Ӗнер Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен культурӑпа наци автономийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Тимӗр Тяпкин каласа панӑ тӑрӑх пирӗн кӳршӗсен автономине малашне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма пуҫлӗ.
Пурӗ пухӑва 91 делегат килнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗн кашни районне чӑвашсен йышне кура делегатсене тӑратма ирӗк панӑ. Вӗсем пӗр пин ҫынран 1 делегата тӑратма пултарнӑ. Чӑваш Республикинчен те хӑнасем пынӑ: ЧНК Президенчӗн ҫумӗ Валерий Клементьев, ЧНК пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министерствинчи пай ертӳҫи Сергей Казаков, «Сӑвар» фонд ертӳҫи Тимӗр Тяпкин тата ыттисем.
Чӑвашсен пухӑвне вырӑнти сумлӑ тӳре-шара та ҫитнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Сергей Морозов, Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхӗ Сергей Панчин ку тӑрӑхри чӑвашсене нумай ҫул ертсе пынӑ Владимир Сваева ырӑ сӑмахпа асанчӗҫ, унӑн ӗҫне ҫӳллӗ шайра хакларӗҫ, унпа малашне те пӗрле ӗҫлеме хатӗрри пирки пӗлтернӗ. Шупашкартан пынӑ Сергей Казаков та Владимир Ильичӑн ӗҫне хакласа ӑна Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Наципе культура автономийӗн ҫӗнӗ ертӳҫине суйлама икӗ кандидата тӑратнӑ — Владимир Сваева тата Олег Мустаева.
Кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта кӗрешӳ енӗпе Пӗтӗм тӗнчери «Чемпионсен хӗллехи кубокӗ» иртнӗ. Ӑна «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ
Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче иртнӗ мероприятие сумлӑ хӑнасем хутшӑннӑ: ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Михеев, ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков, Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Олег Матвеев, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков, «Любэ» ушкӑнӑн бас-гитарисчӗ Павел Усанов (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ) тата ыттисем.
Турнирта сакӑр тупӑшу пулнӑ. Унта Чулхула, Хусан, Чӗмпӗр, Раҫҫейӗн ытти хулисенчи спортсменсем вӑй виҫнӗ.
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗсене пӗрлештернӗ.
Реорганизаци пирки хушӑва Ветеринари тата фитосанитари федераци служби 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ тытӑм «Ветеринари тата фитосанитари федераци службин Чӑваш Енри тата Чӗмпер облаҫӗнчи управленийӗ» ятлӑ.
Ветеринари тата фитосанитари федераци службин Чӑваш Енри тата Чӗмпер облаҫӗнчи управленийӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх Алексей Палькин пурнӑҫлать. Вӑл 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче таврапӗлӳҫӗсен пӗрремӗш съезчӗ иртнӗ. Ӑна Чӗмпӗр облаҫӗн правительстви, Вӗренӳ министерстви, Чӗмпӗр облаҫӗнчи истори тата культура енӗпе наукӑпа тӗпчев институчӗ йӗркеленӗ.
Съезда Чӗмпӗр облаҫне тӗпчекенсем, педагогсем, вулавӑш, музей, издательство ӗҫченӗсем, МИХсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Пленар ларӑвӗнче Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ, Правительство председателӗ Сергей Иванович Морозов пулнӑ.
Университет залӗнче ӳнер тата таврапӗлӳ литературин куравне йӗркеленӗ. Унта Николай Казаков таврапӗлӳҫӗ кӗнекисене хӑтланӑ. «Тӑван тӑрӑхри халӑхсен культурипе историне тӗпчени» секцире Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш таврапӗлӳҫисен пайташӗсем тухса калаҫнӑ: Кузьмин Д. В., Пушкин В.К., Казаков Н. А. (Ильмовский), Ярухин В. К., Н. Павловский.
Тепӗр съезд ҫитес ҫулхи ҫулла иртӗ. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи историксене, таврапӗлӳҫӗ общественниксене, специалистсене чӗнме палӑртнӑ.
Элӗк районӗнчи Тенири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗрентекенсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрне И.С. Максимов-Кошкинский ҫырнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле кайса курнӑ. Кун пирки вырӑнти район хаҫатӗнчех ҫырса кӑтартнӑ.
«Малтан спектакль «К.В. Иванов» ятлӑ пулнӑ. «Нарспи» поэмӑри юмӑҫ Сетнер амӑшне ывӑлӗ пирки: «Панӑ ӑна пӳлӗхҫӗ вӗри юнпа ҫемҫе чун. Пӳрнӗ ӑна пӳлӗхҫӗ кӗске ӗмӗр, йывӑр кун», — тесе каланӑ. Ҫакӑн тӑрӑх панӑ та ӗнтӗ ҫӗнӗ спектакль ятне», — ӑнлантарнӑ районти хаҫатҫӑсем.
Аса илтеретпӗр, «Вӗри чунлӑ ҫемҫе чуна» театрӑн тӗп режиссерӗ, СССР халӑх артисчӗ В.Н. Яковлев лартнӑ.
Унта «Нарспи» поэмӑн авторӗн сӑнарне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов калӑплать.
Спектакльти ӗҫсем 1906–1912-мӗш ҫулсенче Чӗмпӗр хулинче тата Слакпуҫ ялӗнче пулса иртеҫҫӗ.
Чӗмпӗр хулинче вӗрентекенсем валли икӗ кунлӑх семинар-практикум иртнӗ. Унта Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине, культурине ӑша хывтаракансем те хутшӑннӑ.
«Этнос культури тата хальхи вӑхӑтри вӗрентӳ» ят панӑскерӗн тӗллевне чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен ӗҫ опычӗпе паллашассипе тата педагогсен професси пултарулӑхне ӳстерессипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Семинар тӗрлӗ пайран тӑнӑ. Ҫав шутра «ҫавра сӗтел» те йӗркеленӗ. Асӑннӑ мероприяти вӑхӑтӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем умӗнче паллӑ таврапӗлӳҫӗсем, общество ӗҫченӗсем тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи вӗрентекенсем тухса калаҫнӑ. Кайран педагогсене Пӑлхарти патшалӑхӑн историпе архитектура музей-заповедникне илсе кайнӑ. Тутарстанри Пӳлерпе Сӑвар авалхи хуласене те ҫитсе курнӑ.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинчи культура ҫуртӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Республикинчи ӑстасем хатӗрленӗ япаласене, халӑх стилӗпе хатӗрленӗскерсене, кӑтартӗҫ. Унта чӑваш наци костюмне халалланӑ «Нарспи» фестивалӗ иртӗ. Ӑна К.Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Фестиваль пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна наци тумне аталантарас, ӑстасене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта ӳнерҫӗсен, ӑстасен чи лайӑх коллекцийӗсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче Зинаида Вороновӑн ӗҫӗсем те пулӗҫ.
Ҫавӑн пекех фестивальте «Паха тӗрӗ» фабрика ӗҫӗсем те пулӗҫ. фестивале Чӑваш Енри «Асамат» эстрада ушкӑнӗ те хутшӑнӗ.
Пирӗн республикӑпа кӳршӗллӗ Чӗмпӗр хулинче инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнӑ. Унта 90 ҫулхи ватта шалтан питӗрсе хунӑ. Мучи хӑй тӗллӗн ҫӳрейменскер пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ ҫитменнине 1-мӗш ушкӑн инваличӗ шутланнӑ.
Ашшӗне пӑхма хӗрӗ пынӑ та алӑка уҫайман — ӑна шалтан питӗрсе хунӑ. Аптӑранӑ хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем пусма йӑтса пырса ҫитнӗ. Унпа вӗсем иккӗмӗш хута хӑпарнӑ, балкон витӗр хваттере кӗнӗ. Старик, Турра шӗкӗр, таса-сывах пулнӑ. Вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче пӗчӗк ача пек лӑпкӑн ҫывӑрнӑ.
Хваттере шалтан питӗрекенни кушак пулнӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗн хӗрӗ ҫӑлавҫӑсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫак янавар алӑк тӑрӑх унччен те чакалтанма юратнӑ. Ҫавӑн пек аташнӑ вӑхӑтра тимӗр сӑвӑса куҫарса янӑ курӑнать.
Иртнӗ шӑматкун Чӗмпӗрте чӑваш наци уявӗ Акатуй иртнӗ. Унта Тутарстанри, Чӑваш Енри, Пушкӑрт Республикинчи, Самар, Сарӑту, Ӗренпур облаҫӗсенчи 30 ытла ушкӑн хутшӑннӑ. Паллах, Чӗмпӗр хулинчи тата облаҫӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те пулнӑ.
Уяв икӗ лапамра иртнӗ: «Ҫӗнтерӳ» паркра тата хула ипподромӗнче. Акатуй ипподромӑн тӗп сцени ҫинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Унта Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Сергей Морозов хутшӑннӑ. Вӑл пурне те ҫураки вӗҫленнӗ ятпа саламланӑ май Чӗмпӗр облаҫӗнчи кашни вуннӑмӗш ҫын чӑваш пулнине палӑртнӑ.
Официаллӑ пай вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пултарулӑх ушкӑнӗсем концерт пуҫланӑ. Акатуйра Чӑваш Ен те пулнӑ. Чӗмпӗр сцени ҫинче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗнчи «Ямаш» фольклор ансамблӗ юрласа чӗмпӗрсене савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (17)
Раҫҫей кунӗ тӗлӗнче ҫынсем виҫӗ кун канаҫҫӗ. Ҫавна май инҫе ҫула кайса килес текенсем те йышланма пултараҫҫӗ тесе шухӑшланӑ курӑнать «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» акционерсен уҫӑ обществи.
Паянтан пуҫласа компани Мускавран тӗрлӗ хулана хушма пуйӑссем ярать. 87 рейса 60 пуйӑс хушнӑ. Ҫав шутра Шупашкара та пӑхса хӑварнӑ. Хушма пуйӑссене паянтан пуҫласа ҫӗртмен 16-мӗшӗ таран кӗртӗҫ.
Хушма пуйӑссене Мускавран Санкт-Петербурга, Пскова, Льгова, Курска, Белгорода, Новозыбкова, Брянска, Хусана, Йошкар-Олана, Тольяттине, Саранска, Ижевска, Вологдӑна, Тамбова, Самарӑна, Пензӑна, Чӗмпӗре, Сартӑва, Волгограда тата ытти хӑш-пӗр хулана яраҫҫӗ. Унтан каялла Мускава таврӑннӑ чух та пуйӑс шучӗ ытларах пулӗ, апла тӑк ытларах пассажир вырнаҫайӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |