Чӗмпӗрти «Наци ялне» 2016 ҫулта туса пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн нацисем хушшинчи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен канашӗн президиумӗн ларӑвӗнче Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр каланӑ.
Хальхи вӑхӑтра «Наци ялӗн» проектпа смета документацине хатӗрлесси вӗҫленсе пырать иккен. 2016 ҫул тӗлне культурӑпа наци комплексӗ уҫӑлмалла.
«Наци ялӗн» никӗсне пӗлтӗр янӑ. Вӑл Чӗмпӗрти Ҫамрӑксен урамӗнче пулмалла. Унта чӑваш картишӗ те пулмалла. Чӑвашсемсӗр пуҫне вырӑс, азербайджан, осетин, тутар, еврей, ингуш, эрмен тата тухӑҫри халӑхсен картишӗсем вырӑн тупмалла. Вӗсене уҫӑ пӗлӗт айӗнче вырнаҫтарӗҫ. Чӑваш картишӗнче 8 вырӑнлӑх хӑна ҫурчӗ, кафе, ампартан тата лаша витинчен тӑракан музей ҫурчӗ, мунча, ҫуллахи уявсене ирттермелли вырӑн пулмалла.
Чӗмпӗрте сивӗ шывра ишме юратакансен марафонӗ иртнӗ. Ӑна Крым Раҫҫейпе пӗрлешнине халалланӑ. Пирӗн ентешӗмӗрсем марафонра сакӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑртӑва Чӗмпӗрти, Шупашкарти, Тольяттири 63 ишевҫӗ хутшӑннӑ. Вӗсем пӗр пӗрне ылмаштарса Сӗвен сивӗ шывӗнче пӗр талӑк ишнӗ. Пӗтӗмпе «моржсем» 29 ҫухрӑм та 550 метр парӑнтарнӑ. Чӑваш «моржӗсем» пурӗ пӗрле 15 ҫухрӑм та 800 метр ишнӗ. Кун валли вӗсене 9 сехет те 27 минут кирлӗ пулнӑ. Сӗвери шыв 2 градусран ӑшӑ пулман.
Чи вӑрӑм дистанцие парӑнтарас енӗпе пирӗн ентешӗмӗр Валерий Губаньков пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл пӗтӗмӗшле 2400 метр ишнӗ. Иккӗмӗш вырӑн — 2250 метр ишнӗ Алексей Орловӑн. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче Лариса Дашкова иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Марина Михайлова виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Шывра чи нумай вӑхӑ ишес енӗпе Алексей Орлов ҫӗнтернӗ. Вӑл сивӗ шывра ҫӗрле 27 минут пулнӑ. Лариса Дашкова иккӗмӗш вурӑна тухнӑ. Вӑл Чӗмпӗр «моржне» темиҫе ҫеккунт ҫеҫ выляса янӑ.
Пирӗн командара тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те пулнӑ: Зинаида Ламырева, Михаил Никифоров, Надежда Григорьева, Виталий Максимов.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче гастрольте пулнӑ. Ентешӗмӗрсене унта Чӗмпӗрти ӗҫтешӗсем чӗннӗ. Гастроле СССР халӑх артистки Валентина Леонтьева ячӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗн пукане театрӗ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Камсем пулнӑ-ха унта? Чӑваш халӑх артисчӗ Петр Клементьев, Светлана Кокшина, Юлия Мельник, Лариса Антонова, Ираида Васильева тава тивӗҫлӗ артисткӑсем, Алина Каликова артистка, ӳнер постановкин заведующийӗ Елена Белоусова, ҫутӑ ӳнерҫи Олег Ильин, сасӑ режиссёрӗ Павел Яргунин. Ушкӑна Юрий Филиппов (театрӑн ӳнер ертӳҫи, тава тивӗҫлӗ артист) ертсе пынӑ.
Чӑваш артисчӗсем Чӗмпӗр сцени ҫине нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тухнӑ. Ирхи сеансра вӗсем «Тайны Снеговика» (чӑв. Юр кӗлеткин вӑрттӑнлӑхӗ) спектакль кӑтартнӑ. Каҫхине куракансем «14 писем к Богу» (чӑв. Турӑ патне янӑ 14 ҫыру) постановкӑпа киленнӗ. Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче вара Юр кӗлетке ҫинчен лартнӑ спектакле Димитровград ҫыннисем курнӑ.
Чӑваш артисчӗсене курма чылаййӑн пынӑ. Пӗр спектакль хаваслӑ, тепри — шухӑша яраканни пулнӑ. Куракансем иккӗшне те ӑшшӑн йышӑннӑ, спектакль вӗҫленсен чылайччен алӑ ҫупнӑ.
Чӗмпӗр чӑвашӗсен «Канаш» ятлӑ хаҫачӗн 1-мӗш номерӗ 1989 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Кӑҫал унӑн юбилей — 25 ҫул! Халиччен вӑл шурӑ-хура тухса тӑратчӗ.
2014 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вара вӑл сӑн-сӑпатне улӑштарчӗ. Халь «Канаш» хаҫатӑн 8 хутьенӗ те тӗспе пичетленет! Ку журналистсемшӗн те, вулакансемшӗн те — пысӑк савӑнӑҫ! Халь хаҫата алла тытма чылай кӑмӑллӑрах. Кӑҫал ун тиражӗ те ӳсрӗ — халӗ вӑл 1 400 экземплярпа тухать.
Хаҫат редакцийӗ ҫумӗнче 1997 ҫултанпа «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫлет. Пӗлтӗр хаҫат редакцийӗ ҫаван пекех «Атӑл юрри» журналӑн 4-мӗш номерне кӑларнӑ.
Пурӑнма илӗртӳллӗ хуласен танлаштарӑшӗнче (рейтингӗнче) Шупашкар хулин илӗртӳлӗхӗ пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 76 пункт чакса 125-шне йышӑннӑ. Кунта пӗтӗмпе 165 хула хутшӑннӑ. Кун пирки Раҫҫейри инженерсен союзӗ хыпарланӑ.
Танлаштарӑша хатӗрлекенсем халӑх йышне, медицинӑпа демографи лару-тӑрӑвне; ҫынсен пурнӑҫ шайне; социаллӑ, ҫул-йӗр, инженери инфраструктурисене; хула экономикине; ҫурт-йӗр секторӗн аталанӑвне; ҫурт-йӗр туянма майсем пуррипе ҫуккине; инноваци шайне; кадрсен енӗпе лару-тӑру еплине; ҫутҫанталӑкпа экологи тӑрӑмне шута илнӗ.
Малтанхи пилӗк вырӑна Мускав, Питӗр, Краснодар, Подольск тата Екатеринбург хулисем ҫӗнсе илнӗ. Хусан улттӑмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхне кӗрекен хуласенчен Элмет, Анат Кама, Чулхула, Чуллӑ Ҫыр, Ижевск, Димитровград, Самар, Сарӑту, Пенза, Тольятти рейтингра Шупашкартан ҫӳллӗрех вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Ен тӗп хулине Чӗмпӗр, Саранск, Сызрань, Йошкар-Ола тата Сарапул хулисем ҫитеймен.
Чӗмпӗр хулинчи «Шанӑҫ» чӑваш хорӗ Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» программӑра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистне Михаил Ефремова ҫур ӗмӗрхи юбилейпа саламланине хӑшӗсем, тен, курнӑ та пулӗ. Михаил Ефремовра чӑваш юнӗ чупни пирки калаҫҫӗ. Кунта сӑмах Иван Яковлев пирки пырать. Актерӑн амӑшӗ, Алла Покровская, Иван Яковлевӑн мӑнукӗн хӗрӗ пулать теҫҫӗ.
Малаховӑн Ефремовпа ирттернӗ кӑларӑмне Чӗмпӗртен Ираида Гавриловӑпа Александр Чурбанов та хутшӑннӑ, чӑваш тумне тӑхӑнса тухса актера вӗсем чӑваш культурин центрӗ ячӗпе юбиляр-актера чӑваш кӗпи тӑхӑнтартнӑ. Андрей Малахова та кӳрентермен — ӑна чӑваш тӗрриллӗ ҫанӑсӑр кӗпе парнеленӗ.
«Чӑвашсем хӑйсен авалтан пыракан йӑлине хисеплени мана савӑнтарать», — тенӗ Михаил Ефремов актер.
Чӑваш Ене Олимп ҫулӑмӗ раштавӑн 27-мӗшӗнче килсе ҫитмелле. Ӑна Чӗмпӗр енчен илсе килӗҫ. Ҫакӑн пирки ҫав пулӑма халалласа Шупашкарта ирттернӗ планеркӑра каланӑ.
Ӑна шӑп та лӑп кӑнтӑрла ҫутмалла та Чӑваш Ен территорийӗнче ӑна 33 ҫухрӑм тӑршшӗ илсе каймалла. Олимп ҫулӑмне йӑтакансем хушшинче спортсменсем, тренерсем, общество ӗҫченӗсем, политиксем, «пӗр сӑмахпа каласан, хисеплӗ ҫынсем» тесе пӗтӗмлетет кун пирки «Советская Чувашия» хаҫат. Эстафетӑн Шупашкарти тапхӑрне Дмитрий Губерниев спорт телекомментаторӗн арӑмӗ пулнӑ Ольга Богословская ҫӑмӑл атлетка та хутшӑнмалла иккен.
Тӗп мероприятисем тӗп хуламӑрти чукун ҫул вокзалӗ патӗнче, Хӗрлӗ лапамра, тӗп стадионта иртмелле.
Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑваш кил-ҫурчӗн ҫуртне тума шухӑшлаҫҫӗ. Унӑн пӗрремӗш чулне хунӑ та ӗнтӗ. Пӗрремӗш кирпӗче хывма облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов хӑй хутшӑннӑ иккен.
Чӑваш кил-ҫуртне хулари Ҫамрӑксен хулинче тума пуҫланӑ. Ӑна «Наци ялӗ» текен этнокультура соооруженийӗсен комплексӗнче хута яраҫҫӗ. Наци ялӗнче тӑхӑр халӑх ҫыннисен культурине кӑтартмалла тӑвасшӑн. Ҫавӑнта сакӑр номерлӗх хӑна ҫурчӗ, ампарлӑ тата лаша витиллӗ музей ҫурчӗ, ҫулла ӗҫсе-ҫимелли уҫӑ вырӑн хӑпартса лартасшӑн.
«Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗмӗпӗрти наципе культура автономийӗ хӑйӗн комплексне тума чи малтан ирӗк илнисенчен пӗри-мӗн. Тӗп ӗҫсене килес ҫул тума палӑртнӑ.
Ҫак вӑхӑтра «Отель в национальном стиле» (чӑв. «Халӑх стилӗпе илемлетнӗ хӑна ҫурчӗ») конкурс пырать иккен. Унта ятарлӑ проектпа пирӗннисем те тухнӑ. Сӑмахран, Олег Владимиров сӗннӗ «Чӑваш хӑна ҫурчӗ» унта пур.
Олег Владимиров архитектор сӗннӗ проектра 8 пӳлӗмлӗ хӑна ҫурчӗ (унтах кафе пулмалла), ампарпа лаша витине пӗрлештерекен музей, чӑваш мунчи тата ҫуллахи чатӑр пулмалла. Пӗтӗмӗшле ҫак комплекс 2 гектар патнелле йышӑнмалла. Проекта ӑнлантаракан текстра кӑтартнӑ тӑрӑх ҫуртсене чӑвашсен йӑлипе вырнаҫтарнӑ. Музей ҫурчӗ йывӑҫран пулмалла — чӗнтӗр чӳречеллӗ, крыльцаллӑ. Хӑна ҫурчӗ йывӑҫ тата чул ҫуртсен пӗрлӗхне кӑтартса памалла — ҫапла май хулапа ял пӗр-пӗринпе тачӑ тӑни сӑнланмалла. Проекта Чӗмпӗрте пурнӑҫламалла.
Конкурсра халь сасӑлав тапхӑрӗ пырать. Олег Владимировӑн ӗҫӗшӗн сасӑлама ҫак адреспа кӗмелле — hotel2013.archdialog.ru/archives/139, унта Олег Владимировӑн ятне тупмалла та «Vote» ҫине пусмалла.
Конкурса ҫавӑн пекех Шупашкарта пурӑнакан Сакмарова Александра хӑйӗн ӗҫне тӑратнӑ, анчах унӑн ӗҫӗпе сайтра паллашма май ҫук.
Ҫапла, ҫапла... Ваттисем те иккен ҫамрӑксенчен нимпе те кая мар. Техника прогресӗн ӗмӗрӗнче пурӑннӑ май аслӑрах ҫулсенчи ҫынсем те компьтер пахалӑхӗсене туптама тытӑннӑ. Хӑйсен техника пӗлӗвӗн шайне вара вӗсем тӗрлӗ ӑмӑртусенче те тӗрӗслеме хатӗр.
Ҫӗнӗ Шупашкар админисистрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх чемпионатра пирӗн республика чысне Шупашкарта пурӑнакан Татьяна Ярлыкова тата Тӑвайри Вячеслав Сидоров хӳтелӗҫ. Иккӗшӗ те вӗсем 2012 ҫулта раштав уйӑхӗнче иртнӗ компьютер пӗлӳлӗхӗпе II Республика олимпиадинче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.
Ыран, авӑнӑн 4-мӗшӗнче иртекен Чӗмперти чемпионат «Паянхи вӑхӑтри пӗлтерӳ технологи. Ҫакӑн йышши мероприятийӗсемпе еркелӳҫӗсем аслӑ ҫулсенчи тата сусӑрсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстересшӗн» Региосем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ шайӗнче иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |