӗнӗ микрорайонсене шута илменнипе. Ҫӗннине хатӗрлес тӗлӗшпе ӑмӑртӑва ҫавӑн пекех Хусан, Ростов, Саранск ӑстисем хутшӑннӑ, анчах хакпа, пахалӑхпа тата хатӗрлес вӑхӑчӗпе вӗсем Питӗрти ӑстасенчен япӑхрах пулнӑ. Ҫӗнӗ плана ӑсталама пурӗ 6,2 миллион тенкӗ тӑкаклама шутлаҫҫӗ, ӑна 7 уйӑх хушшинче туса ҫитермелле. Паллах, хатӗрленӗ плана патшалӑх ӗҫченӗсем тата халӑх ырламалла.
Ҫӗнӗ тӗп плана Сосновка, Севернӑй, Ҫӗнӗ Лапсар посёлоксем тата Чантӑр ялӗ кӗмелле. Шупашкар хулин тӗп архитекторӗн Александр Шевлягин шухӑшӗпе тӗп хулапа Ҫӗнӗ Шупашкар ҫитес вӑхӑтра пӗрлешме пултарӗҫ. хальхинчи тӗп планпа мар пулин те, 15–20 ҫултан ку пулса иртмеллех.
Иртнӗ юнкун, карлачӑн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти «6х7» ӳнер галерейинче Красноармейскинчи алӗҫ ӳнерӗн «Пӳрнеске» кружокӗн куравӗ уҫӑлнӑ.
«Всем место под сияньем небесным» (чӑв. Тӳпе йӑлтӑравӗ пурин валли те) курава уҫнӑ май Чӑваш Республикин Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директор ҫумӗ Тамара Шамсеева ҫак ача-пӑча ушкӑнне пысӑк хак парса хакларӗ, вӗсем чӑннипех те «халӑх ача-пӑча кружокӗ» ята тивӗҫлине пӗлтерчӗ. Галерейӗн куравӗсене тӑтӑш хутшӑннӑшӑн тав хучӗсемпе чыслама та манмарӗ.
Ку куравра эсир ачасем тӗрленӗ алшӑллисемпе, вӗсем хатӗрленӗ теттесемпе, пуканесемпе тата ытти тӗрлӗ ӗҫсемпе паллашма пултаратӑр. Вӑл нарӑсӑн 11-мӗшӗччен ӗҫлет.
«Пӳрнеске» кружока тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем ҫӳреҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗсенче вӗсем йывӑҫпа та, пирпе те, ҫӑмпа та ӗҫлеҫҫӗ. Кружока Жанна Михайлова ертсе пырать. Вӗсен ӗҫӗсем чылай куравсене хутшӑннӑ — республика шайӗнчисене те, патшалӑх шайӗнчисене те. Тӗнче анлӑшӗпе иртнӗ куравсен дипломӗсемпе те вӗсем мухтанма пултараҫҫӗ.
Иртнӗ эрнекун, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин проспекчӗпе вырнаҫнӑ 14-мӗш ҫурт ҫинче Мария Ухсая асӑнса хӑма уҫрӗҫ. «Кӑра ҫилсем» повеҫсен авторӗ кунта 1959–1969 ҫулсенче пурӑннӑ. Асӑну хӑмине Вячеслав Немцев хатӗрленӗ.
Асӑну хӑмине ҫыравҫӑсен хӗрӗ Ольга Ухсай, Юрий Сементер сӑвӑҫ тата Сергей Павлов ҫыравҫӑ уҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех мероприятине Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов та хутшӑнчӗ.
Мария Ухсай — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ. 1908 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Карач ялӗнче ҫуралнӑ. 1969 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӑван ялӗнче вилнӗ.
Ялти хресчен ҫамрӑкӗсен шкулӗнче, Шупашкарти педагогика техникумӗнче тата педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Канашри тата Чӗмпӗр педагогика техникумсенче ӗҫленӗ. 1940 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ.
Паян Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӗвӗ иртнӗ. Парковка хакӗсемпе, пурӑнма юрӑхлӑ чи пӗчӗк виҫене (5 510 тенкӗ) пӑхса тухнисӗр пуҫне ҫул хакне ӳстересси пирки те калаҫнӑ.
Чӑваш Енри тариф тӗлӗшӗпе конкуренци политикине пӑхса тӑракан патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова ӑнлантарса панӑ тӑрӑх ҫынсене турттаракан чи пысӑк предприятисене хыснаран укҫапа пулӑшу параҫҫӗ пулин те вӗсен ӗҫӗ ҫавах тупӑшлӑ мар иккен. Ҫул укҫи ӳстернине пӗлтӗр те ҫакӑнпах сӑлтавлатчӗҫ-ха та, хаксене пысӑклатни тӑкаксене чакарайман пулас. Тепре ӳстерсен тупӑшлӑ пулма шутлаҫҫӗ-ши?
Ҫапла май нарӑсӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа автобуссенче 16 тенкӗ, электротранспортра (троллейбуссенче ӗнтӗ) 14 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитес тесен вара 19 тенкӗ кӑларса хумалла пулӗ. Уйӑхлӑх ҫул хучӗн хакӗ 650 тенке ҫитӗ, икӗ тӗслӗ транспортпа та ҫӳреме май параканнин вара — 1 пин тенке.
Альбина Егорова пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗн тӑрӑхри хаксем юнашар регионсемпе пӗр шайрах (ӗҫ укҫи хӑш шайри пирки — шӑпӑрт).
Паянхи кун, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн чаплӑ сӑвӑҫи, пултаруллӑ поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Ҫак куна асра тытса йӑлана кӗнӗ йӗркепе унӑн вилтӑпри умӗнче йышлах мар халӑх пухӑнчӗ, поэта аса илчӗ. Вӗсен хушшинче Атнер Петрович Хусанкай, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Алексей Иванов-Сӗрмек, Арсений Тарасов, Николай Плотников, Ирина Софронова тата ыттисем пулчӗҫ.
Чи малтанах Владимир Васильевич Степанов иртнӗ ҫулсенче кам килнине палӑртрӗ, вӑл вӑхӑтри ҫанталӑк пирки те пӗлтерме манмарӗ. Пухӑннӑ ҫыравҫӑсем, чӗлхеҫӗсем тата халӑхшӑн вӑй парса ӗҫлекенсем Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуларӗҫ, унӑн пурнӑҫне аса илчӗҫ.
Ҫак куна малашне те палӑртасси пирки калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн мероприяти вӗҫленчӗ.
Ку ӑмӑртӑва эпир пӗлтӗрех пуҫласаччӗ, анчах, шел те, шкулсене ҫитерме май пулманран ӗҫсене сахал ярса пачӗҫ — конкурс пирки пирӗн сайтра паллашнисем ҫеҫ хутшӑнчӗҫ ун чухне. Ҫавӑнпа та «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвне эпир малалла тӑсас терӗмӗр!
Ярса панӑ ӗҫсене кунта вырнаҫтартӑмӑр. Эсир Ширяева Наташӑпа Сергеева Дашӑн (Канаш), Парфирьев Павел, Григорьева Ксения, Антонова Юлия, Смирнова Светлана, Иванова Дарья (пурте — Шупашкартан) ӑсталанӑ комикссемпе паллашма пултаратӑр. Енчен те эсир ярса панӑ ӗҫ вӗсен хушшинче ҫук пулсан — тепӗр хут ярса парӑр (мӗн пуррине пӗтӗмпех вырнаҫтарса).
Ӑмӑртӑва пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗр-шыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев латрасшӑн.
Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.
Паян Шупашкарӑн тӗп пайӗнче икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ. Вут-ҫулӑм тухни пирки пӗлсенех кунта 4 пушар машини пырса ҫитнӗ.
Ҫулӑма ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн акӑ мӗн паллӑ пулнӑ: ҫуртӑн ҫур пайӗпе усӑ курманнипе пӗрех — пурӑнакансем унта сайтра хутра ҫеҫ килсе каяҫҫӗ иккен; иккӗмӗш ҫурринче вара пӗр пӗччен арҫын пурӑннӑ. Кӳршӗсем каласа панӑ тӑрӑх вӑл ӗҫме юратнӑ иккен. Вутпа кӗрешекенсем ҫурта тишкернӗ тӑрӑх пӗр вилӗ тупнӑ.
Пушар мӗнрен тухнине хальхи вӑхӑтра тӗпчеҫҫӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче, спорт уявне ирттернӗ май Куславккари «Атӑл» ятлӑ вӑй-хал культурипе сывлӑх сиплевӗн комплексӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртрӗ.
Ҫак кун «Атӑл» комплекса 1 168 ҫын килчӗ. 400 ҫын бассейра шыва кӗчӗ, 308 ҫын — универсаллӑ пӳлӗмпе ҫырлахрӗ. Тренажерсен залӗ 150 ҫынна илӗртрӗ, кардиотренажерсен залӗ — 30 ҫынна. Прокатра та ҫын сахал мар пулчӗ: 250 ҫын тӑркӑч илчӗ, 30 ҫын — йӗлтӗр.
Ӗнерех Ю.А. Зорин парнисемшӗн республика шайӗнчи волейбол ӑмӑртӑвне те ирттерчӗҫ. Пурӗ 13 волейболҫӑ ушкӑнӗ хутшӑнчӗ. Ҫак турнира Шупашкарти «Дент-а-мед» професилле стоматологин тӗп тухтӑрӗ Юрий Александрович Зорин йӗркеленӗ. Кӑҫалхи парне калӑпӑшӗ 40 пинпе танлашнӑ. Малти вырӑнсене Ҫӗнӗ Шупашкартан килнисем йышӑнчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна «Старко» ушкӑн тухрӗ, хӑйсемпе пӗрле вӗсем 20 пин илсе кайрӗҫ. Иккӗмӗш вырӑн «Рэмисс» ушкӑна (12 пин) лекрӗ, виҫҫӗмӗш — «Средняя Волга» (чӑв. «Вӑтам Атӑл») ушкӑна.
Спорт уявне вӑй-хал культурипе сывлӑх сиплевӗн комплексӗнче ирттерни пурне те кӑмӑла кайрӗ.
Элтепӗрӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер Михаил Игнатьев канашлу ирттернӗ. Унта хуласене шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Уйрӑмах Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Алексей Ладыковпа Александр Сироткин пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗнӗ Ҫул вӑхӑтӗнче те шывпа тивӗҫтересси лайӑх ӗҫленӗ. Шупашкарпа Етӗрнере ҫеҫ кӑрлачӑн 1-мӗшӗн каҫхине пӑтармахсем сиксе тухнӑ, анчах вӗсене тепӗр куннех юсама пултарнӑ.
Элтепӗр ҫак кун «Чӑваш Республикинчи шывпа тивӗҫтерессипе шыва ҫитерессине аталантармалли хушма ӗҫсем ҫинчен» саккуна алӑ пуснӑ иккен. Унпа килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкарӑн шывпа тивӗҫтерекен системӑсене пӗрлештересшӗн пулас. Чи малтанах Ҫӗнӗ Шупашкарти «Биологические очистные сооружения» предприятипе «Ҫӗнӗ Шупашкар хулин комуналлӑ сечӗсем» предприятие акционерлама палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |