Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Тӗнче тетелӗнчи «Хамӑрял юррисем» конкурса хутшӑнма чӗнеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 25.07.2014 12:06 | 2221 хут пӑхнӑ
Культура

Кӑҫал, Культура ҫулталӑкӗнче, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищи — 85 ҫул, Шупашкарти ӳнер училищи 80 ҫул тултарать. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ вара тӗнче тетелӗнчи конкурса хутшӑнма чӗнет. Вӑл — «Хамӑрял юррисем» (оригинал ячӗ ҫавнашкал — ред. асӑрхавӗ) конкурс.

Ӑна Раҫҫейри тӗрлӗ регионта, ытти ҫӗршывра пурӑнакан чӑваш наци халӑхне пултарулӑх тӗлӗшӗнчен пӗрлештерес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Авӑнӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 31-мӗшӗччен видеоматериалсене йышӑнаҫҫӗ. Чӳкӗн 12-мӗшӗччен ҫӗнтерӳҫӗсене суйлаҫҫӗ, ҫак тапхӑрта пӗтӗм видеоролике «YouTube» канала вырнаҫтарӗҫ.

«Хамӑрял юррисем» конкурса уйрӑм ҫынсем те, профессионал вокал тата хор ушкӑнӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Видеороликӑн 6 минутран ытларах пулмалла мар.

Тӗплӗнрех ҫак адреспа ыйтса пӗлме пулать: Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 26-мӗш ҫурт, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ. Е 8(83352) 33-09-69 телефонпа шӑнкӑравламалла. Электрон почта: chgiki.onitr@mail.ru.

#культурӑпа ӳнер институчӗ, #училищесем, #ӳнер училищи, #Культура ҫулталӑкӗ, #музыка училищи, #Шупашкар, #конкурссем

 

Комментари:

Migulaj // 1902.46.6840
2014.07.25 17:15
"Хамăръял" сăмаха хăçантанпа "хамăрял" тесе çырма йышăннă тата камсем?
2014.07.25 17:35
Аçтахар Плотников
Конкурса йĕркелекенсем.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем