Regnum ИА пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫветтуй Матрона юлашкийӗсене акан 16-мӗшӗчченех Шупашкарта хӑварӗҫ. Чиркӗве ҫӳрекенсем ҫветтуй юлашкийӗсене ҫакӑнта пуҫ ҫапма пултарӗҫ:
акан 11-13-мӗшӗсенче — Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗнче (Воскресения Христова)
акан 14-16-мешсенче — Введенски соборта
Таса Матронӑн сӑваплӑ юлашкийӗсене Чӑваш Ене малтанах пушӑн 13-мӗшӗнче кӳрсе килнӗ, Аслӑ типӗн 3-мӗш эрниччен кӑна тытса тӑмалла пулнӑ. Кунсерен халӑх нумайланса килнине пула, ҫынсем иртенпе черет йышӑнса тӑнине пула ӗненекенсем ыйтнипе ҫветтуй юлашкийӗсене ӑсатма тӑхтанӑ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа акан 22-мӗшӗнче ЧНК «Чӑваш пики-2011» ӑмӑрту ирттерет! Ӑна йӗркелесе ирттерекенсем — чӑваш ҫамрӑкӗсен «Хастар» ушкӑнӗ. Мероприяти «Mega-Galaxy» культурӑпа кану центрӗнче (пӗлтӗр те унтах пулнӑччӗ) иртӗ.
Чӑваш пикине суйламалли ӑмӑрту 16 сехетре пуҫланать! Билет хакӗ 150 тенкӗ кӑна!
Ку кӑна мар! Чӑваш пикине суйланӑ хыҫҫӑн сире чӑвашсен чаплӑ каҫӗ — «Аван party» кӗтет! Вӑл 19 сехетре пуҫланать, чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем хутшӑнакан дискотекӑна DJ Smail ертсе пырӗ.
Тӗнче тетелӗнче чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ япаласем туянма ҫӑмӑл мар. Электронлӑ лавкка тумалли пирки чылайӑшӗ калаҫрӗ пулин те, чӑн-чӑн ӗҫлекенни халь те ҫук (ҫармӑссен те, тутарсен те пур чухне — эпир вӗсенчен ку тӗлӗшпе юлса пыни намӑс :) ). Ҫакна асра тытса Чӑваш халӑх сайчӗ «СУМ» ятлӑ лавкка хатӗрлеме пуҫларӗ. Вӑл http://www.i-sum.su адреспа ӗҫлӗ. Хальлӗхе вӑл тӗрӗслев тапхӑрӗнче пулин те — тавар туянмалли майсене туса ҫитернӗ.
Лавккана эпир чӑвашла тата вырӑсла йӗркелесшӗн, унта тӗрлӗ тавар сутасшӑн: кӗнекесем, CD тата DVD дисксем, сувенирсем, тумсем. Хакне май пур таран пӗчӗкрех лартма тӑрӑшӑпӑр — ахаль хавккасенчен йӳнӗрех пулмалла (DVD дисксем, сӑмахран, пирӗн 100 тенкӗ кӑна!).
Паянхи кун тӗлне лавккара 20 тавартан нумай мар пулсан ҫитес вӑхӑтра эпир вӗсен шутне самай ӳстерме шутлатпӑр.
Таварсене эпир почтӑпа усӑ курса Раҫҫейӗн пур тӑрӑхне те ҫитерме пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех Шупашкара тата ун ҫывӑхӗнчи тӑрӑхсене кил таран ҫитерсе пама пултаратпӑр.
Электронлӑ лавккапа тунӑ мӗн пур укҫа пирӗн пӗрлӗхе тытса пыма кайӗ.
Перекет банкӗн (Сбербанкӑн) Елчӗкри уйрӑмӗнче уйӑх ытла банкомат чӑвашла ӗҫлени пирки ман пӗлӗш Алексей Сарханов (пирӗн сайтра alexei ятпа паллӑ) пӗлтерчӗ — укҫа илнӗ чухне виҫӗ чӗлхе суйлама май пур: вырӑсла, акӑлчанла тата чӑвашла. Пӗрле ярса панӑ сӑнӳкерчӗксем те кӑна ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗсен пахалӑхӗ лайӑхах мар пулин те чӑвашла куҫарӑвӗсем курӑнаҫҫӗ.
Ку информаци тӗрӗс е тӗрӗс марри пирки Перекет банкӗн филиалне ятарласа шӑнкӑравласа пӑхрӑм. Ҫыхӑнасси хӑвӑрт пулмарӗ пулин те ҫур сехет тӑрмашнӑ хыҫҫӑн мана пресс-службӑпа ҫыхантарчӗҫ. Тӗрӗс иккен. Ирина Ивановна (манпа вырӑсла калаҫрӗ) каланӑ тӑрӑх, банкоматсене чӑвашла куҫарнине Чӑваш Республикин чӗлхесем пирки калакан саккуна шута илсе хатӗрленӗ. Хальлӗхе эксперимент пек ҫеҫ тунӑ — чӑвашла куҫарӑва халӑх епле йышӑннине тӗрӗслеҫҫӗ (хӑш-пӗр куҫарусене хӑнӑхма тивӗ). Уйӑх ытла иртнӗ вӑхӑтра (нарӑсӑн 21-мӗшӗнче пуҫланӑ) йӑнӑшсене тупса палӑртакансем чылай пулни пирки те пӗлтерчӗ Ирина Ивановна. Калаҫӑва вӗҫленӗ май вӑл чӑвашла пӗлекен банкоматсем ӑҫта вырнаҫни пирки асӑнчӗ — тӗрӗслеве пурӗ 10 банкомат хутшӑнать иккен.
Пушӑн 26-мӗшӗнче Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх 20 ҫул тултарнӑ ятпа, тӗп хулари ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Унта хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, халӗ кунти тӗрлӗ ӗҫсенче вӑй хуракан ентешсемпе ветерансем, ҫавӑн пекех районти ял тӑрӑхӗсен делегацийӗсем ҫӗршерӗн пухӑнчӗҫ.
Уява ентешлӗх ертӳҫи А.Н. Львов уҫрӗ, кӗскен правлени туса пыракан ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Сӑмах май, Шупашкарти ентешлӗхсенчен — «Трак ен» чи малтан ҫӗнӗрен ҫӗкленнӗ. 80 ҫул ытла каялла ӑна пирӗн кунта пурӑннӑ ентешсем пуҫарса янӑ пулнӑ.
Пухӑннисене Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров ӑшшӑн саламларӗ. Кирек мӗнле мероприятисем те унта ентешлӗх хастарӗсем хутшӑнмасӑр иртменнине палӑртрӗ, малашне те ҫаплах пулассине шантарса ырӑ сунчӗ.
Ӗҫтешӗсене саламлама кӳршӗллӗ районсен ентешлӗх ертӳҫисем те килнӗ. Кашниех Трак ен ҫыннисене хӗрӳллӗн саламласа парнесем пачӗҫ. Вӗсем хушшинче А.И. Кипеч (Канаш), В.А. Иванов (Элӗк), Г.П. Матвеев (Ҫӗмӗрле), В.А. Федоров (Вӑрнар), Н.Д. Григорьев (Ҫӗрпӳ). Вӗсем пурте пӗрле туслӑн килӗштерсе ӗҫлеме алӑ тытсах ҫирӗплетрӗҫ.
Ӗнер, пушӑн 28-мӗшӗнче, Шупашкар хулин Ленин районӗн сучӗ Павлов Валериан Петровича айӑпласа приговор кӑларнӑ. Кун пирки Ленин районӗн прокуратури пӗлтерет. Маларах «Чувашия» издательсвӑн директорӗ пулса ӗҫленӗскерӗн 2005 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗпе 2006 ҫулхи утӑ уйӑхӗсем хушшинче предприятие 583 297 тенкӗ те 42 пуслӑх тӑкак кӳнӗшӗн явап тытма тивӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Валериан Петровича 1 ҫул ҫурӑллӑха тӗрмене, ирӗклӗхне пӑсмасӑр пӗрлехи режимлӑ тӳрлетӳ колонине хупса хума йышӑннӑ.
Паян, пушӑн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче Чӑваш аталану партине (ЧАП) йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине палӑртрӗҫ.
Чи малтанах Лукианов Николай Егорович ЧАП епле йӗркеленни ҫинчен, вӑл вӑхӑт пирки каласа пачӗ. Ыттисем те хӑйсен сӑмахне тухса каларӗҫ, ЧАП хӑй вӑхӑтӗнче тарӑн йӗр хӑварни пирки пӗлтерчӗҫ. Хӑнасен хушшинче федераци шайӗнче пӗрлехи парти йӗркелесси пирки те сӑмах пулчӗ.
ЧАП йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине чӑвашла ирттерчӗҫ. Ытти тӑрӑхсенчен килнисен сӑмахӗсене Илле Иванов чӑвашла куҫарса пычӗ. Николай Егорович та вӗҫӗнчи сӑмаха чӑвашла каларӗ, хӑнасене ӑнланмалла пултӑр тесе ҫеҫ ун сӑмахӗсене Олег Цыпленков вырӑсла куҫарса пычӗ.
Мероприятие пухӑннисен умӗнче «Аsамат» эстрада ушкӑнӗ, «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем, Вера Кузьминична Кузьмина, Надежда Кириллова хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса савӑнтарчӗҫ.
Паян, пушӑн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӑлкуҫ» хупахра «Сувар» фонд тӑрӑшнипе йӗркеленӗ Ҫӑварние уявларӗҫ.
Уява Виталий Петрович Станьял пуҫларӗ — вӑл ун ҫинчен кӗскен каласа пачӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл православи тӗнне пӑтрашӑнса кайнӑ пулсан, чӑн чӑвашла ӑна пушӑн 21-27-мӗшӗсенче, ҫӗрпе кун танлашнӑ вӑхӑтра ирттермелле. Арсений Тарасов уяв ячӗн этимологине каласа пачӗ — вӑл «ҫу»-па ҫыхӑнман иккен, хӗвелпе ҫыхӑннӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх авалхи пӑлхар-сӑвар-чӑваш чӗлхинче «хӗвел» пӗлтерӗшлӗ «яр» сӑмах пулмалла пулнӑ. Ҫапла майпа вара уяв ячӗ хальхилле «хӗвел эрни» пӗлтерӗшлӗ.
Ҫӑварни сӑри ӗҫнӗ хушӑра пухӑннисене хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗ савӑнтарчӗ. Вӗсен юрри-кӗвви пурне те килӗшрӗ. Маларах вӗсен пултарулӑхӗпе паллашманскерсем тӗлӗнсе итлесе ларчӗҫ, ыттисенче хытӑрах алӑ ҫупрӗҫ.
«Сувар» фонд уявра сумлӑ арсемпе арӑмсене хӑйсен хӗвел паллине парнелесе чысларӗ. Деменцова Роза Трофимовнӑпа Алена Терентьева («Чӑваш наци радиовӗн» ӗҫченӗсем) шӳлкеме евӗрлӗ палла тивӗҫрӗҫ.
2011 ҫулхи пушӑн (мартӑн) 12-мӗшӗнче 10.00-15.00 сехетсенче Вырӑс драма театрӗнче (Шупашкар хули, Гагарин урамӗ, 14 ҫурт) Чӑваш аталану партине (ЧАП) йӗркелесе яни ҫирӗм ҫул тултарнине халалланӑ уяв пулать.
Чукун ҫул станцийӗнчен 1, 4, 12 троллейбуссемпе тата 15, 23 автобуссемпе «Ача-пӑча тӗнчи» чарӑнуччен, 2, 6, 16 троллейбуссемпе «Вырӑс драма театрӗ» чарӑнуччен каймалла.
Ҫакна пӗлтерсе Сире унта хутшӑнма чӗнетпӗр.
Форумӑн ӗҫ чӗлхи — чӑваш чӗлхи. Эпир саламӑра сирӗн тӑван чӗлхӗрпе итлесен кӑмӑллӑ пулӑпӑр. Енчен те эсир салам сӑмахне хӑвӑр тӑван чӗлхепе калас тесен, форумӑн ӗҫ чӗлхине куҫарма текста маларах ярса пама ыйтатпӑр. Салам сӑмахӗ — 3 минут таран.
Хӑвӑр унта хутшӑнассине те, унпа ҫыхӑннӑ урӑх япаласем пирки те Оргкомитета ҫак телефонсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерсемӗр:
(8352)622897 — Лукианов Николай Егорович (Йӗркелӳ комитечӗн пуҫлӑхӗ)
89603005799, alinasos@mail.ru — Сосаева Алина Аркадьевна (Йӗркелӳ комитечӗн ҫыруҫи)
Нарӑсӑн 16-мӗшпе 17-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ Чӑваш Енӗн 5 районӗнчен килнӗ хӑнасене йышӑнчӗ — кунта икӗ кун тӑршшӗ тури чӑвашсен ташшине вӗренмелли семинар-практикум иртрӗ.
Чӑваш ташшине ӑста пӗлекенсем (вӗсен хушшинче Чӑваш Енӗн халӑх артистки Лидия Попова, «Сипет» ансамблӗн ӳнер ертӳҫи Земфира Яковлева пулчӗҫ) пухӑннисене хӑйсен пӗлӗвне пачӗҫ, вӗрентрӗҫ. Вӗренес кӑмӑллисен хушшинче Ф.Павлов ячӗллӗ Чӑваш музыка училищин студенчӗсем те пурччӗ — мероприятие ирттерекенсене ку самай хаваслантарчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |