Юлашки вӑхӑтра Шупашкарти ГЭС тӗлӗшӗпе хӗрӳ тавлашусем пыраҫҫӗ. Пӗрисен шухӑшӗпе ГЭСри шыва хӑпартсан лайӑх пулӗччӗ, теприсем вара шыва хӑпартсан инкек тухасси ҫинчен сӑмахлаҫҫӗ.
Раҫҫей пуҫлӑхӗн ҫутҫанталӑх улшӑнӑвӗ ҫинчен канаш параканӗ Александр Бедрицкий та шыва хӑпартма юраманни ҫинчен калаҫать.
— Шупашкарти ГЭСӑн шывне хӑпартсан Чулхула облаҫӗн хӑш-пӗр лаптакӗ шыва кайма пултарӗ. Кун ҫинчен те манмалла мар, — пӗлтерет вӑл.
Экологсем те Бедрицкий шухӑшӗпе килӗшеҫҫӗ. Ҫакна пула паянхи кун та Шупашкар ГЭСӗн ыйтӑвне пуҫлӑхсем татса паман-ха.
Шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 9 сехетрен пуҫласа Шупашкарта Атӑл хӗрринче «Атӑлҫи кӗмӗл» пулӑ тытассипе ӑмӑрту иртрӗ. Асӑннӑ ӑмӑртӑва ытти регионсем те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
— Ҫакӑн йышши мероприятисем чӑнах та кӑмӑла ҫӗклентереҫҫӗ. Канма та, ытти пулӑҫсемпе те хутшӑнма, юратнӑ ӗҫпе аппаланма та пулать, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Хусантан ӑмӑртӑва хутшӑнма килнӗ Ринат Сибгатуллин.
Асӑннӑ мероприяти ертӳҫисем ҫакӑн йышши ӑмӑртӑва ытти ҫулсенче те ирттерме шантараҫҫӗ.
Пулӑҫсен ӑмӑртӑвӗнче чи хастаррисене пулӑҫӑ ӗҫӗнче мӗн кирлине туянма тӗрлӗрен сертификатсемпе чысланӑ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсем Раҫҫей шайӗнче иртекен ӑмӑртура республика чысне хӳтӗлеме кайӗҫ.
Шупашкар хулин урамӗсем тӑрӑх кунсерен пиншер тӗрлерен урапа (машин) чупать. Тен, «тимӗр лашасен» йышӗ ӳссе пынипе, машинсене ӑҫта мӗнле вырӑна лартас ыйтупа шофёрсем пуҫсене ватсах лармаҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре хӑйсен тӑват урапаллӑ «юлташа» начасах вырнаҫтарса хураҫҫӗ.
Ленин район администрацийӗ ҫак ирсӗр ӗҫе йӗркене кӗртме хула ҫыннисем пӗрре ҫеҫ мар ӳпкев хучӗсене ҫырса панӑ. Халӑх пӗлтернипе шоферсем хӑйсен машинисене ача-пӑча вылямалли картиш патне, курӑк ҫине лартса хӑвараҫҫӗ. Ҫавна май администраци ӗҫченӗсем Ленин районӗнче ятарлӑ рейдне ирттернӗ. Вара Хусанкайпа Кӑкшӑм урамсенче, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнче, Эгер бульварӗнче, Хевешпе Маршак урамӗсенче тата Иван Яковлев проспектӗнче пӗтӗмпе 35 йӗркене пӑснӑ пулӑмсене палӑртса хунӑ.
Рейдра лекнӗ машин хуҫисене администрацилле йӗрке пӑсӑвӗн Кодексӗпе штраф кӗтӗ. Ленин администраци пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх штраф укҫи йӗркене пӑсакансене 3 000 тӗнкӗ таранах ларма пултарӗ.
Тен, кун йышши мелсем шофёрсене малашне ятарлӑ йӗркесене пӑхӑнма вӗрентӗ.
Тӗрлӗ вӑрҫӑ-харшӑсенче пуҫ хунӑ паттӑр салтаксене сума суни пирӗн ҫутӑ тӗллев пулмалла. Ҫакна пула ӗнтӗ Шупашкар администрацийӗ «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче Чечен республикинчи хӗрӳ харкашура пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ мрамор плити ҫителӗксӗр тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа та малашлӑхра мемориаллӑ комплексне хута яма планланӑ.
Ҫӗнӗ палӑк ӑҫта вырнаҫасси те паянхи куна паллӑ имӗш. Шупашкар администрацийӗ ӗҫ пухӑвӗнче пулас комплекс ыйтӑвӗсене татса панӑ. Ҫӗнӗ мемориал комплексне Чеченри вӑрҫӑ-харкашура пуҫ хунӑ салтаксене халалласа лартнӑ мрамор плити вырӑнне — ӑна 1996 ҫулта хута янӑ — тума палӑртнӑ. Асӑну хӑминче пуҫ хунӑ салтаксен списокне ҫырма планланӑ.
Комплекс эскизӗ паянхи куна паллӑ мар-ха. Палӑк мӗнлерех пулассине эскизен ӑмӑртӑвӗ иртсен, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ. Асӑннӑ паха ӗҫ валли укҫана-тенке хысна шучӗпе мар пухӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Апаш информаципе культура центрӗнче «Яланах театр» ятпа иртнӗ республикӑри фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Халӑх пултарулӑхӗн театрӗсен конкурсӗ кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн вӗҫӗччен тӑсӑлнӑ. Унта районсемпе хуласенчи 84 театр ушкӑнӗ, ҫав шутра 22-шӗ ача-пӑча коллективӗсем, хутшӑннӑ. Фестиваль-конкурса йӗркеленӗ Республикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗ театрсем уйрӑмах йышлӑ хутшӑннӑ районсемпе хуласене тишкернӗ те ҫапла пӗтӗмлетнӗ: районсенчен ҫӗрпӳсене (10 ушкӑн), вӑрнарсене (9), патӑрьелсене (6), куславккасене (5), элӗксене (4) тата Канаш хулине (5) кӗртнӗ. Ҫын шучӗпе вара элӗксем, ҫӗрпӳсем, шупашкар енсем (сӑмах район пирки пырать), сӗнтӗрвӑррисем тата Шупашкар хули пысӑк йышпа вылянӑ.
Халӑх пултарулӑхӗн театрӗсене сумлӑран та сумлӑ тӳресем хакланӑ. Вӗсен йышӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, чӑваш халӑх артисчӗсем Анна Кутузова тата Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов тата Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Владимир Григорьев пулнӑ.
Хулара пурӑнакансем хушшинче 64% лайӑх ӗҫ тупасишӗн Шупашкартан тухса кайма хатӗр имӗш. Кун ҫинчен HeadHunter компанийӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсене тӗпчес тӗлӗшпе ирттернӗ рейтингран паллӑ.
Шупашкарта пурӑнакансен 24,16% Мускава пурӑнма, ӗҫлеме кайма хирӗҫ мар. Вӗсен шучӗпе Раҫҫей тӗп хулинче ӗҫпе аталанма та майсем пур, шалу укҫи те самай пысӑк. Иккемӗшпе виҫҫемӗш вырӑна вара Шупашкар ҫыннисем Питӗрпе (9,10% ) Хусана (6,49%) хулисене суйланӑ.
Республикӑн тӗп хуламӑрӑн ҫыннисен шучӗпе ӗҫ вырӑнӗ Чулхулара (4,29%), Йошкар-Олара (1,04%) е Самарта (0,83%) лайӑхрах пулнине шанакансен йышӗ те пӗчӗк мар. Ҫиччӗмӗш вырӑнта Сочи вырнаҫнӑ, ун проценчӗ — 0,8%, саккӑрмӗш вырӑн Чӗмпӗр хулин — 0,7%. Рейтинг кӑтартӑвӗсене Екатеринбургпа (0,63%) Краснодар (0,58%) вӗҫлеҫҫӗ.
Республикӑра пурӑнакансен йышӗ чакать пулин те Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи пурӑнакансен шучӗ хӑпарсах пырать.
Чувашстат пӗлтернӗ тӑрӑх кӑрлач уйӑхӗн кӑтартӑвӗпе Шупашкарта ялан пурӑнакан шучӗ — 475,48 пин ҫын. Вӗсенчен: хулари ҫынсем — 464,94 пин ҫын (97,8%), ялтан килнисем — 10,54 пин ҫын (2,2%).
2012 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх республикӑн тӗп хулинче 470,9 пин ҫын пурӑнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн кӑтартӑвӗ тӑрӑх Мускав районӗнче чи нумай пурӑнакан, вӗсен шучӗ — 190,68 пин ҫын, асӑнӑ районтан Калинин районӗ 40 пин ҫын тенӗ пек сахалрах. Ленин районӗнче вара 123,47 пин ҫын.
Шупашкар хули 550 ҫул тултарнӑ тӗлнелле республикӑн тӗп хулинче ҫӗнӗ строительство ӗскерӗсене хута ярассине планланӑ. Вӗсенчен чи кӑсӑклӑ проект — планетарий.
Планитарийе хута ярас ӗҫ 800 млн. тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин пӗлтернӗ тӑрӑх планитарие Андриан Николаев ячӗллӗ паркра тума палӑртнӑ. Ку проекта Валентина Терешкова шухӑшӗпе килешӳллӗн хута ярӗҫ.
Кӑмӑла ҫӗклентерекен комплекса 2016 ҫулта уҫма палӑртнӑ. Планитарире кино пӳлӗмӗ, кафе тата шкул ачисемпе ҫамрӑксем валли тӗрлӗ кружоксем йӗркелеме палӑртнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫейри ИӖМ пысӑках мар кимӗсен патшалӑх инспекцийӗн (ПмКПИ) Чӑваш Енри уйрӑмӗ Шупашкарти ӗҫ-пуҫа тишкернӗ, Атӑл хӗрринче лару-тӑру епле пулнине сӑнаса тухнӑ. Ҫав шутра ҫитес вӑхӑтсенче хулара шыва кӗрес тапхӑра уҫасси ҫинчен те канашланӑ. Сыхлав ӗҫне хатӗрине Чӑваш Енри ИӖМ тӗп тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов та ҫиреплетнӗ.
— Паянхи куна инспекци шутлавӗнче 9 844 кимӗ, ПмКПИ ӗҫне пурнӑҫлама 9 патруль кими тӑрать, — пӗлтереҫҫӗ ИӖМ пресс-службинче.
Шыва кӗрес сезонне хула ҫыннисем ҫанталӑк ӑшӑтнине пула иртнӗ кунсенчех уҫнӑ. Анчах ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ӗҫ йӗркипе шыва кӗрес тапхӑр ҫуллахи кунсем ҫитсен ҫеҫ пуҫланӗ. Шӑрӑх кунсенче ҫак хула пляжӗсем хӑйсен ӗҫне пуҫлӗҫ: «Центральный», 1-мӗш пляж (Афанасьев урамӗ), «Новосельский», «Левобережный», «Буревестник», «Волжская деревня».
Чӑваш Енӗн Гидрометцентр пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес кану кунӗсенче ҫанталӑк сивӗтет, самаях вырсарникун.
— Паян Шупашкарта ҫанталӑк ҫуллахи кунсем пекех хӗвеллӗ, шӑрӑх. Каҫ еннелле вара таврана ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ ҫилӗ килет, градусӗ вара +5 – +10 ҫитет. Шӑматкун кӑнтӑралла ҫанталӑк сывлӑшӗ каялла ӑшӑтӗ — +17 – +18 ҫитӗ. Вырсарникун вара ҫуллахи ҫанталӑк ҫуркуннехи ҫанталӑка улӑштарать, «-1» градуса анса ларать, — каласа парать Чӑваш Ен Гидрометцентрӗн пуҫлӑхӗ Марина Китарьева. Сивӗтне кунсенче ҫӑмӑр ҫӑвасси палӑрмасть. Ҫапах кану кунӗсенче ҫынсем планланӑ ӗҫсене ҫанталӑка пула урӑх кунсене куҫарма лекет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |