Шупашкарта пӗр арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл пирӗн патри ҫын мар, кӳршӗ регионтан. Анчах тӑванӗсем пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак арҫын Чӑваш Енре ҫухалнӑ.
Краснов Кузьма Константинович, 28 ҫултискер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Мускавран Чӗмпӗр облаҫне таврӑннӑ. Пиччӗшӗ мӗн пӗлнине каласа кӑтартнӑ: тӑванӗ Шупашкарта автобусран аннӑ, киле ҫитмен. Вӗсем ун патне шӑнкӑравланӑ – сӳнсе ларнӑ. Тепӗр кунхине, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, тӑванӗсем Шупашкара килсе полицие кайнӑ, вӑл ҫухални пирки заявлени ҫырнӑ.
Кузьма Краснов 172 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Ҫухалнӑ кунхине хаки тӗслӗ ветровка, кӑвак джинс шӑлавар, кӑвак кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан, ун пирки мӗн те пулин пӗлсен полицие е пиччӗшӗ патне (89278241543) шӑнкӑравлӑр.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Чӑваш чӗлхи илемӗ сӑвӑра» акци ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ.
Акцие Чӑваш Енри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Красноярск тӑрӑхӗнчи тата ытти ҫӗрти чӑвашсем хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑ вуланӑ, ҫавна видеролик ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
#люблючувашский (чӑв. чӑваш чӗлхине юрататӑп) хештэглӑ видероликсене ачасемпе студентсем те, воспитательсемпе вӗрентекенсем те, ваттисем те вырнаҫтарнӑ.
Сӑвӑ вулакансенчен чи ҫамрӑкки 3 ҫулта пулнӑ, чи асли - 83-ре. Шупашкар районӗнчи Праньккара пурӑнакан 83 ҫулти Клавдия Иванова Любовь Мартьянован «Кун килет те каять ҫаврӑнса» сӑввине хавхаланса вуланӑ, виҫҫӗри Ева Кириллова «Пукане яла каять…» хайлава тӑрӑшса каланӑ. Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшра ҫуралнӑ, халӗ тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑка ушкӑнпа вуласа видеролик хатӗрленӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре «Пӑр кубокӗ» ӑмӑрту иртнӗ. Ипподрома ҫаврӑннӑ кӳлмеке Чӗмпӗртен тата Тутарстанран та пуҫтарӑннӑ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ 17 лашаран финала пиллӗккӗшӗ ҫеҫ тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма виҫӗ ӑмӑрту май панӑ. Пӗчӗк пӑр кубокне Марина Никольская
ӑйӑрӗ тивӗҫнӗ. Вӑтам пӑр кубокне Петр Макаров тытса пыракан ӑйӑр ҫӗнсе илнӗ. Пысӑк пӑр кубока Владимир Пайдютов тивӗҫнӗ.
Лаша спорчӗн ӑмӑртӑвӗ пӑр ҫинче пуҫласа иртнӗ. Рысаксен урисене ятарлӑ шиппа таканланӑ.Каннӑ вӑхӑтра вӗсен урисене ӑшӑтнӑ.
Лаша спорчӗн ӑмӑртӑвне курма халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Шупашкарти кӳлмеке 3 пин ытла ҫын пухӑннӑ. Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене сырникпа тата вӗри чейпе сӑйланӑ.
«Ульяновская правда» информаци порталӗ чӑваш ҫыннипе паллаштарнӑ. Асӑннӑ издательство ҫурчӗ йӗркеленӗ телекӑларӑма Чӑваш Енри Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сурӑм ялӗнче 1953 ҫуралнӑ Геннадий Кондратьева хӑнана чӗннӗ. Вӑл — вӑрманҫӑ. Унсӑр пуҫне ӑна вырӑнтисем сӑвӑҫ, Чӑваш Республикин Ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗ евӗр пӗлеҫҫӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Инза хулинче пурӑнать. Унӑн пӗр юратӑвӗ — вӑрман, тепӗр юратӑвӗ — поэзи.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи вӑрман хуҫалӑхне вӑл техникум вӗренсе пӗтерсен направленипе лекнӗ. Телекӑларӑмра вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Халӗ хуралҫӑра ӗҫлет.
Калаҫӑва Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Ларионов ертсе пырать.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пирки ҫӗршыври массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ӑмӑртмалла тенӗ пек хыпарлаҫҫӗ. Шел те, ыррипе мар. Михаил Васильевич пӑтӑрмахлӑ историе ҫине-ҫинех икӗ хутчен лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ.
Элтепер мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева Михаил Васильевич отставкӑна каймӗ тесе журналистсене ӗнентернӗ-ха. Ҫав вӑхӑтрах 73online.ru паян пачах урӑхла хыпарланӑ. «Симбирский шугожор» телеграмм-канал пирӗн региона Чӗмпӗр облаҫӗнчи районсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Шадрикова ертсе пыма шанӗҫ тесе ҫырнӑ. Халӗ А. Шадриков Тутарстанра экологи министрӗ пулса ӗҫлет. Каярах ку хыпара Хусанти «Бизнес-Онлайн» кӑларӑм тата ыттисем сарнӑ.
Александр Шадриков ячӗ Чӑваш халӑх сайтне вулакансемшӗн ҫӗнӗлӗх мар. Унӑн кандидатурине Михаил Игнатьев Элтепер те ырлать, Шадриков ЧНК президенчӗпе Николай Угасловпа туслӑ тесе иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗри пӗлтернине кура эпир те хыпарланӑччӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ чӑвашсене мухтани пирки ЧНК пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов унти чӑвашсен наципе культура автономийӗн тӗп кантурӗнче канашлу ирттернӗ иккен. Унта асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан 16 наципе культура автономийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.
«Кӗпӗрнаттӑр пирӗн ентешсене хастар ӗҫленӗшӗн мухтанӑ, хӑй енче кирлӗ пулсан пулӑшма шантарнӑ.
Чӑвашсен облаҫри пӗрлӗхӗн ертӳҫи Олег Мустаев тӗп кантура тӗпрен юсаса ҫутҫанталӑк газӗпе ӑшӑтмалла тума пулӑшма ыйтнӑ. Сергей Иванович Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхне ку енӗпе пулӑшма хушнӑ. Вӑл ентешсен автономи ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, малашне те ҫапла ҫирӗп утӑмсемпе утма каланӑ.
Чӗмпӗр Ен Пуҫлӑхӗ чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн ӗҫ-хӗлӗпе те паллашнӑ, унӑн пахалӑхӗ лайӑхланнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче хаҫатӑн тӗп редакторӗ Елена Мустаева «Чӗмпӗр облаҫӗнчи тава тивӗҫлӗ массӑллӑ информаци ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ», — хыпарланӑ Зоя Яковлева.
Ҫӗршывӑн хулисенче ҫул-йӗр ҫинче пулса иртекен инкексен шутне тишкернӗ. «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» проекта хутшӑннӑ 38 хуларан 22-ӗшӗнче инкек шучӗ сахалланнӑ. Тишкерӗве Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ ҫул-йӗр инспекторӗсен статистикине тӗпе хуса хатӗрленӗ.
Инкек шучӗ 10 процентран ытларах чакнӑ хуласем саккӑр ҫеҫ. Ҫак енӗпе Дон ҫинчи Ростов хулине палӑртнӑ. Унта инкексен шучӗ икӗ ҫулта 23 процент сахалланнӑ, Пермьре — 22 процент, Калининградра — 21 процент. Сарту, Красноярск, Липецк, Барнаул тата ытти хӑш-пӗр хула та лайӑххисен шутӗнче.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке пула суранланакансен йышӗпе Шупашкар хули мала тухнӑ. Чӗмпӗр, Омск хулисенче те лару-тӑру начар. Ҫул ҫинчи инкексенче вилекенсен шучӗ юлашкинчен асӑннӑ икӗ хулара та нумайланнӑ.
Улатӑрти хастарсем хулана Мӑкшӑ Республикипе пӗрлештересси пирки калаҫма тытӑннӑ. Кун пирки «Известия Мордовии» хаҫатра ҫырнӑ.
Хастарсем ҫакна темиҫе сӑлтавпа ӑнлантарнӑ. Чи пӗрремӗшӗ – Улатӑр Шупашкартан 200 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, Саранскран вара – 150 ҫухрӑмра. Статьяра палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки 5 ҫулта 5 мэр улшӑннӑ, хула лайӑх енне аталанман. Тӗслӗхрен, ҫӗнӗ ача пахчисем ҫӗклес вырӑнне «Солнышко» ятлине хупнӑ. Кӳршӗ республикӑра вара пач тепӗр май: шкулсем, ача пахчисем, спорт керменӗсем, ытти учреждени ҫӗкленеҫҫӗ. Улатӑрти стадиона чылай ҫул юсаман, ку ыйтӑва вара тахҫанах ҫӗкленӗ.
Улатӑрсене япӑх ҫулсем те пӑшӑрхантараҫҫӗ. Кунти чи лайӑх ҫулсем Мӑкшӑ Республикинчи чи япӑх ҫулсемпе танлашаҫҫӗ-мӗн. Хулара ҫӳп-ҫап контейнерӗсем сахал пулнӑран пӗлтӗр ӑпӑр-тапӑр сапаланса выртнӑ иккен. Хастарсем контейнерсем ларттарнӑ, анчах вӗсем те кивӗ тата ҫӗтӗк-ҫатӑк.
Вырӑнти тӳре-шара вара халӑх шухӑшне витӗм кӳресшӗн. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Мӑкшӑ Республикин патшалӑх парӑмӗ пысӑк. Анчах хастарсене ку та хӑратман – Чӑваш Енӗн те парӑм пур. Хастарсем палӑртнӑ тӑрӑх, Улатӑрта пысӑк улшӑнусем ҫук.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн доценчӗн ӗҫне Раҫҫейре пысӑка хурса хакланӑ. Сӑмахӑмӑр — педагогика ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ, педагогика ӗҫченӗсен професси аталанӑвӗн кафедрин доценчӗ Людмила Васильева пирки. Унӑн «Регионализация дошкольного этнохудожественного образования» (чӑв. Шкул ҫулне ҫитменнисен этнохудожество вӗрентӗвне региона кура йӗркелесси) ӗҫӗ «Языки и культура народов России: сохранение и развитие» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисем тата культури: сыхласа хӑварасси тата упрасси) Пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра ҫӗнтернӗ.
Ӗҫсене номинацисемпе суйласа илнӗ. Чи лайӑххисен шутӗнче — Раҫҫейӗн 51 регионӗнчи 110 практика.
Людмила Васильева Канашри педагогика училищинче (1973-1976 ҫулсенче), Чӗмпӗрти патшалӑх педагогика институтӗнче, асӑннӑ аслӑ шкулӑн аспирантуринче, Мускаври патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. 2018 ҫултанпа Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче ӗҫлет.
«Пӗр эрне ҪЫН пулса ҫӳрерӗм!» — тесе ҫырнӑ Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Микулай Павловский чӑваш Фейсбукри «Тӗнчери чӑвашсем» ушкӑнра.
Вӑл Европӑра пулнӑ иккен. Йӑхташӑмӑр пӗлтернӗ тӑрӑх, Европӑра вӑл «тахҫанах, ҫамрӑк чухнех пулса курнӑ».
«Тепре, 39 ҫултан кайсан та, ҫавнах куртӑм. Хальхинче эпӗ унта пӗр эрне пултӑм, ҫав кӗске вӑхӑтрах хама «пӗчӗк халӑх» ҫынни пек мар, тӗнчери ытти халӑхсемпе пӗртан ЧӐВАШ ЭТЕММИ пек туйса сывларӑм, савӑнса ҫӳрерӗм. Акӑ ирӗклӗ, уҫӑ сывлӑшлӑ Европӑ ҫынна мӗнле ҫӗклет!» — пӗтӗмлетнӗ Микулай Павловский Европӑра пулнӑ хыҫҫӑн. Анчах хӑш ҫӗршыва ҫитнине, мӗн-мӗн курнине, шел те, асӑнман.
Микулай Павловский чӑваш, сӑмах май, Хусанти авиаци институтӗнче вӗреннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |