Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ пуҫласа иртет. Вӑл авӑн уйӑхӗн 19—23-мӗшӗсенче пулмалла.
«Сказочная палитра» (чӑв. Юмах палитри) театр форумне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе йӗркелет. Фестивале Хусанти, Йошкар-Олари, Чӗмпӗрти, Шупашкарти ҫамрӑксен театрӗсем тата Саранскри наци драма театрӗ хутшӑнмалла. Театр форумӗ вӑхӑтӗнче спектакльсене наци чӗлхисемпе: чӑвашла, тутарла, ҫармӑсла — кӑтартӗҫ. Вӗсене вырӑсла синхрон мелӗпе куҫарӗҫ.
Фестивальти спектакльсене Мускавран, Ӗпхӳрен ятарласа чӗнсе илнӗ критиксемпе: ӳнер пӗлӗвӗн кандиадачӗ Ирина Мягковӑпа тата Пушкӑртстан Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗпе Дина Давлетшинапа — сӳтсе явӗҫ. Форума хутшӑннӑ спектакльсене тата артистсене тӗрлӗ номинаципе чыслассине те палӑртса хунӑ.
Чӑваш Енӗн профессионал писательсен пӗрлӗхӗпе Чӑваш телекуравӗ Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Упи ялне Валентина Тарават ҫыравҫӑна 70 ҫулхипе чыслама кайса килнине эпир пӗлтернӗччӗ.
РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе ҫыхӑннӑ халӗ тата тепӗр ырӑ хыпар. Ун пирки Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫат пӗлтерет.
«Тӗлӗнмелле хыпар ҫитрӗ редакцине. Августӑн 23-мӗшӗнче Аслӑ Нагаткинра юбилейне паллӑ тӑвакан Валентина Тарават патне хӑнана Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Морозов тата облаҫри саккун кӑларакан Пухӑвӑн председателӗ Анатолий Бакаев килсе чечек ҫыххисем панӑ. Анатолий Бакаев юбиляра саламланӑ май ӑна ылтӑн сехет парнеленӗ. Пирӗн республикӑри чӑваш ҫыравҫисенчен хӑшӗ ҫакӑн пек хисепе тивӗҫӗ-ши?» — тесе ҫырнӑ статьяра.
Чӑваш Енӗн профессионал писательсен пӗрлӗхӗпе Чӑваш телекуравӗ Валентина Тарават ҫыравҫӑна 70 ҫулхи юбилейпа саламлама ҫитсе килнӗ.
Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Упи ялне Валентина Тарават ҫыравҫӑна чыслама кайса килнине Марина Карягина тележурналист Фейсбукри хӑйӗн страницинче ӗнер пӗлтернӗ.
Тӗрлӗ ҫулта Чӗмпӗр тата Амур облаҫӗсенчи больницӑсенче медсестрара тата медпункт заведующийӗнче ӗҫленӗ ҫын халӗ — РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Ҫапла-ҫапла, культурӑн. Валентина Тарават — чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ 26 кӗнеке, 100 ытла юрӑ авторӗ. «Аппӑшне саламлама, паллах, шӑллӗ те, Анатолий Музыкантов, хӑй ертсе пыракан «Сӑвар» ташӑ ушкӑнне илсе пынӑ. Унӑн хӗрӗ те, Ирина Музыкантова, таҫтан та пуҫтарӑннӑ зал тулли халӑха темиҫе юррипе савӑнтарчӗ», — тесе ҫырнӑ Марина Карягина.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич тата Китай Халӑх Республикин Патшалӑх Канашӗн членӗ Ян Цзечи ертсе пынипе Чӗмпӗрте регионсем тата КНРти Янцзы шывӗн Ҫӳлти тата Вӑтам юхӑмӗсен регионӗсем «Атӑл-Янцзы» форматпа ирттерекен ларӑва хутшӑннӑ.
Республика Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, Ян Цзечи Атӑлҫи округӗнчи регионсемпе Китай провинцийӗсем килӗштерсе ӗҫлесси вӑй илет, ӗҫ кӑтартӑвӗ те курӑмлӑ. Чӑваш Ен Янцзы тӑрӑхӗнчи регионсемпе ӗҫлӗ ҫыхӑну тытни ҫинчен Михаил Игнатьев каласа панӑ. «Эпир икӗ халӑх ҫывӑхланмалли, икӗ еншӗн те тупӑшлӑ экономика ҫыхӑнӑвӗсене аталантармалли условисем йӗркелес тӗллевпе ҫине тӑрса ӗҫлетпӗр», — тенӗ вӑл.
Китайри Аньхой провинцийӗн кӗпӗрнаттӑрӗн ҫумӗ Лю Ли тата пирӗн республика ертӳҫи Михаил Игнатьев килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснӑ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсен Акатуйне ирттерме палӑртса хунӑ. Уява ҫӗртмен 11-мӗшӗнче унти «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) культурӑпа кану паркне пухӑнӗҫ.
Акатуя чӗмпӗрсем Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӑваш Енрен, Сарту тата Самар облаҫӗсенчен пырасса шанаҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата чӑваш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов та унти чӑвашсем ҫитессе кӗтеҫҫӗ.
Уяв вӑхатӗнче харӑсах темиҫе сцена ӗҫлемелле. Вӗсен шутӗнче — «Ача-пӑча Акатуйӗ», «Молодежная «Сарпике» (чӑв. Ҫамрӑк «Сарпике»), «Национальные игры» (чӑв. Наци вӑййисем).
Акатуй йӗркелӳҫисем наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхма та, декораципе практикӑллӑ пултарулӑх хатӗрӗсемпе тата чӑваш литературипе паллашма та май туса пама шантараҫҫӗ.
Чӑвашсене ҫутта кӑларакан Иван Яковлев ячӗллӗ Чӗмпӗрти скверта Чӗмпӗр облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен, вӗрентекенсен тата ҫыравҫӑсен тӗлпулӑвӗ иртнӗ, вӗсем 10 сехетре пухӑннӑ. Хӗрӳллӗ сӑмахсем каланӑ хыҫҫӑн Иван Яковлев палӑкӗ умне чечек хунӑ.
Ҫак наци уявне 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президиумӗ «Чӑваш чӗлхи кунне йӗркелесси ҫинчен» постановленипе йӗркеленӗ. Аса илтеретпӗр, Чӑваш чӗлхи кунне республикӑра чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗн, паллӑ культура ӗҫченӗн, хальхи чӑваш ҫырулӑхне хатӗрлекенӗ Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗнче палӑртаҫҫӗ. Эпир пурте пӗлетпӗр — чӑваш халӑхӗн ҫутлӑхҫи тата патриархӗ Иван Яковлев темиҫе ӑру хушшинче асра юлакан ӗҫсемпе палӑракан тата ӑс-хакӑл енчен витӗмлӗ йӗр хӑваракан ҫынсен шутне кӗрет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас енӗпе И.Я.Яковлев историре вӑйлӑ йӗр хӑварнӑ. 50 ҫул утла вӑл ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ ӗҫне йӗркелесе пынӑ. Ҫутта кӑларас историне вӑл наци шкулӗсем валли учительсем хатӗрлекен Чӗмпӗр шкулӗн никӗслевҫи тата ертӳҫи пек, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас ӗҫе вӑйлӑ йӗркелекен пек, икӗ чӗлхеллӗ шкулсенче вӗренӗве ҫӗнӗлӗх кӗртекен педагог, теоретик тата практик пек кӗрсе юлнӑ.
Шупашкарти ҫулсем чи япӑххисен йышне кӗнӗ. Тӗп хула Чулхулапа, Тӗменпе пӗр танах — вӗсенче 1 тӑваткал метр ҫула юсамашкӑн чи нумай укҫа тӑкаклани паллӑ. Кун пирки Общество халӑх фрончӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Атӑлҫи федераци округӗнче Шупашкарти К.Воробев урамӗнчи ҫула юсас ӗҫ чи хакла ларнине палӑртнӑ. 1 тӑваткал метршӑн 14 182 тенкӗ тӑкакланӑ. Общество халӑх фрончӗн хастарӗсем унта шӑтӑк-путӑк асӑрханӑ.
Чи йӳнӗ ҫулсене те Чӑваш Енрех асӑрханӑ. Котовский, Париж Коммунин, Ушаков урамӗсенче 1 тӑваткал метра 648 тенкӗпе юсанӑ. Унран йӳнӗреххи — Чӗмпӗрти Рябиков урамӗнчи (632 тенкӗ).
Общество хастарӗсем Раҫҫейри ҫулсене 2015 ҫулхи утӑ-раштав уйӑхӗсенче тишкернӗ, юсанисене тӗплӗн пӑхнӑ. Шупашкарти ҫулсем пирки вӗсен сахал мар тиркешмелли пулнӑ. Ҫапах вӗсем пирӗн хулари ҫулсем ытла япӑх пулнине палӑртман.
Ҫак эрнере кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче унта пурӑнакан халӑхсен тӑван чӗлхине вӗрентессипе канашлу иртнӗ.
Мероприятин пӗлтерӗшне уҫса панӑ май Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пухӑннисем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чӗлхесен социаллӑ тата культура фукнцийӗсене сарас, вӗсен статусне вӗренӳ тата культура инҫӗшӗнче анлӑлатас ыйтусене хускатнине пӗлтерет.
Форум вӑхӑтӗнче Чӗмпӗр хулинче тӗрлӗ ҫӗрте муниципалитетсен хушшинчи конференци йӗркеленӗ. Тӑван чӗлхе вӗрентекен педагогсем уҫӑ куроксем, шкул хыҫҫӑнхи мероприятисем, мастер-классем, ҫавра сӗтелсем ирттернӗ. Прикладной ӳнер, вӗренӳпе методика литературин куравӗсем те ӗҫленӗ, ача-пӑча ушкӑнӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Форума хутшӑнакансен умӗнче Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов тата ытти тӳре-шара тухса калаҫнӑ. Чӑваш Енрен унта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен иниститучӗн директорӗ Юрий Исаев хутшӑннӑ.
Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» ушкӑнӗ (ӑна Олег Цыпленков хастар ертсе пырать) виҫҫӗмӗш теҫетке ҫула яхӑн ӗнтӗ ҫулласерен инҫе ҫула тухать. Ушкӑнра — вӗрентекенсем, культурӑра тата ӳнерте ӗҫлекенсем, студентсем. Инҫе ҫула ҫывӑхлатса вӗсем тӑван халӑхӑмӑр авал пурӑннӑ вырӑнсене ҫитеҫҫӗ. Ҫитеҫҫӗ те юхӑна пуҫланӑ паллӑ вырӑнсене ҫӗнетеҫҫӗ, тӑван халӑхӑмӑрӑн манӑҫтарса ӗлкӗреймен йӑли-йӗркипе — чӳк ирттерсе — мӑн асаттесемпе мӑн асаннесене пуҫ таяҫҫӗ.
2012 ҫулта чӑваш паломникӗсем Алтай тӑрӑхӗнче пулнӑччӗ. Ун пирки Олег Цыпленков ЧР Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатне панӑ интервьюра «чӑваш аталанӑвӗн цивилизацийӗ» тесе хакланӑччӗ. Пӗлтӗрхи ҫулҫӳревре Азербайджанра Пӳлесӑвар ятлӑ хулана тупнӑччӗ.
Кӑҫалхи «Чунҫӳрев» утӑ уйӑхӗн 3–14-мӗшӗсенче ҫак маршрутпа иртмелле: Вӑта Сӑвар (Шупашкар) — Чӗмпӗр — Ҫӑрттанлӑ — Элиста — Сементер (Махачкала) — Баку — Пӳлесӑвар (Азербайджанпа Иран чикки) — Арамаҫи сӑрчӗ (Грузи) — Вӑта Сӑвар.
Чунҫӳреве хутшӑнас текенсене 8-927-667-93-23 телефонпа шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ.
Шупашкарти полицейски ҫара каясшӑн пулман тесе пӗлтереҫҫӗ. Кун пек шухӑшлаканни — РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-служби.
Хӗсмете каясшӑн мар ҫамрӑк пирки Следстви управленийӗн Шупашкарти Ленин районӗнчи пайӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫар ретӗнчен пӑрӑнакан каччӑ Шупашкарта пропискӑра тӑрать иккен, хӑй вӑл Чӗмпӗрте йӗрке хуралҫинче ӗҫлет. 22 ҫулти каччӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 328-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ.
Ҫара кайма ӑна 2015 ҫулхи раштавра повестка панӑ пулать. Анчах Шупашкарти призыв пунктне вӑл пыман.
Каччӑн айӑпне ҫирӗплетсе парсан унӑн хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗпе те сывпуллашма тивет-тӗр — пуҫиле майпа айӑпланисене йӗрке хуралӗнче тытса тӑрасси иккӗлентерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |