Чӗмпӗр хула мэрийӗнчи сывлӑх сыхлавӗн комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса авӑнӑн 1-мӗш тӗлне 4863 ача ҫуралнӑ. Ку кӑтарту пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 20 ача ытларах. Чӗмпӗрте ҫурлан 29-мӗшӗнчен тытӑнса авӑнӑн 4-мӗш тӗлне ҫут тӗнчене 174 пепке килнӗ, вӑл пӗлтӗрхинчен 50 ача нумайрах. Ытларах — арҫын ачасем. Сывлӑх сыхлавӗн комитечӗн председателӗ Владимир Дёмин пӗлтернӗ тӑрӑх, 2,8 пин ҫемьере пӗрремӗш, 1740 ҫемьере иккӗмӗш, 250 ҫемьере виҫҫӗмӗш, 72 ҫемьере тӑваттӑмӗш тата нумайрах ача ҫуралнӑ.
Хуламӑрта пӗлтӗрхипе танлаштарсан вилекенсен шучӗ 450 ҫынна чакнӑ. Кӑҫал мӗнпурӗ 5368 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, иртнӗ эрнере кӑна — 130 ҫын (пӗлтӗрхинчен 15 ҫын сахалрах).
Ҫынсен сывлӑхне сыхлас тӗллевпе хулара «2012-2014 ҫулсенче Чӗмпӗрти демографи лару-тӑрӑва лайӑхлатасси» (Улучшение демографической ситуации в Ульяновске на 2012-2014 годы) тӗллевлӗ программа ӗҫлет. Ӑна 2014 ҫулчченех тӑсма палӑртнӑ. Ун валли 28,5 млн тенкӗ укҫа каять.
Чӗмпӗрте пурӑнакан тухтӑр Елизавета Алексеевна Фурашова утӑн 1-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ. Вӑл паян та область пульницинче ӗҫлет. Унсӑр пуҫне Ульяновск патшалӑх университечӗн психологи, психоневрологи тата психиатри кафедрин доценчӗ.
Е.А.Фурашова (хӗр чухне — Широкова) Пухтел районӗнче (халӗ Чӑнлӑ районӗ) Анат Тимӗрҫен ялӗнче 1921 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл 1939 ҫулта медучилище пӗтерет те сывлӑх сыхлавӗнче вӑй хума пуҫлать. Каярах институтран вӗренсе тухать. Чӑваш хӗрарӑмӗ 1959 ҫулта область пульницинче пӗрремӗш хут неврологи уйрӑмне уҫать, ӑна 10 ҫул ертсе пырать. Ҫапла вӑл облаҫӑн тӗп неврологӗ пулса тӑрать. 40 ҫул неврологсене хатӗрленӗ вӑл, ҫак хушӑра 400 ытла специалист вӗрентсе кӑларнӑ. Вӗсен хушшинче 11 тава тивӗҫлӗ тухтӑр, 5 наука кандидачӗ, 2 профессор. 1976 ҫулта Елизавета Алексеевна тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ, ун хыҫҫӑн тата 35 ҫул тухтӑрта ӗҫленӗ.
Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Е.Ф.Фурашована Ленин орденӗ (1966), «Хисеп палли» орден (1961), ытти нумай наградӑпа чысланӑ.
Паян ирхине, 6 сехетсем иртсен, Чунҫӳрев-2011 ҫула тухрӗ.
Чунҫӳрев кашни ҫулах утӑ уйӑхӗн пусламӑшӗнче ҫула тухать. Тӗллевӗ — хамӑр халахӑн тымарӗсене тӗпчесси. Енчен те ытларах чухне ҫулҫӳрев маршручӗ Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн ҫӗрӗпе иртетчӗ пулсан, кӑҫалхи маршрут кӑшт урӑхларах — ҫул Кавказ еннелле выртӗ. Чӑвашсем Дагестана ҫитсе Сементер, Варачан, авалхи Сӑвар, Беленджер хулисемпе паллашасшӑн, асӑнмалӑх юпа лартса хӑварасшӑн.
Чунҫӳрев-2011 епле иртнипе эсир ун сайтӗнче (bulgar.chuvash.org) паллашма пултаратӑр. Унта ятарлӑ кун кӗнеки пулӗ. Ӑна вӑхӑтра ҫӗнетсе тӑрӗҫ — чунҫуревҫӗсем ӑҫта ҫитнине, вӗсен кӑмӑл-туйӑмӗ епле пулнине ҫутатса тӑрӗҫ.
Мӗнех, сӑнӑр — пӗрремӗш чарӑну Шӑхасанта пулӗ.
Чӗмпӗр хулине пухӑннӑ 85 ушкӑн хушшинче Хӗрлӗ Чутайсем те пулнӑ. Район чысне райадминистрацин социаллӑ аталану секторӗн заведующийӗ, юрӑҫ Александр Самсонов, «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» халӑх музейӗн директорӗ, композитор, юрӑҫ Зоя Спиридонова тата Штанаш ял тӑрӑхӗнчи «Шуҫӑм» фольклор коллективӗ хӳтӗленӗ. Чутайсен чӑваш тумне тӑхӑннӑ Штанашсем пухӑннисем умӗнче тӑван ен илемӗ, туслӑхпа тӑванлӑх юррисене шӑрантарнӑ, хаваслӑ ташӑсемпе савӑнтарнӑ. Фольклор ушкӑнӗнче вырӑнти шкулта, медицина офисӗнче, лавкара, уй-хирте ӗҫлекенсем: З. Прокопьева, В. тата В. Париковсем, А.Арсенкин, Н.Егорова тата ыттисем.
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Ульяновск облаҫӗнче иртекен Чӑваш Республикин
Культура кунӗсене хутшӑнакансем тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Акатуй» чӑваш наци уявӗн хӑнисем!
Раҫҫейри чӑвашсем йышлӑн пурӑнакан регионсем хушшинчи культура ҫыхӑнӑвӗсем ҫултан-ҫул ҫирӗпленсе, вӑйланса пыраҫҫӗ. Ульяновск облаҫӗнче иртекен Чӑваш Республикин Культура кунӗсем тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Акатуй» чӑваш наци уявӗ — пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн, туслӑн хутшӑнса ӗҫленине ҫирӗплетекен ырӑ тӗслӗх.
Чӗмпӗр ҫӗрӗ чӑваш культурипе искусствин тата ҫут ӗҫӗн вун-вун паллӑ ӗҫченне ҫуратса ӳстернӗ. Ҫак пархатарлӑ вырӑнтах Уралпа Атӑл тӑрӑхӗнчи вак халӑхсене ҫутта кӑларас енӗпе ырми-канми тӑрӑшнӑ, тӑван халӑхне ҫырулӑх тата Ҫӗнӗ Халалӑн Турӑ Ҫырӑвӗсене парнеленӗ Иван Яковлевич Яковлев паллӑ ҫутта кӑларакан ҫуралса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ.
Ҫак тӑватӑ кун илемлӗхе юратакан ҫынсен чӗринче чи ҫутӑ туйӑмсемпе палӑрса юласса, вӗсене чӑваш наци культурипе историйӗн калама ҫук пуян еткерӗпе туллин паллашма, Ульяновск облаҫӗпе Чӑваш Республики хушшинчи культура ылмашӑвӗсене кӑна мар, чӑваш ҫыннисем пурӑнакан Раҫҫейри пӗтӗм регион, ҫавӑн пекех ун тулашӗнчи мӗнпур вырӑн хушшинчи культура ылмашӑвӗсене те анлӑрах тума пулӑшасса шанса тӑратӑп.
Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кашни ҫул Атӑлҫи Пӑлхар тӑрӑхне ҫула тухать. Кӑҫал та ку йӑлана пӑрахасшӑн мар. Маршручӗ ҫеҫ урӑхларах пулӗ — Кавказа ҫул выртӗ. Тӗллевӗ, яланхи пекех ӗнтӗ, хамӑр тымарсене тӗпчесси. Тем тесен те чӑвашӑн чылай йӑла-йӗрки Кавказпа ҫыхӑннӑ. Асамат халапнех илес.
Дагестанри халӑх (пирӗн мӑн асаттесем унта пурӑннӑ) чӑвашсене хапӑл туса йышӑнма хатӗр. Хӑнасене кӗтсе илекенсен хушшинче — Нухай халӑх конгресӗ тата Дагестан Республикин ҫамрӑксен политикин комитечӗ. «Уважаемый Олег Михайлович!» — тесе пуҫланӑ нумай пулмасть ҫитнӗ ҫырура, — «Комитет по молодежной политике Республики Дагестан планирует проведение вечера дружбы чувашской и дагестанской молодежи в первой половине июля 2011 года. В связи с проведением этого знаменательного мероприятия, целью которого является развитие и укрепление дружеских отношений между нашими народами, приглашаем Вас и группу чувашской молодежи с дружеским визитом в нашу республику. Надеемся на взаимное сотрудничество.
Чӗмпӗрте С.Морозов кӗпӗрнаттӑр пуҫарнипе пӗрремӗш хут тӗнче шайӗнче тӗрлӗ нацисен хушшинче «Этно мистер» конкурс иртрӗ. Унта 10 каччӑ хутшӑнчӗ — Израильтен, Нигерирен, Арменирен, Азербайджанран, Казахстанран тата ытти ҫӗртен. Чӑвашсен ятне Шупашкартан килнӗ Леонид Антонов (Элӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ) хӳтӗлерӗ. Вӑл хӑйне пулӑшма «Асамат» ушкӑна илсе килнӗ. Ку ушкӑна куракансем тата жюри «чувашские песняры» тесе мухтарӗҫ.
Юлашкинчен жюри председателӗ Елена Морозова ҫӗнтерӳҫӗ кам пулнине пӗлтерчӗ. Вӑл чӑваш каччи — Леонид Антонов! Ҫапла вара вӑл «Ылтӑн этно мистер-2011» ята тата хаклӑ парнене тивӗҫрӗ! Залри халӑх авалхи чӑвашсен Аттил патши тумне тӑхӑннӑ Л.Антонова ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗ.
Чӗмпӗрте чӑваш хӗрӗсен облаҫри 11-мӗш конкурсӗ — «Сарпике-2011» иртрӗ. Унта 11 ҫамрӑк хутшӑнчӗ.
Вӗсем 5 тапхӑр витӗр тухрӗҫ: хӑйӗнпе паллаштарни, спорт ташши е гимнастики, ӑс-хакӑл, чӑваш апачӗ, пултарулӑх.
Жюри конкурс ҫӗнтерӳҫи тесе Чӑнлӑ районӗнчи Пухтел ялӗнчен килнӗ Анастасия Ахмерована палӑртрӗ. Ӑна хатӗрлекенӗ — В.И.Салюкина вӗрентекен. Иккӗмӗш вырӑнта — Алёна Карсакова (Чӗмпӗр), виҫҫӗмӗш — Оксана Долговӑпа (Ҫӗнӗ Улхаш) Татьяна Буркина (Ирҫел).
Мероприятие ирттерме укҫа-тенкӗ енчен УОЧНКА (ертӳҫи В.И.Сваев) ҫумӗнчи чӑваш арӗсен «Эртел» ушкӑнӗ пулӑшрӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене «Билайн» компани кӗсье телефонӗсем парса чысларӗ.
Чӗмпӗрте тӑван чӗлхе вӗрентӳҫисен конкурсӗ иртрӗ. Ӑна облаҫри вӗренӳ министерстви тата облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗ (УОЧНКА) йӗркелерӗҫ. Унта тутар, мӑкшӑ, чӑваш халӑх ҫыннисем хутшӑнчӗҫ. Кашни наци уйрӑммӑн ӑмӑртрӗ. Чӑвашсен конкурсне ултӑ вӗрентӳҫӗ суйласа илнӗ. Пӗрремӗш вырӑна Чӗмпӗр хулинчи 55-мӗш шкулта вӗрентекен Светлана Марышева (вӑл Чӑваш Республикинчи Шӑмӑршӑ районӗнчи Хайпӑла ялӗнче ҫуралса ӳснӗ) ҫӗнсе илчӗ. Иккӗмӗшӗ — Валентина Киргизова (Димитровград хули). Светлана Телеева (Чӑнлӑ районӗ, Анат Тимӗрҫен ялӗ) виҫҫӗмӗш пулчӗ.
Мала тухакана УОЧНКА ҫумӗнчи усламҫӑсен «Эртел» ушкӑн арӗсем ноутбук парнелерӗҫ. Ыттисем те парнесӗр юлмарӗҫ.
Конкурса хутшӑнакансене Шупашкартан пынӑ ЧНК президенчӗн ҫумӗ Валентин Абрамов та парнесем парса чысларӗ.
Чӗмпӗр хулинчи Сентябрӗн 12-мӗшӗн урамӗнчи «Йӗплӗ садик» ятне улӑштарнӑ — Иван Яковлевич Яковлев ятне панӑ. 2006 ҫулта уҫнӑ чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗн палӑкӗ шӑп та ҫак скверта тӑрать те ӗнтӗ.
2011 ҫулта ҫак сквера йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Унта ҫӗнӗ карта тытӗҫ, хунарсем ҫакӗҫ, саксем вырнаҫтарӗҫ, ҫулсене плитка хурса ҫӗнетӗҫ. Ҫапла май ку сквер чӑн та илемленессе шанӑҫ пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |