Шупашкарти обществӑллӑ транспортсен ӗҫӗ-хӗлне хулара чупакан маршруткӑсем самаях хастаррӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Хӗрӳ вӑхӑтра (час пикра) вара маршруткӑсен пӗлтерӗшӗ ӳсех каять. Асӑннӑ обществӑллӑ транспортӑн шучӗ ӳсет пулсан та паянхи кун та транспортӑн пысӑк ҫитменлӗхӗ — ҫынсене паллӑртса хунӑ шутӗнчен нумайрах лартса ҫӳрени.
Маршрутлӑ таксисен ӗҫӗ-хӗлӗн ҫитменлӗхӗсем ҫинчен иртнӗ кунсенче Шупашкар мэринчи ларура калаҫнӑ. Журналистсем паллӑртнӑ тӑрӑх, маршруткӑн хӑш-пӗр водитӗлесӗм пӗр вӑхӑтра темиҫе ӗҫ тума пултарни тӗлентерет. Ун йышши водительсем Юлий Цезарьтен (пӗр харас темиҫе ӗҫ тума пултарнисене Юлий Цезарь тени халӑхра сӑмахлӑх ҫӳрет) нимпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ. Ҫакӑн йышши водитель ҫулпа пынӑ чух раципе, телефонпа та калаҫса илме пултарать, укҫа-тенкӗ илсе ытлашшине те шутласа пама ӗлкерет. Темиҫе функцине пурнӑҫлама пултаракан маршрут такси «ӑстисен» ӗҫӗ-хӗлӗн чи пӗлтерӗшлӗ енӗ вара — ҫул ҫинче асӑрхануллӑ та тимлӗ пуласси. Анчах шел пулин те пур водитель та ӑнлансах пӗтереймест ҫакна.
РФ управленийӗн Шупашкар хулинчи ГИБДД пайӗн начальникӑн ҫумӗ Сергей Субботкин пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал юлашки виҫӗ уйӑхсенче маршрутлӑ таксисен ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫул ҫинче йӗркене пӑсни 500 таран пулнӑ.
Ҫуркуннехи экологи шӑматкунлӑхӗсем Шупашкар хулинче ҫу уйӑхӗ таранах тӑсӑлаҫҫӗ. Паянхи куна ҫак пархатарлӑ ӗҫӗ 107 127 ҫын хутшӑннине паллӑртнӑ. Вӗсем шутӗнче министерствӑпа ведомство ӗҫченӗсем, студентсемпе предприятисен ӗҫчахӗсем тата хулари тӗрлӗ организацисем.
Пӗр вӑйпа, хастарлӑхпа хула ҫыннисем Шупашкарти тӗрлӗ лаптӑкӗсене, пӗтемӗшлӗ 4 800 куб.м. муниципаллӑ каяшсем тата 348 куб.м. йывӑҫ турачӗсенчен тасатнӑ пулнӑ-мӗн. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх экологи шӑматкунлӑне РГСУ, педуниверситет, механико-технологи, машин тӑвакан, электромеханика техникумӗсем, №23 училище вӗрекенӗсемпе пӗр тан Чӑваш Патшӑлӑх Минэкономаталанӑвӗн ӗҫченӗсем, Республика пуҫлӑхӗн администрацийӗ, ЧП Минстрой, Патшалӑх канашӗ, хула, район администрацийӗсем, Хулакомимущество, «Земельное управление» МКУ организаци сотрудникӗсем хастар хутшӑннӑ.
Пӗтемӗшлӗ вара кӗске вӑхӑт хушшинче Ачасен пултарулӑх кӗрменӗ хыҫӗнчи самаях ҫӳп-ҫаплӑ 1 лаптӑк тасалнӑ, 2 ҫӗнӗ «симӗсленнӗ» вырӑн пуҫарӑннӑ тата 11 йывӑҫлӑ-курӑклӑ ҫӗре тасатса ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ.
Ак, кӗҫӗх ҫу уйӑхӗ те ҫывхарса ҫитет. Ҫу кунӗсем ҫитнерӗн пысӑк уявсемччен та вӑхӑт нумай юлмарӗ. Вӗсем шутӗнче чи пӗлтерӗшли — Ҫӗнтерӳ кунӗ. Ҫак уяв ҫывхарнӑ май хулара тӗрлӗрен акцисем иртеҫҫӗ.
Ҫулсерен ҫынсем хушшинче георги хӑйӑвне сарас йӑла кӑҫал та пӑрахӑҫланмарӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗн символне кӑҫал пӗрремӗш хут акан 24-мӗшӗнче салатрӗҫ. Вӑл кун хула ҫыннисем хушшинче 500 яхӑн георги хӑйӑвӗ сарӑлнӑ-мӗн. Уйрӑмах «Николай косманавт урамӗ» чарӑнура тата «Мир Луксор кинотеатр» ҫывӑхӗнче ӗҫ хӗрӳ пынӑ. Ҫак сумлӑ акцин ертӳҫисем — Ленин районӗн ҫамрӑксен правительсвин ҫамрӑкӗсем. Чӗретлӗ хут Ленин районӗнче Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗ ҫӗрелле салатӗҫ.
Ҫитес кунсенче асӑннӑ акци Калининпа, Мускав районӗсенче иртӗ. Георги хӑйӑвне салатнӑ май пирӗн асаттесем ҫак вӑрҫӑра тӑван халӑхшӑн, чӑваш ҫӗрӗшӗн ҫапӑҫнине манмалла мар.
Шупашкар хулин ҫыннисем, республикӑн тӗп хулин илемӗпе, культурипе паллашма кӑмӑл тӑвакансем хулан кӳлмекӗпе уҫӑлса ҫӳренӗ май «Мать-покровительница» монуменчӗпе ҫывӑх инҫех мар вырнаҫнӑ мӑнаҫлӑн сарӑлса тӑракан, тӗксем, купаласа ҫитермен пысӑк ҫурта асӑрхама пултарнӑ ахӑртнех. «Пӗр компани ушкӑнӗн паллӑкӗ» (выр. Памятник одной группе компаний) — ҫак ҫурт ҫинчен акан 24-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетикӑпа 2015 ҫулта иртекен Европа чемпионатпа ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ май ҫапла шӑхвӑртса каларӗ республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев. Чемпионат ҫитес тӗлнелле ҫак сӗмсӗр сӑн-сӑпат кӳрекен ҫурта купаласа, «Сувар-отель» тумаллине малтанах паллӑртса хунӑ ав мӗн. Ҫапах ҫак ҫуртпа хуҫаланакан «Одис» Йошкар-Олари организаци отельне купалас ӗҫӗ паянхи кун та пуҫарӑнман. Ун вырӑннӗ ҫурт ҫинче хитре кӑнаҫ «Пуласлӑх кунта» текстлӑ пысӑк баннер ҫакӑнса тӑрать. Ку вара чӑнах та кулӑшла. Кун йышши сӑмах ҫаврӑнӑшӗн, тен, хӑйне май символла пӗлтерӗшӗ пур?
Анчах ҫак хӑна ҫуртне купаласа, ӗҫлетрсе ярас ӗҫ чемпионата ирттернӗ чухне самаях пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать.
Таврӑлӑха илем, тасалӑх кӳрес ӗҫ пирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Иртнӗ эрнесенче Шупашар хулин лаптӑкӗсенче тӗрлӗрен шӑматкунлӑхсем иртрӗҫ. Хулана илем кӳрес ӗҫре ятарлӑ ӗҫчахсемсӗр пуҫне хула ҫыннисем те хутшӑнчӗҫ.
Хамӑр тавралӑха тирпейлес тӗлӗшпе студентсем те питӗ активлӑ. Акан 22-23-мӗшӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 1-3 курс студенчӗсем кӑҫал та хаваспах экологи шӑматкунлӑхне хутшӑнчӗҫ. Университет таврашӗнчи лаптӑка ҫӳп-ҫапран тасатас ӗҫре тӑрӑшуллӑ ӗҫлерӗҫ.
И.Я. Яковлев кун-ҫулӗ чӑваш чӗлхипе культурине аталантарас ӗҫпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Унӑн ӗҫӗсем паянхи кун та пысӑк пӗлтерӗшлӗ, вӑл панӑ халалӑн ҫутти сӳнмен. Чӑваш чӗлхи эрнин кунӗсенче И.Я.Яковлев ячӗ мӑнаҫлӑ янӑрать республикӑра. Кӑҫал пирӗн ҫутлӑхҫӑ ҫуралнӑранпа 165 ҫул ҫитрӗ.
Чӑвашсен хастар ывӑлне чыслама ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче наци хастарӗсем, хула ҫыннисем, студентсем, шкул ачисем И.Я. Яковлев палӑкӗ умне пухӑнчӗҫ. И.Я. Яковлевӑн ӗҫӗ-хӗлӗн пӗлтерӗшне паллӑртса республикӑн паянхи кунра тӑван чӗлхепе культурӑна аталантарас ӗҫре вӑй хуракансем, ӗҫчӗшсем хӑйсен хӑватлӑ сӑмахӗсене митингра каларӗҫ.
Кашни чӑваш чунлӑ ҫыннӑн чӗринче И.Я. Яковлевӑн ячӗ нихӑҫанта ан тӗксемлентӗр, унӑн прахатарлӑ ӗҫне тӑсаканӗсем пирӗн хушӑра ан чакчӗр.
Кашни виҫӗ ҫулта ирттерекен «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурс кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртрӗ. Акан 25-мӗшӗнче ҫак литература ӑмӑртӑвӗ вӗҫленнин пӗтӗмлетӗвӗсене Шупашкарти ҫамрӑксемпе ача-пӑчасен тӗп библиотекинче палӑртрӗҫ. Асӑннӑ конкурсра республикӑн тӗрлӗ районӗсем, Шупашкарпа, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем хастар хутшӑнчӗҫ. Пӗтӗмпе жюри членӗсем конкурса тӑратнӑ 54 пӑхса тухнӑ: 26 ӗҫ — вырӑсла, 28 ӗҫ — чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ. Жюри членӗсем ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвесене виҫӗ номинацире хакланӑ: чӑваш (вырӑс) прози, чӑваш (вырӑс) поэзи, чӑваш (вырӑс) драмматургийӗ.
Конкурсӑн ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнисем шутне ҫак пултаруллӑ студентсем, шкул вӗренекенӗсем, ӗҫчешсем тивӗҫнӗ: Любимова Ольга Николаевна, Моисеев Дмитрий Андреевич, Оленина Мария Михайловна, Петрова Лариса Николаевна, Табакова Анна Павловна. Конкурс номиначӗсем шутне вара ҫак пултаруллӑ яш-кӗрӗм кӗрет: Австрийская (Иванова) Ольга Михайловна, Аржанова Анна Сергеевна, Владимирова Анастасия Евгеньевна, Иванова Анастасия Николаевна, Кошелева Екатерина Александровна, Ленкин Андрей Олегович, Петрова Мальвина Владимировна, Харуко Катото (Иванова Анна Владимировна), Челаукина Марина Владимировна.
Ем-ешӗл ҫӑра симӗс курӑк, куҫа илӗртекен чӗчексем, мӑнаҫлӑн ӳссе ларакан йывӑҫсем яланах Шупашкара илӗм кӳнӗ. Ҫулсерен республикӑн тӗп хулинче йывӑҫсен йышӗ ӳссех пырать.
Кӑҫал та ҫак сумлӑ ӗҫе пӑрахӑҫламан. Паян, акан 20-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче Мир проспекчӗн, 96 тата Маршак урамӗн, 6 ҫуртсен таврашӗ ҫӗнӗ йывӑҫ тӗмӗскисемпе пуянланчӗ. Мир проспекчӗн 98-мӗш ҫурчӗ патӗнче вара пӗлтӗр лартнӑ, анчах тӗрлӗ сӑлтавпа ӳссех кайман йывӑҫсене ҫӗнӗ тӗмӗсемпе улӑштарнӑ.
Хула администраци паллӑртса хунӑ тӑрӑх паян 150 спирей тӗммисем, 25 пилеш, 22 хӗвеланӑҫ туи тата 10 вӗрене лартнӑ.
Унсӑр пуҫне паян республика тӗп хулине, хулан хӑш-пӗр лаптӑкӗсене илемпе тасалӑх кӳрес, ҫӳп-ҫапран тасатас ӗҫ хастар пычӗ. «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗн, Чапаевпа Пирогов скверӗсен, Трактор тӑвакансен кӗрмен ҫывӑхӗн тавралӑхӗ самай тирпейленчӗ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра (самаях Шупашкар хулинче) такси йыше ӳсни кунран кун сисӗнме пуҫларӗ. Паянхи куна, акан 19-мӗшӗ тӗлне, республикӑра 1 194 такси регистрациленнӗ. Унсӑр пуҫне такси ӗҫӗ-хӗлӗпе усӑ курма ыйтса ҫырнӑ 908 хута та паллӑртса хӑварас пулать. Ҫынсене турттарас ӗҫпе аппаланакансен ҫӑмӑл машинисене техника, оборудовани енчен тӗреслесе килӗшӳ хутне пама йышӑннӑ. Асӑннӑ регистраци хутне илме пултарнӑ таксистсен йышне Чӑваш Енӗн транспорт министерствин сайтне кӗрсе тӗпчеме пулать.
Паянхи куна такси ӗҫӗ-хӗлӗ этем пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йӑшӑнса тӑрать. Таксипе усӑ курма кӑмӑл тӑваканнисен йышӗ те сахал мар. Каласа хӑварас пулать — саккунпа килешӳллӗн регистрациленнисемпе пӗрлех ятарлӑ хут илмен таксистсем те паян ҫитерӗклӗ. Шупашкарта, уйрӑмах ҫамрӑксем хушшинче, ҫӑмӑл машинӑллисем такси ӗҫне явӑҫни сисӗнет. Таксистсен конкуренцийӗ те ҫакна пула самаях ӳсет.
Шучӗ ӳсни пӗр енчен лайӑх та пуль, анчах та кун йышши лару-тӑру вырӑнлӑ-ши?
Тӑван тавралӑха упрамалли ҫулталӑк пынӑ май Шупашкарти Ленин районӗнче хытӑ каяша пуҫтармалли контейнерсене ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫак кунсенче, сӑмахран, Ҫӗнӗ Лапсарта евроконтейнерсем вырнаҫтарса тухрӗҫ. Киввисем вырӑнне ӗнтӗ — лешсем, евро стандартпа туманран тимӗртен хатӗрленӗскерсем, пӗрре йывӑр, тепре тутӑхаҫҫӗ. Кусене вара сӑрламасӑр та юрать — вӗсене ара питӗ чӑтӑмлӑ пластикран тунӑ-ҫке. Унсӑрӑр пуҫне вӗсен хупӑлчи те пур, тата ҫума та ҫамӑл.
Ҫӗнӗ контейнерсене нумай хваттерлӗ 20 ҫурт умне вырнаҫтарнӑ. Пурӗ 31 штук вӗсем. Ку ҫеҫ те мар, малашне кунти каяша туртаракан организаци те улшӑнӗ — ку ӗҫе «Спецавтохозяйство» АУО тӑвӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |