Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Шупашкарти пӑр керменне юпа уйӑхӗнче туса ҫитермелле

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.07.2014 11:16 | 1556 хут пӑхнӑ
Спорт

Шупашкарта хӑпартакан пӑр керменне черетлӗ хут Чӑваш Енӗн Премьерӗ Иван Моторин тата Стройминӗн министрӗ Олег Марков тӗрӗслесе кайнӑ. Ӑна юпа уйӑхӗнче туса ҫитерме планлаҫҫӗ пулин те ӗҫӗ кунта пайтах мӗн.

Хальхи вӑхӑтра тимӗр каркаса туса ҫитернӗ, ҫурт сийӗсене вырнаҫтарса тухнӑ, тӑррине витнӗ. Унсӑр пуҫне подрядпа ӗҫлекен организацисем шыв тата пӑх-шӑк пӑрӑхӗсене хурса тухнӑ, ҫутӑ кӗртнӗ. Ӑшӑпа тивӗҫтерекен пӑрӑхсене вырнаҫтарассин пӗтӗм ӗҫ калӑпӑшӗнчен 95% тунӑ. Котельнӑйпа трансформатор подстанцине туса ҫитернӗ, урапасем лартмалли лаптӑкра асфальт сараҫҫӗ. Уйрӑмах нумай тумалли ӗҫсем шутне пӑр керменӗ ҫывӑхӗнчи лаптӑка хӑтламаллине кӗртмелле — ӑна хальлӗхе 20% кӑна пурнӑҫланӑ.

Юпа уйӑхӗнче пӑр керменӗ ӗҫлеме пуҫламаллине шута илсе тӗрӗслев хыҫҫӑн ӗҫе хӑвӑртлатас тесе хушма строительство организацийӗсене явӑҫтарма йышӑннӑ. Рабочисен йышне те пысӑклатмалла. Хальхи вӑхӑтра пӑр керменне тӑвассипе 22 организаци ӗҫлет, рабочисен йышӗ — 382 ҫын.

Пӑр керменӗ «Олимп» стадионӗнче вырнаҫнӑ, вӑл 7 300 вырӑнлӑ пулӗ. Керменре тӗп тата тренировка аренисем, тренажер тата хореографи пӳлӗмӗсем, сывлӑха тӳрлетмелли центр пулӗ. Пӑр керменӗн пӗтӗмешле хакӗ 1,6 млрд. тенкӗпе танлашмалла.

#Шупашкар, #пӑр керменӗсем, #спорт, #стадионсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем