Чӗмпӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗн председательне Владимир Ильич Сваева облаҫӑн Ылтӑн кӗнекине кӗртнӗ, Чӗмпӗр облаҫӗн Хисеплӗ гражданӗ ятне панӑ. Халӗ чӑвашсенчен кун пек чаплӑ ят илнисем тӑваттӑн пулчӗҫ. Унччен ҫак ята В.В.Афанасьев (облаҫри чӑвашсен Обществӑлла Канашӗн пуҫлӑхӗ пулнӑскер, вилнӗ), Е.А.Фурашова врач-невропатолог, В.Н.Игнатьева-Тарават поэт тата ҫыравҫӑ тивӗҫнӗччӗ.
Чӗмпер Ен чӑвашӗсем Владимир Ильича чунтан саламлаҫҫӗ!
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Канаш» хаҫат, Чӗмпӗр
Чӗмпӗр Енре вӑл 9-мӗш хут пулчӗ ӗнтӗ. Юлашки тапхӑрта сцена ҫине 11 юрӑҫ тухрӗ. Пӗрремӗш вырӑна Аслӑ Нагантинти вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Елена Васильева ҫӗнсе илчӗ. Иккӗмӗшсем — Ектерина Артемьева тата Екатерина Шепелёва. Виҫҫӗмӗш вырӑна Елена Чечуковӑпа Елена Петрукова пайларӗҫ.
Юрӑҫсен ӑсталӑхне хак пама Шупашкартан ЧНК ертӳҫи Г.Архипов, Светлана Асамат юрӑҫ тата сӑвӑҫ, Татьяна Шаркова ӳнерҫӗ килсе ҫитнӗччӗ. Вӗсем кӑмӑла кайнӑ артистсене парнесем парса хавхалантарчӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Канаш» хаҫат, Чӗмпӗр хули.
Чӗмпӗрти чӑвашсен «Еткер» фонд (президенчӗ Олег Мустаев) премийӗпе орденне тӑван халӑх умӗнче наука, литература, искусство, журналистика, архитектура тата спорт енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн параҫҫӗ. Кӑҫал лауреатӑн хисеплӗ ятне тата премине Чӑваш халӑх художникӗ Владимир Агеев (чӑваш халӑх ӑс-хакӑлне ӳнер витӗр ҫине тӑрса ӗҫлесе тӗнче шайне ҫитернӗшӗн), Тутарстанри чӑвашсен культурӑпа автономи председателӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Константин Яковлев (чӑваш чӗрӗлӗхӗпе пӗрлӗхӗшӗн ҫине тӑрса ӗҫленӗшӗн), Чӗмпӗрти усламҫӑ, Чӗмпӗр, Сарӑ Ту, Пенза тӑрӑхӗнчи чӑвашсен энциклопедийӗн редакторӗ тата пӗртен-пӗр спонсорӗ (чӑвашсен еткерлӗхне аталантарса упрама тӑрӑшнӑшӑн) илме тивӗҫнӗ.
Пӗлсе тӑма: Чӗмпӗрти чӑвашсен «Еткер» фондне ҫак ятлах телекӑларӑмӑн тӗп редакторӗ Олег Николаевич Мустаев йӗркеленӗ. 1992 ҫулта пултаруллӑ чӑвашсене татах хавхалантарас шутпа фондӑн ятарлӑ И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленекен премине туса хунӑ. 2002 ҫулта унӑн ятарлӑ паллине ҫирӗплетнӗ, ӑна И.Я.Яковлев орденӗ ятпа преми ҫумне пама тытӑннӑ.
Ульяновскра тухса тӑракан чӑвашла «Еткер» кӑларӑм 20 ҫулта.
Юпан 24-мӗшӗнче Ульяновскри Халӑх культурисен центрӗнче "Еткер" телекӑларӑм уҫӑлнӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ анлӑ мероприяти иртрӗ. Кермен залӗнче пухӑннӑ лӑк тулли халӑх пӗрне-пӗри уявпа саламларӗ. Официаллӑ делегацисем Тутарстанран, Чӑваш Республикинчен тата Самар хулинчен килсе ҫитрӗҫ. «Еткер» редакцин редакторӗ пӗр улшӑнми 20 ҫул пулса вӑй хуракан Олег Николаевич Мустаева Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр ячӗпе саламласа ылтӑн сехет парнелерӗҫ. Тӗрлӗрен обществӑлла организацисемпе патшалӑх тытӑмӗн ертӳҫисем саламланӑ хыҫҫӑн уяв малалла Светлана Яковлева, Алексей тата Андрей Шадриковсем, Дипендра Мани, Александр Ильин, Светлана Карсакова, Силиса, Типшӗм Сашук юрӑҫӑсемпе «Авангард» ташӑ ушкӑнӗн илемлӗ концерчӗпе малалла тӑсӑлчӗ.
Савӑнӑҫлӑ каҫ вӗҫӗнче Олег Мустаев уява унпа пӗрле паллӑ тума пуҫтарӑннӑ ентешсене пуҫ тайса тав турӗ.
Чӗмпӗрти «Арбат» культура комплексӗнче юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗ кунӗнче чӑваш каччисемпе хӗрӗсем ташӑ каҫӗнче савӑннӑ. Уява йӗркелекенӗ — «Уллах» ятлӑ чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗ. Дискотекӑна 400 ҫын ытла пухӑннӑ. Кӳршӗ Тутарстан ҫамрӑкӗсем те ҫитнӗ. Конкурссенче, вӑйӑсенче ҫӗнтерекенсене парнесем парса хавхалантарнӑ. Вырӑнти ҫамрӑк юрӑҫсем Елена Чечукова, Дмитрий Ахмеров пуханнисене янӑравлӑ сассипе савӑнтарнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Канаш» хаҫат (Чӗмпӗр)
Ҫапла, юпан 9-мӗшӗнче «Уллах» ЧҪП Чӗмпӗрте черетлӗ дискотека ирттерет. Вӑл Арбатра (Чӗмпӗрсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ) пулӗ, 21 сехет каҫхине пуҫланӗ. Дискотека «Салтака ӑсататпӑр» ятпа пулать.
Ятарлӑ хӑнасем: Чӗмпӗр облаҫӗнчи юрӑҫсем.
Билет хакӗ: 13 сехетчен — 150 тенкӗ, ун хыҫҫӑн — 200 тенкӗ. Маларах туянас текенсем 100 тенкӗпе туянма пултараҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗ: 8-908-471-32-67.
Чӗмпӗр каччисемпе хӗрӗсем! Сире пурне те ҫак хаваслӑ мероприятине йыхлавлатпӑр!
Утӑ уйӑхӗн 5-11-мӗшӗсенче «Сувар» ятлӑ ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ ҫулҫӳреве тухрӗ. Чунҫӳреве (поломничествӑна) пурӗ 33 ҫын тухрӗ — вӗсен шутӗнче О. Цыпленков (чунҫӳрев ертӳҫи), «Шуҫӑм» ансамбль, ҫыравҫӑсем (С. Асамат, Лидия Сарине), Вера Никонорова эстрада ҫӑлтӑрӗ, чӑваш чӗлхи вӗрентӳҫисем, ҫамрӑксем пулчӗҫ. Chuvash.Org сайтӑн тӗп администраторӗ те вӗсемпе пӗрле кайса килчӗ.
Чунҫӳрев утӑн 5-мӗшӗнче пуҫланчӗ. Чи малтан ҫула тухнӑскерсем Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ ялне кӗрсе тухрӗҫ — паллӑ сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа кӑҫал 110 ҫул ҫитнӗ! Кайран Митта Ваҫлейӗн, Геннадий Айхи вилтӑприйӗсем ҫине ҫитсе вӗсене асӑнчӗҫ, Тикеш хулашпа паллашрӗҫ. Пӗрремӗш кун Кӑнна Кушкинче вӗҫленчӗ — Иван Яковлев ҫуралнӑ ялӗнче музейпе паллашрӗҫ, ҫула тухнӑ артистсем концерт кӑтартрӗҫ, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведущийӗ Антонина Андреева кӑвар чӗреллӗ поэтӑн кун-ҫулӗпе, унӑн сӑввисемпе паллаштарчӗ.
Иккӗмӗш кунне чунҫӳревҫӗсем Чӗмпӗр урлӑ Самар облаҫӗнчи Ухинкел ялне кайрӗҫ. Шел те, ку кун Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче музей ӗҫлеменнине пула Чӗмпӗрте чарӑнса тӑрасси пулмарӗ.
Хальлӗхе 1-мӗшӗ ҫеҫ-ха. Ун тиражӗ — 4 пин экземпляр. Проект авторӗ, укҫа-тенкӗпе тивеҫтерекенӗ, редакторӗ, издателӗ Дмитрий Кузьмин усламҫӑ ҫак кӗнекесене хӑвӑртрах сутса пӗтерсе ҫав укҫапа 2-мӗш томне кӑларма пикенесшӗн. 1-мӗш тома Ульяновск, Сарӑту, Пенза облаҫӗсенче пурӑнакан е ҫак регионсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ 1250 ҫынна кӗртнӗ. Ҫаплах ҫакӑнта вырнаҫнӑ чӑваш ялӗсем, паллӑ вырӑнсем ҫинчен ҫырни пур кунта. Ҫавӑнпа кӗнеке ячӗ те ҫапларах: «Краткая чувашская региональная энциклопедия». 2-мӗш том валли те чылай ят пуҫтарнӑ ӗнтӗ.
Кӗнеке кӑларма патшалӑх пӗр пус та паман, уйрӑм усламҫӑсем ҫеҫ кӑштах пулӑшнӑ. Пӗтӗм йывӑрлӑхне вара Дмитрий Васильевич хӑй ҫине илнӗ: хӑй машинипе ялсем тӑрӑх ҫӳресе тивӗҫлӗ ҫынсен ячӗсене пуҫтарнӑ, укҫалла наборщик, корректор, верстальщик тупса ӗҫлеттернӗ.
Кӗнекене Шупашкарти типографире пичетленӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: "Канаш" хасат
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Чӗмпӗрте чӑваш Акатуйӗ пулать. Вырӑнӗ — Винновка ращи (чукун ҫул вокзалӗ патӗнчен инҫе мар). 11 сехетре пуҫланать. Артистсене, кӗрешӳҫӗсене, кире пукан йӑтакансене, куракансене йыхравлатпӑр.
Уява Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ ирттерет.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: "Канаш" хаҫат
Чӗмпӗрте Чӑваш Республикипе Ульяновск облаҫӗ хушшинче «Диалог культур» ятпа культура ҫыхӑнӑвӗсене анлатма Килӗшӳ туса ҫирӗплетрӗҫ. Ҫак тӗллевпе Чӗмпӗре Шупашкартан делегаци пырса кайрӗ: культура министерӗн ҫумӗ Казакова Т.В., пай пуҫлӑхӗ Краснов М.Н., ЧПУ доценчӗ Абрамов В.А., РФ тава тивӗҫлӗ художникӗ В.П.Нагорнов.
Ҫак Килӗшӳ тӑрӑх Культура программи Ульяновск облаҫӗнче чӳк уйӑхӗччен тӑсӑлмалла. Унта ҫыравҫӑсен, ӳнерҫӗсен тата ытти пултарулӑх ҫыннисен тӗлпулӑвӗсем иртмелле.
Чӗмпӗрсем умӗнче Чӑваш патшалӑх академи ансамблӗ пысӑк концерт кӑтартрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |