Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: «Халӑхла шӳт» авторӗн юбилейне паллӑ тӑвӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.02.2017 00:14 | 3397 хут пӑхнӑ
Персона
Анатолий Чебанов драматург
Анатолий Чебанов драматург

Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хурӑнвар Шӑхаль ялӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫи, поэчӗ, драматургӗ Анатолий Чебанов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине палӑртӗҫ. «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Хусан, Шупашкар, Чӗмпӗр делегацийӗсем хутшӑнмалла. Анатолий Чебанова пирӗнтен чылайӑшӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чылай ҫул лартнӑ «Праскисем» тӑрӑх пӗлет.

Паллӑ кун ҫывхарнӑ май Тутарстанри чӑваш хаҫатӗнчи ӗҫтешӗмӗрсем Анатолий Чебанов пирки Арсений Тарасов драматургпа тата журналистпа калаҫнӑ. Арсений Тарасов Чебановпа «шел пулин те» «калаҫса курман». «Эпир, драматургипе тӑрмашас тенисем, кӑткӑс пьесӑсем ларттарасшӑн, хамӑра кура интеллигенци, ӑсланса, «тарӑн алтса», «ӗмӗрсем валли» ҫыратпӑр. Ҫав вӑхӑтра эпир пӗлместпӗр те – куракан пире йышӑнать-и, е ҫук-и?..» — шухӑшлать иккен калем ӑсти. Унтан вӑл: «Анатолий Чебанова ытти драматурга хакланӑ виҫе тӑрӑх хаклама та кирлӗ мар. Вӑл халӑх хушшинче пурӑнса, хутшӑнса, ҫынсен кӑмӑлне пӗлет. Унӑн пьесисенче халӑхла шӳт, халӑхла тасалӑх. Ҫавӑнпа вӑл ҫырнине куракан ытларах юратать те», — хисеплесе каланӑ вӑл.

#Хурӑнвар Шӑхаль, #Ҫӗпрел районӗ, #Шупашкар, #театрсем, #Хусан, #юбилейсем, #Тутарстан, #уявсем, #культура, #Чӗмпӗр, #МИХсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 1008.8.0128
2018.02.12 20:09
Ай, шӑртать Тарас ачи: "ӑсланса, (пӑсланса тесен тӗрӗсрех пек), тарӑн алтса, ӗмӗрсем валли ҫыратпӑр"... Сыпакан ача та мар хӑй, анчах епле уйрӑлса кайнӑ пурнӑҫран! Ун пек "кӗрхи шӑнасем" пирки Александр Артемьев вирлӗ ҫырса хӑварнӑччӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем