Ҫитес эрнере, шӑматкун, пушӑн 23-мӗшӗнче ҫулсерен ирттерекен «Чӑваш пики – 2013» илем ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Хитре пикесем кӑҫал Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пухӑнӗҫ, пуҫламӑшӗ 18 сехетре. Йӗркелекенсем: Чӑваш наци конгресӗ, ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗ. Пулӑшаканӗ: Чӑваш Республикин культура тата национальноҫпе тата архив ӗҫӗсен министерстви.
Илем ӑмӑртӑвне 17–25 ҫулхи хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте — районсемпе хула шайӗнчи илем конкурсӗсенче мала тухнӑ хӗрсем. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен тупӑшӑвӗ 5 тапхӑртан тӑрать: «Паллаштару», «Ӑс-тӑн конкурсӗ», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш апачӗ», «Чӑваш ҫи-пуҫӗ». Яланхи пекех чи маттур ултӑ пикене уйӑрса илӗҫ: Чӑваш пики, Вице-чӑваш пики, Хӳхӗм пике, Ҫепӗҫ пике, Ӑс пике, Куракансем кӑмӑлланӑ пике.
Асаилтерме: «Чӑваш пики – 2012» ята пӗлтӗр Муркаш районӗн хӗрӗ Елена Порфирьева ҫӗнсе илнӗччӗ. Ҫавӑн пекех Канаш районӗнчи Лариса Яковлева («Вице-чӑваш пики – 2013»), Тӑвай районенчи Анжела Илларионова («Куракансем кӑмӑллана пике») хӑйсене маттур кӑтартнӑччӗ.
Паян, пушӑн 15-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх ҫыравҫи Лаврентий Таллеров ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Сывпуллашу вырсарникун Шупашкарти Граждансен урамӗнчи 19 ҫуртра («Ритуальные услуги» МУП) 14-15 сехетсенче пулӗ.
Таллеров Лаврентий Васильевич 1929 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Нӗркеҫ ялӗнче (Комсомольски районӗ) ҫуралса ӳснӗ. 1976 ҫултанпа СССР ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. Чӑваш халӑх ҫыравҫи (1988), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1981). Чӑваш театрӗсенче вылякан тата ӗҫлекен артистсемпе режиссерсен пултарулӑхне тӑтӑш ҫутатса тӑнишӗн ӑна Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине панӑ.
Лаврентий Васильевич Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкулта вӗреннӗ. Ӗҫленӗ хушӑрах Елабугӑри (Тутарстан) библиотека техникумне пӗтернӗ. Нумай ҫул хушши районти «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакторӗ пулнӑ. 1969 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ. Вунӑ ҫула яхӑн «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцийӗн культура, литературӑпа ӳнер пайне ертсе пынӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пушӑн 18-мӗшӗнче, тунтикун, Шупашкара Австри элчи Маргот Клестиль-Лёффлёр ҫитмелле. Хӑнасен ушкӑнӗ йышлӑ пулӗ — элчӗпе пӗрле Австрири 17 тӗп предприятисен ҫыннисем те килӗҫ.
Республика пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнисӗр пуҫне хӑнасем Чӑваш Республикин предприятисен ҫыхӑну биржине уҫнӑ ҫӗре хутшӑнӗҫ, ҫавӑн пекех «Акконд», трактор кӑларакан савутпа паллашӗҫ. Программӑра Чӑваш наци музейӗпе «Тракторӑн ӑслӑлӑхпа техника музейӗ» те пур.
Австри хӑнисемпе ҫыхӑну пуҫарас шутлисене пушӑн 18-мӗшӗнче Ехрем купса бульварӗн 3-мӗш ҫуртӗнче кӗтеҫҫӗ. Малтан заявка памалла. Тӗлпулусем тӳлевсӗр, 10 сехетре пуҫланаҫҫӗ те 18 сехетре вӗҫленеҫҫӗ.
Пушӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче халӑх пухӑвне ирттерме палӑртнӑ. Тӗп ыйтусем иккӗ: тӗп хулари Г.С. Лебедев ячӗлле лицейне-интерната хупассинчен хӳтӗлесси тата 10-11-мӗш классенче вӗренекен ачасемшӗн вӗренӳ тӳлевсӗр пулмаллине ҫирӗплетесси. Ҫавӑн пекех Шупашкарти 6-мӗш вӑтам шкула пуҫламӑш шкул шайне антарнине те хирӗҫлесси пулӗ.
Митинг 12 сехетре пуҫланмалла. Ӑна Чӑваш Ен Патшалах Канашӗн депутачӗ пулнӑ Тамара Романова йӗркеленӗ, тӳре-шара ирттерме ирӗк панӑ.
Малтанлӑха хатӗрленӗ халӑх пухӑвӗн резолюцине республикӑн вӗренӳ министрне Владимир Иванова тата Шупашкар хулин администраци пуҫлӑхне Алексей Ладыкова ӗҫрен хӑтарма ыйтни пур.
Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей хальхи вӑхӑтра, пӗлтӗрхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен, ӗҫлемест. Юсав ӗҫӗсем тумалла тесе хупнӑ ӑна, анчах ӗҫе пуҫламаннипе перех. 270 миллион тенкӗ тӑкаклама планланӑскер лицея пӗр миллион ҫеҫ куҫарса панӑ.
Шупашкар хулинчи 37-мӗш шкулти вӗрентекенсем ачасене чӑвашла калаҫма, вулама вӗрентессисӗр пуҫне, уроксенче чӑваш халахӗн йӑли-йеркипе тӗплӗн паллаштараҫҫӗ. Ку йӑла-йӗркесене вӗсем сӑмахпа каласа кӑна мар, сцена ҫинче выляса параҫҫӗ.
Нумай пулмасть шкулти вӗрентекенсен фольклор ушкӑнӗ ӗлӗк салтака асатнӑ чух ирттернӗ йӑла-йӗркесемпе паллаштарчӗҫ. Ку кӑтартура шкул ачисем те хутшанчӗҫ. Куракансем таваллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илни пурне те хавхалантарчӗ. Купас сасси, ташӑ-юрӑ, салтака каякансен хурлӑхлӑ юрри пурне те тыткӑнларӗ.
Спектакль хыҫҫӑн куракансен куҫӗсенчен куҫҫӳль юхни вара, ҫак ӗҫ чӑн та тухӑҫлӑ, кирлӗ пулнине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.
Тепӗр уйӑхран, акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа, Шупашкартан Самара, Сарӑтӑва тата Ӗпхӗве вӗҫме май пулӗ. Ҫул хакне вара ҫуррине ҫеҫ тӳлеме тивӗ, ыттине федераци тата республика хыснинчен саплаштарӗҫ. Сӑмахран, Самара ҫити билет хакӗ 5 860 тенкӗ тӑрать пулсан вӗҫекен 2930 тенкӗ ҫеҫ тӳлет. 1465 тенкӗшер республика тата федереци укҫи-тенкинчен кайӗ.
Самара эрнере пурӗ 10 хут вӗҫӗҫ, Сарӑтӑва — 7, Ӗпхӗве — 4. Ҫул хакӗ: Самара — 5860 (вӗсенчен 2 930 тенкӗне вӗҫекен ҫын тӳлет), Сарӑтӑва — 11 828 (5 914) тенкӗ, Ӗпхӳне — 8 789 (4 395) тенкӗ. Хальлӗхе мӗнле авиакомпани вӗҫесси паллӑ мар — ӑна пушӑн 10-мӗшӗнче пулӑртӗҫ. Пушӑн 15-мӗшӗччен вара алӑ пусса ҫирӗплетесшӗн.
Ҫитес кунсенче, пушӑн 4-мӗшпе 5-мӗшӗсенче, Аслӑ Сӑвӑҫӑмӑрӑн 105 ҫулне халалласа Митта уявне ирттерме пулӑртнӑ. Йӗркелекенсем: Митта Ваҫлейӗн Хунти, Чӑваш наци конгресӗ, Патӑрьел район администрацийӗ, Патӑрьел районӗнчи «Авангард (Паянхи сас)» хаҫат редакцийӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Аслӑ Арапуҫри Митта ячӗллӗ шкулсем.
Уяв программинче Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26 ҫурт умӗнче вырнаҫнӑ асӑну хӑми умне чечекпе пуҫ тайни, Митта Ваҫлейӗн палӑкӗ умӗнче чечекпе пуҫни тайни, шкул ачисемпе тӗлпулу ирттерни пулӗ. Шупашкарта чечексем пушӑн 4-мӗшӗнче 10 сехетре хурӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарти палӑк умне — 11 сехетре. Уяв программине ҫавӑн пекех Патӑрьелти район администрацийӗнчи тӗлпулӑва (пушӑн 5-мӗшӗ, 10 сехет), «Ҫӑкӑр» музейпе паллашнине (пушӑн 5-мӗшӗ, 10 сехет ҫурӑ), Аслӑ Арапуҫ ҫӑви ҫинче Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине чечексем хунине (пушӑн 5-мӗшӗ, 13 сехет), Аслӑ Арапуҫӗнчи шкулти тӗлпулӑва (пушӑн 5-мӗшӗ, 14 сехет) кӗртнӗ.
Чӑвашсен малашне комбайн таврашӗнчи терминологине ӑсталама тата вӗренме тивет пулас — пирӗн республикӑн тӗп хулине «Енисей» комбайна пуҫтармалли производствӑна куҫарасшӑн. «Тракторные заводы» (чӑв. «Трактор савучӗсем») ҫапла йышӑннӑ иккен.
Хальхи вӑхӑтра ҫак комбайнсене Красноярскра (чӑвашла Хӗрлӗ Ҫыр пулать) пуҫтараҫҫӗ, анчах та тӑкакӗсем пысӑккине пула унти производствӑна кӑҫалхи кӗр кунӗсем тӗлне хупасшӑн иккен.
Шупашкарта ҫӗнӗ савут «Промтрактор» лаптӑкӗнче вырнаҫӗ. Икӗ сменӑпа ӗҫлесе планпа ҫулсерен икӗ пин комбайн пуҫтарасшӑн.
Ҫак кунсенче ҪКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Шупашкар хулин администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров экономика аталанӑвӗпе финанс енӗпе ӗҫлекен хула администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Максим Семёнов «Шупашкарти троллейбус управленийӗ» МУПра пулчӗҫ. Вӗсем тин кӑна туяннӑ МТрЗ троллейбуссемпе паллашрӗҫ.
Паянхи кун тӗлне Шупашкар хулине пурӗ 5 машин килнӗ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ маршрутсем ҫинче ӗҫлеҫҫӗ, пӗрине ҫула тухма хатӗрлеҫҫӗ. Тӗрӗслев сӑлтавӗ ҫак троллейбуссем кивӗ пулни пирки тухнӑ сас-хурапа ҫыхӑннӑ теме пулать. Троллейбус управленийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх — вӗсем пурте ҫӗнӗ, халӑх суя сӑмах ҫеҫ сарать иккен. Пуҫлӑхсем те ҫӗнӗ машинсемпе кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
МТрЗ маркӑллӑ троллейбуссем нумай ҫынна вырнаҫтарма пултараҫҫӗ. Унта 23 лармалли вырӑн, пӗтӗмпе вара 111 ҫын таран кӗрсе тулайрать.
Астӑватӑр пулӗ, пирӗн тӳре-шара ҫӳлтен «Президент» ятран хӑтӑлма ыйтсан республика ертӳҫин ятне питӗ хӑвӑрт «Пуҫлӑх» ҫине улӑштарчӗ. Ун чухнех асӑрхакансем пурччӗ — Президент ҫук имӗш, Шупашкарта вара Президент бульварӗ пур иккен. Хайхи ҫав сас-хура тӳре-шара патне те ҫитнӗ курӑнать. Нумай пулмасть ЛДПР партинчен сӗнӳ тухнӑ: ҫак урам ятне улӑштарасшӑн вӗсем, Николай Фёдоров ятне парасшӑн.
Хӑйсен сӗнӗвне ЛДПР партин вырӑнти уйрӑмӗ ӗнер, раштавӑн 19-мӗшӗнче, Шупашкар мэрне Леонид Черкесова тата сити-менеджера Алексей Ладыкова ярса панӑ иккен. Хула администрацийӗ 30 кун хушшинче хуравламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |