Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Статистика: Ватӑсем хуларан инҫетри ялсенче ытларах

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.07.2014 10:13 | 1795 хут пӑхнӑ
Статистика

Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри халӑх йышӗ 1 миллион та 240 пин ҫынпа танлашнӑ. Ку вӑл 2011 ҫулхинчен 10 пин те 534 ҫын, е 0,8 процент, чакнине пӗлтерет.

Ялта пурӑнакансен шучӗ ҫулталӑкра 6 пин ҫын (1,2 процент) сахалланнӑ, хуларисен 2,6 пин (0,3 процент) нумайланнӑ. Халӑхӑн йышӗнче хула ҫыннисем 60,2 процент йышӑнаҫҫӗ, ялтисем — 39,8 процент.

Юлашки вӑхӑтра ачасем ҫураласси йышланнӑ. 2013 ҫулта 2011-мӗшӗнчинчен 1 186 пепке ытларах кун ҫути курнӑ: пӗлтӗр 17 пин 351 ача ҫуралнӑ. Ҫураласлӑх коэффициенчӗ 8,5 процент хушӑннӑ. Ялта хуларинчен яланхиллех нумайрах ҫуратаҫҫӗ.

Пӗлтӗр халӑх шучӗ Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Улатӑр, Етӗрне, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах чакнӑ. Вӗсенче йыш 3 процентран пуҫласа 2,2 процент таран катӑлнӑ. Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисемпе Шупашкар районӗнче халӑх шучӗ йышланнӑ.

Ӗҫлеме пултарайманнисем яллӑ вырӑнта хуларинчен 1,3 процент нумайрах. Ансат чӗлхепе каласан, ҫак цифра ялта ватӑсем ытларах пурӑнаҫҫӗ тенине пӗлтерет. Ҫулланнисен йышӗ тӗп хуларан инҫетре вырнаҫнӑ Пӑрачкав, Улатӑр, Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле, Куславкка районӗсенче уйрӑмах йышлӑ. Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Шупашкарпа Йӗпреҫ районӗсенче ҫамрӑксем ытларах.

#статистика, #халӑх йышӗ, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Канаш, #Шупашкар районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Елчӗк районӗ, #Улатӑр районӗ, #Етӗрне районӗ, #ачасем, #ҫамрӑксем, #ватӑсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем