Чӗмпӗр ҫыравҫин — Анатоли Ырьятӑн — черетлӗ кeнеки кун ҫути курчӗ. Ячӗ — «Пурнӑҫ утравӗсем». Суйласа илнисем. Поэзи пайне ҫак сӑвӑ ярӑмӗсем вырнаҫнӑ: «Телее аякра шырамаҫҫӗ», «Ӑраскал», «Пурнӑҫ утравӗсем», «Пурнӑҫ тулӑх — пурӑнма пӗлсен», «Ватлӑха эп читлӗхе хупатӑп», «Юрра хывнӑ сӑвӑсем», «Удел», «Халалсем». Проза жанрӗпе виҫӗ ҫӗнӗ повеҫ вырнаҫнӑ: «Тамӑкра тӗвӗленнӗ кӗтрет», «Таврӑннӑ юрату», «Юн шыв мар». Кӗнекере Чӑваш тата Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем — Алексаедр Богатов, Серте Мишши, Валентина Тарават, Николай Ларионов, Николай Симунов, Роман Чепунов, Анатолий Юман — автор пултарулӑхне хак панӑ статьясем, халалсем кӗнӗ. Сӑнӳкерчӗксем нумай. Кӗнеке «Хамашкал эп» сӑвӑпа уҫӑлать.
Хамашкал ман туйӑм. Хамашкал ман кӑмӑл.
Хамашкал пулнӑран пурӑнма та ҫӑмӑл.
Телейлӗ ман ӗмӗр. Телейлӗ эп — пӗлӗр!
Пысӑк пуҫлӑ ҫын мар, ятран кӑна чӗнӗр.
Анне парнелерӗ мана ҫивӗч ӑсне.
Атте парнелерӗ мӑшӑр кӑвак куҫне.
Ял-йышпа тӑвансем вӑй-хал парнелерӗҫ,
«Тӑхӑрьял ятне эс ҫӗклеме пӗл!
Ҫурлан 23-мӗшӗнче Чӗмпӗр хули чӑваш чӗлхипе культура кунне паллӑ тӑвать. Сӑмах май, ҫак куна паллӑ тӑвас йӑла Чӗмперте 10 ҫул хушши упранса пырать, ҫавӑнпа та кӑҫалхи чӑваш уявӗ юбилейлӑ. Ӑна «Киндяковка» культура ҫуртӗнче ирттерӗҫ, уява крсе курма тӳллевсӗр пулӗ.
Уяв хӑнисене чӑваш пики — пӗлтерхи наци пики конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи— кӗтсе илӗ. Мероприятие вӗренекенсемпе вӗрентекенсем тата хулари ӗҫ коллективӑн элчисем хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал уява йӗркелекенсем йӑла-йӗркесем ҫине пысӑк тимлӗх тунӑ. Куракансемпе хутшӑнакансем чӑваш кӗнекисен куравӗсемпе музей экспозицийӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне наци апат-ҫимӗҫне: тӑпӑрчӑ, чӑкӑт, ашран тунӑ кукӑль, хуплу тутанса пӑхма та май пулӗ. Культура ҫурчӗн канмалли залӗнче наци тӗррин, йывӑҫпа керамикӑран ӑсталанӑ кӳлепесен куравне уҫма планланӑ.
Мероприятие йӗркелекенсем концерт программи пуян, кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ. Сцена ҫине чи пултаруллӑ наци ушкӑнӗсемпе Чӗмпӗрти солистсем тухӗҫ, ятарласа чӗннӗ хӑни — чӑваш вокал ансамблӗ «Азамат» пулӗ. Концерт программине вара Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхӗ уҫӗ тесе сӑмахлаҫҫӗ.
Ӗнер, утӑн 7-мӗшӗнче, Шупашкартан черетлӗ «Чунҫӳрев» ҫула тухрӗ.
Чӑваш халӑхӗн авалхи вырӑнӗсемпе паллашас тӗллевпе тухнӑ маршрут хальхинче ҫапла иртӗ: Шупашкар–Чӗмпӗр–Ӗшнеуй (Шняево, Сарӑту облаҫӗ)–Волгоград–Элиста–Каҫпи тинӗҫӗ–Пенза–Шупашкар. Ку тӑрӑхалла виҫӗмҫул кайса килнӗ пулин те кӑҫалхи ҫул та кӑнтӑралла выртать — 2011 ҫулта лекеймен вырӑнсемпе паллашасси (тӑванла халахсем йыхравленипе), туса ҫитереймен ӗҫсене вӗҫлесси.
Каҫпи тинӗсӗ хӗрринче 3 кун ирттермелле — пӗр куна юпа лартма уйӑрӗҫ. Чунҫӳревҫӗсем чӑваш ячӗсем йышӑнӗҫ, инҫетри чӑваш ялӗсенче концертсем лартӗҫ.
Водительсене шута илсен ҫула пурӗ 69 ҫын тухнӑ. Инҫе ҫул ӑнӑҫлӑ пуласса, палӑртнӑ ӗҫсем пурнӑҫланасса шанса тӑратпӑр. Такӑр ҫул сунатпӑр!
Шупашкарта иртнӗ кунсенче Мускаври технологи тата управлени патшалӑх университечӗн (МГУТУ) уйрӑмре хупасси ҫинчен хыпар тухнӑ пулнӑ. Хупнин сӑлтавӗ вара — тӗп ВУЗ Шупашкарти филиал валли уйрӑм ҫурт-йӗр туянма килӗшменнинче иккен. Паянхи кун вӑл 3-мӗш каҫхи шкулӑн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ, ку вара паянхи саккунпа килешӳллӗ мар.
Асӑннӑ МГУТУ филталне хупасси ҫинчен хыпар пӗрремӗш хут ака уйӑхӗнче тухнӑ пулнӑ. Университетра вӗренекен студентсен вара Мускаври университета е Чӗмпӗрти МГУТУ уйрӑмне куҫма лекӗ. Шупашкарти филиала ҫӗртмен 30-мӗшӗнче хупма палӑртнӑ.
Иртнӗ вырсарникун Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗнчи Культура ҫуртӗнче «Ҫӑртанлӑ ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ регионсем хушшинчи чӑваш культурин иккӗмӗш конкурсӗ иртнӗ. Ӑна чӑваш культурин вырӑнти автономийӗн председателӗ Анатолий Архипкин ҫине тӑнипе йӗркеленӗ.
Ҫав кун сцена ҫине профессионал артистсемпе пӗрлех хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӑстасем хӑпарнӑ. Вӗсем Сарӑту хулипе облаҫӗнчи, Шупашкар, Пенза, Чӗмпӗр хулисенчен пырса ҫитнӗ. Вырӑнти — Ҫӑртанлӑ районӗнчи — маттурсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Конкурса хутшӑнакансене саламлама тата ӑнӑҫу сунма Пенза облаҫӗн правительствин элчисем, ҫав шутра регион кӗпӗрнаттӑрӗн канашҫи Виктор Медведев та пулнӑ.
Мероприятие ирттерме пӗр тӑван Юрийпе Евгений Жемчуговсем, Николай Безруков, Михаил Данилов, Михаил Никитин, Ринат Камяков, Николай Данилов, Александр Смирнов, Александр Антипов, Александр Лебедев укҫа-тенкӗ парса пулӑшнӑ. Вӗсене уншӑн пысӑк тав сӑмахӗ калас пулать.
Хулара пурӑнакансем хушшинче 64% лайӑх ӗҫ тупасишӗн Шупашкартан тухса кайма хатӗр имӗш. Кун ҫинчен HeadHunter компанийӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсене тӗпчес тӗлӗшпе ирттернӗ рейтингран паллӑ.
Шупашкарта пурӑнакансен 24,16% Мускава пурӑнма, ӗҫлеме кайма хирӗҫ мар. Вӗсен шучӗпе Раҫҫей тӗп хулинче ӗҫпе аталанма та майсем пур, шалу укҫи те самай пысӑк. Иккемӗшпе виҫҫемӗш вырӑна вара Шупашкар ҫыннисем Питӗрпе (9,10% ) Хусана (6,49%) хулисене суйланӑ.
Республикӑн тӗп хуламӑрӑн ҫыннисен шучӗпе ӗҫ вырӑнӗ Чулхулара (4,29%), Йошкар-Олара (1,04%) е Самарта (0,83%) лайӑхрах пулнине шанакансен йышӗ те пӗчӗк мар. Ҫиччӗмӗш вырӑнта Сочи вырнаҫнӑ, ун проценчӗ — 0,8%, саккӑрмӗш вырӑн Чӗмпӗр хулин — 0,7%. Рейтинг кӑтартӑвӗсене Екатеринбургпа (0,63%) Краснодар (0,58%) вӗҫлеҫҫӗ.
Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен «Канаш» хаҫачӗ ҫумӗнче ӗҫлекен «Шевле» литпӗрлешӳ тӑрӑшнипе «Атӑл юрри» журналӑн ҫӗнӗ саманари 2-мӗш номерӗ кун ҫути курчӗ. Пурӗ вара ун 4 номер тухнӑ.
Аса илтеретпӗр. Ку кӑларӑмӑн малтанхи икӗ номерӗ Чӗмпӗрте 1920 тата 1921 ҫулсенче тухнӑ. 2000 ҫулта «Канаш» хаҫат ӗҫченӗсем ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратрӗҫ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма хальхи вӑхӑтра пурӑнакан тата пиртен уйрӑлса кайнӑ вырӑнти чӑваш ҫыравҫисен тӗрлӗ жанрлӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Кунта тӗрлӗ ҫулхи вулакансем хӑйсене кирлине тупӗҫ. Тиражӗ — 900 экземпляр.
Нумай пулмасть, пушӑн 23-мӗшӗнче, Тутарстанри Пӳркел ялӗнче Иван Юркинӑн 150 ҫулне паллӑ турӗҫ. Шавлӑ иртрӗ уяв — унта тӗрлӗ енчи чӑвашсем пухӑнчӗҫ — ял халахӗ, Хусанти, Шупашкарти хӑнасем. Чӗмпӗр, Мускав, Теччӗпе Пӑва тӑрӑхӗсенчен те ҫитрӗҫ.
Уяв ялти Культура ҫуртенче 11 сехетре пуҫланчӗ. Пухӑннӑ хӑнасене Пӳркел ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсем питӗ чаплӑ концерт йӗркелесе пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Уява Пӳркел шкулӗн вӗрентекенӗ Марина Вериялова ертсе пычӗ.
Хӑнасем Юркка Иванӗ пурӑннӑ ҫурт патне те ҫитсе курчӗҫ — кунта асӑну хӑми уҫрӗҫ. Иван Николаевич чул ҫурчӗ клубран инҫе мар вырнаҫнӑ, вӑл питӗ тирпейлӗ курӑнса тӑрать. 1988 ҫултанпа унта музей вырнаҫнӑ. Музее тытса, пӑхса, пуянлатса тӑраканни — чӑваш халӑх академикӗ Анатолий Малышев.
Сӑнсем (42)
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫат редакци ӗҫченӗсем вулакансемпе тӗл пулчӗҫ. Калаҫу хаҫат пуласлӑхӗ пирки ҫаврӑнчӗ.
Редакци 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ҫӗнӗ вырӑна куҫнӑ. Ку вӑл облаҫри чӑвашсен автономи ҫурчӗ. Халь редакцие 2 пӳлӗм уйӑрса панӑ, ӗҫ условийӗсем лайӑхланнӑ.
Н.Н.Ларионов тӗп редактор чи малтан 2012 ҫулта хаҫат страницисенче ирттернӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫисене дипломсем парса чысларӗ, тираж ан чактӑр тесе мӗнле ӗҫсем туса пынине каласа пачӗ. Ҫаплах вӑл «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫӗ ҫинче те чарӑнса тӑчӗ, вырӑнти ҫыравҫӑсем кӗнеке ҫине кӗнеке кӑларнине палӑртрӗ.
Журналистсем хӑйсен ӗҫӗсем пирки каларӗҫ. Вулакансем хаҫата илӗртӳллӗрех тума сӗнӳсем пачӗҫ: ачасем, ҫамрӑксем, спорт пирки ытларах ҫырмалли пирки пусӑм туса калаҫрӗҫ. РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Юман поэт вара: «Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура ытти регионсенчи чӑвашсемпе ҫыхӑнса ӗҫлесси, чӑваш чӗлхине аталантарасси пирки пӗр сӑмах та каламанни пӑшӑрхантарать. Эпир те чӑваш тӗнчине кӗретпӗр вӗт. Шупашкарсене кирлӗ мар-ши вара эпир?
Чӗмпӗр хулинче Чӑваш ҫурчӗ уҫӑлчӗ. Адресӗ: Лев Толстой урамӗ, 12-мӗш cурт. Ун хуҫи — Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ (УОЧНКА). Халӗ ун председателӗ — В.И.Сваев — кунта ларать.
Чи малтан кунта «Канаш» хаҫат редакцийӗ куҫса килчӗ. Ҫӗнӗ вырӑнта пӗр номер хаҫат кӑлартӑмӑр ӗнтӗ. Ҫаплах ку ҫуртра «Еткер» телекӑларӑм редакцийӗ тата Кӗрешӳ федерацийӗ вырнаҫнӑ.
Чӑваш ҫурчӗ И.Я. Яковлев палӑкӗ патӗнче, урам урлӑ чалӑш ларать — 50 метрта ҫеҫ. Пӗр хутлӑ ҫурта юсаса ҫӗнетме УОЧНКА ҫумӗнчи чӑваш арӗсен «Эртел» ушкӑнӗ нумай укҫа-тенкӗ тӑкакларӗ.
Ҫапла вара УОЧНКА чӑвашсене пӗр йӑвана пухрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |