Авӑнӑн 14-мӗшӗнче Шупашкарти «Радугӑра» (чӑв. «Асамат кӗперӗ») ҫӗнӗ курав уҫӑлать — «1612 ҫул». Куравӑн тӗп вырӑнӗнче Куҫма Минин, Мӗтри Пожарский тата Йӑван Сусанин пулӗҫ. Истори саманчӗсене сӑнласа кӑтартнӑ ӳкерчӗксенче куракансем вӗсен сӑнарӗсемпе паллашма пултарӗҫ. Уйрӑм вырӑнта Пӑртас кнеҫе сӑнлакансем ӗҫсем пулӗҫ.
Пӑртас — Мускава ҫӑлма хутшӑннӑ чӑвашран тухнӑ паттӑр. Куҫма Мининпа, Мӗтри Пожарскийпе туслӑ пулнӑ. Ҫураласса вӑл Шупашкаркассинче ҫуралнӑ. Кунтах унӑн ҫӳллӗ сӑрт ҫинче капмар ҫурчӗ ларнӑ. Турхан пулнӑран унӑн хӑйӗн ҫыннисем, ҫар пулнӑ. Ҫӑлкуҫсем тӑрӑх чирлӗ Куҫма Минин та ун патӗнче вилнӗ теҫҫӗ. Паянхи куна илсен унӑн ятне Шупашкарӑн пӗр урама панӑ, ун сӑнарне усӑ курса Ф. Мадуров шӗпсутҫӑ паттӑрӑн кӳлепине (халь вӑл скульптура Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче тӑрать) ӑсталанӑ.
Ҫурлан 31-мӗшӗнче Шупашкара Киров ҫыннисем килсе кайрӗҫ — ушкӑн пуҫӗнче Киров хула администрацийӗн ҫумӗ Алексей Лопаткин пулчӗ. Инҫех мар вырнаҫнӑ тӑрӑхри тӳре-шарасен тӗллевӗ — хуласен тулли юбилейӗсене хатӗрлӗннӗ май пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасси.
Шупашкар хулин официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗннисем 7 ҫултан тӗп хуламӑрӑн 550 ҫулне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ пулсан, кировсем 650 ҫула 12 ҫултан уявламалла. Сӑмах май каласан, Шупашкар хулине никӗсленӗ ҫул авалрах пулин те пирӗн тӳре-шарасем темскер ӑна улӑштарасшӑн мар пулас. Тӗслӗхрен, Вӑта Сӑвар хулана асӑннине шута илсен эпир ним те мар тӗп хуламарӑн 755 ҫулне паллӑ тума пултарнӑ пулӑттӑмар. Шел те, патшалӑх ӗҫченӗсем ку енпе ытлашшиех тӑрӑшса ӗҫлемеҫҫӗ. Хаҫатсенче темиҫе статья тухнӑ хыҫҫӑн хула датине аваллатасси пирки урӑх ҫырма пӑрахрӗҫ.
Кировран килнӗ хӑнасене мӗн кӑсӑклантарма пултарнӑ-ха? Шупашкарӑн тӗп пайӗнчи тата ҫӗнӗ микрорайонсенчи архитектура ӗҫӗсем вӗсен кӑмӑлне кайнӑ. Вӑл кун ҫил вӑйлӑ пулни те Кировран ҫитнӗ тӳре-шарасен кӑсӑкланӑвне чармарӗ.
Тӗп хуламӑрти Маяковский ячӗллӗ Тӗп вулавӑш системи нумай пулмасть 1100 кӗнекепе пуянланчӗ — кун пек пысӑк парнене Чантӑр ХВХТ (Халӑхӑн вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӗ, выр. ТОС) председателӗ Элида Борисовна Султанова тунӑ. Терлӗрен кӗнеке пур унта: фантастика та, детектив та, приключениллисем те. Вулавӑш ӗҫченӗсем кӑсӑк сюжетлӑ хайлавсен вулаканӗсене тупӑнаҫҫех тесе шутлаҫҫӗ.
Вуласа тухнӑ кӗнекесем пурин те пур. Енчен те вӗсем сирӗн тусан ҫеҫ пуҫтарса выртаҫҫӗ пулсан Маяковский ячӗллӗ вулавӑш системи кӗнекесене йышанма яланах хатӗр!
Ҫурлан 18-мӗшӗнче (шӑматкун) Шупашкарта велочупу иртмеллеччӗ — ӑна республикӑн тӗп хули кунне халалласа йӗркеленӗччӗ те, анчах ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пула вӑл кун ирттерме май пулмарӗ. Ҫапла май велочупӑва авӑнӑн 29-мӗшне (юнкуна) куҫарнӑ.
Волосипедҫӑсен маршручӗ Чапаев палӑкӗ патӗнче пуҫланӗ те Хӗрлӗ тӳремре вӗҫленӗ. 19 сехет те 45 минутра велочупӑва хутшӑнакансем йӗркене тӑрӗҫ, 20 сехетре вара ҫула тухӗҫ. Ҫул тӑршшӗпе йӗрке хуралҫисем сыхлӗҫ, васкавла пулӑшу бригадисем ӗҫлӗҫ.
Велочупӑва пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ — хула администрацийӗ пурне та йыхравлать!
Утӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар администрацийӗнче ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсемпе (ҪЙХЮ, выр. ТСЖ) управляющи компанисен ертӳҫисемпе канашлу иртнӗ. Унта ҪЙКХ реформисене пулӑшакан фонд уйӑракан укҫа-тенкӗпе усӑ курса юсама палӑртнӑ ҫурт хуҫисем пухӑннӑ. Пухӑва ҫурт-йӗр хуҫалӑхӗн ыйтӑвӗсемпе ӗслекен администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ертсе пычӗ.
Пӗтӗмлетсе каласан калаҫу ӗҫлӗ иртрӗ — юсав ӗҫӗсем епле пыни ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Хӑш-пӗр ҫуртсенчи ӗҫсене 30% та туманнине палӑртрӗҫ — «Сенкер», «Сатурн-Строй», «Полимермонтаж», «Калита», «Дайвер», «Гражданстрой» компанисен ӗҫне хӑвартлатмалли пирки каларӗҫ. Юсав ӗҫӗсем вӗҫленсе пыракан ҫуртсем те пур — Р.Зорге ур, 11 ҫ; Эгер б., 8 тата 14 ҫурт; К.Маркс ур., 46 ҫ.; Ленин пр., 16А ҫ. Ку, паллах, лайӑх пулӑм.
Пӗтӗмӗшле хулара 65 нумай хваттерлӗ ҫурта тӗпрен юсамалла. Ӗҫсен калӑпӑшне паянхи куна вӑтамран 55% пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ.
Утӑн 18-23-мӗшӗсенче Шупашкарта маунтинбайкпа Раҫҫей чемпионачӗ пырать. Пӗрремӗш кун эстафетӑпа 15-16 ҫулхи хӗрсем ӑмӑртнӑ.
Хӗрсем хушшинчи Санкт-Петербург командинчи Анастасии Сумцова ҫӗнтернӗ, ун хыҫҫӑн финиша Тинӗсҫум Енри Кристина Макроусова ҫитнӗ. Муркаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Марина Семенова — виҫҫӗмӗш вырӑнта.
Саламлатпӑр!
Паян, утӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Элтӗперӗ Михаил Игнатьев Хушу пусса Сергей Владимирович Мельникова Чӑваш Республикин вӑй-хал культури, спорт тата туризм министрӗ вырӑнне лартрӗ.
Сергей Владимирович 2008 ҫулхи аван уйӑхӗнчен министерствӑра ӗҫлет — малтан министр ҫумӗ пулнӑ, кайран — министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа вӑхӑтлӑх Чӑваш Республикин вӑй-хал культури, спорт тата туризм министрӗн ӗҫне туса пырсаччӗ.
Министрествӑна лекиччен Сергей Мельников Ҫӗмӗрлери ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче вӑй хунӑччӗ — вӑй-хал культурине вӗрентнӗ, тренер-преподаватель пулнӑ, директор ҫумӗн вырӑнӗнче тӑрмашнӑ. Хушӑва алӑ пуснӑ май Михаил Игнатьев Сергей Владимировичӑн малтанхи ӗҫ вырӑнӗ пирки те сӑмах каларӗ — республикӑн спорт политикинче ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗсене аталантарасси малта пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Сергей Мельников ку ӗҫпе ӗслени ҫак тӗллеве ҫӑмӑлрах пулнӑҫлама пулӑшӗ тесе палӑртрӗ Элтепӗр.
Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Шупашкарта Акатуй иртӗ. Вӑл яланхи пек Шупашкарти 500 ҫуллӑх ячӗллӗ культурӑпа куну паркӗнче пулӗ. Чӑваш Ен культура министерствипе Шупашкар хула администрациӗ тата Шупашкарӑн Мускав районӗн администрацийӗ пулӑшнипе ӑна Чӑваш наци конгресӗ ирттерет.
Акатуй программи анлӑ — сире кунта театрланӑ курав, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркисем, чӑваш юрри-ташши кӗтӗ. Курма пынисем умӗнче ятарласа Аттил патша тухса сӑмах калӗ, унсӑр пуҫне ватӑ мӑчавар та пулӗ.
Уйрӑмах республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен килнӗ хӑнасем хатӗрленӗ кӗтессем кӑсӑклӑ пулӗҫ — пур район, пур хула хӑйсен картине илемлетсе йӗркеленӗ.
Акатуй 11 сехетре уҫӑлӗ! Курма килас шухӑшлисене пурне те хапӑл туса йышӑнӗҫ!
Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшпе 15-мӗшӗсенче чӑвашсен обществӑлла «Хавал» пӗрлӗхӗ ҫулсерен ирттерекен «Хавал» чатӑр уйлӑхне йӗркелет. Малтанхи хутсенче кайса курнисем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ — ӑна чӑвашлӑхшӑн ҫунакансене кашни ҫул пухӑнассине йӑлана кӗртес тӗлӗшпе ирттереҫҫӗ. Кунта чӑваш чӗлхине вӗренме тӑрӑшаҫҫӗ, чӑвашла пӗлекенсемпе хутшӑнса чӗлхене туйма, халӑх кун-ҫулӗпе, ун культурипе тачӑрах паллашма пухӑнаҫҫӗ. Йӑла-йӗрке темине те ҫӗклеҫҫӗ, тӗпчеҫҫӗ.
Уйлӑхра ҫавра сӗтелсем, лекцисем, тренингсем иртеҫҫӗ, спорт пирки те манмаҫҫӗ — вӑй-хал культурне ҫирӗплетесси йӑлана кӗнӗ те ӗнтӗ. Паллах, паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем ирттермесӗр уйлӑх нихҫан та пулман — нумай-нумай тӗпчевҫӗ, ӑсчах кунта пулса курнӑ, хӑйӗн шухӑшӗсемпе паллаштарнӑ.
Кайса курас кӑмӑл ҫуралчӗ пулсан — «Вконтакте» халӑх тетелӗнчи ятарлӑ ушкӑна кӗрсе пӑхӑр, унти информаципе паллашӑр. Кӗскен: уйлӑх Шупашкарта иртӗ, эрне хушши пурӑнма 3 000 тенкӗ кирлӗ пулӗ (апат-ҫимӗҫ, ытти тӑкаксем). Утӑн 8-мӗшӗнче кӑнтӑрла, 12 сехетре, пуҫланать.
Нарӑсӑн-1-мӗшӗпе акан 30-мӗшӗ хушшинче пирӗн пӗрлӗх «Ҫӑлтӑр ҫути» комикссен ӑмӑртӑвне ирттерчӗ. Ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче эпир ӑна пӗтӗмлетрӗмӗр, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр.
Чи малтанах, шутласа хунӑ тӑрӑх, мала тухнисене хисеп хучӗсемпе ҫулталӑк вӗҫӗнче парнесем парса чыслас тесеччӗ. Анчах чылайӑшӗ ыйтнипе хисеп хучӗсене маларах пама килӗшрӗмӗр.
Ҫапла май хисеп хучӗсемпе ӗнентерӳ хучӗсене эсир Шупашкарта вырнаҫнӑ Республикӑн вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхи кафедрине пырса илме пултаратӑр.
Май пулсан, 2012-2013 вӗренӳ ҫулӗн 1-мӗш ҫурҫулӗнче комикссен ӑмӑртӑвне тепӗр хут ирттерме тӑрӑшӑпӑрах!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |