Ҫак кунсенче «Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар» конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Ҫавӑнта кӗме тупӑшассишӗн республика шайӗнчи конкурса Чӑваш Енри 18 предприятипе организаци хутшӑннӑ.
ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экспертсем конкурса тӑратнӑ хутсемпе материалсем тата тӗпчев протоколӗсем тӑрӑх хакланӑ. Эксперт хаклавӗ терӗмӗр те, ҫавсем тавар пахалӑхне кӑна мар, производствӑри ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ таранах тӗпе хунӑ иккен.
Регионти комисси федераци шайӗнчи конкурса хутшӑнма 23 тӗрлӗ продукципе пулӑшу кӳрессине кӑларнӑ.
«Апат-ҫимӗҫ таварӗ» номинацие «Акконд» хапрӑкӑн харӑсах темиҫе тӗрлӗ ҫимӗҫӗ кӗнӗ. Унсӑр пуҫне Етӗрнери аш-какай комбиначӗ кӑларакан чӑваш шӑрттанӗ те списока лекнӗ. Ҫавӑн пекех конкурса «Смак» фирмӑн пӗр йышши печенийӗ, Шупашкарти элеваторӑн пысӑк сортлӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ, «АвтоВАС» обществӑн минерал шывӗ хутшӑнӗҫ.
Промышенность таварӗсенчен — Шупашкарти чӑлхапа трикотаж фабрикинче тата «Пике» ҫӗвӗ фабрикинче кӑларакан ҫипуҫ, В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнчи пиротехника фонтанӗсем, Шупашкарти мамӑк фабрикинчи (предприятийӗ хӑй Шупашкар районӗнчи Чаканарта вырнаҫнӑ) матрас ҫине тӑхӑнтартмалли.
Производствӑпа техника тӗллевӗллӗ продукци те конкурса хутшӑнать. Вӑл шутра — Шупашкарти электромеханика завочӗн (вӑл та Шупашкар районӗнче, Ишлей станцийӗ ҫывӑхӗнче, вырнаҫнӑ), «Элара» ӑслӑлӑхпа производство комплексӗн, Шупашкарти промышленность шӑратӑвӗн завочӗн, Шупашкарти агрегат завочӗн, «Лента» тата «Химпром», «ВНИИР» обществӑсен таварӗ.
«Халӑха пулӑшу кӳресси» номинацире Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн медицина пулӑшӑвӗ федераци шайӗнче тупӑшма тивӗҫ тесе йышӑннӑ.
«Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавара» чӳк уйӑхӗнче пӗтӗмлетӗҫ.